«Хресчен сасси» 39 (2927) № 05.09.2022

5 Окт, 2022

Ырă ят ылтăнран хаклă

Тамара Анисова Муркашри вăтам шкулта 45 çул вăй хунă. Вăл ачасене хими предметне вĕрентнĕ.

Унăн вĕренекенĕсем халĕ асатте-асанне, кукаçи-кукамай ĕнтĕ, мăнукĕсемпе, кĕçĕн мăнукĕсемпе савăнаççĕ. Çапла, унтанпа чылай çул иртрĕ пулсан та вĕсем хăйсен вĕрентекенне ырăпа аса илеççĕ. Тамара Алексеевна Шаптак ялĕнче вăтам хресчен çемйинче кун çути курнă. Пĕчĕкренех ĕçпе çитĕннĕ. 1946 çулта Муркашри вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче ăс пухнă. Алла диплом илнĕ май Етĕрне районĕнчи Советскинчи вăтам шкулта ачасене хими вĕрентнĕ. Каярахпа вара тăван шкула ĕçлеме куçнă. Вăл хăйĕн ĕçĕнче чăннипех пултаруллăччĕ. Республикăран, районтан тĕрĕслевпе килнĕ инспекторсем унăн урокĕсене яланах пысăка хурса хаклатчĕç. Тамара Алексеевнăн вĕренекенĕсем вара олимпиадăсенче пĕрмаях çĕнтеретчĕç. Паллах, çак çитĕнÿре учителĕн тÿпи вышкайсăр пулни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Ахальтен мар чылай вĕренекенĕ пурнăçра унăн çул-йĕрне суйласа илчĕ. Вăл сĕннипе вун-вун ача Хусанти тата Ивановăри химипе технологи институтне, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн хими факультетне вĕренме кĕчĕ. Хăйĕн ĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн Тамара Анисовăна 1970 çулта «Чăваш АССР тава тивĕçлĕ учителĕ» хисеплĕ ят панă. Каярахпа вăл «РСФСР тава тивĕçлĕ учителĕ» ята тивĕçрĕ. Пултаруллăскер СССР Аслă Канашĕн тăххăрмĕш суйлавĕн депутатне те суйланнă. Астăватăп: ун чухне классем питĕ пысăкчĕ. 30 е ытларах ача ăс пухатчĕ. Вĕсемпе пĕр чĕлхе тупма çăмăл пулман вĕрентекене. Ачасем тăрăшса вĕренччĕр, тавра курăма аталантарччăр тесе ырми-канми вăй хунă хĕрарăм. Вĕсене тĕрĕс воспитани пама тăрăшнă. Тамара Алексеевна тивĕçлĕ канăва тухсан та общество ĕçне хастар хутшăнатчĕ. Унăн упăшки В.Анисов та çак шкултах хими предметне вĕрентнĕ. Туслă мăшăр хĕрпе ывăл çуратса çитĕнтернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. <...>

Геннадий МОИСЕЕВ. Муркаш районĕ.

♦   ♦   ♦


Шурсăмса

Чылай çул каялла кил хуçалăхĕнче хур усраттăмăр. Пирĕн хур аçи питĕ ăслăччĕ.

Çуркунне чĕпĕсем тухсассăн çав тери хĕпĕртетчĕ. Хăйĕн савăнăçне ташăра кăтартма тăрăшатчĕ. Темĕн тĕрлĕ хуçкаланатчĕ, ури çĕре перĕнместчĕ. Ниепле те чарма çукчĕ ăна. Сахăр паратăп тесен çеç ташлама чарăнатчĕ. Ташă пуçламăшĕнче мăшăрне «чĕнсе кăларатчĕ». Пылак çимĕçе те унпах пайлатчĕ. Мăйĕсене пĕр-пĕрин çине хурса тĕлĕретчĕç вĕсем. Чĕпĕ кăларнă вăхăтра хур ами çăмартисене йăвара ăшăтатчĕ. Аçи ун умĕнче урайĕнче сыхласа ларатчĕ. Хамăр ĕçе кайнăран вĕсем ăшă витере юлатчĕç. Кашни çулах чĕпĕсемпе савăнтаратчĕ пире çак мăшăр. Хур аçи хăйĕн çемйине питĕ лайăх сыхлатчĕ. Йытăкачкана çывăхра курсанах çунатне сарса, мăйне тăсса, пĕтĕм вăйран какаклатса хăвалатчĕ. Çакăн хыççăн чĕпписемпе ами патне паттăр пулса таврăнатчĕ. Вунă çул хушшинче пĕр чĕпĕ те çухатса курман вĕсем, пурне те тĕрĕс-тĕкел пăхса ÿстернĕ. Пĕр çулхине тин тухнă чĕпĕсене пăхакан пулманран хурсене пĕтерме шут тытрăмăр. Çакăн пек ăслă хур аçине пусма шелленĕрен ялти ырă çынна сутрăмăр. Акă ăшă кунсем çитрĕç, çанталăк чĕрĕлме пуçларĕ. Кайăк-кĕшĕк те чĕпĕ кăларчĕ. Пирĕн хур аçин халĕ урăх йыш. Колхоз пĕвине кайнă чухне вĕсем пирĕн умран иртсе çÿретчĕç. «Ки-как! Ки-как!» — тетчĕ хур аçи пирĕн çурт çине пăхса. Пĕр ирхине, кĕтÿ хăваласа килнĕ хыççăн, хапха алăкне темиçе хутчен те шаккарĕç. Тухса пăхрăм та тĕлĕнтĕм: урамра Шурсăмса /ачасем ăна çапла ят панăччĕ/ тăра парать. Алăка уçнă-уçманах малтанхи çемйи пурăннă çĕре васкарĕ. «Ки-как! Ки-как!» — тесе йыхăрма тытăнчĕ. Анчах çемйине тупаймарĕ. Пуçне усса уçă алăкран тухса кайрĕ. Çемье пуçне ыттисем çул çинче кĕтсе тăратчĕç. Темиçе хутчен те кĕрсе тухатчĕ пирĕн картише Шурсăмса çула май. Кашнинчех алăка шаккаса уçтаратчĕ. Хура шеллесе яланах куçăм шывланатчĕ. Юлашкинчен тÿсеймерĕм çынпа калаçнă пек сăмахларăм унпа: «Шурсăмса, лăплансам. Тем пек шырасан та Сăрккана /хур амине çапла чĕнеттĕмĕр/ тупаяс çук ĕнтĕ эсĕ. Чĕр чунсен, кайăк-кĕшĕкĕн пурнăçĕ çапларах çав. Санăн халĕ урăх çемье, вĕсемпе туслаш. Каçарсам пире, хăвăн шăпупа килĕшсем, хуçусене хăнăхма тăрăш», — терĕм те сахăр патăм. Çук, тĕкĕнсе те пăхмарĕ Шурсăмса хăйĕн юратнă апатне. Пылак çимĕçе пайласа çиме юратнă мăшăрĕ çук терĕ-ши? Чăн та, çакăн хыççăн вăл пирĕн пата текех килмерĕ. Урампа иртсе пынă чухне çавах: «Ка-ка-как! Ка-ка-как!» — тетчĕ. Сăрккасăр çулталăк çеç пурăнма пултарчĕ хур аçи. Картара ларнă çĕртех вилнĕ вăл, чĕри çурăлса кайнă унăн. Тем тесен те малтанхи мăшăрĕшĕн тунсăхланипех кун-çулĕ татăлчĕ пулĕ. Унтанпа чылай шыв-шур юхрĕ пулин те çак мăшăр хур ниепле те асăмран тухмасть. Вĕсене пĕрпĕринчен уйăрса ямалла пулман çав… <...>

Мария ПЕТРОВА. Тăвай районĕ, Çĕнĕ Ишпуç ялĕ.

♦   ♦   ♦


Çамрăксăр ял аталанаймасть

Паянхи ял пурнăçне лайăхлатас тĕллевпе патшалăх енчен паракан пулăшусене туйма пуçларăмăр. Анчах кадрсем çитменни самаях чăрмав кÿрет. Ял хуçалăхĕнче çеç мар, социаллă учрежденисенче те сисĕнет çакă.

Акă ĕçлеме çын çук тесе ялти почта уйрăмне хупрĕç. Почтальон тивĕçне клуб ертÿçи çине тиерĕç. Вырăнта хăтлă лавкка çурчĕ пур çĕртех вăл ĕçлемест. Сутуçă çуккипе ăна та хупрĕç. Ял çыннисене тăрантарма апат-çимĕçе автолавкăпа турттараççĕ. Хĕлле сивĕ çанталăкра сехечĕ-сехечĕпе урамра кĕтсе тăма тивет. Старостăра ĕçлеме килĕшекен çын пулманран 8 çул унсăр пурăнтăмăр, халĕ тупăнчĕ. Фельдшерпа акушер пунктĕнче пенсие тухнă Л.Павлова ку таранччен ĕçлесе пурăнчĕ. Отпускра пулнă хыççăн малалла ĕçлеме килĕшменни çинчен ыйту çырнă вăл. Çивĕч çак ыйтупа районти тĕп врач патĕнче пултăм. Вăл каланă тăрăх, районти 16 ФАПран 9-шĕ çеç ĕçлет. Кăçал вĕренсе тухнă çамрăксенчен иккĕн килме палăртнă, анчах хăйсен шухăшне улăштарнă. Тĕп тухтăр пирĕн ФАПра ĕçлеме специалист çуккине пĕлтерчĕ. «Ăна хупма шухăшламастпăр. Çитес вăхăтра унта эрнере пĕр-икĕ куна хушши ял çыннисене йышăнма медицина ĕçченĕсене ярассине йĕркелетпĕр», — терĕ вăл. Çапла, кадрсем çитменни халăх пурнăçне йывăрлатать. Акă, сентябрь пуçламăшĕнче манăн район центрне ĕçпе тухмалла пулчĕ. Ялта ФАП ĕçленĕ вăхăтра грипран прививка унтах тутарсаччĕ. Çак тĕллевпе район больницине кĕтĕм. Регистратура ĕçченĕсем мана паян терапевтсем вырăнта çуккине пĕлтерчĕç. Çавна май 38-мĕш пÿлĕме эндокринолог патне кайма сĕнчĕç. Унта вара халăх туллиех, хăçан черет çитесси те паллă мар. Кăштах лартăм та хаклă вăхăта çухатас мар тесе тухса утрăм. Паллах, кадрсем çитменрен тĕп врача айăпласшăн мар эпĕ. Вĕренсе тухакан çамрăксем ялсене ĕçлеме кайманни, ман шутпа, шалупа çыхăннă. Унсăр пуçне вĕсене ял инфратытăмĕ те тивĕçтермест паллах. Ялти ФАПа иртнĕ саманари 30-мĕш çулсенче уçнă, 90 çул ытла ĕçлет вăл. Вăрçă хыççăн халăх йышĕ пысăкрах пулнă. Унсăр пуçне ялта тĕрлĕ чир-чĕр сарăлнă. Çавна май унта 60-мĕш çулчченех икĕ специалист ĕçленĕ. Е.Сергеева 40 çул ытла вăй хунă. Л.Павлова та 38 çул пĕр улшăнмасăр тăрăшрĕ. Анчах вĕсен хушшинче хамăр ялта çитĕннĕ пĕр çамрăк та çук. Пурте ют тăрăхран килнĕ специалистсем. Пурнăç йĕркеленсе, лайăхланса пынă саманара ялти ФАПсенче ĕçлекен çын тупăнманни тĕлĕнтерет. Иртнĕ саманара ялти социаллă учрежденисем — шкул, лавкка, ФАП — пĕтĕмпех кулаксенчен туртса илнĕ кивĕ çуртсенче вырнаçнăччĕ. Эпĕ ертÿçĕре вăй хунă вăхăтра пирĕн тивĕç вĕсене çĕнетессиччĕ. 1969 çулта хуçалăх меслечĕпе шкул, лавкка çурчĕсене юсарăмăр. Çав вăхăтра фельдшер пункчĕ кивĕ те пĕчĕк, хăтсăр çуртра вырнаçнăччĕ. Çакă манăн чуна канăç памастчĕ. 1973 çулта октябрь пуçламăшĕнче вырăнти бюджета пĕтĕмлетсе отчет тунă хыççăн тăкакланса пĕтмен укçа юлни палăрчĕ. Ăна районти финанс уйрăмĕ каялла илме пултарнине чухларăмăр. Çак çулсенче Шупашкарти вăрман суту-илÿ складĕнче ял çыннисем валли виçĕ пÿлĕмлĕ кирпĕч çуртсем сутатчĕç. Юлнă çак укçапа фельдшер пункчĕ валли çурт туянас шухăш çуралчĕ. Ку çулсенче районти финанс уйрăмĕн ертÿçинче Иван Орлов ĕçлетчĕ. Эпĕ ăна хамăн шухăша пĕлтертĕм. Вăл ăна ырларĕ. <...>

Вениамин АРХИПОВ, ĕç ветеранĕ. Элĕк районĕ, Мартынкасси ялĕ.

♦   ♦   


Шăтăк ан чав

Эпир, Ирăпа иксĕмĕр, ĕç хыççăн чылай чухне пĕрле. Мĕншĕн тесен хулара хĕр пуççăн пĕччен çÿреме кичем тата хăрамалла. Уйрăмах каçхине. Иккĕн уçăлса çÿренĕ чухне калаçса утатăн, кăткăс лару-тăрура пĕр-пĕриншĕн хута кĕретĕн. Каччăсемпе калаçнă чухне те хăвна шанчăклăрах туятăн.

Эпир больницăра паллашрăмăр. Эпĕ те, вăл та куç тухтăрĕ патне çырăннă иккен. Эпĕ те, вăл та компьютерпа ĕçлетпĕр. Çавăнпа куç питĕ ывăнать, чирлесшĕн. Тухтăр патне кĕме кĕтсе тăнă чухне калаçса кайрăмăр. Кам ăçта ĕçленине пĕлтĕмĕр. Врач патĕнчен тухсан та тÿрех уйрăлса каймарăмăр. Нихăшĕн те пĕччен юлас килмерĕ. Вăл та, ман пекех, хулара пĕрле çÿреме тантăш шыранă иккен. «Хĕрсен пĕччен çÿремелле мар», — тет вăл. Çапла пĕр сехет патне шăкăл-шăкăл калаçса çÿрерĕмĕр. Тепĕр кунне те пĕрле çÿреме пултăмăр. Ĕç хыççăн «Луксор» кинотеатр патĕнче тĕл пулма калаçса татăлтăмăр. Кайран сисмесĕрех çакă майĕпен йăлана кĕрсе кайрĕ. Халĕ темиçе кун пĕр-пĕрне курмасанах тунсăхлама пуçлатпăр. Пирĕн хутшăнусем вĕçĕмех савăнăçлă иртеççĕ теме çук. Тепĕр чухне пĕр-пĕрне ăнланманни, кĕвĕçни те пулкалать. Уйрăмах каччăсемпе паллашнă чухне. Ăна та, мана та пĕр каччă килĕшет. Вăл та, эпĕ те çав каччăпа калаçасшăн. Вара иксĕмĕр хушăра вăрттăн конкуренци пуçланать. Мĕн тăвăн, кашнин лайăх çынна качча каяс килет-çке. Сăн-пит енчен те, характерсем те пирĕн пĕр пекрех. Иксĕмĕр те хура çÿçлĕ, хăмăр куçлă. Çÿллĕшпе илсен те Ира манран пĕр-ик сантиметр çеç çÿллĕрех. Эпĕ хулăнрах кĕлеллĕ атă е пушмак тăхăнсан эпир пĕр танах пулатпăр. Тĕплĕнрех сăнаса пăхсан çеç пирĕн хăш-пĕр уйрăмлăха асăрхама пулать. Ира тăрăхларах питлĕ, ÿчĕ çутăрах. Манăн вара ÿт тĕксĕмрех, пит çаврака. Илемлĕх енчен те эпир ытлашши уйрăлса тăмастпăр. Ку енĕпе пĕр-пĕрне кĕвĕçместпĕр. Çавах та мана эпĕ Ирăран кăшт хитререх пек туйăнать. Иккĕн хула тăрăх темиçе кун усăсăр çÿренĕ хыççăн Ирăна çапла каларăм: — Ир, эпир санпа хула тăрăх виçĕ кун çÿрерĕмĕр. Çапла вĕт. Сана килĕшет-и çакăн пек çÿрен-и? — Сана? — Мана темшĕн усăсăр сÿтĕлсе çÿренĕн туйăнать. Пирĕн урăхларах çÿремелле пуль. — Мана та çапла туйăнать. Виçĕ кун çÿресе пĕр каччăпа та паллашаймарăмăр. — Ир, каччă вăл лавккари тавар мар, укçа парса илеймĕн. Айта, луччă Атăл хĕррине. Унта канмалли сак çине ларăпăр. Кам пирĕнпе паллашас тет — юнашар пырса ларĕ. Вара чĕлхÿне çеç ан шелле. Каланă — тунă. Ларатпăр хайхи Атăл хĕрринчи сак çинче калаçса. Çур сехетрен пирĕн пата икĕ каччă пырса ларчĕ. Калаçсан, калаçсан, паллашрăмăр. Пĕри Вова ятлă, тепри — Владик. Вова хура çÿçлĕ, кăвак куçлă, вăтам пÿллĕ, тĕреклĕ каччă. Владик çинçерех, вăрăмскер. Унăн питĕнче ялан йăл кулă. Маска пек йăлкăшса тăрать. Вовăн вара сăнĕ те хитре, калаçни те килĕшÿллĕ. Сăмаха ялан вырăнлă калать, шÿтлет. Сисетĕп: Ирăна та Вова килĕшет. Тек ăна куçĕнчен илĕртсе пăхать. Аллипе ăна ăнсăртран тенĕ пек перĕнкелеме тăрăшать. «Ирăн кăштах сăпайлăрах пуласчĕ. Паллашни çур сехет кăна вĕт-ха. Уш, çын çăварне кĕрсе кайма хатĕр. Чĕлхипе мĕнле ăшă çу сĕрет тата!» — кăмăлсăррăн шухăшлатăп ăшра. Унтан тăваттăн пĕрле Шупашкар пристанĕ патнелле васкамасăр утрăмăр. Каччăсем пире мороженăйпа хăналарĕç. Çав вăхăтра туристсен теплохочĕ пристань çумне пырса тăчĕ. Унтан ушкăн-ушкăн турист тухрĕ. Вĕсем тухса пĕтсен эпир те киле кайма пуçтарăнтăмăр. Каччăсем пирĕнтен телефон номерĕсене ыйтма пуçларĕç. Эпир вĕсене пĕрремĕш тĕлпулурах номер памастпăр терĕмĕр. Вĕсем вара пире тепĕр эрнерен çакăнта, çак вăхăтра тĕл пулма сĕнчĕç. Эпир кăштах турткаланнă хыççăн килĕшрĕмĕр. Унтан каччăсем пире транспорт чарăнăвне ăсатса ячĕç. <...>

Михаил ВОЛКОВ.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.