Ачасем шанчăклă алăра

4 Окт, 2014

Вĕрентекенсен кунне халалласа ĕнер Шупашкарти трактор тăвакансен культура керменĕнче пысăк уяв пулчĕ. Унта республикăри учительсен хорĕсен конкурсĕнче мала тухнисем тупăшрĕç.

Ку ăмăрту Чăваш Енре пĕрремĕш хут иртнине те палăртмалла. Культура çулталăкне халалланă ăна. Конкурс икĕ тапхăрпа иртнĕ. Республикăри мĕн пур районпа хулари 26 коллектив малтан хăйсен пĕчĕк ушкăнĕнче тупăшнă. Çапла вара ĕнер сцена çине Патăрьел, Çĕмĕрле, Çĕрпÿ, Муркаш, Вăрмар, Красноармейски, Канаш районĕсенчи тата Шупашкар, Улатăр, Канаш, Çĕмĕрле хулисенчи хорсем тупăшрĕç. Пĕтĕмпе - 11 хор. Виçĕ номинацире палăртрĕç вĕсене. «Чăвашла юрăпа» мала тухакансем - Канаш районĕнчи хор. «Вырăсла юрă» илемлĕ шăрантаракансем - Муркаш районĕн учителĕсем. «Вĕрентекен профессине халалланă юрă» номинацире Канаш хулинчи учительсен хорĕ палăрчĕ.

- Вĕрентекенĕн чунĕ юрлать пулсан - пирĕн ачасем шанчăклă алăра, - терĕ ЧР вĕренÿ министрĕ Владимир Иванов учительсене саламласа. Ăна уявра «Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ» ят пачĕç.

Хăнăхнă йăлапа уявра наградăсемпе, парнесемпе савăнтараççĕ. Ку хутĕнче те ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев иртнĕ вĕренÿ çулĕнче палăрнисене хавхалантарчĕ. Шупашкарти электромеханика колледжĕн директорне Алексей Судленкова «Тăван çĕр-шыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орденпа наградăларĕ. Çĕмĕрлери 1-мĕш вăтам шкулта ĕçлекен Галина Алексеева, Красноармейски районĕнчи Упинчи вăтам шкулта тăрăшакан Иван Матвеев, 3-мĕш лицейра вăй хуракан Ирина Васильева «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ» ята тивĕçрĕç. 2-мĕш лицей директорĕ Татьяна Петрова «Чăваш Республикин вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята илме тивĕç пулчĕ.

Татьяна НАУМОВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.