Чăвашла верси
Русская версия
Çамрăксен хаçачĕ 25 (6576) № 17.07.2025
«Пирĕн çĕнтермеллех!»
«ХАМĂН ЙЫШĂНУ ÇИНЧЕН НИКАМА ТА КАЛАМАН. ÇЕМЬЕ ТЕ ПĔЛМЕН», — ÇАПЛА ПУÇЛАРĔ КАЛАÇĂВА «АХМАТ» ПОЛКĔНЧЕ ТĂНĂ ДМИТРИЙ ЕФИМОВ. ВĂЛ ЯТАРЛĂ ÇАР ОПЕРАЦИНЕ 2023 ÇУЛХИ КĂРЛАЧ УЙĂХĔНЧЕ ХĂЙĔН ИРĔКĔПЕ ТУХСА КАЙНĂ. ЛУГАНСК ХАЛĂХ РЕСПУБЛИКИНЧЕ ПУЛЕМЕТЧИК ПУЛСА 3 УЙĂХ ÇАПĂÇНĂ.
Çула тухиччен çыру çырнă
— Унта кайма уйăх маларах хатĕрленме пуçларăм. Мускава çитме билет илсе хутăм. Бушлат, берцы, ăшă япаласем кутамккана пуçтарса чикрĕм. Пĕтĕмпех хамăн укçапа илтĕм. «Ахмата» килсен пире пурне те экипировкăпа тивĕçтерчĕç. Кунта хăйсен боецĕсемшĕн тăрăшни палăрчĕ. Пирĕн хушăра чеченсем те, вырăссем те, казахсем те, тутарсем те, чăвашсем те пурччĕ. Пĕр-пĕринпе вырăсла калаçаттăмăр. Çула тухиччен мăшăр валли çыру çырса хăвартăм. Коммуналлă пулăшушăн мĕнле тӳлемеллине хут çинче ăнлантарса патăм, мĕншĕн тесен малтан çак тивĕçсене эпĕ пурнăçлаттăм. Мăшăр çак çырăва тӳрех асăрхаман-мĕн. Эпĕ ĕçрен кая юлса килме те пултараттăм. Çавăнпа та ку ăна тĕлĕнтермен те пулĕ. Мана кĕтсе илеймен те çывăрма выртнă. Тепĕр кунхине ирхине Мускава çитсен арăм патне шăнкăравларăм. Ятарлă çар операцине тухса кайнине пĕлтертĕм. Кĕçех пуйăспа Грозный хулине каяссине каларăм. «Маншăн пăшăрханма кирлĕ мар. Турă парсан каялла сывă-чĕрĕ таврăнăп», — терĕм те телефона сӳнтертĕм. Çывăх çынсен куççульне курас килмерĕ. Атте-аннене те шеллеттĕм. Каярах вĕсем эпĕ ятарлă çар операцийĕнче пулнине пĕлчĕç-тĕр, — калаçрĕ хирĕç тăру ветеранĕ.
Мĕншĕн «Ахмат» полкĕнче çар тивĕçне пурнăçлама шухăшланă-ха Дмитрий?
— Манăн ингуш юлташсем пурччĕ. Эпĕ çак халăха хисеплетĕп. Ингушсем хăйсен сăмахне тытаççĕ тата нихăçан та çынна сутмаççĕ. Кайран эпĕ çакна темиçе хут та курса ĕнентĕм. Контракт вĕçленсен эпĕ Грозный çар комиссариатне кайма тухрăм. Анчах малалла ăçта каймаллине пĕлмерĕм. Пĕр хĕрарăм патне пырса çул ыйтрăм. Вăл эпĕ машинăна лармасăр, ăна чăнах ăнланнине ĕненмесĕр манран хăпмарĕ. Мĕн тери хисеплеççĕ-çке вĕсем çынсене. Тепрехинче пĕр таксист мана хулана илсе çитернĕччĕ. Унта пирĕн çар чаçĕччĕ. Эпĕ хамăн ыйтусемпе çӳрерĕм, вăл вара мана кĕтсе илчĕ, каялла илсе çитерчĕ. Çавăн пекех тепре хулана кайма тухрăм. Автобуса ларма билет илтĕм. Мана хула хĕрринче блокпост патĕнче антарса хăварчĕç. Юнашарах — пилĕк çăлтăрлă хăна çурчĕ. Уйăх çăвăнман, хамран ырă мар шăршă кĕрет ĕнтĕ. «Мĕн тумалла-ши?» — шухăша путса сак çине лартăм. Ниçта та кайма çук. Хăна çуртне кĕтĕм. Ăçта та пулин çĕр каçмалла вĕт. Пĕр çамрăка куртăм. Унран хулана мĕнле майпа çитме май пуррине ыйтса пĕлтĕм. Хамăн вара укçа çук. Çав çын ман валли такси чĕнсе илчĕ, маншăн водительпе калаçса татăлчĕ. Вăт çапла чечен халăхĕ вăл. Ингушсем те çавăн пекех, — сăпайлăн калаçрĕ педагог.
Дмитрий Гудермесра Раççей спецназ университетĕнче 1 уйăх çар хатĕрленĕвне тухнă. Унтан салтаксене икĕ ротăпа Луганск Халăх Республикине илсе кайнă. Вĕсем Кременная хула патĕнчи вăрмансенче тăшманпа çапăçнă.
— Малтанхи уйăхра тăвансемпе сайра хутра та пулин калаçма май тупаттăм. Вăрманта пурăннă чухне шăнкăравлама уçă вырăн сахалрахчĕ. «Манпа пĕтĕмпех йĕркеллĕ», — теттĕм те çывăх çынсен чунне лăплантараттăм. Уйăх çурă эпир çыхăнусăр пурăннă, çăвăнса тасалма та майсем çукчĕ. Тăватă уйăхра сухал та ӳстерсе янăччĕ. Турра шĕкĕр, гуманитари пулăшăвĕ пирĕн пата çитетчĕ. Тушенкăпа сайланаттăмăр. Анчах та ăна пĕрмаях çинипе хăшĕ-пĕрин шăл тĕпренетчĕ. Уçă çулăм çинче апат ăшăтма пулмастчĕ. Тăшман курсан тĕп тума пултарнă. Нумай боеца çухатрăмăр. Эпир унта 200 çын кайнă пулсан, каялла 132-ĕн таврăннă. Виçĕ уйăхра 68 çын аманнă тата çĕре кĕнĕ. Хăш-пĕр рота 80 процент таран салтаксене çухатнă. Хăй вăхăтĕнче физкультура учителĕ пулни мана çапăçура питĕ пулăшса пычĕ. Эпĕ мĕн ачаранах спортпа пиçĕхнĕ, психологи тĕлĕшĕнчен хатĕр пулнă. Виçĕ уйăх пĕр вырăнта тухмасăр пурăнтăмăр. Пире улăштаракансем пулман. Салтаксем çитместчĕç. Эпир унта пулнă чухне дронсем хальхи пек нумай вĕçмен. Халĕ вĕсем чылай. Чăваш Енрен эпир икĕ ротăран иккĕн пулнă. Эпĕ Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнчен, вăл — Шупашкартан. Турра шĕкĕр, иксĕмĕр те каялла чĕрĕ-сывă таврăнтăмăр. Эпир ăçта, пирĕн пурнăç унта кирек мĕнле вăхăтра та татăлма пултарассине пĕлсех кайнă. Çапăçусем кĕске вăхăт кăна пыратчĕç. Эпир тăшмана е вĕсем пире персе тăратчĕç. Умра пĕр тĕллев тăнă — тăшманăн диверсипе разведка ушкăнне пирĕн еннелле куçма памалла мар. Украинсем ытларах каçхине тухса çӳретчĕç. Çутă чухне окопсенче ларатчĕç. Хамăра та шиклентеретчĕ. Пурин те пурăнас килнĕ. Анчах никам та хăравçă пулман, — малалла калаçрĕ хирĕç тăру ветеранĕ. Çарти юлташĕсене тылран пулăшать Ятарлă çар операцине кайиччен Дмитрий Ефимов Сĕнтĕрвăрри округĕнчи Хуракасси шкулĕнче директорта 8 çул ĕçленĕ. Вăл И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче физкультура учительне вĕренсе тухнă. Çак профессипе Сĕнтĕрвăррипе Шупашкар районĕсенчи шкулсенче ĕçленĕ. Пĕр вăхăт Сĕнтĕрвăрри хула хутлăхĕн пуçлăхĕн çумĕнче тăрăшнă. Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнчи Шĕнерпуç шкулĕнче директорта ĕçленĕ хыççăн Хуракасси шкулне ертсе пыма тытăннă. — Ун чухне лару-тăру урăхларахчĕ. Пирĕнпе 3 уйăхлăх контракт йĕркеленĕ. Эпир хамăр çапла йышăну туман. Çулталăклăх каланă пулсан çавăн чухлех унта пулма пултарăттăм. Контракта малалла тăсма май пурччĕ. Иккĕмĕш хут ятарлă çар операцине кайма та шухăш пурччĕ. Эпир окопсенче пурăннă. Бронежилет, автомат, çар хатĕрĕсем, кутамкка тата ытти те — кашни кун хамăр çинче 35-40 кг йăтса çӳренĕ. Çакна пулах çурăм шăммин сыппи ыратнипе аптăрарăм. Контракт вĕçленсен госпитальте выртрăм. «Тăван çĕршыв хӳтĕлевçисем» фонд пулăшнипе реабилитаци тухрăм. Çав вăхăтра депрессие кĕрсе ӳкнĕччĕ. Мĕн пулса иртни — пĕтĕмпех куç умĕнче. Фондран мана мероприятисене явăçтарчĕç. Гражданла пурнăçа таврăнма пулăшрĕç. Пĕрре çапла ятарлă çар операцине хутшăннă боецсене Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Олег Николаевпа çавра сĕтеле пухрĕç. Çавăн чухне Олег Алексеевич мана «Авангард» центр директорĕ пулма сĕнчĕ. Шухăшларăм та килĕшрĕм. Халĕ кунта çулталăк ытла ĕçлетĕп. Центр Пĕтĕм Раççейри тата республикăри çарпа патриотлăх мероприятисене йĕркелет. Кашни çулах эпир 5 куна пыракан вĕрентӳ пухăвĕсем ирттеретпĕр. Унта 10- мĕш класран пуçласа техникумри 1-мĕш тата 2-мĕш курссенче вĕренекен студентсене явăçтаратпăр. Яш-кĕрĕм инструкторсемпе пĕрле çар вĕренĕвĕ витĕр тухать. Çамрăксене занятисенче БПЛА хатĕрĕсемпе ĕçлеме, пĕрремĕш пулăшу пама, хĕç-пăшала салатса пуçтарма, унран тĕл пеме тата ытти хăнăхтарусене вĕрентеççĕ. Çапла 5 кун çар хатĕрленĕвне иртсе яш-кĕрĕм пурнăç çине урăхла пăхма тытăнать. «Кăмăл çук, киле каятăп», — тесе калама пулать. Анчах вăрçă хирĕнче приказа пăхăнмасан сана тăшман тĕп тума пултарать. Йĕрке пур, ăна кирек мĕнле пулсан та пурнăçламалла, — çирĕппĕн калаçрĕ Дмитрий Анатольевич. Фронтран таврăнсан Дмитрий çарти юлташĕсене тылран пулăшма тытăннă. Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнче пурăнакансем укçа пуçтарса УАЗ туяннă. Ăна Дмитрий шăллĕпе Леонидпа юсасан «Ахмат» полкне çитермешкĕн Луганск Халăх Республикине çул тытнă. Пиччĕшĕпе шăллĕ 2 пине яхăн çухрăм кайнă. УАЗ рулĕ умĕнче шăллĕ ларнă. Дмитрий хăйĕн машинипе хыçалтан пынă. Çакна та палăртма кăмăллă: 2023 çулта Дмитрий «Признание» наци премийĕн лауреачĕ пулса тăнă. Ăна ытти ятарлă çар операцийĕнче пулнă педагогика ĕçченĕсемпе пĕрле чысланă. Дмитрий Ефимов «Вĕрентекен — Тăван çĕршывăн хӳтĕлевçи» номинацире çĕнтернĕ. Вăл республикăри шкул директорĕсенчен ятарлă çар операцине хутшăннă пĕртен-пĕр çын пулнă. <...>
Юлия ИВАНОВА.
