Чăвашла верси
Русская версия
Хресчен сасси 22 (3062) № 18.06.2025
Вĕсемшĕн çăмăл атлетика та, кире пуканĕ те ют мар
Спортпа туслисем ялсенче сахал мар. Куславкка округĕнче те вĕсем йышлă. Кĕçĕн Карачра пурăнакан Лев Петровпа Алевтина Судеркинăн кун-çулĕнче спорт пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Ветерансен спортĕнче пысăк çитĕнӳсем туса вĕсем ыттисене сывă пурнăç йĕркине тытса пыма хавхалантараççĕ.
Чемпионсемпе — пĕр ретре
Лев Александрович шкул çулĕсенчех спорт патнелле туртăнма пуçланă. Карач шкулĕнче ĕçлекен Дмитрий Моторкин учитель нумай çамрăка спорт çулĕ çине тăма пулăшнă. Çав тапхăрта ял спорт вăййисенче çĕнсе илнĕ медале халĕ те упрать.
— 1969 çулта лаша çинчен ӳксе алла хуçнипе çур çул нуша куртăм, больницăра темиçе хут сиплентĕм, 5 хут операци турĕç. Çавăн чухне тантăшсемпе туссем районти ăмăртусенчен наградăсемпе /Ленин, Терешкова бюсчĕсене парнелетчĕç/ таврăнатчĕç те, вĕсене ăмсанаттăм. Сипленсе çитсен тепĕр çулах тренировкăсене çӳреме пуçларăм. Шкулшăн кăна мар, совхоз чысне нумай турнирта хӳтĕленĕ. Ӳсерехпе кире пуканĕ йăтма тытăнтăм. Куславккари пăхаттир Бронислав Чернов пирĕншĕн тĕслĕх вырăнĕнчеччĕ. Тĕрĕссипе, эпир хамăр тĕллĕнех хатĕрленнĕ, хальхи тренерсем пек никама та туртса пыман. 8-мĕш класра чухне пирĕн пата спортăн тĕнче класлă мастерĕ Иван Калля хăнана килни те асрах. Тĕреклĕ хул- çурăмлă яша пăхса ытараймастăмăр. Шкул хыççăн Хусан университечĕн физкультура факультетне вĕренме кĕтĕм. Пĕр занятире преподаватель япăх паллă лартрĕ те тарăхнипе пăрахса килтĕм. Çавăн чухне йăнăш утăм тунăшăн халĕ те ӳкĕнетĕп. Тен, сумлă тренер пулаттăм, — иртнĕ вăхăта куç умне кăларчĕ Лев Петров. Сăмах май, вăл кăçал педагог профессине алла илнĕ. Халĕ Тĕрлемес ачисене кире пуканĕ йăтма вĕрентет. Пĕр уйăх тренировка тунă хыççăн хĕрачасем ăмăртăва хутшăнса 5 медаль çĕнсе илнĕ, пĕри 8 килограмлине 154 хут йăтса рекорда çĕнетнĕ. Çулла та тренировкăна çӳреççĕ, кĕрхи стартсене хатĕрленеççĕ. Ку ĕçе пуçăннăшăн ăна республикăри кире спорчĕн федерацийĕн ертӳлĕхĕ те ырланă. 90-мĕш çулсенче Лев Петров Çĕнĕ Шупашкарта ĕçленĕ вăхăтра пауэрлифтингпа туслашнă. Пĕртăван Ивановсем хавхалантарса пынипе çамрăк строитель спорт мастерĕн кандидачĕ пулса тăнă. Куславкка районĕнчи милици уйрăмĕнче 13 çул тăрăшнă. Криминалист эксперт ун чухне те спортран уйрăлман. «Пăшалтан перес енĕпе ăсталăха туптаттăмăр, волейболла выляттăмăр. Кашни эрнекун тренировкăччĕ. Милици пайĕн пуçлăхĕ те спорта юрататчĕ», — терĕ Лев Александрович. Тюменьте алăк кăларнă çĕрте ĕçленĕ вăхăтра та тĕрлĕ турнирта ăмăртнă, пауэрлифтерсен ушкăнĕнче 3-мĕш вырăн йышăннă.
