Чăвашла верси
Русская версия
Чăваш хĕрарăмĕ 22 (1402) № 26.06.2025
Республика кунĕ — 2025: мĕнпе асра юлчĕ уяв?
Чăваш автономине йĕркеленĕренпе 105 çитнине республика анлăн паллă турĕ. Мĕнпе асра юлчĕ-ха уяв? Эпир чи кăсăклă мероприятисемпе паллаштарăпăр.
Спорт лапамĕ
Республика кунĕпе çыхăннă тĕп уявсем Етĕрне тăрăхĕнче тата Шупашкарта иртрĕç. Çĕртмен 24-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев делегаципе ир-ирех Етĕрнене çитнĕ. Уяв ячĕпе саламланă май çак тăрăхра пурăнакансене нумай çул ĕçленĕшĕн тата пысăк çитĕнӳсем тунăшăн хисеплĕ ятсемпе чысланă. Мăшăрĕпе 6 ача çитĕнтерекен Наталья Садовникова вара «Анне» паллине тивĕçнĕ. Кунсăр пуçне тĕрлĕ фестиваль йĕркеленĕ. Пĕри — «Сăр пулă шӳрпийĕ». Унта Чăваш Енри тата кӳршĕ регионсенчи ушкăнсем хутшăнса апат хатĕрленĕ. Поварсем 600 литр ытла пулă шӳрпи пĕçернĕ. Спорта кăмăллакансем Пĕтĕм Раççейри «Спорт çĕрĕ» марафона хутшăнма пултарнă. Хастарсем 6 спорт тĕсĕнче вăй виçнĕ. Çавăн пекех «Кĕрешӳ» , футбол, спорт туризм енĕпе тупăшусем иртнĕ. Сăмах май, Етĕрнере çак кун çĕнĕ спорт лапамĕсене уçнă.
Хăмла музейĕ
Малашне Етĕрнере ешĕл салат туса илĕç. Ку тĕллевпе пĕрремĕш теплицăсене хута янă ĕнтĕ. Каярахпа тата 8 теплица уçĕç. Унта 70 ĕç вырăнĕ пулмалла. «Ядринмолоко» предприяти те улшăнса пырать — унта çак кунсенче çĕнĕ лини ĕçлеме пуçланă. Ку кăна мар! Етĕрне хулинче савăнăçлă лару-тăрура хăмла музейĕ уçăлнă. Регион ертӳçи Олег Николаев экспозиципе паллашнă. Музей хăмла туса илес ĕç пирки каласа кăтартать — пĕрремĕш утăмсенчен пуçласа паянхи çитĕнӳсем таран. Сăмах май, Чăваш Ен хăмла туса илес енĕпе Раççейре малти вырăнта. Музейра — виçĕ зал. Ăна йĕркелемешкĕн вырăнти бюджетран 5 миллион тенкĕ уйăрнă. Ăсталăх класĕсем, лекцисемпе семинарсем ирттерме конференци залĕ те пур.
«Руç ăстисем»
Тĕп хуламăрта «Руç ăстисем. Ал ăстисен тăрăхĕ» конкурс тĕрлĕ регион ал ăстисене пухрĕ. Кăçал вăл «Йăла-йĕрке çирĕплĕхĕ — пирĕн Çĕнтерӳре!» девизпа иртрĕ. Тупăшăва Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 80 çул çитнине халалланă. Сăмах май, конкурса кăçал 17 регионтан 47 ăста хутшăнчĕ. Асăннă конкурса пуçласа хутшăнакансем те пулчĕç. Акă Воронеж тăрăхĕнчен çитнĕ Ольга Губанова «Руç ăстисем» çинчен тахçанах илтнĕ, пĕлнĕ. Анчах халиччен хутшăнма май пулман. Кăçал вара конкурса ятарласа килнĕ. «Шупашкар ытти хуларан тирпейлĕхĕпе, илемлĕхĕпе уйрăлса тăрать, — терĕ Ольга Васильевна. — Авалхи çурт та чылай кунта. Сирĕн Шупашкарпа мăнаçланма май пурах. Кăçал пирĕн тăрăхра «Çĕнтерӳ салтакĕсем» тĕпчев ĕçĕсен конкурсĕ иртрĕ. Эпĕ унта асаттен фронтран янă 26 çырăвĕпе хутшăнтăм. Вĕсене хăй вăхăтĕнче асанне упраса хăварнă. Шел те, асатте вара 1944 çулта вăрçăра пуç хунă. Çак темăна малалла тăснă май эпĕ асаттене, асаннепе унăн ачисене тата почтальона тăмран ăсталарăм. Уйăрса панă вăхăтпа туллин усă куртăм, хам мĕн шухăшланине пурне те пурнăçларăм». <...>
Нина ЦАРЫГИНА, Валентина ПЕТРОВА хатĕрленĕ.