♦ ♦ ♦
Илеме курма пĕлекен
Кашни ҫын хӑйӗн пурнӑҫӗнче темиҫе пӗлтерӗшлӗ тапхӑр витӗр тухать. Шкул пур çын пурнăçĕнче те тĕп вырăн йышăнать. Елчӗк тăрăхĕнчи Турхан ялӗнче ҫуралнӑ Николай Филиппов пурнăçĕнче те пĕлӳ паракан çурт тарăн йĕр хăварнă.
Шкул çулĕсем — асамлă
Николай мӗн пӗчӗкренех хастар та пултаруллӑ ача пулнӑ. 1-мӗш класранах унăн пĕлĕвне «пиллӗк» паллӑпа хакланă. Ҫӗнӗ Пӑвари вӑтам шкултан вăл ылтӑн медальпе вĕренсе тухнă. Шкул вӑхӑтӗнче тӗрлӗ олимпиадӑра ҫӗнтерсе тавра курăмне пĕрре мар район шайĕнче тĕрĕсленĕ. Пултаруллă çамрăк пур ĕçре те ăста теççĕ халăхра. Вĕреннĕ вăхăтрах каччă «Камбрэ» ташӑ ушкӑнне çӳренĕ, тӗрлӗ мероприяти те йӗркелесе ертсе пынӑ. Пăрчăкан пек, ларма-тăма вăхăт çук унăн. Çакă вара ăна ашшĕ-амăшĕнчен куçнă. Валерипе Светлана Филипповсем 3 ачана кун ҫути парнеленӗ. Валерий Николаевич 54 ҫулта, вӑл тӗрлӗ хулара ҫуртсем туса тӑрӑшса ӗҫлет. Светлана Геннадьевна — 52-ре, Ҫӗнӗ Пӑвари тухтăр амбулаторийĕнче медсестрара тăрăшать, ял-йыша сиплет. Николай — вӑтамми. Аслӑ ывӑлĕ Андрей Ҫӗнӗ Пӑвари вӑтам шкултан ылтӑн медальпе вӗренсе тухнӑ. Халӗ республикăн тӗп хулинче банкра тӗп специалистра тăрăшать. Кӗҫӗнни Дарья Чӑваш патшалӑх университетӗнче 3 курс вĕренсе пĕтернĕ. Хаваслă яшлăх Николайăн тепӗр паллă тапхӑрӗ вара — университет. 2015 ҫулта вăл И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечĕн «Информатика тата шутлав техники» факультета вӗренме кӗнӗ. Студент вӑхӑчӗ ахаль те хăвăрт иртет. Пĕр вырăнта ларма-тăма пĕлменнисемшĕн — пушшех те. 4 ҫул бакалавриат тата икӗ ҫул магистратура та хыçа юлнă ĕнтĕ. — Мӗншӗн-ха эпӗ малалла асла пĕлӳ илме шăпах Чӑваш патшалӑх университетне суйларӑм? Малтанах, вӗренме кӗрес тенӗ факультет шӑпах та ҫакӑнта пулнишӗн. Ҫавӑн пекех туссем те ҫак университета яланах сӗннипе. Абитуриент пулнӑ май Чӑваш патшалӑх университечӗ студентсене ҫакӑн чухлӗ май пама пултарнине ӗненмен те! Эпӗ хамӑн студент пурнӑҫӗнчи пулӑмсене ытти хулари ачасене каласа панӑ чухне вӗсем тӗлӗнеҫҫӗ, мӗншӗн-ха вӗсен ун пекки ҫук-ши тесе. Манӑн студент ҫулӗсем пирки кӗнеке ҫырма пулать. Кулӑшла илтӗнет, анчах вӑл чӑнах та питӗ пуян. Эпӗ кашни ҫулах университет шайĕнчи «Студентсен çуркунни» конкурса хутшӑнаттăм, унта çĕнтерсе Раҫҫей шайне те ҫитрĕм. «ЧПУ пĕрлештернĕ» КВН командин капитанӗ пулнӑ май Мускавпа ун ҫывӑхӗнчи тӗп лигӑра выляса куртӑмӑр. Ҫав вӑхӑтра вӗренӳ ҫинчен те манман. Конференцисене хутшӑнса ӑнӑҫлӑ вӗреннӗшӗн пысӑк стипендие тивӗҫнӗ. Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн, Раҫҫей Федерацийӗн Правительствин стипендиачӗ пултăм, — савӑнӑҫлӑн каласа парать Николай. Каччă университетра тӗрлӗ форума хутшӑнса Тавридăна та ҫитнӗ. Таврида — Крымра иртекен ҫамрӑксен ӳнер фестивалӗ. Ку вӑл тӗрлӗ искусство ӗҫченӗсен вырӑнӗ. Архитекторсене, ҫыравҫӑсене, скульпторсене, дизайнерсене, ӳнерҫӗсене, режиссерсене тата ыттине пухакан лапам. Унта ҫӗршыври пултаруллӑ ҫамрӑксем хутшӑнаҫҫӗ. Николай «ТВ-академи» вĕренÿ проекчĕ çырнă. Унăн шухăшĕпе телекурав мэтрĕсемпе паллă блогерсем клуб членĕсене хăйсен ăсталăхне вĕрентме пултараççĕ. Вĕренÿ ушкăнне Николай çĕршыври КВНçăсене конкурс витĕр кăларса суйласа илме сĕнет. Каярахпа вĕсене ятарлă сериалта е кăларăмра кăтартĕç. Вӑл çĕршыври çамрăксен сумлă фестивалĕнче 2 миллион та 400 пин тенкӗлӗх грант çĕнсе илнĕ. Пӗчӗкренех Коля ташлама юратнӑ. Аслă шкулта та вĕренӳ хыççăн çак енпех вăхăтне ирттересшĕн пулнă. Анчах та юлташӗ КВНа чӗнсен ҫак юхăмпа кăсăкланма пуçланă. Малтанах «Лимонад» команда ятĕнчен тупăшнă. Тепӗр икӗ ҫултан вара юлташӗсемпе университет ятне тытса тӑракан «Сборная ЧГУ» ушкăн йĕркелесе янӑ. Николай Филиппов командӑн капитанӗ пулнӑ. «Лампа» тӗп лигӑра выляса бронза ҫӗнтерӳҫисем пулса тӑнă. Малалла вара Сочире 2 сезон премьер-лигӑра выляса ҫурма финала та ҫитнĕ. Хаваслисемпе пултаруллисен клубне хутшӑнни Николая йӑл кулӑ ҫеҫ мар, ӑнӑҫлӑ ӗҫлеме кирлӗ паха енсем йӗркелеме пулӑшнӑ. Хăйĕн пурнӑҫ ҫулӗ çакăн пек иртнĕшĕн вӑл питӗ савӑнать. Тепĕр тапхӑр вӑл — «Среди крыш» онлайн-проект. Çурт тӑррисенче студентсем каҫхи пӗрремӗш ток-шоу йĕркелесе янӑ. Чи кӑсӑкли — юрӑ, спорт, искусство тытăмĕнчи рубрикӑсем. Шоу хӑнисем вара хӑйсен ӑнӑҫлӑ ҫитӗнӗвӗ ҫинчен каласа кӑтартаççĕ, опычӗпе паллаштараççĕ. Çурт тӑрринчи пӗрремӗш эфир ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче иртнӗ, кăларăма шухăшласа тупаканнисенчен пӗри тата ертсе пыраканӗ шăпах Николай Филиппов. Икӗ ҫул çак проекта ертсе пырса 10-15 хут эфира тухнӑ пулнӑ. <...>
Дарья ФИЛИППОВА.
♦ ♦ ♦
«Йывăрлăхсем ӳсĕмсем тума пулăшĕç»
Анна Андреева информаци пулăшăвĕсен пайĕн тĕп архивисчĕ. Чăваш Республикин хальхи историйĕн патшалăх архивĕнче вăл 9 çул тăрăшать. Ĕçре унăн республикăри тĕрлĕ ведомствăпа тата министерствăпа хутшăнма тивет. «Документсемпе ĕçленĕ чухне тимлĕ те яваплă пулмалла», — тет вăл.
— Ытларах чухне хупăннă организацисем, Чăваш Ен министерствисем тата ытти учреждени пулăшу ыйтаççĕ. Организацисене тухса çӳресси те пулать. Документсемпе ĕçлесси çăмăл ĕç мар. Пахалăхлă пурнăçламалла, йăнăш ямалла мар. Архивра хутсемпе анчах ĕçлеместпĕр эпир. Район-хулара пулатпăр, семинарсене хутшăнатпăр, мероприятисем йĕркелетпĕр, çавăн пекех тĕрлĕ пултарулăх çыннипе курнăçатпăр. Хăйне евĕрлĕ кăсăклă ĕç, — пĕлтерчĕ Анна.
Çамрăк специалистшăн пĕрремĕш ĕç кунĕ яланах асра. Çав кун унăн пысăк организацин докуменчĕсене тирпейлесе йĕркене кĕртмелле пулнă. Йывăрлăха пăхмасăр Анна хăйне шанса панă ĕçе тивĕçлĕн пурнăçланă.
— Пĕрремĕш ĕç кунĕнче организаци хупăнни пирки пĕр пин ытла документа пухса йĕркене кĕртмелле пулчĕ. Пытармастăп: çăмăл пулмарĕ. Кăткăс ыйтусене сирсе яма ĕçтешсем пулăшрĕç. Вĕсенчен пĕри — Ирина Кузнецова наставник. Кирек епле ыйтупа пырсан та вăл ăнлантарать, ăс парать. Хам та тин çеç ĕçе пуçăннă çамрăксене пулăшма тăрăшатăп. Йывăрлăхсенчен ан хăрăр, вĕсем сире професси тĕлĕшĕнчен ӳсме пулăшĕç тетĕп. Ирина Кузнецова — Чăваш Республикин хальхи историйĕн патшалăх архивĕнче комплектовани тата организацисене документсемпе тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен сектор заведующийĕ. Унăн ĕç стажĕ — 25 çул. Архив ĕç-хĕлне ăнланма хăй вăхăтĕнче ăна та опытлă ĕçтешсем сахал мар пулăшнă.
— Ĕçе килнĕ куна лайăх астăватăп. Вăл раштав уйăхĕн 1-мĕшĕ — эрнекунччĕ. Мана информаци пулăшăвĕн пайне ертсе пыракан специалист должноçне илчĕç. Пĕрремĕш кунхинех çак пайăн пуçлăхĕ Людмила Охотникова республикăн Ĕç министерствине илсе кайрĕ. Унта ĕçлекен çынсемпе паллаштарчĕ, вĕсен докуменчĕсене мĕнле уйăрмаллине, хăш документ хаклăрах пулнине, хăшĕн управ вăхăчĕ тухнине ăнлантарчĕ. Ку пайра манăн наставник Татьяна Мясникова пулнă. Кирлĕ информаци нумай панă. 2002 çултан пуçласа паянхи кунччен комплектовани тата организацисене документсемпе тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен пайра вăй хуратăп. Пирĕн тĕп тĕллев — организацисен докуменчĕсене тĕрĕс йĕркелесси, патшалăх архивне яланлăхах упрама паракан документсене вăхăтра хатĕрлесе çитересси, ĕçлев тата архив енĕпе нормативпа методика докуменчĕсене ĕçе кĕртесси тата ытти те. Архивистăн документсемпе ĕçленисĕр пуçне çынсемпе те хутшăнма пĕлмелле. Пĕр-пĕр организаципе ĕçлес умĕн унăн пирки ытларах информаци пулмалла. Наставниксем каланă сăмахсем пурнăçра кирлĕ пулнине пытармастăп, — пĕлтерчĕ Ирина Кузнецова. Малалли калаçура иртни тата хальхи вăхăтсене танлаштарма ыйтрăм. — Документсене пичетлекен машинкăпа çапса ларни халĕ те куç умĕнче. Пайра пĕртен-пĕр компьютерччĕ, тепĕр чухне черет тăма тиветчĕ. Васкавлă чухне алăпа çырни те пулнă. Вăхăт иртнĕçемĕн кашни ĕçчене компьютерпа тата ытти техникăпа тивĕçтерчĕç, ĕçлеме те самай ансат. Ку чухнехи техника сиксе тухакан ыйтусене кĕске хушăра татса пама пулăшать. Калăпăр, малтан çырусене почта урлă яраттăмăр. Халĕ электронлă çыру çыратпăр. Вăл вара темиçе минутран адресат патне çитет, самантрах хурав илетпĕр. Тĕлĕнмелле! Архивра хут документсем упраннăран малашне усă курма меллĕ пултăр тесе вĕсене электрон тĕсне куçаратпăр. Вăл архив ĕçченĕсемшĕн те, уйрăм çынсемшĕн те пысăк çăмăллăх кӳрет, — терĕ вăл. Ĕçре пĕри килет, тепри каять. Опытлă ĕçченсен çамрăксене вĕрентсе хăварма тăрăшмалла. Архив тытăмĕнче те ĕçе килнĕ çамрăксене наставниксен çумне çирĕплетеççĕ. Ирина Кузнецовăран çамрăксене мĕнлерех сĕнӳ парăттăр тесен çапларах хурав илтĕм. — «Ĕçрен ан хăрăр. Мĕн чухлĕ ытларах ĕçлетĕн, çавăн чухлĕ нумай пĕлетĕн. Ыйтма ан вăтанăр, хăвăра аталантарăр», — тесе калатăп пĕрмай çамрăксене. Кунта пухнă опыт, документсемпе ĕçлеме пĕлни тата производствăна ăнкарни сире ытти организацире кирлĕ пулать тесе вĕрентетĕп, — терĕ опытлă ĕçчен. <...>
Ирина ПАРГЕЕВА.
♦ ♦ ♦
Пурнăçра лайăххине çеç куракан
— Хальхи йывăр вăхăтра çĕршыв пурнăçĕпе кăсăкланман, унăн пурнăçĕпе пурăнман çын пур-ши? Çĕршыв епле пуласси йăлтах хамăртан килет. Эпир лайăххишĕн тăрăшсан, уншăн хыпса çунсан — пурте йĕркеллĕ пулатех. Паллах, кашнийĕ çакна хăйне майлă ăнланать, вăйĕ çитнĕ таран тăрăшать, — тет Çĕнĕ Шупашкарта хулинче пурăнакан Елена Лаврентьева.
Юрра-ташша пит ăста
Елена Леонидовнăна Çĕнĕ Шупашкарта палламан çын та çук пулĕ. Хулара иртекен пур мероприятие хутшăнакан, ертсе пыраканĕ те вăл тесе калас килет. Ытларах ăна хула çыннисем «Çĕнĕ Шупашкар хыпарĕсем» радиокăларăм тăрăх пĕлеççĕ. Çак кăларăм тунтикунран пуçласа эрнекунччен ирхине 6 сехет те 40 минутра эфира тухать. Тăватă кун вырăсла, юнкун чăвашла итлеççĕ Çĕнĕ Шупашкарсем. — Эпĕ пурнăçа журналистикăпа çыхăнтарăп тесе шухăшламан та. 1993 çулхине Елчĕк тăрăхĕнчи Аслă Таяпари вăтам шкулпа сыв пуллашнă хыççăн Шупашкарти планпа экономика колледжне вĕренме кĕтĕм. Унта ман пĕлĕве хĕрлĕ диплом парса хакларĕç, хыççăнах вĕренĕве Мускаври технологи академийĕнче тăсрăм. Çав вăхăтрах Шупашкарти «Текстильмаш» предприятие ĕçе вырнаçрăм. 2006 çулта Николай Лаврентьевпа çемье çавăрнă хыççăн ывăлсем пĕрин хыççăн тепри çуралчĕç. Каярах хамăн ĕçе улăштарма май килчĕ. Шупашкарти радио чăвашла вулама, калаçма пултаракан корреспондент шырани çинчен пĕлтерӳ пачĕ. Эпĕ кайса пăхам тесе çеç шухăшланăччĕ. Мана итлесе пăхрĕç те ĕçе илчĕç. Вăт 2015 çултан пуçласа тĕп профессие улăштартăм. Халĕ Çĕнĕ Шупашкар хулин радиовĕнче тĕп редакторта ĕçлетĕп. Эпĕ пĕчченех. Хамах хыпарсем пухатăп, çынсене шыратăп, интервью илетĕп, вулатăп, монтажне те хамах тăватăп. Кăларăм пирĕн 15 минут тăсăлать. Çав вăхăтра хула хыпарĕсене те халăх патне çитерме тăрăшатăп, — каласа парать хăй ĕçĕ çинчен Елена Лаврентьева. Тата вăл хулари «Сударушка» хĕрарăмсен клубне ертсе пырать. Çак ушкăн 2013 çулта Çĕнĕ Шупашкарти ТОС çумĕнче йĕркеленнĕ. Ăна вырăс хĕрарăмĕ ертсе пынă. 2016 çулта клуб саланса кайнă. Елена 2017 çулхине ушкăнри хĕрарăмсене çĕнĕрен пухса çав ятпах клуба малалла ĕçлеттерсе яма тытăннă. Кунта халĕ 13-14 çын çӳрет. — Чи малтанах чăваш культурине сыхласа хăварма тăрăшатпăр. Çĕнĕ Шупашкар хулине тунă çĕре Совет Союзĕн тĕрлĕ кĕтесрен пуçтарăннă, çавăнпа кунта чăвашсем сахал тесе ан шухăшлăр. Хулари халăхăн ытларах пайĕ — чăвашсем. Пирĕн ушкăнри хĕрарăмсем те пурте чăвашсем. Концертсене хатĕрленнĕ чухне хамăр репертуара халăх юрри-ташшине кĕртме тăрăшатпăр. Пирĕн хĕрарăмсем — питĕ чаплă юрăçсем. Баянист хамăрăнах. Сцена çине тухмалли пилĕк тĕрлĕ тум хамăр укçапа çĕлеттертĕмĕр. Çавăнпа хулара иртекен пур уява та хутшăнма тăрăшатпăр. Республикăра ирттерекен Акатуя та хутшăнтăмăр. Хам ЧНКн пайташĕ пулнă май, унăн Çĕнĕ Шупашкарти уйрăмне ертсе пынăран республикăра иртекен уявсен хăнисем те эпир. Наци конгресĕн 30 çулхи юбилейĕн сценарине çырма та, йĕркелесе пыма та мана шанчĕç, — калаçăва тăсать Елена Лаврентьева. Чăнах та, ăçтан çавăн чухлĕ вăй-хăват тапса тăрать-ши унра? Тата талăкра 24 сехет кăна-çке! Хулари пĕр ĕç те вăл хутшăнмасăр иртмен. Пĕр вăхăт Çĕнĕ Шупашкарти Ельниковăри ТОСа ертсе пынă. Ун чухне çак микрорайонти хоккей курупки юрăхсăра тухнăччĕ. Елена тăрăшнипе çавна çĕнĕрен хута ячĕç. Паян та вăл ачасене савăнтарать. Унăн опычĕпе паллашма 2020 çулхинех республикăри пур районтан та килнĕ. Унăн ĕçне пысăк хак парса хăварчĕç ун чухне. Тĕрĕссипе, хулара ăна палламан çын та çук. Хăйне курман пулсан та ун сассине тӳрех уйăрса илеççĕ. Радиокăларăм тĕп редакторĕн вырăнĕ хулари историпе ӳнер музей комплексĕнче вырнаçнă. Ку та тĕп редактора пулăшу парать. Çемье ăшшине упракан Ĕçсĕр пуçне Елена çемьере килĕшӳпе çураçу хуçалантăр тесе те тăрăшать. Икĕ ывăл çитĕнтереççĕ Лаврентьевсем. Аслă ывăлĕ 18 çул тултарчĕ. Кĕçĕнни Антон 15 çулта. Вăл вара амăшĕ пекех чăвашлăхшăн çунакан, ăна ăша хывма тăрăшакан каччă. Тăватă çул каялла унăн наукăпа практика конференцинче хутшăнма тивнĕ. Çавăн чухне вĕсем çемйипе чăваш тĕрри çинчен ĕç çырма шухăшланă. Ятарласа Любовь Вазюкова тĕрĕçĕ патĕнче кирлĕ пĕлӳ илнĕ вĕсем. Кайран конференцинче çавна çирĕплетсе панă, малти вырăна тухнă. Унтанпа тĕрĕ ĕçне пăрахман Антон. Чăваш арçынĕсен пуçа тăхăнмалли хатĕрне хăех касса ăсталанă, ăна тĕрĕпе илемлетнĕ. Çак кăсăклану ăна «Артека» та илсе çитернĕ. Унта вăл чăваш тĕррин тĕслĕхĕсемпе паллаштарнă. Ачисем Егорпа Антон иккĕшĕ те чăвашла пĕлеççĕ. Кĕçĕнни кăçал тăван ен культура предмечĕпе олимпиадăра малти вырăна йышăннă. Асли Егор кăçал вăтам шкул пĕтерчĕ. Историпе чи пысăк балл илме пултарчĕ. Мăн аслашшĕ вĕсен Елчĕк тăрăхĕнчи паллă историк пулнă. Егор та ун çулне суйласа илесшĕн. Çĕнĕ Шупашкарти шкулсенче вăтам шкул пĕтернĕ 40 ача кăçал ылтăн медаль илме тивĕçнĕ. Вĕсен йышĕнче Егор Лаврентьев та. Ача чухне Егор пилĕк çулччен калаçма та вĕренеймен. Килтисем малтан пăшăрханнă паллах. 5 çулта пуплеме пуçласа вара ача садĕнчен тухнă чухне уяв та ертсе пынă. Салтаксен тăванĕсене пĕр тĕвве пухакан Лаврентьевсен çемье пуçĕ те ыттисемшĕн тĕслĕх. Николай Лаврентьев ятарлă çар операцийĕ пуçлансанах унта кайма шухăшланă. Анчах малтан СВОна 45 çултан иртнисене илмен. Мăшăрĕ те ку утăма тунăшăн вăл вăхăтра сивленĕ. Анчах 2023 çулхине Николай Çар министерствипе контракт çырнă. Çак утăма тума хистекен юлашки тумлам Çĕнĕ Шупашкар масарĕнче пулса курни. Унтан килсен вăл мăшăрне: «Масар çине кĕтĕм те — пур çĕрте те ялав вĕлкĕшет. Çап- çамрăк çынсен вил тăприйĕсене курсан çав тери шеллерĕм. Вĕсем нумайăшĕ çемье çавăрса та ĕлкĕреймен, пуррисен те ачи-пăчи пĕчĕк. Манăн ачасем ӳссе çитĕннĕ. Кайран ывăлсен куçĕнчен эпĕ епле пăхăп, вĕсене мĕнле тĕслĕх кăтартăп. Эпĕ каятăпах», — тенĕ. Паллах, Елена çакна йывăрпа йышăннă. Анчах мĕнех тăвайăн? Мăшăрĕн шухăшĕпе килĕшме тивнех унăн. Çапла 2 çул Николай çар операцийĕнче. Çакăн хыççăн Еленăн çарти салтаксен арăмĕсемпе амăшĕсене пĕрле пуçтарас шухăш çуралнă. Халĕ çак ушкăн час-часах пĕрле. Хуйха-суйха та, савăнăçа та пĕрле пайлаççĕ салтаксен çывăх çыннисем. Унсăр пуçне Александр Ильин художникпа пĕрле ӳкерӳ техникипе паллашаççĕ. Ку вара нумай хуйха-суйха пусарма пулăшать. Тĕрлĕ ыйтăва сӳтсе явма вырăнти депутатсене чĕнсе илеççĕ, вĕсемпе çавра сĕтел ирттереççĕ. Ятарлă çар операцинчи салтаксем валли тĕрлĕ пулăшу çитерессине те тахçанах йĕркеленĕ вĕсем. Май пулсан онлайн мелĕпе çыхăнăва та тухаççĕ. <...>
Валентина ЯКОВЛЕВА.
♦ ♦ ♦
Çинçе вăхăтĕнче çĕре тытма юраман
Чăваш халăхĕн пурнăçне, историне, йăли-йĕркипе культурине тĕпчес тĕлĕшпе вун-вун кĕнеке, ăслăлăх ĕçĕ пичетленнĕ. Вĕсем тăван халăхăн хăйне евĕрлĕхне ăнланма пулăшаççĕ. Чăваш этнографийĕ епле аталанса пыни çинчен пире Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн истори енĕпе ертсе пыракан ăслăлăх ĕçченĕ, этнологи секцийĕн ертӳçи, истори наукисен кандидачĕ Димитрий ЕГОРОВ каласа кăтартрĕ.
Çĕр çывăрмасăр нумай ĕçленĕ
— Димитрий Владимирович, чăваш халăхĕн йăли-йĕркине, историне тата культурине тĕпчесси мĕнрен пуçланчĕ?
