Çамрăксен хаçачĕ 10 (6409) № 17.03.2022

17 Мар, 2022

Тăлăх ачасене те спорта явăçтараççĕ

Лилия Яковлева аттестат илсен спорт енĕпе чылай аслă шкула вĕренме кĕме пултарнă. Анчах вăл И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн чăваш филологийĕпе культурин факультетне суйланă. Шупашкарта ÿснĕ хĕрĕн чăвашла калаçма питĕ вĕренес килнĕ.

Лилия Шупашкарта çуралса ӳснĕ пулин те мĕн ачаран çуллахи кунсене ялта ирттернĕ. Амăшĕ Елена Николаевна — Элĕк районĕнчи Мартынкассинчен, ашшĕ Тит Михайлович — Вăрнар районĕнчи Уравăш ялĕнчен. Çемье пуçĕ 2013 çулта пурнăçран уйрăлнă. Вăл Республикăри катастрофа медицинин тата васкавлă медпулăшу центрĕнче ĕçленĕ. Хĕрарăма çăлма кайсан, ăна йывăр условисенче илсе тухнă чухне, вăл пуçпа çапăннă, пуç мимине юн кайнă. Амăшĕ чăваш культурине, историне юратать. Вăл ĕмĕрĕпех вĕрентӳ тытăмĕнче ĕçленĕ, халĕ тивĕçлĕ канура. Лилия шкулта вĕреннĕ чухнех спортпа туслашнă.

«Анчах атте-анне мана физкультура енĕпе кăна мар, урăх профессие те алла илтересшĕнччĕ. Эпĕ Шупашкарти 29-мĕш шкулта вĕрентĕм, унта гимнастика енĕпе аталантăм. Шăпа мана Чăваш Енри фитнесаэробика федерацийĕн президенчĕпе Оксана Вербинăпа паллаштарчĕ. Вăл мана, тӳрех мар пулсан та, асăрхарĕ. Кайран федераци членĕ пулса тăтăм. Шкул хыççăн Саратоври искусствăсен институтне те кайма çул уçăччĕ. Анчах эпĕ чăваш филологийĕпе культурин факультетне суйларăм. Хресна анне Ирина Кириллова филолог пулни те витĕм кӳчĕ пуль. Чăваш культурине ачаранпах юрататăп. Чăваш çыравçисен хайлавĕсене вырăсла вулаттăм, атте-аннен тăван чĕлхипе пуплеме пĕлместĕмччĕ. Чăвашла калаçма питĕ вĕренес килетчĕ. ЧПУна вĕренме кĕрсен пĕрремĕш утăмсене тума пуçларăм. Факультетра, культурологи уйрăмĕнчи студентсемсĕр пуçне, пурте чăвашла калаçатчĕç. Вĕсем, преподавательсем пупленине вĕçĕмсĕр итлес килетчĕ. Халĕ май килнĕ чухне чăвашла калаçма тăрăшатăп», — терĕ Лилия.

Вăл — Пĕтĕм Раççейри «Динамо» аэробика обществин регионти уйрăмĕн ертӳçи, «Сĕнтĕрвăрри» физкультурăпа спорт комплексĕн тренерĕ, ЧР Патшалăх Канашĕ çумĕнче йĕркеленнĕ çамрăксен палатин яваплă секретарĕ. Кунсăр пуçне вăл Раççейри паллă «Тодес»  балет ушкăнĕн ташăçи пулса тăнă. Унта вăл икĕ çул каялла лекнĕ. Суйлав тапхăрĕнче ăна чăваш ташшине кăтартма ыйтнă.

Чăваш Енри фитнес-аэробика федерацийĕ «Туслăх урокĕ» проектпа грант çĕнсе илнĕ. Проекта пĕлтĕрхи чӳк уйăхĕнче пурнăçлама тытăннă. Унпа килĕшӳллĕн, вĕсем ашшĕ-амăшĕн хӳттисĕр юлнă ачасене, тăлăхсене спортпа туслаштараççĕ. «Шăпăрлансем спортсменсене кура хавхаланаççĕ. Чылай чухне ача çуртне лекнисем хăйсен вăйне, хастарлăхне кирлĕ мар çĕре яраççĕ. Спорт вара вĕсене тĕрĕс çул çине тăма пулăшать. Шупашкарти ача çуртĕнчи пĕр шăпăрлан ав ирĕклĕ кĕрешӳ тренерĕ Александр Ефимов патĕнче ăсталăхне туптама пуçларĕ. Унччен вара пуçтах пулнă. Пирĕн шухăшпа, спорт — чи лайăх «социаллă лифт», — проект ĕçĕпе паллаштарчĕ Лилия. <...>

Ирина АЛЕКСЕЕВА.

