Тантăш № 13 (4732) 08.04.2021

8 Апр, 2021

«Раççейĕн кашни кĕтесĕ таса та хăтлă пултăр»

Саккăрмĕш класра вĕренекен Аня Шкапова Елчĕк районĕнчи Çирĕклĕ Шăхаль шкулне иккĕмĕш çул ĕнтĕ Хăвăлçырмаран çӳрет. Ирхи 7 сехет иртсенех парта хушшинче вăл: уроксене хатĕрленет, кĕнеке вулама та ĕлкĕрет. Вĕренекенсене ырă тĕслĕх кăтартакан, мероприятисемпе уявсене хастар хутшăнса малти вырăнсем йышăнакан хĕрачана шкул ертӳлĕхĕ шанать, хисеплет. 

Вĕрентекен пуласшăн

Аня шкулти пур предмета та юратать, анчах та чи килĕшнисем — биологи, географи, физика, физкультура. Пуринчен те ытларах биологие мала хурать, хушма литература нумай вулать. Ку тăрăхри кашни ӳсентăранпа хурт-кăпшанка паллать, вĕсем мĕнле ĕрченине те пĕлет хĕрача. «Никам та мар, биологи учителĕ пулас килет манăн. Çак предмета вĕренме тытăннăранпах çутă ĕмĕтпе пурăнатăп. Надежда Карчикова учитель — маншăн тĕслĕх. Вăл хăйĕн ĕçне чунтан парăннă. Кашни урока интереслĕ те хăйне евĕрлĕ ирттерме тăрăшать. Пĕчĕк чухне тухтăр пулас теттĕм. Анне те пурнăçа медицинăпа çыхăнтармалли пирки калать. Тухтăра вĕренни аван-ха, çапах та хальлĕхе хамăн шухăша улăштармастăп. Пурăна киле куç курĕ», — терĕ Аня. Пур предметпа та аван ĕлкĕрсе пырать вăл, задачăсене те хăвăрт шутлать.

«Темшĕн ялан васкатăп, кайран тепĕр хут пăхса тухмастăп, çавна май тĕрĕслев ĕçĕсенче кашнинчех пĕр йăнăш та пулин тупăнать. Физикăпа, алгебрăпа, геометрипе чĕрĕкшĕн «4» паллă тухрĕ. Паллах, кулянмастăп, вĕрентекенсем пĕлĕве кура хаклаççĕ, хамăн ытларах тăрăшмаллине лайăх ăнланатăп. Эпир мĕнле вĕренни экзаменра йăлтах курăнать», — çирĕппĕн калать Аня. <...>

Елена АТАМАНОВА.

♦   ♦   


Три друга, три спортсмена

В Климовской школе Ибресинского района большое внимание уделяют развитию спорта. В стенах этого учебного заведения выросло не одно поколение известных спортсменов и кандидатов в мастера спорта. До сих пор в школе стараются поддерживать спортивные традиции, а ученики радуют успехами – становятся победителями и призерами соревнований разного уровня.

Сегодня мы хотим вас познакомить с тремя спортсменами. Артем Григорьев, Антон Волков и Денис Иванов учатся в 7-м классе. Мальчики не только дружат между собой, но и занимаются вместе в различных секциях, выступают на соревнованиях. В начале года все трое защищали честь Чувашии на состязаниях по биатлону и полиатлону. А еще мальчики обладатели золотых значков ГТО.

Если спросить у мальчишек, кто из них самый спортивный, они не задумываясь скажут, что Артем. Он сумел отличиться и в триатлоне, и в полиатлоне, и в лыжных гонках.

– В этом году в республиканском соревновании по биатлону я стал вторым, а в полиатлоне занял первое место. В районных соревнованиях в своей возрастной категории я всегда побеждаю, но если соревнуемся с теми, кто на год старше, приходится стараться, – рассказал Артем о своих успехах. У него получается все: и кататься на лыжах, и просто бегать. В его копилке – много медалей и дипломов. И учится он на «4» и «5». <...>

Вера ШУМИЛОВА.

♦   ♦   ♦


Не сидела на месте

Как хорошо, что есть каникулы! Отдыхаешь, очень много свободного времени, занимаешься любимыми делами: читаешь интересные книги, смотришь фильмы и т.д. Весенние каникулы прошли очень занимательно. Я не сидела и скучала, а старалась быть настолько активной, чтобы потом было, что вспомнить. И решила про это написать в свою любимую газету «Тантăш».

Я учусь в 5-м классе. В этом учебном году нам добавили несколько новых предметов. Подготовка к урокам занимает больше времени, так как бывают сложные моменты, но я справляюсь сама. А на каникулах было полно свободного времени, и я решила, что не хочу сидеть на одном месте. В один прекрасный день мы с друзьями отправились в библиотеку. <...>

Валерия ФЕДОРОВА, 5-й класс. Янтиковский район, Тенеевская школа.

♦   ♦   ♦


Выртса сивĕ шыв ĕçеттĕмĕр

Чăваш Ен Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисене тума пуçланăранпа кăçал 80 çул çитнине паллă тума хатĕрленет.

Манăн мăн асанне, Феодосия Полякова /Смирнова\ – çак ĕçе хутшăнакансенчен пĕри. Вăл 1924 çулхи утă уйăхĕн 28-мĕшĕнче Комсомольски районĕнчи Тĕвенеш ялĕнче çуралнă. Çемьере улттăн ӳснĕ. Пиччĕшĕсем пурте вăрçа тухса кайнă. Амăшĕ пĕр ывăлне кĕтсе илеймен. Вăл танкрах çунса вилнĕ. Феодосия кĕçĕнни пулнă. Хĕрача 3 çултах ашшĕсĕр тăрса юлнă. Апла пулин те ачисене пĕлӳ пама тăрăшнă амăшĕ. Мăн асанне кӳршĕ Кипеç ялĕнче 7 класс пĕтернĕ хыççăн Патăрьелте питомник ĕçченĕ пулма вĕреннĕ. Хĕр спортпа туслă пулнă. Йĕлтĕрпе чупса ăмăртусенче Комсомольски, Патăрьел районĕсен чысне хӳтĕленĕ.

Вăрçă пуçланнă чухне вăл 16 çулта пулнă. Колхозра ырми-канми ĕçленĕ: тырă вырнă, пуçтарнă, вăрçа кайнă арçынсем вырăнне те вăй хунă. Вăкăр кӳлсе Канаша тырă леçнĕ, çуллахи вăхăтра ĕç нумай пулнипе уйра çĕр каçни те пулнă. 1941 çулхи юпа уйăхĕнче 17 çул тултарнă хĕре Улатăр районне хӳтĕлев траншейисем чавма янă. Феодосия Андреевна манăн асаннене (Валентина Куприяновăна) каласа панинчен: «Çанталăк сивĕччĕ, 40 градусран та иртетчĕ. Çĕр тарăн шăннăран кăвайт чĕртеттĕмĕр. Ун пек чавма çăмăлрахчĕ. Алăра пуртă, лум, кĕреçе анчахчĕ. Çăпата, алса хăвăрт çĕтĕлетчĕ. Ĕçленĕ çĕре пушăт сутма илсе пыратчĕç. <...>

Валерия КУПРИЯНОВА, 10-мĕш класс. Тăвай районĕ, Чутей шкулĕ.

Материалсемпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.