«Кăçал та çитĕнÿ тăвасчĕ»

18 Сен, 2014

Вĕренÿ çулĕ пуçланнă кăна-ха, тăххăрмĕш класра вĕренекен Ирина Алексеева чылай предметпа «5» паллăсем илчĕ.

– Шкултан ылтăн медальпе вĕренсе тухас ĕмĕт тахçанах канăç памасть. Çавăнпа кирек хăш предмет та маншăн йывăррисен шутĕнче пулмалла мар. Акăлчан чĕлхине уйрăмах килĕштеретĕп. Ахальтен мар паллах. Куçаруçă профессине алла илсе ют çĕр-шывсене çитсе курас килет. Писательсен ĕçĕ-хĕлĕпе, пурнăçĕ-пе паллашма та кăмăллатăп. Тĕрлĕ литература вуласси – чун иленĕçĕ, – тет Ирина.

Чăваш чĕлхи урокĕсене те чăтăмсăррăн кĕтет хастар пике. Ара, Инна Михайловна Егорова кашни уроках кăсăклă та курăмлă ирттерет-çке.

– Инна Михайловна пулăшса хавхалантарнăран пĕлтĕр те, виçĕм çул та вырăс шкулĕсен хушшинче ирттернĕ чăваш чĕлхи олимпиадинче çĕнтерÿçĕсен йышĕнче пултăм. Кăçал та çавнашкал ÿсĕмсем тăвас ĕмĕтлĕ-ха юратнă вĕрентекенĕмпе,– тет хастар пике.

Вăрнар районĕ,

Вăрнарти 1-мĕш шкул.

Луиза ВАСИЛЬЕВА

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.