♦   ♦   


«Çак саманта 20 çул ытла кĕтрĕмĕр»

2014 çулхи пуш уйăхĕн 18-мĕшĕ пирĕн çĕршыв историне ĕмĕрлĕхех çырăнса юлчĕ: Крым Республикипе Севастополь Раççей йышне кĕчĕç.

Унтанпа 8 çул иртрĕ. Крым халăхĕ мĕнле пурăнать? Çакăн пирки Севастопольте пурăнакан Валентина Комиссаренко каласа кăтартрĕ. Муркаш районĕн хĕрĕ Крыма 1982 çулта куçса кайнă. Вăрнарти училищĕре ăс пухнăскер унти «Севастопольский» совхозри теплицăра ĕçлеме пуçланă.

«Хăяр-помидор, редис, ешĕл çимĕç ӳстертĕмĕр. Пĕр теплица лаптăкĕ 2 гектарпа танлашатчĕ. Севастопольтех çемье çавăртăм, ача-пăчаллă пултăм. 1991 çулта Совет Союзĕ арканчĕ. Кунта ытларах вырăссем пурăнаççĕ. Эпир Раççей шайĕнчех юласшăнччĕ те, анчах пирĕн шухăшпа кăсăкланмарĕç. Крым, Хура тинĕс флочĕн тĕп бази те — Севастополь — Украина йышĕнче юлчĕ», — иртнине аса илчĕ Валентина. Каярахпа совхоз та арканнă, теплицăсем харпăр çын аллине куçнă. «Ĕç укçи тӳлемерĕç. Чăтрăмăр, ырра шанса пурăнтăмăр», — терĕ пахча çимĕç ӳстернĕ çĕрте ĕçленĕскер.

1998 çулта теплицăсем хупăннă та Валентина завода хуралçа вырнаçнă. Анчах ентешĕмĕре унта та ăнман — пуçлăх штата кĕскетнĕ, хĕрарăм каллех ĕç вырăнĕсĕр тăрса юлнă.

«Чылай çул больницăра санитаркăра тăрăшрăм. 2014 çулхи çуркунне асран тухмĕ. Аран-аран кăштăртатса çӳрекен кинемейсемпе мучисем те референдума хутшăнчĕç. Ман умрах ватă пĕр хĕрарăм суйлав участокĕнчен тухрĕ те аллипе кăкăрĕ тĕлне тытса çĕрелле тĕшĕрĕлсе анчĕ. Вăл чĕре чирĕпе аптăранă иккен. Хайхискер Крым çурма утрав Раççей йышне кĕме пултарнишĕн питĕ савăннă та сасăлава хутшăнмах шут тытнă.

Пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче сменăран тухсан Етĕрне районĕнче кун кунлакан хĕр тусăм шăнкăравларĕ. «Валя, эсир Раççейре!» — кăшкăрчĕ хайхискер. Урамра пурте пĕр-пĕрне ыталарĕç, савăнчĕç. Çак куна çирĕм çул ытла кĕтрĕмĕр», — пĕлтерчĕ Валентина. <...>

Ольга КАЛИТОВА.

♦   ♦   ♦


Çывăх çынсем пĕрин хыççăн тепри чирлерĕç

Çывăх çынсем пĕрин хыççăн тепри коронавируспа чирлесе больницăна лекрĕç. Кил умне кашни кун тенĕ пекех васкавлă медпулăшу машини килсе ларни ялти халăха та калаçтарчĕ.

Коронавирус чирĕ пирĕн кил алăкне те пырса шаккарĕ. Йăмăкпа иксĕмĕр хулара вĕренетпĕр. Эпир унпа коронавируса çăмăллăнах чăтса ирттертĕмĕр. Больницăна вăхăтра кайниех пулăшрĕ-тĕр. Тухтăрсем тĕрлĕ эмел çырса пачĕç, хамăр та тăрăшрăмăр: пахча çимĕçпе, пылпа сăйлантăмăр.

Пĕр кунхине анне яланхи пекех шăнкăравларĕ. Эпир мĕнле пурăннине ыйтса пĕлчĕ те начар хыпар пĕлтерчĕ. Атте чирленĕ, ӳт температури 39 градуса çитиех хăпарать, вăйĕ çук иккен. Хăй грипп кăна пуль тесе шанать. Коронавирус чирне ĕненменпе пĕрехчĕ те. Кун хыççăн кун иртрĕ, атте вара япăхлансах пычĕ. Эпир йăмăкпа кашни кунах шăнкăравласа аттен сывлăхĕ пирки ыйтса пĕлтĕмĕр. Вăл 5 кун килте чирлесе выртнă хыççăн анне васкавлă медпулăшу чĕннĕ. Больницăра компьютер томографийĕ тусан ӳпкин 32 проценчĕ сиенленни паллă пулчĕ. Аттене больницăна вырттарчĕç. Унтан аннепе асанне чирлерĕç. Паллах, эмел ĕçмесĕр тăман вĕсем. Кашни кун анне патне шăнкăравланă чухне лайăх хыпар илтес килетчĕ. Анчах... Аннен те, асаннен те сывлăхĕ тата вăйлăрах хавшарĕ. Питĕ пăшăрхантăм. Тем пек киле каяс килетчĕ, анчах семестр вĕçĕ пулнипе ĕç нумай пуçтарăнса кайнăччĕ. Анне те: «Килсе ан çӳре, хăвна ересрен хăрушă», — терĕ.

Пĕр канмалли кун яланхи пекех анне шăнкăравларĕ. Унăн эмелсем пĕтсе çитнĕ иккен, районти паллакан пĕр таксист леçсе параймĕ-ши тесе кăсăкланчĕ. «Хамах килетĕп!» — терĕм те çав самантрах пуçтарăнтăм та лавккана кайса апат-çимĕç туянтăм, унтан аптекăран эмелсемпе витаминсем илтĕм. Тепĕр çур сехетрен яла кайма тухрăм. Çăмăл машинăпа пулнăран ытти чухнехи пек виççĕ мар, икĕ сехетренех çитрĕм.

Киле кĕрсен хăрушă чиртен хăрамасăрах аннене хыттăн ыталарăм. Мĕн тери тунсăхланă-çке эпĕ! Халĕ тинех асаннепе аннене пулăшма пултарăп. Апла, хăвăртах сывалĕç. Çав каçах вĕсене яшка пĕçерсе çитертĕм, эмел ĕçмелли пирки аса илтерсех тăтăм. Тепĕр кунхине ялти фельдшер анне патне шăнкăравларĕ те асаннен коронавирус чирĕ çирĕпленни пирки пĕлтерчĕ, васкавлă медпулăшу чĕнме хушрĕ. Ăна та атте выртакан больницăна илсе кайрĕç. Унăн ӳпкин 28 проценчĕ сиенленнĕ. Анне килтех сываласса шантăм. Вăл хăйне кăшт лайăхрах та туйма пуçланă пекчĕ. Çапах каçхине ӳт температури самаях хăпаратчĕ. Çĕрĕпе çывăраймасăр асапланатчĕ. Ир енне çеç лăпланатчĕ. Тем пек шансан та аннен сывлăхĕ хавшасах пычĕ. Юлашкинчен чăтаймарĕ — хăех васкавлă медпулăшу чĕнме ыйтрĕ.

Икĕ хутлă пысăк çуртра пĕчченех тăрса юлтăм. Кашни кун аттепе аннерен ырă хыпар кĕтрĕм. Аннене больницăна илсе кайнă хыççăн тепĕр виçĕ кунран аттене кăларасси пирки каларĕç. Чăтăмсăррăн кĕтрĕм. Урам вĕçĕнчи пысăк çуртра пĕччен шиклентерет çав. Ир-ирех выльăх пăхма тухаттăм: качака сума пĕлменрен кукамай пулăшма килетчĕ. Вăл та пĕрмаях атте-анне, асанне хăçан тухасси пирки ыйтатчĕ. Эпĕ, атте сывалнипе хăпартланса кайнăскер, кăштахран аннепе асанне те тухĕç тесе шухăшларăм. <...>

Диана ПУШКИНА.

♦   ♦   ♦


«Эпĕ вăрçăран килессине анне çуралнă кунĕнче пĕлнĕ»

Александр Щербаков аслă шкулта вĕреннĕ вăхăтрах академи отпускĕ илсе салтака кайнă. Шăпа чăваш каччине Афганистан вăрçине илсе çитернĕ. Тӳрех хăраса ӳкмен вăл, пачах тепĕр май: хĕрӳ çапăçăва каякан салтаксен йышне лекме пултарнăшăн мăнаçланнă. Чăваш салтакĕ тăван тăрăха тĕрĕс-тĕкел çаврăнса çитнĕ. Каярахпа, Чечняра хирĕç тăру пуçлансан, унта хăйĕн ирĕкĕпе тухса кайнă.

Пĕрремĕш награда

Александр Щербаков 1969 çулта Патăрьел районĕнчи Вăтаел ялĕнче çуралнă. Ытти ача пекех вăл шкула чупнă. Вăл ӳснĕ вăхăтра салтак ятне илтни пысăк чыс шутланнă. Çарта пулман каччăсене хĕрсем те хисеплемен. Çавăнпах-тăр Саша шкулта вĕреннĕ чухнех ахаль салтак çеç мар, çар çынни пулма ĕмĕтленнĕ. Аттестат илсен вăл Мари Элти политехника институтне кĕнĕ. Каччă унта вĕренсе диплом илме, унтан тин çара кайма пултарнă паллах. Анчах шкулта пĕрле вĕреннĕ юлташĕсем пурте салтакра пулни ăна канлĕ пурăнма паман. Саша та вĕсенчен юлас темен, 1987 çулхи кĕркунне академи отпускĕ илсе салтак пăтти çиме кайнă. Хăй ыйтнипе ăна сывлăш десанчĕн çарне янă. Малтан Витебск хулинче 6 уйăх вĕренӳре пулнă.

«Взводра 33 курсантчĕ. Тӳрех каларĕç: пире Афганистана илсе кайма хатĕрлеççĕ. Темĕн тума та вĕрентрĕç. Пĕр сăмахпа, чăн-чăн вăрçа яма хатĕрлерĕç. Ун чухне пирĕн чунра патриотлăх туйăмĕ питĕ вăйлăччĕ. «Кирек мĕнле пулсан та унта кайма тивĕç пуласчĕ», — тесе шутлаттăмăр. 33 салтакран 18-шне суйларĕç. Вĕсен шутĕнче — эпĕ те. Мĕн тери хăпартлантăм куншăн! » — çамрăклăхне аса илчĕ Александр Щербаков.

Саша Афганистанри Кабул хули çывăхĕнчи Гульдара ялĕ çывăхне лекнĕ. Душмансем кунĕн-çĕрĕн ту урлă хăйсен çар хатĕрĕсене турттарнă. Салтаксен умĕнче тĕллев пулнă: вĕсене ун урлă каçармалла мар. Душмансем пирĕн çарсем тăракан вырăнсене лайăх пĕлнĕ, тĕрлĕ хĕç-пăшалтан персех тăнă.

Пĕррехинче совет разведчикĕсем ту урлă душмансен караванĕ каçассине пĕлнĕ. «Ăна ирттерсе ямалла мар!» — çапла пулнă хушу. Разведчиксен ротине хӳтĕ вырăна илсе кайма хушнă. Пирĕн ентешпе тепĕр салтак çул кăтартма кайнă. Саша, малта пыраканскер, çул урлă «растяжка» /курăнман пралукпа минăсене çыхăнтарни/ хунине курнă. Вăл ăна сиенсĕрлетсе разведротăна малалла кайма çул уçса панă. Çакăншăн вăл пĕрремĕш наградăна — «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн» медале — тивĕçнĕ.

Тепрехинче Саша реактивлă снаряд пирĕн салтаксем тăракан вырăна вĕçсе килнине сиснĕ те пурне те урăх вырăна куçарма ĕлкĕрнĕ. Çапла салтаксем чĕрĕ юлнă. Куншăн ăна «Паттăрлăхшăн» медалпе чысланă. Анчах Александр Щербаков çак ĕçсене паттăрлăх вырăнне йышăнмасть. Унăн шухăшĕпе, ку — пĕтĕм салтакăн тивĕçĕ, ыттисем те унăн вырăнĕнче çаплах тăвĕччĕç.

Чечняна кайнă

1989 çулхи нарăс уйăхĕнче пирĕн çарсене Афганистанран илсе тухма тытăннă. Александр Щербаковсен ротине Фергана хулине илсе тухнă. Салтаксене унта пĕр уйăх карантинра тытнă. Вĕсен застави çӳллĕ ту çинче вырнаçнă. Аялта — Кабул хули. Кăнтăрла тĕлне хула курăнми пулнă, мĕншĕн тесен вутă çуккипе ирсерен резина çунтарса ăшăннă. Çăра тĕтĕм Кабул çийĕн сарăлнă.

«Вăхăтăн-вăхăтăн сывлама çукчĕ. Ĕçмелли шыв та вараланатчĕ, ăна хлоркăпа темиçе хутчен тасататчĕç. Эпир ултă çухрăмри çăл куçа шыв илме çӳреттĕмĕр, — вăрçăри самантсене куç умне кăларчĕ Александр. — Афганистанран тухни пирки тӳрех киле телеграмма çырса ятăм. Вăл шăпах нарăсăн 15-мĕшĕнче, аннен çуралнă кунĕнче, çитнĕ. «Санăн телеграмму çуралнă кун ячĕпе маншăн мĕн пысăкăш парне пулчĕ», — тетчĕ анне».

Кайран салтаксене Узбекистанри Термез хули урлă Беларуçри Витебска илсе çитернĕ. Унтан вĕсене киле янă. <...>

Валентина ЯКОВЛЕВА.

♦   ♦   ♦


«Халăх тăвăллăн алă çупнипе нимĕнле пуянлăх та танлашмĕ»

Савăннă-и е хурланнă-и — мĕн ĕлĕкрен этем хăйĕн кăмăлне хусканусем урлă кăтартнă. Авалхи искусство тĕсĕсенчен пĕри, ташă, хальхи саманара та хăйĕн илемне çухатман, унран та ытларах — тĕрлĕ хусканупа пуянланнă. Паян пирĕн рубрика хăни — Чăваш патшалăх академи юрăпа ташă ансамблĕн ташăçи, балетмейстерĕ Наталья ВЕРЕНЦОВА.

Артистов хушамат

— Наталья, санăн хушамату хăйне евĕр. Калаçăва вăл мĕне пĕлтернине ăнлантарнинчен пуçлар-и?

— Манăн атте — Çĕпĕртен, Омск облаçĕнчен. Вăл — вырăс. Атте каланă тăрăх, пирĕн хушамат вырăсла «верен» сăмахпа çыхăннă. Чăвашла — «парăннă». Манăн шухăшпа, вăл тепĕр сăмахран та пуçланса кайма пултарнă: «веренить».

— Хушаматун пĕлтерĕшне шута илсен, эсĕ кама парăннă?

— Малтан — аттепе анненеччĕ, халĕ — хĕрĕме. Хусанти патшалăх культурăпа искусствăсен академийĕн хореографи уйрăмĕнчен вĕренсе тухсан мана çак хуларах ĕçлеме хăварасшăнччĕ, анчах эпĕ чирлĕ аттепе анне çумĕнче пулас тесе директор патне кĕрсе çине тăрсах мана Чăваш Ене яма ыйтрăм. Çапла тăван тăрăха, Шупашкар районĕнчи Вăрман Çĕктер ялне, таврăнтăм. Кунта манăн телейлĕ ачалăх иртнĕ. Пӳрт çумĕнчех çăл куç пурччĕ. Унти сиплĕ шыва ĕçеттĕмĕр, мунча хутса кĕреттĕмĕр. Çывăх çыннăмсем, ачалăхри самантсем тĕлĕке час-часах килеççĕ. Атте эпĕ пĕчĕк чухнех ташлама кăмăлланине каласа кăтартатчĕ. Вăл мана сĕтел çине тăратнă та, эпĕ урапа тăпăртатма пуçланă. Килте алă айне лекнĕ япаласене тăхăнса тĕрлĕ халăх ташшине ташланине астăватăп. Шкул юнашарахчĕ. Пĕрремĕш вĕрентекен пире санаторие канма килнĕ çынсене савăнтармашкăн спектакль кăтартма, ташлама илсе çӳретчĕ. Кайран Хыркасси шкулне çӳрерĕм. Унта ташă кружокĕ пулманран спортпа кăсăкланма пуçларăм. Волейболла, баскетболла выляттăм, йĕлтĕрпе ярăнаттăм, кĕске дистанцисене чупаттăм. Район тата республика шайĕнчи ăмăртусене хутшăнаттăм, пĕрре мар çĕнтернĕ. Тухтăрта ĕçлекен анне эпĕ, чĕре чирĕпе аптăраканскер, спортпа туслашнăшăн пăшăрханатчĕ.

— Шкул хыççăн пулас профессие суйланă чухне мĕн витĕм кӳчĕ?

— Аннен хĕр чухнехи хушамачĕ — Артистова. Ăста купăсçă пулнă кукаçи çамрăк чухне хăйĕн хушаматне улăштарса Артистов пулса тăнă. Çавăнпа эпĕ артист профессине суйласси çӳлтех çырăннăтăр /кулать/. Хĕсметре тăнă чухне ташă техĕмне туйса илнĕ тете Володя тата халăх ташшисен ансамбльне çӳрекен аппа Ирина манăн шухăша ырларĕç. Атте çеç кăмăлсăрланчĕ. «Хĕрĕм, ытла та йывăр ĕç суйлатăн. Ватлăхра шăм-шаку ыратнипе аптăрама пуçлăн ак. Упăшкупа ачусем килте пулĕç, эсĕ вара — гастрольте. Мĕнле çемье пулĕ санăн?» — терĕ. Малтан Çĕрпӳри культурăпа çут ĕç училищине çул тытрăм. Вĕренме кĕме çăмăл пулмарĕ. Ара, ташă мĕнне ăнлансах кайман-çке. Çапах сăн-пите, кĕлеткене шута илсе вĕренме илчĕç. Йывăрлăха чăтаймасăр училищĕрен тухса каякансем те пулчĕç. Практикăна ялсене çӳреттĕмĕр. Диплом илсен тăватă хĕр Культура министерствине кайса Хусанти патшалăх культурăпа искусствăсен академине вĕренме каймашкăн направлени илтĕмĕр.

— Аçу-аннӳ хӳттинче пурăнма хăнăхнă хĕре общежитире çăмăлах пулмарĕ-тĕр?

— Тăватсăмăр общежитири пĕр пӳлĕмре пурăнтăмăр. Йывăр пек туйăнмарĕ. Хусанта вĕреннĕ чухне атте-аннерен укçа илместĕм. Хам ĕçлеме тăрăшаттăм, хаçатри пĕлтерӳсем урлă ĕç тупаттăм.

Хусан ачисене ташлама вĕрентеттĕм. Хĕрсемпе «Ак Барс» хоккей клубне ĕçе кĕтĕмĕр. Спортсменсем хоккейла вылянă чухне тĕрлĕ халăх ташшин хусканăвĕсене тăваттăмăр. Ун чухне спортăн çак тĕсĕпе кăсăкланса кайрăм. Чăваш патшалăх драма театрĕ гастроле килсен хамăрăннисене курма васкаттăмăр. Ентешĕмĕр Елена Токшикова Хусанта вĕренекен студентсене пĕр чăмăра пухса чăваш диаспорин çумĕнче ушкăн туса хучĕ. Чăваш ялĕсене концертсемпе çӳреттĕмĕр. Паянхи кун та пĕр-пĕринпе хутшăнатпăр. <...>

Альбина ЮРАТУ калаçнă.

♦   ♦   ♦


«Эрменсен шашлăкне кашниех уйăрса илеет»

И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн медицина факультетĕнче вĕренекен Леон Оганесяншăн Чăваш Енри хастар çамрăксем юлташ вырăнĕнче кăна мар, чи çывăх тăванран та хаклă çынсем. Вĕсем тĕрлĕ ыйтупа канашланă чухне яланах пĕр шухăш патне тухаççĕ. Хальхи вăхăтра чăн-чăн юлташ савăнăçа та пĕрле пайлама, йывăрлăхра та пулăшни питĕ паха. Чăваш хĕрĕсем илĕртеççĕ.

Шкула ылтăн медальпе пĕтернĕ Леон Оганесян Чăваш Ене направленипе вĕренме килнĕ. Вăл Грузири Аджар Автономи Республикинчи вырăс организацийĕсен хастарĕ пулнă. Каччă Шупашкара пĕрремĕш хут килсен хула таса, хăтлă пулнинчен питĕ тĕлĕннĕ. Чăваш çыннисем ăна ĕçченлĕхĕпе, илемлĕхĕпе, кăмăлĕпе килĕшнĕ. Çак ырă енсене вăл ытларах хĕрсенче курать. Анчах студента чăвашсем хăйсен йăли-йĕрки, культури, кăсăклă истори факчĕсемпе илемлĕ вырăнĕсем пирки каласа пама пĕлменни, именни пăшăрхантарать, тĕлĕнтерет. Унăн шухăшĕпе, республикăра истори пĕлтерĕшлĕ вырăн сахал мар.

Леон тинĕс хĕрринчи Батуми хулинче çуралса ӳснĕ. Вăл — эрмен. Унăн йăхĕнче грузинсем, вырăссем, нимĕçсем, поляксем пур. Леон ача чухне биолог ăсчах е экономист пулма ĕмĕтленнĕ. Шăпа ăна шурă халат тăхăнса çӳреме çырнă. Халĕ каччă медицина факультечĕн 6-мĕш курсĕнче вĕренет. Çак тапхăрта каччăн ăслăлăх статйисем Аслă аттестаци комиссийĕ тата Scopus йышăннă журналсенче пичетленнĕ. Вăл Раççей шайĕнче тата регионсен хушшинче иртекен наука конференцийĕсене хутшăнса кашнинчех малти вырăнсене йышăннă. Çамрăк палăртнă тăрăх, университет делегацийĕн хастарĕсем /çав шутра Леон та пулнă/ Хусанта иртнĕ «Шурă чечексем» форумра 2-мĕш вырăна тухни чылайлăха асра юлĕ. Яш медицина факультечĕн студенчĕсен ăслăлăх пĕрлешĕвĕн ертӳçин заместителĕнче 2 çул тăрăшнă. Çавăн пекех тĕрлĕ кафедрăри студентсен наука пĕрлешĕвĕсен кафедрин ертӳçин тивĕçĕсене те пурнăçланă. Паллах, наукăра çитĕнӳсем тăвасси тата ăслăлăх организацийĕсене ертсе пырасси питĕ пысăк тивĕç, çав вăхăтрах чыс та. Çак ĕçре палăрма пĕлĕве кунран-кун аталантарса пымалла. Леон наукăра çеç мар, спортра та çитĕнӳсем тăвать. Çар искусствисемпе кăсăкланаканскер хура пиçиххие тивĕçме пултарнă. <...>

Анна МАТРОСОВА.

♦   ♦   ♦


Савни тесе укçа та шел мар

Ăшă сăмах каласа хăйсене юраттараççĕ, çутă малашлăх тата мĕн виличчен савма шантараççĕ те кайран нимсĕр тăратса хăвараççĕ. Интернетра çавнашкал çынсен капкăнне çакланакан сахал мар. Виртуаллă юрату шыракан хĕрарăмсем çеç мар, арçынсем те ултавçăсене пула шар кураççĕ. Вĕсен сăмахне ĕненмелле маррине асăрхаттарсах тăраççĕ пулин те шăнман пăр çине ларса юлнисен шучĕ çулленех ӳсет. Шупашкарти Мускав администрацийĕн сайтĕнче пĕлтернĕ тăрăх, пĕлтĕр Шупашкар çыннисем кăна ултавçăсене 310 миллион тенке яхăн куçарса панă. Районсенче пурăнакансен те вĕсене пула енчĕкĕ çӳхелет.

«Çар çынни» сăмахне тытман

65 çулти пенсионерка пĕлтĕрхи утă уйăхĕнче соцсетьре арçынпа паллашнă. Хайхискер Америкăри çар çынни-мĕн. Çĕмĕрле хулинче пурăнакан хĕрарăм унпа пĕр вăхăт çырăннă. Хайхи ют çĕршыври «савни» тĕл пуласси пирки сăмах тапратнă. Арçын отпуска каясси пирки пĕлтернĕ. Анчах малтан ертӳлĕхрен ирĕк ыйтмалла-мĕн. Ку ĕçе тума вăл хĕрарăма ыйтнă. Пирĕн ентеш палăртнă çĕре электрон çыру вĕçтернĕ. Часах хурав çитнĕ: отпуска ямашкăн 900 евро тӳлемелле иккен. Пенсионерка кредит илме çул тытнă. Кайран укçана палăртнă счет çине куçарнă. Хĕрарăм çар çыннин мăшăрĕ пулманнине кура ăна арçыннăн пурнăçне страхлама 2500 евро куçарса пама ыйтнă. Пенсионеркăн алăра укçан пĕр пайĕ кăна пулнă. Тепĕр пайĕшĕн тӳлеме вăл каллех кредит илнĕ. Унтан хĕрарăм «савнине» Раççее килмешкĕн пулăшма шухăшланă, çул укçишĕн 1550 евро куçарса панă. Çак тĕллевпе вăл микрофинанс организацийĕсенче займсем илнĕ. «Çар çынни» тăкаксене саплаштарма, çиелтен çавăн чухлех укçа пама шантарнă. Анчах сăмахне тытман. Çур миллиона яхăн тенкĕ çухатнă, «савние» кĕтсе илеймен хĕрарăмăн полицие çитме тивнĕ.

Качча тухма шантарнă…

Куславкка районĕнчи пĕр ялта пурăнакан 52 çулти арçын интернетра хĕрпе калаçма тытăннă. Вăхăт иртсен туслăх юратăва куçнă та пике ăна качча тухма килĕшнĕ. Çакна çирĕплетес тесе вăл чăваш арçыннине 560 пин доллар ярса панă имĕш. Анчах, хĕр каланă тăрăх, посылкăна янă чухне йывăрлăхсем сиксе тухнă. Арçын пулăшу сĕннĕ: вăл ятарласа кредит илнĕ, «савнийĕн» тĕрлĕ счечĕ çине 1 млн та 760 пин тенкĕ куçарса панă. Çапах посылкăна кĕтсе илеймен. Миллионер пулса тăнă пике вара çыхăнăва тухма пăрахнă.

Савнийĕпе хирĕçсен

Савнийĕпе хирĕçнĕ те урăххипе паллашма шухăшланă. Сĕнтĕрвăрри районĕнче пурăнакан 36 çулти арçын пĕлтĕрхи кĕркунне юратнă хĕрĕпе урлă пулнă хыççăн интернетра Ольга ятлă пикепе калаçма тытăннă. Виçĕ кун çырăннă хыççăн вăл ăна 2,5 пин тенкĕ кивçен панă. Тепĕр кунхине çамрăк хĕрарăм хĕрĕ валли эмел туянма тесе 50 пин тенкĕ ыйтнă. Кайран арçын «савнине» Шупашкарта хваттер тара тытма тесе 30 пин тенкĕ куçарса панă. Вăл Ольгăпа тĕл пулассишĕн çуннă, анчах лешĕ хирĕçленĕ. Çавна пула арçын унпа çыхăнăва татнă.

Вăхăт нумай та иртмен — арçын урăх хĕрпе паллашнă. Темиçе кунран пике ăна тĕлпулăва чĕннĕ. Хайхискер укçа ыйтнă: çулшăн тӳлеме, телефон счечĕ çине хума… Арçын 195 пин тенке яхăн куçарса панă. Кайран вăл ултавçăсен аллине çакланнине ăнланнă. Полици ĕçченĕсем телефон номерĕсем тăрăх вĕсем тĕрлĕ регионтан пулнине палăртнă. Арçын вара хăйĕн чăн савнийĕпе мирлешнĕ. Интернетра юттисемпе мĕн çырăннине йăлтах хуратнă. Çавна пула йĕрке хуралçисен ĕçĕ кăшт йывăрланнă…

Паспортне сканерланă

Муркаш районĕнчи 34 çулти хĕрарăм ют патшалăхра, «хĕрӳ точкăра», службăра тăракан арçынпа çыру çӳретме тытăннă. Анчах темиçе уйăхран унăн полици уйрăмне пыма сăлтав тупăннă. Арçынпа хĕрарăм видео урлă калаçнă. Çар çынни часах ĕçрен каяссине, ун хыççăн ăна пысăк укçа парассине ĕнентернĕ. Ăна илес тесен счет уçмалла имĕш. Анчах — тăванĕсен е мăшăрĕн ячĕпе кăна. Арçын хĕрарăма ют çĕршыври банкра счет уçма ыйтнă. Пирĕн ентеш «савни» каланă электрон почтăна сăн ӳкерчĕк тата паспортăн страницине сканерласа янă. Кун хыççăн хĕрарăмпа банк менеджерĕ çыхăннă. Банк ют çĕршывра пулнăран вăл юридици ыйтăвĕсене хăй тĕллĕн татса парайманнине ĕнентернĕ. Юрист пулăшăвне сĕннĕ. Куншăн 1350 доллар кăларса хумалла-мĕн. Çапла тĕрлĕ сăлтав тупса ултавçăсем хĕрарăмăн енчĕкне пушатнă. Виçĕ ача амăшĕ темиçе счет çине 544 пин тенкĕ куçарнă. Çыхăну тăрук татăлсан хĕрарăм хăйне улталанине ăнланнă.

Посылкăшăн тӳленĕ

Çĕнĕ Шупашкарти хĕрарăм та «çар çыннипе» паллашнă хыççăн çур миллионсăр юлнă. Арçын ăна качча илме шантарнă. Паллашнă хыççăн вăл хĕрарăма Раççее куçса килме кăмăл пуррине пĕлтернĕ. Хайхискер хăйĕн япалисене ярса парассине каланă. Посылкăшăн укçа тӳлеме ыйтнă, тăкаксене тĕл пулсан саплаштарма шантарнă. 500 пин тенкĕ куçарса панă хыççăн ултавçă каллех укçа ыйтма тытăннă. Хĕрарăм вара полици уйрăмне утнă. <...>

Ирина КОШКИНА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.