Арăмсăр та çурт саланмасть

21 Дек, 2013

«Пĕтĕмпех этем аллинче, этем - хĕрарăм аллинче», - теççĕ. Хĕрарăма турри, чăннипех те, этемлĕхе упрама, çут тĕнчене çĕнĕ пурнăç парнелеме, çемье ăшшине тытса пыма пилленĕ. Мĕн пĕчĕкрен чун йăпатмăш пуканипе выляса ÿснĕскер пĕве кĕрсен йăх-несĕле ĕрчетесси çут çанталăкăн сăваплă та яваплă саккунĕ пулнине туйса илет. Анчах пархатарлă çак туртăм кашнин чĕринчех «çеçке çураймасть» иккен. Хăй варĕнче 9 уйăх йăтса çÿренĕ тĕпренчĕке пăрахса хăваракан куккук-амăшĕсем пирки пырать сăмахăм. Ачи-пăчи çинчен манса ĕçсе-çапкаланса çÿрекенсене амăшĕ теме чĕлхе çаврăнмасть. Тивĕçлĕ мар вĕсем сăваплă та таса ята. Теприсем вара упăшкипе пĕр чĕлхе тупайманшăн та пепкисене айăплаççĕ тейĕн - мăшăрĕнчен уйрăлсан ывăл-хĕрне те пăрахса хăвараççĕ. Шăпах çакнашкал шăпаллă арçынсемпе паллашрăм Елчĕк районĕнчи Сăрьелте. Кунта тĕпленнĕ тутарсем чăвашла калаçма та хăнăхнă. Çапах хăйсен йăли-йĕркипе пурăнаççĕ, мăсăльман уявĕсене тĕплĕ хатĕрленеççĕ, ялти мечĕте çÿреççĕ. Чăваш хĕрне качча илекен тутарсем те пур.

Телейрен хăех тарнă

Шевкат Галимов виçĕ теçетке çул урлă каçсан тин авланнă. Ульяновск облаçĕнче хÿхĕм пикепе паллашсан вăл турă çырнине тупрăм тесе шухăшланă та 18 çулти Лилийăна тăван ялне илсе килнĕ. Малтанах вĕсем чиперех килĕштерсе пурăннă. Упăшки сылтăм ури вăйлă шăннă хыççăн уксахласа утни вĕчĕхтернĕ-ши хĕрарма е хăй унран 13 çул çамрăкрах пулнипе илĕртÿллĕрех арçынна тупатăп тенĕ-ши - пĕррехинче вăл 3 тата 6 çулсенчи хĕр пĕрчисене хунямăшĕпе хăварса тăван тăрăхне тухса кайнă та текех таврăнман.

3-мĕш ушкăн инваличĕ çемьере укçа-тенкĕ çитсе пытăр тесе малтанах ентешĕсене сивĕтмĕш, телевизор юсаса панă. Техникăпа ачаранах кăсăкланаканскер ку ĕçе хăй тĕллĕнех хăнăхнă. Мăшăрсăр юлнăшăн куляннипе «çуттинче» çăлăнăç шырама та пăхнă. Телее, хăй йăнăш çул çине тăнине вăхăтра тавçăрнă. Халĕ сывă пурнăç йĕркине пăхăнать: 10 çул ытла эрех ĕçмест, пирус туртмасть, пукане пек чипер хĕрĕсене те сăпайлăхпа сапăрлăха упрама хистет. Вăл ачисен пурнăçĕпе пĕрре те кăсăкланман хĕрарăма амăш прависĕр хăварасшăн пулнă. Анчах лешĕ хирĕçленĕ. Хăй вара вĕсене курма та килмен. Кăçал аслă хĕрĕ Альфия Хусан медицина институтне психолога вĕренме кĕнĕ май амăшĕ хĕрне пăртак укçа парасса шаннă. Каллех кăлăхах. «Хам та япăх пурăнатăп. Хăвăрăн мана пулăшмалла», - тенĕ хĕрарăм.

- Хăйĕн кунта пурăнас килменнине аслă ачине çуратсанах пытармастчĕ. Çапах иккĕмĕшне те кун çути парнелерĕ. Хĕр ачасене амăшĕ никамран ытла кирлине ăша хывман-ши вăл - каялла пĕчченех тарнă, - аса илет Исламия Сунгатуллина библиотекарь. - Пĕррехинче Хĕрарăмсен кунĕпе саламласа кĕçĕн ачи мана хăй ăсталанă открыткăна парнелерĕ. Унта малтанах «аннене» тесе çырнăччĕ, кайран ку сăмаха туртса хунă. Гульчечеке амăшĕн ăшши, ачашлăхĕ çитменнине туйрăм, ăна тав туса хам çума çупăрларăм. 9-мĕш класра вĕренекенскер халĕ те кăмăлĕ сÿрĕк чухне вулавăша килет. Чунне уçма, йăпатма тăрăшатăп.

Шевкат Асхатовича ачисене тĕрĕс воспитани пама амăшĕ чылай пулăшнă. Вăл çамрăкрах чухне алса-чăлха çыхса сутнă, мăнукĕсене ытлă-çитлĕ ÿстерме ăнтăлнă. 85-ри Гельзиан аппа вĕсене халĕ те парнепе хавхалантарма тăрăшать. Ашшĕ ачисене савăнтарас тĕллевпех клубра иртекен Çĕнĕ çул уявĕ тĕлне лотерея билечĕсем туянчĕ.

- Уксахланăшăн тиркерĕ-тĕр мана, - тет вăл арăмĕ пирки. Хăй вăхăтĕнче йăнăш утăм туман тăк Лилия паян хитре хĕрĕсен çитĕнĕвĕсемпе савăнса, арçын хÿттинче ырă курса пурăнĕччĕ. Çак телейрен хăех тарнă-çке...

Хĕрарăмсене асăрхамасть те

Çак ялтах çуралса ÿснĕ Манзар Юсуповăн шăпи те пылак мар. Минскра РФ Шалти ĕçсен министерствин тытăмĕнче служба тивĕçĕсене пурнăçланăскер хĕсметри тусĕсем пек полицире юлман, Магнитогорскри индустрипе педагогика техникумĕнче электрике вĕреннĕ. Çак специальноçпа тăван колхозра 10 çул ĕçленĕ. Хăйĕн хушамачĕн историйĕпе ачаранах кăсăкланнăскер Юсупов кнеç тутар йăхĕнчен тухнине тĕпчесе пĕлнĕ.

Вăл Сăрьелти тутар хĕрнех качча илнĕ. Арăмĕ колхоз бухгалтерĕнче ĕçленĕ, мăшăрне икĕ ывăл парнеленĕ. Кĕçĕн ачи çуралнă чухне мăй шăмми мăкăлтаннине пула ĕмĕрлĕх сусăрланса юлнă. Çак инкек те çемьери тăнăçлăха сĕвĕрĕлтернĕ-тĕр. Тен, мăшăра хирĕçтерекен урăх сăлтав та пулнă-и - кун пирки арçын калаçасшăн мар. Арăмĕ тăван килне тарни, паллах, ун чĕрине яланлăхах амантса хăварнă. Çемьене упраса хăварас, ачисене пĕрлех ÿстерес тĕллевпе мăшăрне таврăнма темиçе хут та ÿкĕтленĕ. Анчах лешĕ килĕшмен, 2007 çулта уйрăлма хăех ыйту çырнă. Суд ачасен амăшĕпе пурăнмалла тесе йышăннă пулин те Зульфатпа Нияз ашшĕн килĕнчех юлма кăмăл тунă.

Кунта питĕ хăтлă та тирпейлĕ, кил хуçалăхĕ те çирĕп. Туслă кил-йышра укçа-тенкĕ çитсе пыни куç кĕрет. Манзарăн ашшĕпе амăшĕ тĕплĕ çынсем: ĕçлеме ÿркенмеççĕ, ачисене те хăйсем пекех килĕштерсе пурăнтарас тĕллевпе хушша хуппа кĕмеççĕ. Ырă кăмăллăскерсем йăпăртлăха çеç килекене те пыллă чейпе, тутлă çимĕçпе хăналамасăр кăларса ямаççĕ. Тутар кучченеçне эпĕ те ас тиврĕм. Пылак çимĕç вĕсен сĕтелĕ çинчен татăлмасть темелле. 65 çулти Альфия аппа мăнукĕсем валли тăтăшах юко, кăштеле /пирĕн патра кăмпăрчăк, çатрака /хворост/ теме хăнăхнăскере тутарсем «кайăк чĕлхи» пĕлтерĕшлĕ ят панă-мĕн/ пĕçерет. Шупашкарти строительство техникумĕнче 1-мĕш курсра вĕренекен Зульфат асламăшĕ хатĕрленĕ тутлă апат-çимĕçшĕн, тăван кĕтесшĕн, хурăнташĕсемшĕн тунсăхлать-тăр - эрне вĕçĕнче яла васкать. Кушкă вăтам шкулĕнче 7-мĕш класра ăс пухакан Нияз мĕн çуралнăранпах инвалид шутланать пулин те тантăшĕсенчен нихăш енĕпе те юласшăн мар. Чĕлхи уçăмлăн калаçайманни çеç пысăк чăрмав кÿрет ăна.

Арăмĕ сусăр ачана çапла пăрахса хăварма пултарни 41-ри арçыннăн чунне шăнăçмасть: «Ывăлсене амăшĕпе тĕл пулма нихăçан та чарман, çапах вĕсем ун патне питех туртăнмаççĕ», - тет вăл. Килте шанчăклă çынсем пуртан Манзар Кавиевич вахта мелĕпе Мускавра электрикра ĕçлет. Янкăр тÿпе пек çепĕç кăвак куçлă та яштака кĕлеткеллĕскере сăн-пит илемĕшĕн çеç мар, вашават кăмăлĕшĕн, анлă тавра курăмĕшĕн темле хĕрарăм та килĕштермелле пек. Анчах пĕрре пиçнĕскер асăрханулăх çинчен манмасть - ачисене пурнăç çулĕ çине çирĕппĕн тăратас ĕмĕтпе хавхаланса ĕçлет. Этемлĕхĕн черчен çуррине асăрхамасть те тейĕн халĕ.

Лина ТРОФИМОВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.