Çамрăксен хаçачĕ 31 (6379) № 12.08.2021

12 Авг, 2021

«Ачасен куллишĕн çĕр çывăрмасăр ĕçлеме хатĕр»

Шупашкарта пурăнакан Елизавета Руденская хăй вĕренекен аслă шкулта, Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институтĕнче, студентсен телекуравне йĕркеленĕ. Режиссер пулма ĕмĕтленекен 21 çулти пике видеороликсем ÿкерме, вĕсене монтаж тума юратать.

— Елизавета, кăçал ЧР Пуçлăхĕн пултаруллă яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа паракан стипендине тивĕçрĕн. Эсĕ — пулас режиссер. Çак профессие суйлама мĕн хистерĕ?

— Ача чухнех мĕн те пулсан шухăшласа кăларма юрататтăм. Сăмах май, эпĕ Шупашкарта çуралса ӳснĕ. Садике çӳреме пуçласан сцена çинче юрлама, сăвă калама тытăнтăм. 9-мĕш класс пĕтеричен 44-мĕш лицейра вĕрентĕм. Тепĕр икĕ çул А.Г.Николаев космонавт летчик ячĕллĕ 10-мĕш шкулта ăс пухрăм. Шкулта пĕлӳ илнĕ чухне тĕрлĕ конкурспа фестивале хутшăнни, пултарулăх кружокĕсенче ăсталăха туптани пуласлăха культура тытăмĕпе çыхăнтарма хистерĕ. Çапла режиссер пулас ĕмĕт çирĕпленчĕ. Манăн шухăшпа, çак професси искусствăн мĕн пур енне пырса тивет. Халĕ институтра 3-мĕш курс пĕтертĕм. Эпĕ постановкăсем хатĕрлеме кăмăллатăп. Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институчĕ мана пур енлĕн аталанма пулăшать. Кунти пĕлӳпе кăна çырлахмастăп. Хам тĕллĕн çĕннине пĕлме, вĕренме тăрăшатăп. Интернетри тĕрлĕ постановкăна тишкеретĕп, форумсене хутшăнатăп, преподавательсемпе уйрăммăн тĕл пулса калаçатăп.

— Студент пурнăçĕ — чи кăсăклă вăхăт. Килĕшетĕн-и?

— Студент пурнăçĕ тĕлĕнмелле чаплă. Шел, вĕренмелли пĕр çулталăк кăна юлчĕ. Виçĕ çул маншăн пĕр самант пек иртрĕ. Çак вăхăтра кăсăкли темĕн те пулчĕ. Пĕрремĕш курс сцена çинчех иртрĕ. Мероприятисене икшер эрне, канмалли кунсăр, хатĕрленеттĕмĕр. Тин çеç студент билетне илнисемшĕн ку çăмăлах марччĕ пулин те мана эпир мĕн туни килĕшетчĕ. 1-мĕш курсрах институтран вĕренсе тухакансен постановкисене /вĕсен диплом ĕçĕсемччĕ/ хутшăнма тытăнтăм. Ку маншăн опыт пухмалли лайăх мел пулса тăчĕ. Хĕллехи постановкăсене нихăçан та асран кăларас çук. Çуна çинче ярăнса кĕрт тăрăх чупни манăçмасть. «Хĕл Мучи» квест программăна уйăх ытла хатĕрлентĕмĕр.

2019 çул вĕçĕнче Алексей Болдырев Дана Сидеросăн пьеси тăрăх хатĕрленĕ «Всем, кого касается» постановкăра вылярăмăр. Иккĕмĕш курс та интереслĕ самантсемпе пуян пулчĕ. Чи йывăрри — хĕллехи сессиччĕ. Ун чухне пирĕн ют тата хамăр çĕршыври классика произведенийĕсен сыпăкĕсене лартмаллаччĕ. Тепĕр чухне ирччен хатĕрленеттĕмĕр. Çур çĕр çитсен хырăм выçатчĕ. Пĕрисем шаурма илме кайнă вăхăтра теприсем декораци хатĕрлетчĕç. Кайран улшăнаттăмăр.

— Çуллахи сесси дистанци мелĕпе иртнĕ сирĕн. Апла пулин те алă усса лармаллине пĕлтермен ку.

— Ку та хăйне май çĕнĕ опыт пулчĕ. 3-мĕш курс студенчĕсен тин çеç вĕренме килнисем валли концерт хатĕрлесси йăлара. Эпĕ ку вăхăт çитессе тахçанах кĕтеттĕм. Ушкăнрисемпе тата преподавательпе канашланă хыççăн уяв сценарине хатĕрлессине хам çине илтĕм. Паллах, мана ыттисем те пулăшрĕç, хăйсен шухăшĕсене пĕлтерчĕç. Икĕ уйăх хатĕрленни харама каймарĕ. Паллах, постановкăпа паллашакансем чаршав хыçĕнче мĕн пулнине пĕлмесĕрех юлаççĕ. Геройсем валли маскăсене интернетран саккас туса кĕтни, хулари мĕн пур лавккара сутăнакан неон патаксене туянни тата ытти самант кулиса хыçĕнчех юлтăр. Премьерăччен виçĕ кун юлсан пĕр номере сценарирен кăларма тиврĕ, çавăнпа костюмсене те улăштартăмăр. Çак ĕçе 1-мĕш курсра вĕренекенсене явăçтартăмăр. Сценарие чылай çĕнĕлĕх кĕртрĕм. Уяв программи пурне те килĕшрĕ. <...>

Любовь ПЕТРОВА.

♦   ♦   ♦


Италире чăн-чăн пицца пĕçерме вĕреннĕ

Белла вита… «Илемлĕ пурнăç» тени шăпах Итали çыннисем пирки, вĕсемшĕн вăл девиз евĕрех. Капăр тăхăнма кăна мар, тутлă апатпа сăйланма, пурнăçăн кашни саманчĕпе туллин киленме пĕлеççĕ çак çĕршывра пурăнакансем. Ыттисен вĕсенчен мĕне вĕренмелле? Италире чăнах та «белла вита»-и? Кун пирки Милан хулинче çулталăк ытла пурăнакан Алиса Поповăран ыйтрăм.

Ла Скалапа çыхăнса ĕçлет. «Мана Итали илĕртнине унта пĕрремĕш хут кайса курнă хыççăн ăнлантăм. 2017 çулта И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи искусствăсен факультетĕнче йĕркеленнĕ ушкăнпа пĕрле унта Пĕтĕм тĕнчери «Ланчано премийĕ» конкурса хутшăнма çул тытнăччĕ. Эпĕ дирижера вĕренеттĕм, çав вăхăтрах гитара калама кăмăллаттăм. Манăн гитарист пек аталанас тĕллев пурччĕ. Ют çĕршывра пĕлӳ илесси пирки шухăшласан документсене тӳрех Италири аслă шкулсене ятăм. Мана 6 консерваторирен 5-шĕ йышăнма хатĕррине пĕлтерчĕ. Анчах чикĕ леш енне тӳрех вĕçме май килмерĕ: эпĕ Чăвашра бакалавр дипломне илменччĕ-ха. Çулталăк кĕтме тиврĕ. Ют çĕршыва кайиччен чĕлхене ăса хывма шухăшларăм. Эпĕ акăлчанла калаçатăп-ха, анчах итальянла пĕлни те пĕлтерĕшлĕ. Мана ăнчĕ: ЧПУра чĕлхе курсĕ йĕркеленĕ, ăна Итали арçынни, Римра вĕреннĕ Массимо Рипани, ертсе пырать. Вăл пулăшнипе унăн тăван чĕлхине вĕренме тытăнтăм.

Италие вĕçсен консерваторие кĕмешкĕн темиçе экзамен тытма тиврĕ. Вĕсенчен пĕринче эпĕ чĕлхене мĕнле пĕлнине тĕрĕслерĕç. Ăна тытаймасран хăрарăм, мĕншĕн тесен эпĕ сахал вĕреннĕ, чĕлхен 40% çеç пĕлеттĕм. Те эпĕ телейлĕ çын? Е Итали мана хăйĕн патĕнче хăварасшăнччĕ-ши? Экзамена йĕркеллех тытрăм. Аслă шкула кĕнипе кĕменнине пĕлмесĕрех Раççее таврăнтăм. Вăхăт иртсен Италири чи чаплă консерваторире вĕренессине пĕлтĕм. Унта тепĕр хут вĕçсен шикленӳ туйăмĕ пурччĕ: çынсем питĕ хăвăрт калаçнăн туйăнатчĕ. Халĕ пачах тепĕр май: ерипен пуплеççĕ пек.

Эпĕ Европăри ят-сум çĕнсе илнĕ консерваторисенчен пĕринче магистратурăра ăс пухатăп. Вăл Джузеппе Верди ячĕпе хисепленет, 1807 çулта уçăлнă. Чи тĕлĕнмелли: паллă композитор çак аслă шкулта вĕренмен, ăна унта йышăнман. Консерватори тĕнчипе паллă Ла Скала опера театрĕпе çыхăнса ĕçлет. Аслă шкулта итальянла кăна калаçатпăр. Пур лекции те çак чĕлхепе иртет. Хăнăхма йывăр пулчĕ, уйрăмах музыка теорине вĕренме кăткăсчĕ.

Хаклă пурнăç. Общежитире пурăнмастăп, хваттер тара тытма тиврĕ. Юлашки 8 уйăхра вырăс чĕлхи учителĕнче ĕçлетĕп. Хутăш çемьере çитĕнекен ачасене вĕрентетĕп. Чылайăшĕн амăшĕ — вырăс, ашшĕ — Итали çынни. Унсăр пуçне çынсене гитара каламашкăн вĕренме пулăшатăп. Кунта унашкал уроксене питĕ хаклаççĕ. Раççейрипе танлаштарсан, репетиторсем ытларах ĕçлесе илеççĕ. Пĕр сехетшĕн — 1500 тенкĕ. Çав вăхăтрах Италире пурнăç хаклă пулнине каламалла. Шупашкарта, сăмахран, 9 пин тенкĕпе 1 уйăхлăха пĕр пӳлĕмлĕ хваттер тара тытма май пур. Кунта сахалтан та 50 пин тенкĕ кирлĕ. Миланра 3-5 хутлă çурт нумай. Çавăнпа хама хăтлă туятăп.

Ют çĕршыва каяс пулсан кĕсьере укçа-тенкĕ пулмаллах. Пĕрремĕш çулхине вĕреннĕшĕн хамăн тӳлеме тиврĕ. 3500 евро, пирĕннипе 300 пин тенкĕ ытла, кăларса хутăм. Студентсене стипенди параççĕ, анчах кашни уйăхра мар. Çак укçа вĕреннĕшĕн тӳлеме те çитет.

Милан — питĕ илемлĕ хула. Чи чăнкă вырăнсенчен пĕри — Дуомо собор. Вăл мĕнле илемлĕ пулнине палăртма сăмах çитмест. Собор çывăхне пырсан çурт çинчи кашни вак-тĕвеке сăнама пулать. Консерваторие кайнă чухне шăпах ун умĕнчен иртсе çӳретĕп. Миланран инçех мар Комо кӳлĕ пур. Пуйăса ларсан ун патне хăвăртах çитетĕн. Эпĕ çывăхри мĕн пур кӳлле курнă. Швейцарие икĕ хут çитсе килме тӳр килчĕ. Коронавируса пула текех ниçта та тухман.

20-30 çул пурăнсан та чĕлхене пĕлмеççĕ. Италире ют тăрăхран килнисене кăмăллăн йышăнаççĕ. Кунта вырăссемпе сахал хутшăннăран манăн кулленхи калаçăвăн 95% — итальянла. Юлашки вăхăтра çак чĕлхепе шухăшланине те ăнланма тытăнтăм. Аттепе анне те эпĕ урăхларах калаçнине сисеççĕ. Юлташсен пĕлĕшĕсем эпĕ итальянла лайăх калаçнинчен тĕлĕнеççĕ. Уйрăмах — эпĕ кунта пĕр çул ытла çеç пурăннине пĕлсен. «Теприсем Италире 20-30 çул пурăнсан та чĕлхене пĕлмеççĕ», — теççĕ.

Итальян чĕлхи мана лекцисене итлеме кирлĕ. Çакă вĕренме хавхалантарать пуль. Итали çынни пек калаçма хăнăхмашкăн темиçе çул кирлĕ. Чĕлхе — хăйне евĕр, глагол вăхăчĕ нумай. Хăшне-пĕрне итальянсем хăйсем те пĕлмеççĕ. <...>

Ирина КОШКИНА.

♦   ♦   ♦


«Ачуна çак шăтăкрах çурататăн пуль ĕнтĕ»

«Анне Емельянова Анастасия Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланиччен, çу уйăхĕнче, Шăпăрлăвар ялĕнчен Кушара качча килнĕ. Тăван ялĕнче те ăна савакан каччă Хĕлип пулнă. «Вăрçă тухать», — текен сас-хурана илтсен анне шухăша путнă: «Вăрçă пуçлансан арçынсене фронта илсе кайĕç. Пурăнма йывăр: ялта шыв та, вутă та çук». Çапла вăл аттене Ефимов Александра качча килнĕ», — калаçăва пуçларĕ Красноармейски районĕнчи Кушар ялĕнче пурăнакан Федосия Гаврилова.

Вартан тухса ӳкмен

Наçтуç 1914 çулта çуралнă, вĕсен çемйи пуян пурăнман. Унăн ашшĕ Емелен Пĕрремĕш тĕнче вăрçине хутшăннă, унтан аманса таврăннă: урин икĕ лаппи те пулман. Вăл хăйĕн валли кĕске çăпата ăсталаса тăхăннă, туяпа уксахласа çӳренĕ. Çавăн пек вăл вăрман касма та кайнă.

Наçтуçăн икĕ пиччĕшĕ Димитрипе Иван пулнă. Чи кĕçĕнни Анна чирлесе вилнĕ. «Апай /амăшне çапла чĕннĕ/ Кушара качча килсен нумаях та пурăнман — вăрçă пуçланнă. Куккасем Димитрипе Иван фронта кайнă. Иккĕшĕ те таврăнайман. Аттен те вăрçа кайма ят тухнă. Эпĕ ун чухне хырăмра юлнă. Ялта çав кун икĕ Санька вăрçа тухса кайнă. Апи аттене лешĕн арăмĕпе пĕрле лашапа Мăн Супар ялне леçнĕ. Вăрçă хирĕнче контузи пулсан атте киле таврăннă. Тепĕр Саньки 1945 çулта таврăнчĕ те 3 эрнерен вилчĕ», — аса илчĕ Хветӳç /ялта ăна çапла чĕнеççĕ/.

Упăшки вăрçа кайсан Наçтуç хуняшшĕпе, хунямăшĕпе юлнă. 1941 çулхи кĕркунне ача кĕтекен хĕрарăма окоп чавма илсе кайнă. «Эх, Санька арăмĕ, ачуна çак окоп шăтăкĕнчех çуратса пăрахатăн ĕнтĕ», — тенĕ унпа пĕрле окоп чавма кайнă Елизавета Степанова. «Эпĕ темле майпа хырăмран тухса ӳкеймен тата. Апай наçилккапа тупра та йăтнă, шăннă çĕре лумпа та такканă. Çăпата çĕтĕлсе тухсан çарранах çӳренине, ури шăннине, аллине тăм илнине каласа кăтартатчĕ. Манăн çуралмаллах пулнă çав. Çак тарана пурăнса çитрĕм, 79 çул тултарса 80-а кайрăм. Апайпа пĕрле ялтан темиçе çын окоп чавма кайнă. Вĕсен йышĕнче 16-ри Устения Андрияновăпа Мария Леонтьева пулнă. Аслисем Майрипе Уçтене хĕрхеннĕ, шăнса кӳтсен апат пĕçерме янă», — амăшĕ каласа кăтартнине аса илсе куççульленчĕ Хветӳç.

Наçтуç окоп чавнă çĕртен 1942 çулхи çуркунне таврăннă, çу уйăхĕн 28-мĕшĕнче çăмăлланнă: Федосия çут тĕнчене килнĕ. Ачине 3 эрнерен çеç, çĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕнче, кайса çыртарнă. Федосия Гаврилова çуралнă куне хут çинче çырнă кун мар, çу уйăхĕн 28-мĕшĕнче паллă тăвать.

Аса илсе макăрнă

Анастасия Емельянова 84 çулччен пурăннă. Вăрçă вăхăтĕнче тата ун хыççăн çăмăл килмен, çимелĕх çăкăр пултăр тесе Наçтаç ШорПайраш колхозне килте тĕртнĕ пиртен 15 михĕ алăпа çĕлесе панă. Çывăрма вăхăчĕ пулман, ир пуçласа каçчен уйра тырă вырнă. Каçхине алла йĕппе çип тытнă. Наçтаç Типçырма колхозне те 10 михĕ çĕлесе панă.

Юлашки çулĕсенче, вăй-халĕ чаксан, Анастасия Емельянова окоп чавнине тăтăшах аса илсе макăрнă. Пĕртен-пĕр хĕрĕ Хветӳç ăна сывлăхĕ хавшасан хăйĕн патне илсе килнĕ, 12 çул пăхнă, юлашки çулĕсене Наçтаç вырăнпах выртнă. Аппендиксĕ çурăлса кайнипе те нушине нумай курнă, больницăра 2 уйăх выртнă. Çак тапхăрта хĕрĕ юнашарах пулнă. «Апайăн аппендицит пулнине пĕлмен эпир. Хырăм ыратать тесе выртатчĕ. Пирĕн ăна юнашар ларса пăхма майĕ пулман — фермăна ĕçе çӳренĕ. Яманака качча кайнă аслă хĕрĕм Лена Санкт-Петербургра тухтăра вĕренекен ывăлăм Сергей патне темле майпа шăнкăравласа пĕлтернĕ. Кун хыççăн пирĕн пата васкавлă медпулăшу килнĕ, эпир ĕçре пулнă. Кĕçĕнни Тоня шкултан фермăна чупса килчĕ, хăй макăрать: «Кукама больницăна илсе каяççĕ! Сана йысна операци тунă çĕре пыма хушрĕ». Больницăна çитрĕм. Санитарка апайăн кĕпине илсе тухрĕ: «Çак карчăкăн кĕпине курăр-ха, шап-шурă. Килте тĕртнĕ пусмаран çĕленĕ вĕт ăна». Операци тунă хыççăн апай патĕнче палатăра çĕр каçаттăмччĕ, ирхине киле кайса фермăна чупаттăм», — малалла калаçрĕ Федосия Александровна.

«Эх, Хветӳç, эсĕ мана пăхассишĕнех çăлăнса юлнă пуль. Эсĕ пулман тăк пурăнаяттăмччĕ-ши? Кам пăхĕччĕ-ши мана?» — тенĕ Наçтуç вилес умĕн. Чăнах та, окоп чавнă чухне те варта упранса юлнă пепкене çут тĕнче илемне курмах пӳрнĕ. Çуралсан та Хветӳç вилĕмпе куçа-куçăн темиçе хутчен тĕл пулнă. <...>

Ирина АЛЕКСЕЕВА.

♦   ♦   ♦


Хĕве чикнĕ çăкăр та шăнса ларнă

Элĕк салинче Мальвина Прокопьевăна пĕлмен çын çук. 86-ри ватă çын иртнине аса илсе пĕрре маар куççульленчĕ. Унăн ачалăхне вăрçă нуша кӳнĕ. Вăл тĕпĕ-йĕрĕпе каласа кăтартрĕ.

Ăçта вилнине пĕлмеççĕ

«1936 çулта колхозниксен çемйинче çуралтăм. Ати /Элĕк тăрăхĕнче ашшĕне çапла чĕнеççĕ/, Мăн Тукташ ялĕнче çуралнăскер, Хирлеппуç хĕрне качча илнĕ. Тĕп килте маçакпа, мамакпа пĕрле пурăнтăмăр. Пĕчченех ӳсрĕм, ати Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен таврăннă пулсан йăмăк-шăллăм пулатчех-тĕр. Пĕртăван çукки апи вилсен уйрăмах хытă туйăнчĕ. Пĕр-пĕрин çумне тĕршĕнсе кулянаттăмăр…

Ати сусăр пулнă. Ăна фронта илсе кайнă чухне эпĕ 5-реччĕ. Хайхискер çуна уявĕнче /Пăлхавăшни/ сурăхсем валли турат касмашкăн йăмра çине хăпарнă та ӳкнĕ. Атин пĕр ури хуçăлнă. Больницăна çитеймен-ши? Çынсем каланă тăрăх, суран тӳрленсен унăн пĕр ури тепринчен 10 сантиметр кĕскерех пулнă. Уксахлаканскер туясăр çӳреймен. Çапах ăна та вăрçа кайма повестка тыттарнă. Атие илсе кайнине лайăх астăватăп. Шуçăм çуталса килетчĕ. Мана, çывăраканскере, такамăн пысăк алли ăшă вырăн çинчен çĕклесе илчĕ. Кил картишне йăтса тухса атие тыттарчĕç. Эпĕ ун çумне пăчăртантăм. Ати çупăрласанах ăшă пулчĕ. Çав ăшăлăх манра ĕмĕрлĕх юлчĕ, аса илтерсех тăчĕ. Пурнăçри йывăр самантсенче ăна туяс килчĕ. Ати мана çӳлелле çĕклерĕ те каллех çав сивĕ алла пачĕ. Картишĕнче кӳлнĕ лаша тăнине, çынсем унталла-кунталла уткаланине курса юлтăм.

Çывăх çыннăмсем хутла пĕлмен. Ликбезра кăштах сас паллисем вĕреннипех çырлахнă. Мамак /тури чăвашсем асаннене çапла калаççĕ/ каласа панă тăрăх, вĕсене Çемен Илйи вулама-çырма вĕрентнĕ. Ку пирĕн кӳршĕ — Чăваш Республикин гимнĕн авторĕ, паллă писатель-поэт Илле Тукташ — пулнă. Фронтра çапăçакан атирен пĕр çыру килчĕ. Сăмах туса уйăрмасăрах сас паллисене йĕркипе лартса тухнăччĕ. Мамак хут татăкĕпе Пелагея Степанова вĕрентекен патне вĕçтерчĕ. Вăл салтак çырăвне вулама пулăшнă. Каярахпа пӳрте пăснă чухне упранса юлнă хут татăкĕ манăн алла лекрĕ. Ати обозпа хĕç-пăшал турттарнине пĕлтерсе çырнă. 3 йĕркене вулама çук — хура сăрăпа сăрланă. Унта мĕн çырнине пĕлес тесе çырăва шкул директорĕ патне илсе кайрăм. «Калама юраманнине çырнă. Тĕрĕслекенсем хуратнă», — терĕ мана офицер пулнă арçын.

1944 çулхи çу уйăхĕнче иккĕмĕш çыру илтĕмĕр. Унта Максим Кириллович Прокопьев хыпарсăр çухалнине пĕлтернĕччĕ. Мĕнле çарта çапăçнине, вилли ăçта выртнине пĕлместпĕр. Вăл юн юхтарнă вырăна çитсе пуç тайăттăм та хăть… «Эх, ачам, лашапа снаряд турттаракан салтак çине бомба ӳкнĕ пулсан кĕлеткин татăкне те тупаяс çук», — терĕç пĕлекен çынсем.

Турăш умĕнче сăхсăхнă

Апи Марфа Ивановна питĕ ĕçченччĕ. Вăрман касма та кайнă вăл. Пĕчĕк ача пур тесе колхоз ĕçĕнчен юлман. Лашасене вăрçа илсе кайсан апи вăкăр кӳлсе çӳренĕ, Мăн Тукташран Вăрнара тырă турттарнă.

1941 çулхи кĕркунне вăл Етĕрне районне окоп чавма тухса кайрĕ. Унта 1942 çулхи кăрлач уйăхĕчченех ĕçлерĕç. Пĕрре хĕлле апи таврăнчĕ. Хутса ăшăтман хваттерте 20 çын выртса тăнине каласа пачĕ. Апи уксахлатчĕ. Унăн урине тăм илнĕ. Пĕççи те хĕрелнĕччĕ. Кăчкă папкин шĕвекĕпе йăвалани те пулăшмарĕ. Мамак пĕр тĕрке тăларан йĕм çĕлерĕ. Пиçиххи вырăнне кантра тирчĕ. Пĕрле окоп чавнă çынсем унăн тумĕнчен тĕлĕннĕ. Ăшă тытакан шăлавара тăхăнма памашкăн ыйтнă.

Окоп чавакансене йывăр килнĕ. Çанталăк сивĕ тăнăран хĕве чикнĕ çăкăр та шăнса ларнă. Хутман хваттерте урайне улăм сарса çывăрнă. Хĕрарăмсем ăшăнас тесе юнашар выртма тăрăшнă. Апи турăш умне тăни халĕ те куç умĕнче. «Кунашкаллине манăн та, ачасен те курмалла ан пултăрччĕ», — тесе сăхсăхрĕ вăл. Текех каяс çуккине пĕлсен мамакпа апи ыталанса макăрчĕç.

Вăрçă вăхăтĕнче ачалăх çăмăл пулмарĕ. Маçакăн алли хытă чĕтретчĕ. «Ачам, лар-ха. Сана çăпата хуçма вĕрентĕп», — терĕ вăл ĕçлейми пулсан. Эпĕ пĕрремĕш класа та çӳреместĕм. Маçакпа юнашар ларса çăпата хуçма вĕрентĕм. Вăй çитместчĕ — пуçне тăваймастăм. Эпĕ халĕ те çӳллĕ мар, ун чухне шĕшлĕ аври пысăкăш çеçчĕ.

1943 çулта Мăн Тукташ шкулĕн сукмакне такăрлатма пуçларăм. Эпĕ выçă çӳремен. Пахчари 40 сотăй çĕр çине курăк тавраш акман, пахча çимĕç ӳстерме тăрăшнă. Мăн хăяр пулăшатчĕ. Хĕлле ăна çурмалла касатчĕç те вăрринчен тасатса кăмакана лартатчĕç. Пиçнĕскерĕн ăшне кашăкпа çиеттĕмĕр. Хуппи чашăк пек юлатчĕ. Уроксем хыççăн пир сумкăсене килте хăвараттăмăр та хире пучах пухма тухаттăмăр. Савăнсах чупаттăмăр. Пучаха алăпа сăтăраттăмăр, ал лаппи çинчи тырра çăвара хыпаттăмăр. Çăкăр тутиллĕскере питĕ юрататтăмăр. Курăк тиркеместĕмĕр. Çуркунне чăрăш тăрри чăмлаттăмăр. Çавăнпа манăн куç халĕ те çивĕч пуль.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче йывăр пулсан та чăваш ялĕнче пурăнакансем пĕр-пĕрне нушара хăварман. Атин йăмăкĕ сарăмсăр вилчĕ, икĕ пĕчĕк ача тăлăха юлчĕ. Кинне çухатнă асламăшне шалкăм çапрĕ. Мамак ăна тата унăн мăнукĕсене пăхатчĕ. 4-ри тата 6-ри ачасем пирĕн патрах пурăнчĕç. Вĕсемпе пĕрле ашкăнасси те пулатчĕ. Патакĕ ялан мана лекетчĕ. Апие кӳренеттĕм, айăпа кĕмен çĕртех ят лекетчĕ вĕт!

«Эп Валерие хăмсарсан ял калаçĕ. Сана çапса ӳкерсен те никам та пĕлеймĕ», — тетчĕ вăл. Çапла, ют ача çине алă çĕклеме юрамасть. Ашшĕ вăрçăран таврăничченех çав ачасемпе пĕрле пурăнтăмăр. <...>

Ольга КАЛИТОВА.

Материалсемпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.