2014 çулта Куславккара спорт комплексĕ уçăлсан Лев Александрович бассейна çӳреме тытăннă. Велоспортпа туслăскер Владислав Димитриев тренер хавхалантарнипе триатлонпа кăсăкланма пуçланă. Чи малтан Вăрмарти турнира хутшăннă, унтан Шупашкар кӳлмекĕнче иртнĕ ăмăртура хăйĕн çирĕплĕхне тĕрĕсленĕ. Республика чемпионачĕсенче çĕнтерӳçĕн ятне тăватă хут тивĕçнĕ. 2019 çулта Европа чемпионачĕн стартне тăма тӳр килнĕ. Кĕçĕн Карач çынни районта тĕрлĕ ăмăрту ирттерекенсенчен пĕри. Акă Куславккара триатлон енĕпе çĕршыв кубокĕн тапхăрне икĕ хут йĕркеленĕ. Район центрĕнчех велосипедпа чупассипе Надежда Пашкова парнисене çĕнсе илессишĕн 5 çул турнир пуçаруçи пулнă. «Лев Петров кубокĕ» ăмăртăва темиçе çул ирттернĕ. 67-ри арçын сăнă, диск, молот ывăтас енĕпе пултарулăха аталантарать. Ялта тренировка ирттермелли ятарлă лапам тунă.
— Паллă спортсменсемпе, рекордсменсемпе, тĕнче чемпионĕсемпе пĕр ретре тăнипе савăнатăп. Çамрăк чухне вĕсем питĕ вăйлă пулнă, ватăлсан та спорта пăрахманнинчен тĕлĕнетĕп. Эпĕ вĕсенчен вĕренетĕп, — терĕ Лев Александрович. <...>
Андрей МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
Чир-чĕре малтанхи тапхăртах тупса палăртасчĕ
«Тухтăрпа пациентăн пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлемелле. Çакă тĕрĕс диагноз лартма пулăшать. Ку ĕçре диспансеризаци пысăк витĕм кӳрет. Вăхăтра тĕрĕслев тухни чир-чĕре малтанхи тапхăрта тупса палăртма, пациентăн сывлăхне сăнаса тăма, тухăçлă сиплев ирттерме май парать», — тет Шупашкар районĕн тĕп больницин медицина профилактикин уйрăмĕн заведующийĕ Людмила Андреева.
Диспансеризаци тухар Диспансеризацие çулсерен тухмалла. Ун валли ОМС полисĕпе паспорт, вырăнти поликлиника çумне çирĕплетни кирлĕ. Направление участокри терапевтран илме, Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ е регистратура урлă çырăнма, тӳрех медицина профилактикин кабинетне пыма юрать. Диспансеризацие поликлиникăра, пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕнче, амбулаторире, фельдшерпа акушер пунктĕнче, мобильлĕ комплексра, ĕç е вĕренӳ вырăнĕнче те тухаççĕ. Кӳкеç поликлиникинче диспансеризаци тухмалли ятарлă кабинет ĕçлет, специалистсем пациентсене шăматкун та йышăнаççĕ. Диспансеризаци тухма ятарласа хатĕрленмелле мар, анчах та анализсене пĕр кунра парас тесен апат çимесĕр килсен аван. Икĕ-виçĕ кунран анализсем паллă пулаççĕ. Палăртмалла: «Хастар та вăрăм пурнăç» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн пĕлтĕртен медицина тĕрĕслевне ĕç вырăнĕнче тухма май туса панă. Диспансеризаци тухма пĕр кун уйăраççĕ, анчах тĕрĕсленине