— Эпĕ Муркаш тăрăхĕнчи Çĕньял Муркаш ялĕнче çуралнă. Вăтам класра вĕреннĕ чухнех историпе питĕ кăсăкланаттăм. Малтан Муркаш шкулне вĕренсе пĕтертĕм. Унтан хамăр патрах лицейра ăс пухрăм. Кĕмĕл медальпе вĕренсе тухрăм. Манăн профильпе университета вĕренме кĕме пĕр экзамен кăна тытмаллаччĕ. «Кĕмĕл медальпе сан валли пур çĕрте те çул уçă», — тетчĕç мана. Эпĕ вара И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн истори факультетне вĕренме кĕтĕм. Кунта 5 çул ăс пухрăм. Университета хĕрлĕ дипломпа вĕренсе пĕтерсен археологи, этнографи тата регион историйĕн кафедра пуçлăхĕ Николай Петров тата вĕрентекенсем мана аспирантурăна вĕренме кĕме сĕнчĕç. Килĕшрĕм. Хамăн та преподаватель пулас килетчĕ. Аспирантурăра 2006-2009 çулсенче ăс пухрăм. Хыççăн кандидат диссертацине хӳтĕлерĕм. Аспирантурăра вĕренме пуçласассăнах эпĕ университетра студентсене Чăваш Ен историпе культурине, Раççей историне, Атăлçи тата Урал тăрăхĕнчи халăхсен этнологине, тĕнĕсене вĕрентрĕм. Ытларах эпĕ XIX-XX ĕмĕр пуçламăшĕнчи тапхăрпа кăсăкланатăп. Çак енпе эпĕ нумай ĕç çырнă. Статьясем те, сборниксем те хатĕрленĕ. Эпир гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче сĕм авалхи историе те, совет вăхăтĕнчине те, хальхи саманана та тĕпчетпĕр.
— Тин университетран вĕренсе тухнăскер студентсене вĕрентме шикленмен-и?
— Паллах, малтан çăмăл пулман. Çĕр çывăрмасăр нумай ĕçленĕ. Программăсем, лекцисем çырнă, семинарсене хатĕрленнĕ, хам тĕллĕн аталаннă, майĕпен çавăн пек ĕçе кĕрсе кайнă. Университетра преподавательте ĕçленĕ чухне малтан ассистент, унтан доцент пултăм. Пĕрремĕш хут 2007 çулта 2-мĕш курс вĕренсе пĕтернĕ студентсемпе этнографи экспедицине кайнăччĕ. Эпĕ практика ертӳçи пулнă. 2015 çулччен пĕтĕм Чăваш Республикипе çӳренĕ. Ял тăрăх кайса ватăсемпе калаçса вырăнти çемье йăли-йĕркине, юрри-ташшине, ял историпе культурине çырса пынă. Мĕнлерех уявсем, йăласем ирттернипе кăсăкланнă. Ĕлĕкхипе хальхи вăхăта танлаштарса мĕнле улшăнусем пулса иртнине тĕпченĕ. Çакна пĕтĕмпех уй тетрачĕсемпе дневникĕсене çырса пынă.
— Хăвăр çырса пынисемпе кайран мĕнле усă куратăр-ха?
— Çак материалсем университетăн археологи, этнографи тата регион историйĕн кафедрин архивĕнче упранаççĕ. Вĕсемпе студентсем диплом ĕçне çырнă чухне, çавăн пекех тĕпчевçĕсем те усă курма пултараççĕ. Гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче эпĕ 2016 çултанпа ĕçлетĕп. Эпир экспедицисене уйрăм та, ушкăнпа та çӳретпĕр. 2022 çулта Мари Республикине саккăрăн кайрăмăр. Семеновкăра, Троярта тата Чăваш Утарĕнче пултăмăр. Çак 3 ялта чăваш йăли-йĕркине, историне, культурине тĕпчерĕмĕр. Ватăсем каласа панине сас çыртарса илтĕмĕр, видео ӳкертĕмĕр, сăн ӳкерчĕксем турăмăр. Пĕтĕм материала пухса кашни тĕпчевçĕ уйрăм ĕç çырчĕ. Унтан вĕсене Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ăслăлăх архивне упрама панă. Ĕçсемпе эпир хамăр та кĕнеке е статья хатĕрленĕ чухне усă куратпăр. Ытти тĕпчевçĕсем те архива пырса кирлĕ информацие суйласа илме пултараççĕ.
— Чăваш халăхне кăна-и е ыттисене те тĕпчетĕр-и?
— Ытларах чăвашсен йăли-йĕркине, историне тата культурине тĕпчетпĕр. Çав вăхăтрах ытти халăхпа танлаштарма та тăрăшатпăр: çармăссемпе, удмуртсемпе, тутарсемпе, пушкăртсемпе, мордвасемпе. Чăваш халăхĕ Атăлпа Урал тăрăхĕнчи халăхсемпе истори, культура, чĕлхе тата тĕн тĕлĕшĕнчен епле çыхăнса тата уйрăлса тăнине пăхса тухатпăр. Çармăс тата мордва халăхĕсем авалтан эпир халь тĕпленнĕ вырăнта пурăннă. Чăвашсен мăн аслашшĕсем вара Тĕп Азирен, Вăтаçĕр Азирен, Çурçĕр Кавказран Атăл патне куçса килнĕ. Халĕ, тĕслĕхрен, ирçесем Чăваш Республикин кăнтăр тата кăнтăр хĕвел анăç енĕсенче — Пăрачкав, Улатăр тата ытти тăрăхĕсенче пурăнаççĕ. Чăвашсен этнотерритори ушкăнĕсене ытларах Самар, Ульяновск облаçĕсенче, Тутарстанра, Пушкăртра тĕл пулма пулать. Оренбург облаçĕнче, Пермь крайĕнче, Мускавра, Тюменьре вĕсен шучĕ сахалтарах. Унти чăвашсене те пирĕн институт ĕçченĕсем тĕпчеме тăрăшаççĕ. «Пирĕн чĕлхе пуян, янăравлă…»
— Паян чăвашла пуплекенсем мĕн чухлĕ?
— 2021 çулхи Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ тăрăх, çĕршывра 1 млн та 67 пин чăваш пурăнать. Вĕсен шучĕ çултан-çул сахалланса пырать. Сăмах май, 2002 çулта — 1 млн та 637 пин, 2010 çулта — 1 млн та 436 пин çын шутланса тăнă. Малтан 1-мĕш вырăнта — вырăссем, 2-мĕш тутарсем, 3-мĕш украинсем, 4-мĕш — пушкăртсем, 5-мĕш вырăн чăвашсем йышăнса тăнă. Халĕ лару-тăру çапларах: 1-мĕш — вырăссем, 2-мĕш — тутарсем, 3-мĕш — чеченсем, 4-мĕш — пушкăртсем, 5-мĕш — чăвашсем. Мĕншĕн чăвашсен шучĕ сахалланса пырать-ха? Пĕрремĕшĕнчен, паллах, ку демографипе çыхăннă. Ача çураласси чакса пырать, нумаййăн вилеççĕ. Иккĕмĕшĕнчен, чăвашсем вырăсланса пыраççĕ. Экспедицисене кайнă чухне çакна час-часах асăрхатпăр. Ватăсем чăвашла калаçаççĕ, анчах вĕсен ывăлĕ-хĕрĕ чĕлхене ăнланать пулин те унпа сахал пуплет. Мăнукĕсем вара, шел те, пачах чăвашла калаçмаççĕ. Елчĕкре, Патăрьелте, Шăмăршăра тата ытти тăрăхра лару-тăру ку енчен лайăхрах тăк Шупашкар хули çумĕнчи округсенче пурăнакансем хăвăртрах вырăсланса каяççĕ. Çапах кăнтăр тата кăнтăр хĕвел тухăç тăрăхĕсенче чăвашла нумайрах калаçаççĕ. Çурçĕр тата çурçĕр хĕвел анăç тăрăхĕсенче — сахалрах. Апла пулин те пур тăрăхра та пуплевре вырăс сăмахĕсене асăрхама пулать. Халĕ чăваш чĕлхине вĕренесси ачасемшĕн йывăрлăх кӳрет. Шел те, паян шкулта ытларах вырăсла калаçаççĕ. Çемьере ашшĕ-амăшĕн ачисене чăвашла вĕрентме тăрăшмалла. Çапла çеç хамăрăн тăван чĕлхене сыхласа хăварма пултаратпăр. Сăмахран, иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче троллейбус, автобусра ларса пынă чухне хăшĕ-пĕри чăвашла калаçма та вăтаннă. Халĕ ун пек мар, калаçаççĕ-ха. Ку савăнтарать. Эпĕ хамăн ачасене чăвашла вĕрентме тăрăшатăп. Пирĕн чĕлхе пуян, янăравлă тата çепĕç пулнине ăнлантаратăп. — Мĕншĕн пĕр сăмаха тĕрлĕ çĕрте тĕрлĕрен калаççĕ? Калăпăр, «кишĕре» анатрисем «кишĕр», тури чăвашсем «шĕкĕнтĕр», «моркка» теççĕ-ха? Çакна мĕнле ăнлантарса паратăр? — Чăваш халăхĕ 3 этнографи ушкăнĕнчен тăрать: Тури ªвирьялº, анатри тата анат енчи чăвашсем. Пăлхар-чăвашсем хĕвел анăçра тата çурçĕр хĕвел анăçра пурăнакан финно-угорсен пайне ассимиляциленĕ. Тури чăвашсем йĕркеленме пуçланă. Вăл XIX ĕмĕр çурриччен тăсăлнă. Анат енчисене тĕпчевçĕсем «тĕп чăвашсем» тенĕ. Чăвашсен мăн аслашшĕсем Атăлçи пăлхарсем Атăлăн сулахай енĕнчен Çĕрпӳпе Сĕве хушшине куçса килнĕ, кунта анат енчи ушкăн никĕсленнĕ. Анатри чăвашсем XVI-XVII ĕмĕрсенче йĕркеленнĕ. Вĕсем çурçĕртен, çурçĕр хĕвел тухăç енчен, тĕп районсенчен, Хусан тăрăхĕнчен кунта пурăнма куçса килнĕ. Çак этнографи ушкăнĕсене пула тата çывăхра пурăнакан халăхпа хутшăннăран вĕсен чĕлхи те улшăнса пынă. Анатри чăвашсене тутар халăхĕ вăйлă витĕм кӳнĕ. Тури чăвашсен урăхла диалект, унта çармăссен сăмахĕсене асăрхама пулать. Сăмахран, тури чăвашсем «çитар» теççĕ тĕк анатрисем — «минтер». Çавăн пекех паранкăна «çĕр улми», «улма» тесе калаççĕ. Ку вăл — тутар сăмахĕсем. Унсăр пуçне тури чăвашсем «о» сас паллипе калаçаççĕ: «пор», «çок» теççĕ. Анатрисем — «пур», «çук» тесе калаççĕ. Тури, анатри, анат енчи чăвашсем уйрăм халăхсем тесе калаймăн. Вĕсем пурте чăвашсем. Анчах кашниех диалектпа, историпе, йăли-йĕркипе, культурипе, çи-пуçĕпе уйрăлса тăрать. — Чăваш ялĕсенче авалтан пыракан йăла-йĕрке манăç- ман-и? Халĕ вĕсене пăхăнаççĕ-и? — Чăвашсем мĕн авалтан тĕрлĕ йăла-йĕркене пăхăннă. Ĕлĕк чăвашсем Çинçе уявне паллă тунă. Ăна Çĕр амăшĕн Туррине халалланă. Çак сăмах «çийĕнче» сăмахран пулса кайнă. Хресчен çуркунне ака тунă. Çĕре хĕрарăмпа танлаштарнă. Çăлкуçсенче Çинçе 12 кун пынă тесе çырнă. Виçĕ кунран уйăх таран тăсăлма пултарнине те палăртнă. Çав вăхăтра çĕре тытма юраман. Вăл «хырăмпа» тесе каланă. Çĕре чавма, сухалама, йăрансене çумран тасатма, çĕре патак-юпа тавраш çапса лартма, ун çийĕн çара уран утма-çӳреме юраман. Çинçе уявĕнче шурă кĕпе тăхăннă, ула-чăлипе çӳреме юраман. Уяв вăхăтĕнче халăх каннă. Вăйă картине каçалапа çеç тухнă, ирпе е кăнтăрла — юраман. Çаксене туни çылăх тесе шухăшланă. Турă курсан аçа çапнă, тыр-пула пĕтернĕ тесе ĕненнĕ. Халĕ çак йăла-йĕркене Çĕр праçникĕ теççĕ. Вăл Çимĕк хыççăн тунтикун пулать. Хăш-пĕр вырăнта ватăсем çакна çаплипех пăхăнаççĕ. <...>
Юлия ИВАНОВА калаçнă.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментировать