Хресчен сасси 44 (2983) № 08.11.2023

8 Ноя, 2023

Аграрисен тĕллевĕсем пурнăçланаççĕ

Республика аграрийĕсем ноябрĕн 3-мĕшĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕн кунне паллă турĕç.

Савăнăçлă уявра ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов аграрисен 2023 çулхи 9 уйăхри ĕçĕхĕлĕ çинчен тĕплĕн каласа кăтартрĕ. Кăçал республикăра 970 пин ытла тонна тырă пухса кĕртнĕ. Çакă 2022 çулхи кăтартăва кăшт çеç çитеймест /пĕлтĕр 1 млн тонна пуçтарса кĕртнĕ/. Чăваш Ен ку енĕпе федерацин Атăлçи округĕнче — 5-мĕш вырăнта. — Кăçалхи 9 уйăхра ял хуçалăх организацийĕсем 22,9 миллиард тенкĕлĕх продукци туса илчĕç, ял хуçалăх производствин индексĕ 101,7% танлашрĕ, — терĕ Сергей Артамонов. — Кăçалхи шăрăх çулла аграрисене тепĕр хут тĕрĕслерĕ. Халĕ каялла çаврăнса пăхатпăр та йывăрлăхсене çĕнтернине, тĕллевсене пурнăçланине куратпăр. Кашни гектартан вăтамран 33,5 центнер тырă пухса кĕртрĕмĕр. Малтанлăха палăртнă тăрăх, 330 пин тонна çĕр улми, 200 яхăн тонна хăмла пуçтарса илтĕмĕр. Техника культурисене 40 пин тонна пухнă. Октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăра 202 пин мăйракаллă шултра выльăха шута илнĕ. Вĕсен йышĕ, пĕлтĕрхи çак тапхăрпа танлаштарсан, 3,9% ытларах. Сĕт производстви 2,2% ÿснĕ. Вице-премьер ÿсĕм сăлтавне уçăмлатрĕ: кĕтĕве ăратлă ĕне нумай кĕртнĕ. Кăçал хуçалăхсенче 475 пин тонна сĕт, 119 пин тонна аш-какай туса илессишĕн çине тăрсах ĕçлеççĕ. — Какай туса илессипе плана тултаратпăрах, — терĕ министр. Вăл апат- çимĕç предприятийĕсем кăçалхи 9 уйăхра 32 миллиард тенкĕлĕх продукци, е иртнĕ çулхи тапхăртинчен 18% нумайрах, туса кăларнине асăнчĕ. Çак апат-çимĕçе хамăр тăрăхрах сутма май тунине, уйрăммăн илсен кăçал Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарта фермерсен суту-илÿ речĕсене уçнине, палăртрĕ. Шупашкарта «Пехет» агромаркет уçас тĕлĕшпе ĕç малалла пырать. Сергей Геннадьевич республикăри аграрисен продукцине суту-илÿ сечĕсенче сутма май туса парасси те пĕлтерĕшлĕ пулнине каларĕ. Пухăннисене уяв ячĕпе ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев саламларĕ, республика аграрийĕсене çулталăка лайăх кăтартусемпе вĕçленĕшĕн тав турĕ. — Çак кунсенче Хĕрлĕ Чутай тата Шупашкар округĕсенчи хуçалăхсенче выльăх-чĕрлĕх валли çĕнĕ витесем уçрăмăр, çывăх вăхăтра вĕсене ĕçе кĕртĕпĕр, — пĕлтерчĕ вăл. — Производство кăтартăвĕсем çеç мар, чи малтанах пысăк хуçалăхсенче вăтам ĕç укçи ÿсни савăнтарать. Вăл республика экономикинче тăрăшакансен вăтам шалăвĕнчен те пысăкрах. Çакă АПК организацийĕсене пысăклатни, диверсификацилени тухăçлă пулнине, рентабельлĕ ĕçлеме, производствăна çÿллĕ шайра йĕркелеме тата шалăва пысăклатма май панине тепĕр хут çирĕплетрĕ. Пĕчĕк формăллă хуçалăхсен те çав çулпа малалла каймалла. ЧР Правительстви аграрисене тепĕр енпе те пулăшать, ку — агрегаторсем йĕркелесси. Вĕсен пĕчĕк формăллă предприятисем туса илнĕ продукцие вырнаçтарма пулăшнипе çеç çырлахмалла мар, потребительсем ыйтакан, тивĕçтерекен продукцие тата производство технологине унификацилемелле. Агрегаторсем тавара çителĕклĕ хатĕрлеме, унпа туллин тивĕçтерме май парĕç. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ

♦   ♦   


Аннене сÿс тума пулăшаттăмăр

Ачалăх тесен куç умне Янашар çырми тухать. Ялти паллă вырăна аса илни Патăрьел округĕнчи Аслă Арапуç ялĕ йĕркеленнĕренпе кăçал 500 çул çитнипе те çыхăннă.

Хам астăвасса /эпĕ ун чухне 6-7-ре пулнă/ Янашар çырми таврашĕ илемлĕ вырăнччĕ, йĕри-тавра симĕс курăкчĕ. Çăл куç юхакан вырăн сарлака марччĕ. Каçса çÿреме кĕпер пурччĕ. Шывĕ питĕ тутлăччĕ. Сылтăм енче, çÿлерех, лаша вити вырнаçнă, тепĕр енчен ял пуçланса каять. Вăл вăхăтра кĕперĕн леш айккинче лаша витисĕр пуçне нимĕн те пулман. Ял халăхĕ ĕнесене кĕпер урлă каçарса уя хăвалатчĕ. Ятарласа кĕтÿç тытатчĕç. Çырман икĕ айккипе унта-кунта йывăç ÿсетчĕ. Те вырăнĕ хитре пулнăран, те шывне кăмăлланăран, те хам çак касра пурăннăран Янашар çырми манăн юратнă вырăнччĕ. Пĕр касра пурăнакан иккĕмĕш сыпăкри йăмăкпа унта кашни кун тенĕ пек васкаттăмăр. Пĕччен кайма хăранă. Çырман икĕ енĕпе те кĕрен чечек ÿсетчĕ. Ăна киле татса килеттĕмĕр. Янашар çырми тарăнччĕ. Апла пулин те унта темиçе хутчен те анса хăпараттăмăр, чул пуçтараттăмăр. Пирĕн пÿрт никĕсне те çав чулсенченех хучĕç. Ялта ун пек туни тек пулман. Пуçтарнă пĕчĕк чулсенчен «порошок» тăваттăмăр. Суран пулсанах ăна сапаттăмăр. Лайăх тÿрлететчĕ. Мĕн тумаллине атте-анне вĕрентнĕ. Вĕсем пире мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарнă. Пирĕн хамăрăн та атте-анне пек пулас килнĕ. Атте хаçатжурнал чылай çырăнса илетчĕ. «Коммунизм ялавĕ» /халĕ «Хыпар»/, «Ялав», «Тăван Атăл», «Огонек»... Вĕсем пире вĕрентессишĕн тăрăшнă. Тем тесен те, пирĕн ачалăх лайăх иртрĕ, телейлĕ пулчĕ. Мĕншĕн тесен атте-анне çумĕнче ÿснĕ. Эпир пĕчĕк чухне аннен пире пăхма вăхăт пулман. Атте библиотекăран Герасим Харлампьевăн «Илемлĕ ир» повеçне илнĕччĕ. Эскетен çинчен кашни каç, çывăрма выртиччен, 5-шер страница вуласа паратчĕ. Пирĕншĕн ку питĕ интереслĕччĕ, тата вулаттарас килетчĕ. Анчах атте ыран вулатпăр тетчĕ. Кĕнекене шĕкĕлчесе пĕтерсен урăххине кайса илетчĕ. Эпир атте вуланине интересленсе итлеттĕмĕр. Вăл вăхăтра телевизор пулман. Хĕлле Янашар çырминче çунашкапа ярăнаттăмăр. Шкул хыççăн касри ачасем пурте унтаччĕ. Çунашкапа анчах мар, тĕрлĕ хатĕрпе ярăннă. Тепĕр чухне картон хут та юрăхлă пулнă. Е атте тенкеле çавăрса, ĕне тислĕкне сĕрсе, шăнтса паратчĕ. Киле каçхине кăна таврăнаттăмăр. Хамăр йĕп-йĕпеччĕ. Эх, касра яланах шăв-шав тăратчĕ. Пирĕн урамра ача нумайччĕ. Пурĕ 57-ĕн пулнă. <...>

Вера МАТВЕЕВА

♦   ♦   


«Çакăн пек ăру пулсан Раççей пĕтмест»

Сăмахпа пурте паттăр пулаяççĕ, чăн-чăн паттăр кам иккенне вара лару-тăру кăтартать. Çак сăмахсем пĕлтерĕшне нихăçан та çу¬хатмĕç. Пур-ха пирĕн паттăрсем, паян вĕсем Тăван çĕршыва тăшманран хÿтĕлеççĕ. Çăлавçăсен ĕçĕ-хĕлĕ те паттăрла — кашни кун мĕн чухлĕ çынна инкекрен хăтараççĕ! Çакна мĕн ачаран ăнланса ÿсни пурнăçра тĕрĕс утăм тума пулăшĕ. Ахальтен мар республикăра Паттăрлăх урокĕсем тăтăш иртеççĕ. Шупашкарти экономикăпа технологи колледжĕнче те çавнашкал мероприяти пулчĕ.

Пушар хăрушсăрлăхĕн ĕçне вĕренекен студентсемпе тĕл пулма федерацин Атăлçи тăрăхĕнчи ветерансемпе çăлавçăсен канашĕн председателĕ Петр Третьяков генерал-лейтенант килсе çитрĕ. Çавăн пекех тĕлпулăва отставкăри генерал-майор Станислав Антонов, Пĕтĕм Раççейри ыр кăмăллăх пушар обществин Чăваш Енри уйрăмĕн Канашĕн председателĕ Светлана Сергеева, ЧР ветерансен общество организацийĕсен регионти уйрăмĕн председателĕ, отставкăри полковник Валерий Алексеев, Раççей МЧСĕн Чăваш Енри тĕп управленийĕн ветерансен канашĕн председателĕн çумĕ Василий Нягин, шалти службăн отставкăри полковникĕ Андрей Барабанов, Раççей МЧСĕн Чăваш Енри тĕп управленийĕн кадрсен пайĕн ертÿçи Александр Швед хутшăнчĕç. Малтанах колледж директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Кирилл Лукин студентсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Çамрăксем шырав ĕçĕсене хастар хутшăнаççĕ, сăн ÿкерчĕксем пухса Астăвăм кĕнеки те хатĕрленĕ. Хăнасем вĕсен ĕçĕсемпе паллашрĕç. Раççей МЧСĕн Чăваш Енри тĕп управленийĕн ветерансен канашĕн председателĕн çумĕ Василий Нягин сăмах илнĕ май Петр Третьяков генерал-лейтенант паттăрлăхĕнчен пуçларĕ. Чернобыльти атом электростанцийĕнче авари пулсан Петр Андреевич унпа кĕрешме хутшăннă. Çавăн пекех Василий Николаевич пирĕн республикăри инкексем çинчен те аса илтерчĕ: 1996 çулта Çĕмĕрле тăрăхĕнчи Мисчĕ поселокĕ çывăхĕнче пуйăс вакунĕсем рельсран тухса кайни, хăрушă шĕвеклĕ 17 цистерна çунни… Çакнашкал пысăк аварисем мĕне пула тухаççĕ? Чи малтанах, хăйсен тивĕçне çирĕппĕн пăхăнман специалистсем айăплă пулнине палăртрĕ Василий Нягин. Ун пек инкек тек ан тухтăр тесен хăйсен пурнăçне çăлав ĕçĕпе çыхăнтарма тĕллев тытнă çамрăксене вăл яланах тимлĕ пулмаллине, йĕркене çирĕп пăхăнмаллине аса илтерчĕ. <...>

Лариса ПЕТРОВА

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.