ĕнентерекен справка памалла. Пенсире е пенси çулне çывхаракансен икĕ кун илме ирĕк пур. — Диспансеризаци икĕ тапхăртан тăрать. Пĕрремĕшĕнче кулленхи анализсене пама тивет. Яланхи йĕркепе онкоскрининг тумалла. Невролог, эндокринолог, хирург, уролог, колопроктолог, окулист, отоларинголог, дерматолог, онколог патĕнче консультаци илмелле, диагностика тĕпчевне иртмелле. Тĕрĕслев витĕр тухнă хыççăн сывлăх ушкăнне палăртаççĕ. Енчен те улшăнусем пулсан иккĕмĕш тапхăра яраççĕ. Пациента диспансер учетне илеççĕ, сăнав программине йĕркелеççĕ, сиплевпе реабилитаци ирттереççĕ. Кăçал Шупашкар округĕнче пурăнакан 10 çыннăн аталаннă усал шыçă пуррине тупса палăртнă. Вĕсене хушма тĕпчеве янă, — палăртать медицина профилактикин тухтăрĕ. Людмила Андреева каланă тăрăх, диспансеризаци вăхăтĕнче ытларах чĕрепе юн тымарĕсен тытăмĕ, ӳпке органĕ, сахăр диабечĕ тата шыçă чирĕсем çиеле тухаççĕ. Вĕсем ытти чирсен хушшинче 75 процент палăрса тăраççĕ. Статистика тăрăх, пĕлтĕр Шупашкар округĕнче пурăнакан 21 пин çын диспансеризаци тухнă, 2165 тĕрлĕ чир-чĕр тупнă. Çамрăксен сывлăхĕ те тимлĕхсĕр юлмасть. «Çамрăксен сертификачĕ» проектпа килĕшӳллĕн тин çеç çемье çавăрнă мăшăрсем, сăмахран, тӳлевсĕр майпа комплекслă медицина тĕрĕслевĕ илме пултараççĕ. Республикăра пурăнакансен репродуктивлă сывлăхĕпе демографи лару-тăрăвне лайăхлатасси тата çемье институтне çирĕплетесси проектăн тĕп тĕллевĕ. Хĕрарăмсене акушер-гинеколог, арçынсене уролог квалификациллĕ пулăшу парать. Сăмах май, 2024 çулта сертификатпа регионти 635 çамрăк усă курма ĕлкĕрнĕ. Специалистсем палăртнă тăрăх, пулăшу ыйтма килнĕ мăшăрсенчен 43 проценчĕн сывлăхĕ аван. Хĕрарăмсен пĕр пайне хушма тĕпчеве янă, ача пулман пирки консультаци кирлисем те тупăннă. Палăртмалла: Чăваш Енре мăшăрсен 18 проценчĕ ача пулманнипе аптăрать. Ытларах чухне ку хĕрарăмсен сывлăхĕпе çыхăннă. Арçынсен те сывлăх пирки манма юрамасть. «Кăçал Шупашкар округĕнче 2 пине яхăн çемье хăйĕн сывлăхне тĕрĕсленĕ. Пуласлăхра — 6 пин ытла мăшăра йышăнасси, вĕсене вăхăтра пулăшу парасси. Кăтарту тăрăх, арçынсен хушшинче ача-пăчасăр юласси палăрман. Хĕрарăмсемшĕн çамрăклах хырăм пăрахни, шăнса чирлени малашлăхра хăрушлăх кăларса тăратать. Вĕсене анлăрах тĕрĕслеве яратпăр, — пĕлтерчĕ Людмила Андреева. Пуласлăх — профилактикăра Алевтина Окликова аслă фельдшер Шупашкар районĕн тĕп больницинче вăй хурать. «Вырăнти фельдшерсен профилактика енĕпе нумай ĕçлеме тивет. Вĕсем килтен киле çӳреççĕ, халăха диспансеризаци тата вакцинаци вăхăтра ирттермелли пирки чылай ăнлантараççĕ. Тепĕр чухне интернет тăрăх сипленекенсем те тупăнаççĕ. Çав хушăрах тĕрĕслеве хăçан тухмалла-ха, кая юлман-и?» — тесе ыйтакансем те пур. Сывă пулас тесен ытларах хускану тумалла, тĕрĕс апатланмалла. Ялта çитĕнтернĕ пахча çимĕçрен пахи мĕн пултăр? Юлашки вăхăтра çамрăксем сывă пурнăç йĕркине тимлĕх уйăрни савăнтарать», — тет Алевтина Павловна. Паянхи кун Шупашкар округĕнче 48 ФАП ĕçлет. Нихăш пункт та хупă тăмасть. Вĕсем тухтăр амбулаторийĕсемпе юнашар вырнаçнă. Çакă специалистсене пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлеме май парать. Фельдшерпа акушер пункчĕсенче çынсене йышăнма, тухтăрсене ĕçлеме хăтлă условисем туса панă. «Земство фельдшерĕ» программа пулăшнипе пĕлтĕр округа 18 çамрăк специалист, кăçал тата 4 фельдшер ĕçлеме килнĕ. Çамрăка наставник çумне çирĕплетеççĕ. Вĕсен йышĕнче пысăк опытлă специалистсем: Алина Кузнецова, Вера Чернова, Надежда Сармосова, Эльза Мочалова тата Надежда Павлова. Юнкунсерен телемедицина пулăшнипе консультаци ирттереççĕ. Уйăхне икĕ хутчен фельдшерсем тĕп больницăна пухăнаççĕ, тĕрлĕ ыйтăва сӳтсе яваççĕ. Вырăнти халăха ансат та меллĕ пултăр тесе медицина учрежденийĕсенче эмелсем сутаççĕ. — Ĕçлеме пуçланă вăхăтпа танлаштарсан халĕ фельдшерпа акушер пункчĕсенче ăшă та хăтлă, учреждение çитме асфальт çул сарнă, кирлĕ оборудованипе тата компьютерпа тивĕçтернĕ. Аякра вырнаçнă яла çитме, анализсем илме куçса çӳрекен пункт, çăмăл автомашина уйăраççĕ. Диспансеризаци, вакцинаци енĕпе кăтарту аван. Шел, ялсенче ача çураласси чакса пырать. Вăрăм ĕмĕрлисем те пур. Тĕслĕхрен, 102 çулти кинемей. Сывлăх — пирĕн пурлăх. Çак пурлăха çамрăкран упрасчĕ, — канаш пачĕ Шупашкар районĕн тĕп больницин аслă фельдшерĕ Алевтина Окликова. Сăмахран, кăçал «Земство фельдшерĕ» программа пулăшнипе Максим Иванов ĕçе килнĕ. Ăна Алина Кузнецова опытлă ĕçчен çумне çирĕплетнĕ. Пункт виçĕ ял тăрăхне медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерет: Ойкасси, Çĕньял тата Хĕрлĕçыр. Унта 450 çын пурăнать. «Çĕнĕ пунктра ĕçлеме кăмăллă. Телемедицинăпа усă курса ытти тухтăрпа канашлама май пур. Ял халăхĕ ир килет: анализсем илетпĕр, юн пусăмне тĕрĕслетпĕр, ачаллă ашшĕ-амăшне те пулăшу паратпăр, тухса çӳрейменнисем патне килтен киле çӳретпĕр. Кашни уйăхрах автобус килет. Çапла майпа кашни яла, урама çитме, çынсене пулăшу пама май пур», — тет ялти тухтăр. <...>
Ирина ПАРГЕЕВА.
♦ ♦ ♦
Ял халăхĕ Акатуйра савăнчĕ
Çĕртме уйăхĕн 12-мĕшĕнче тĕрлĕ округра Акатуйсем иртрĕç. Хĕрлĕ Чутай округĕнче те ăна хĕрӳллĕн те хастаррăн, хавхалануллăн та хаваслăн уявларĕç. Сала кĕрлесе те шавласа, юрă-кĕвĕпе янраса тăчĕ.
Паянхи Чутай чăвашĕсен ӳсĕмĕсемпе çитĕнĕвĕсене округ ертӳçи Иван Михопаров пĕтĕмлетрĕ: — Эпир çак уява çур акине пĕтĕмлетме, тăван халăхăмăра хастар ĕçĕшĕн тав сăмахĕ калама, малта пыракансене палăртма пуçтарăнтăмăр. Кăçал çĕр ĕçĕсене ытти çулхинчен маларах пуçларăмăр, пĕрремĕш тракторсем хире пуш уйăхĕн 31-мĕшĕнче тухрĕç. Комисси çурхи культурăсене пĕтĕмĕшле пăхса тухнă хыççăн кăçалхи çур аки пахалăхне питĕ пысăк хак пачĕ — тухăç лайăх пулмалла. Округăн ял хуçалăх çĕрĕсем пурĕ 32 пин гектара яхăн. Вĕсенчен 19,9 пинĕ — сухаласа акмалли. Паянхи кун ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем 11300 гектар лаптăкра çĕр ĕçĕсем туса пыраççĕ. Шутра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 5560 гектар акса хăварнă, 4 пинĕшĕнче — нумай çул ӳсекен курăксем. Хуçалăхсем техникăпа пуянланса пынăçемĕн, выльăхчĕрлĕх йышĕ пысăкланнăçемĕн ĕçе кĕрекен çĕрсем сарăлсах пыраççĕ. Выльăх шучĕ — 8407 пуç, 3561- шĕ — сăвакан ĕнесем. Ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем выльăх шутне ӳстерсех пыраççĕ: кăçал кăна 180 пуç хушăннă. «Шел те, харпăр хуçалăхсенче сăвакан ĕнесен шучĕ сахаллансах пырать, çавна май халăхран сĕт пуçтарасси 1 пин тонна чакрĕ», — палăртрĕ вăл. Ял халăхĕ ватăлсах пыни пăшăрхантарать: ĕне тавраш тытма йывăртарах, çамрăксем хуланалла туртăнаççĕ; тепĕр енчен, сĕте сутăн илмелли хаксем те çырлахтарсах каймаççĕ курăнать. Çак çухатăва округри ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермерсем тивĕçлĕн саплаштарнă, 5 уйăхра вĕсем пĕлтĕрхинчен 129 тонна ытларах сĕт суса илнĕ. Аш-какайăн 5 уйăхри кăтартăвĕ — 519 тонна. Иван Николаевич ку тĕлĕшпе уйрăмах «Коминтерн» хуçалăха, унăн ертӳçине Альбина Новиковăна ырăпа асăнчĕ. Пĕтĕмĕшле аш-какайăн 83 процентне шăпах çак хуçалăх туса илнĕ. Иван Николаевич ял хуçалăхĕнче тăрăшакансен вăтам ĕç укçи пирки те каларĕ. Иртнĕ çулхи пилĕк уйăхра вăл 46 пин те 400 тенкĕ пулнă, кăçалхи çак тапхăртах 63 пин те 450 тенке çитнĕ. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев çурхи ака-сухана ăнăçлă вĕçленине халалласа ирттерекен уява хутшăнма питĕ хавас пулнине пĕлтерчĕ, ентешĕсен хастарлăхĕ хавхалану кӳрсе тăнине, республикăна та çавнашкал хĕрӳлĕхпе, хастарлăхпа аталантармашкăн тăрăшма кирлине палăртрĕ: — Хамăр тăрăх мĕнле аталаннине сăнасах тăратăп. Хĕрлĕ Чутай сăнарĕпе те питĕ улшăнчĕ. Ку улшăнусем ял хуçалăх предприятийĕсем, фермер хуçалăхĕсем аталанса пынипе пулса пыраççĕ. Вĕсен тухăçлă ĕçĕ-хĕлĕ палăрсах тăрать. Çакă чи малтанах кăтартусене ӳстерме, çынсене ыранхи куна шанса пурăнма май парать. Юлашки çулсенчи курăмлă улшăнусене республика Пуçлăхĕн тăван тăрăхĕнче çеç мар, пĕтĕм республика анлăшĕнче асăрхатпăр. Ку регион ертӳлĕхĕ яла аталантарас тĕлĕшпе тимлĕ пулнипе те çыхăнни куçкĕрет. Уяв — савăнăç. Чунра — хăпартлану, ейĕлсе тăракан кăмăл-туйăм. Ку йăлт — çынсен сăн-питĕнче. «Акара авăн, уявра — савăн» текен каларăш пур-мĕн Чутайсен. Сăмах май, утă уйăхĕн 6-мĕшĕнче Мускаври ВДНХра та Пĕтĕм чăваш Акатуйĕ иртĕ. Унта тĕрлĕ регионта пурăнакан чăвашсем пуçтарăнĕç. <...>
Арсений ТАРАСОВ.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментировать