Пĕчĕкки пысăккинчен ирттернĕ

27 Дек, 2013

Канаш районĕнчи Хучелти Николаевсен кил хуçалăхĕ 2014 çула пони лашасемпе кĕтсе илет. Пилĕк пуçа çитнĕ вĕсен шучĕ. Амăшĕпе ашшĕн, Брусничкăпа Тростникăн, ытарлă каласан, виçĕ чипер «хĕр». Кĕсресене Брюнетка, Бриллианитка, Быстрицкая ятсем хунă. «Мĕншĕн чăваш ячĕсем мар?» – тесен кил хуçи Николай Николаевич çапла хуравларĕ: «Йĕрки пур. Ашшĕпе амăшĕн ячĕсем мĕнле саспаллирен пуçланнине пăхса ят параççĕ çамрăк выльăха. Кĕсресем хăмласа пачĕç те ячĕсем те «Б» саспаллирен пуçланаççĕ. Кĕçĕннине амăшĕ шутламан-туман çĕртен хăмларĕ, çавăнпа Быстрицкая ят хурас терĕ арăм. Халĕ акă телевизорпа биатлон ăмăртăвне пăхатăп та тепре хăмлас пулсан понине тĕнчери паллă биатлонист ятне парас шухăш çуралчĕ».

Хăй вăхăтĕнче выльăх тухтăрĕ пулнă специалист пони кашни çулах хăмламаннине пĕлтерчĕ. Йыш хăвăртах хушăнмасть апла.

Илĕртÿллĕ пĕчĕк çеç понисем Николаевсене кил хуçалăхĕнчи ĕçсене пурнăçлама пулăшаççĕ (темиçе çул ĕнтĕ),чуна та килентереççĕ, йăпатаççĕ. Пĕр ĕç тăвассишĕн çемье пуçлăхĕ пысăк лашапа та çырлахĕччĕ. Пони усриччен кил хуçалăхĕнче ветеринарăн 3 пуç таран пулнă вĕсем. Канăçа пĕлмен çыннăн юнĕ вылять, çĕннипе, хальччен курманнипе ытларах кăсăкланас килет. Кăсăкланать те вăл. Голландипе Италире акă пони лаша полицире те службăра тăрать-мĕн. Вăхăт çитсен вăл е ку званипе (майора çитни те пулнă) тивĕçлĕ канăва тухать.

Пони усрас шухăшлисем пирĕн республикăра татах та пур иккен. Николай Николаевичран Йĕпреç районĕнчи пĕр пенсионер пони туяннă. Ĕç лаши вырăнне усă курма мар (пони кунне 3 кило утăпа 1 кило сĕлĕ çинипе çырлахать), чунне йăпатма. Ĕçлеме кил хуçин мотоблокĕ те пур-мĕн.

Хусан, Чĕмпĕр облаçĕсене те ăсаннă Николаевсен пони лашисем. Вĕсене анчахрах усрама тытăннисем вара выльăх тухтăрĕнчен сĕнÿ-канаш ыйтма çÿреççĕ.

«Ытларах савăнасчĕ, сахалрах кĕвĕçесчĕ пирĕн, тăванăмăрсем! Кашниех мĕнпе те пулин кăсăклантăр, чун йăпатмăш ĕç туптăр», – Çĕнĕ çула çĕнĕ ĕмĕт-тĕллевпе пуçлама сунать килти витере тĕлĕнтермĕш утсем тытакан ыр çын.

Ирина НИКИТИНА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.