♦ ♦ ♦
«Пурнăç илемне тинех туйма пуçларăм»
«Тивĕçлĕ канăва тухичченех шкулта ачасене вырăс чĕлхипе литератури вĕрентрĕм. Хамăн пĕлĕве, пултарулăха пулас тухтăрсене, агрономсемпе механизаторсене, вĕрентекенсемпе строительсене, çĕршыв хӳтĕлевçисене патăм», — тет Елчĕк округĕнчи Шăмалакра пурăнакан Людмила Чернова.
Асăннă тăрăхри Аслă Таяпа ялĕнче çуралса ӳснĕскер 1977 çулта И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн направленипе Шăмалакри вăтам шкула лекнĕ. Каярахпа кунтах çемье çавăрнă, мăшăрĕпе Анатолий Александровичпа икĕ ывăлпа пĕр хĕр çуратса çитĕнтернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Хальхи вăхăтра ачисем те çемьеллĕ, çурт-йĕрлĕ, ĕçлĕ. Ашшĕпе амăшне 6 мăнукпа савăнтараççĕ. «Тăван яла час-часах килсе çӳреççĕ. Пысăк ĕçсене яланах пĕрле пурнăçлатпăр, — малалла тăсăлать сăмах çăмхи. — СВОри салтак-ентешсемпе те çыхăну тытаççĕ ывăлсем. Май пур таран вĕсене те пулăшма тăрăшаççĕ. Çакă пире, мăшăрпа иксĕмĕре, хавхалантарать. Чи пысăк савăнăç пирĕншĕн — мăнуксем. Каникул вăхăтĕнче вĕсем — ялта, пирĕнпе юнашар». Калаçнă май Людмила Сергеевна хăйĕн ачалăхне, ашшĕ-амăшне аса илмесĕр тӳсеймерĕ. Вăл сакăр ачаллă çемьере чи асли пулса çитĕннĕ. Çавна май шăпа ăна кĕленче сăпкара сиктермен. Ашшĕ Сергей Петрович Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине 18 çултах хутшăннă. Сакăр çултан çеç тăван ялне, Аслă Таяпана, çаврăнса çитнĕ. Вăрçăра вăл танкист пулнă. Темиçе хутчен аманнă, танкра та çуннă. «Унăн кăкăрне «Хастарлăхшăн» медальсемпе III степень Мухтав орденĕ илем кӳретчĕç. Фронтран таврăнсан атте МТСра трактористра вăй хунă. Вăрçă суранĕсем канăç памастчĕç ăна. Сывлăхĕ самай хавшанăччĕ. Аннен Клавдия Александровнăн пурнăçĕ те çăмăл пулман. Кукаçи вăрçăн малтанхи кунĕсенчех Брест патĕнче пуç хунă. Кукамай пилĕк ачипе тăлăха юлнă, анне вара чи асли пулнă. Çавăнпа пĕчĕклех аслисемпе тан вăй хунă вăл. Çĕнĕ Тӳскел ялĕнчен Аслă Таяпана качча килсен чылай çул дояркăра тăрăшнă, яланах малтисен ретĕнче пулнă. Унăн ячĕпе районта Хĕрлĕ ялав сахал мар çĕкленĕ. Аттепе анне пире, ачисене пĕчĕкренех ĕçе юратма, пĕр-пĕринпе туслă пурăнма, йывăрлăхсене çĕнтерме вĕрентрĕç. Çакăншăн эпир вĕсене яланах тав тăватпăр. Шел те, хăйсен кун-çулĕ кĕске пулчĕ», — терĕ Людмила Сергеевна. Педагогика институтĕнче вĕреннĕ чухне илемлĕ пултарулăхĕ енне туртăннă хĕр. Тĕрлĕ конкурса хутшăнса çĕнтернĕ. Çак пултарулăха кайран та аталантарнă, сăвăсем çырнă, юрланă, ташланă. Унсăр пуçне вырăс юррисене чăвашла куçарса куракансен умне кăларнă. «Поговори со мною мама», «Я не могу иначе», «Валенки», «Виновата ли я», «Горит свечи огарочек» юрăсене чăвашла шăрантарнă. «Садко» ушкăнăн пĕр юррине те куçарнă вăл. «Куçару урлă чăваш чĕлхи мĕн тери янăравлă та витĕмлĕ пулнине кăтартас килетчĕ манăн», — терĕ чăваш чунлă хĕрарăм. Çичĕ теçетке çулта пулсан та пушă вăхăт çуккине палăртрĕ вăл. Кил-тĕрĕшри ĕçсемсĕр пуçне мăшăрĕпе иккĕшĕ ял халăхĕпе пĕрле маскировка тетелĕ çыхма çӳреççĕ. Вĕсем — кĕмĕл волонтерсем. Гуманитари пулăшăвĕ ăсатнă чухне те хастарлăх кăтартаççĕ. «Салтаксем ырă-сывă таврăнччăр тесе кашни кунах кĕлĕ тăватпăр», — пулчĕ хурав. <...>
Валентина ПЕТРОВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментировать