Чăвашла верси
Русская версия
Чăваш хĕрарăмĕ 25 (1405) № 17.07.2025
«Чун ыйтнипе ĕçлетпĕр»
Çирĕп йĕркепе пурнăçланакан медицина процедурисен хушшинче çын ăшши валли те вырăн пур госпитальте. Ытларах чухне çак ăшша çар çыннисене унта ĕçлекен волонтерхĕрарăмсем парнелеççĕ. Ятарлă медицина пĕлĕвĕ çук пулин те аманнă салтаксене пулăшас, хăвăртрах сывалма шанчăк парнелес кăмăлĕсем пысăк вĕсен. Хастар, çав вăхăтрах ырă чĕреллĕ çынсенчен пĕринпе тĕл пулса калаçма тӳр килчĕ. Вăл — Пушкăртстанри чăваш çыравçисен «Шуратăл» литература пĕрлешĕвĕн пайташĕ Марина Яковлева сăмах ăсти.
Пурин валли те ĕç пур
— Госпитальте волонтер пулас шухăш ăçтан пуçланчĕ? Волонтер тивĕçне мĕн вăхăт пурнăçларăр?
— Волонтер пулатăп тесе нихăçан та шухăшламан. Çак çула çитсе хирĕç тăрура çапăçакан салтак арăмĕ пулатăп тесе те уйламан. Фашистла Германие çĕнтернĕ хыççăн вăрçă пуçĕпех чарăннă тесе пурăнаттăм, анчах вăл пирĕн ĕмĕре те çитрĕ иккен. Мăшăрăм 2023 çулхи çĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕнче хăй ирĕкĕпе СВОна тухса кайрĕ. Килте ывăлăмпа кăна тăрса юлтăмăр. Малтанхи вăхăтра хамăн та алла пăшал тытса арçынсемпе пĕр рете тăрас шухăш пурччĕ. Халĕ те пур, ывăл пĕчĕк пулни кăна тытса тăрать. Ăна ура çине тăратмалла. Ятарлă çар операцийĕ пуçлансан ĕç укçинчен салтаксене пулăшу парса тăраттăм. Хама волонтерсен шутне кĕртмен. Мăшăр унта кайсан кашни уйăхрах ун ячĕпе пĕр харăсах 2-3 посылка ярса пама пуçларăм. Ун валли кăна мар, блиндажра пĕрле пурăнакансем валли те пултăр теттĕм. Газ баллонĕ, перчетке, хунар, çурта, эмел, медицина хатĕрĕсем, кĕпе-йĕм ытларах чиксе яраттăм. Посылкăра тутлă апат валли те вырăн тупаттăм. Çак пулăшу питĕ пĕчĕк пулнăн туйăнатчĕ. Салтаксен йывăр пурнăçне мĕнле те пулин çăмăллатас килетчĕ. 2024 çулхи чӳк уйăхĕнче Пушкăртстанран хĕрарăм волонтерсен ушкăнĕ пуçласа Луганск хулине госпитале кайни çинчен пĕлсен манăн та çав тери унта çитес килчĕ. 2025 çулхи нарăс уйăхĕнче манăн ĕмĕт пурнăçланчĕ. Госпитале кайма анкета çырнă чухне пуçра пĕр шухăш кăначчĕ: аманнă салтаксене шелленипе йĕрсе хамăн куççуле вĕсене кăтартас марччĕ теттĕм. Вырăна çитсен пăшăрханни кăлăхах пулчĕ. Унта йĕме мар, ларма та вăхăт пулмарĕ.
— Госпитальте мĕнле тивĕçсем пурнăçлаттăрччĕ?
— Ирхине 8 сехете ĕç вырăнне çитсе каçхине 6 сехетчен темĕн тума та тӳр килетчĕ. Чи малтанах йывăр аманнă салтаксене апатлантарса Ростова илсе кайма хатĕрлеттĕмĕр. Унтан ыттисене апатлантармалла. Буфетчицăна пулăшаттăмăр: вырăнпа выртакан салтаксене кашăкпа çитереттĕмĕр, савăт-сапа нумай çума тиветчĕ. Кайран вырăн таврашне улăштараттăмăр, çăваттăмăр. Госпитальти япала çумалли машина пĕр чарăнмасăр ĕçлетчĕ. Салтаксем ыйтнипе вĕсен бушлачĕсене те çăваттăмăр. Палатăсенче, коридорта кашни кунах тĕплĕн тирпейлеттĕмĕр. Салтаксене процедура пӳлĕмĕсене — рентген, УЗИ, КТ тата ыт. те — ертсе е кӳмесене тĕртсе çӳреттĕмĕр. Камăн медицина пĕлĕвĕ пур — вĕсем аманнисен суранĕсене çыхатчĕç, процедура пӳлĕмĕнче укол е система лартатчĕç. Медицина пĕлĕвĕ çуккисем валли те ĕç çителĕклехчĕ: салтаксене шыва кĕртмелле, кĕпе-йĕм улăштармалла, çӳç касмалла… Темĕн те тума тӳр килетчĕ. Икĕ эрне госпитальте хăвăрт иртсе кайрĕ. Хăнăхса кăна çитнĕччĕ, киле кайма та вăхăт. Мана çак тапхăр питĕ кĕске пек туйăнчĕ, ывăннине те сисмерĕм. Кашни кунах çывăрмалли пӳлĕме ĕшенсе таврăнаттăмăр пулин те тепĕр кун ĕçлеме хавал пурччĕ. Ирхине госпиталь алăкне йăл кулăпа уçса кĕреттĕмĕр. Пире курсан салтаксен сăнĕсем те кулăпа çуталатчĕç. Госпитальте сипленнĕ салтаксен ячĕсене пуринне те астуса юлман пулин те кашнин сăнпитне чĕрере упратăп: 2014 çултанпа вăрçăра çапăçакан 67 çулти Донецк çынни, шахтер, коридорта пĕр чĕнмесĕр выртакан яштака кăвак куçлă рота командирĕ, Чечня Республикинчи хирĕç тăрăва хутшăннă, халĕ ятарлă çар операцине хăй ирĕкĕпе кайнă тепĕр командир, пушарта ашшĕ-амăшне, кил-çуртне çухатнă 22 çулти Пушкăртстан каччи… Ытла та нумаййăн вĕсем, кашнийĕн хăйĕн шăпи.
«Сана ӳкĕте кĕртсе пулмасть»
— Волонтер пулнă май мĕнле йывăрлăхсемпе тĕл пултăр?
— Волонтер ĕçĕнче нимĕн йывăррине те туймарăм. Эпир, ял хĕрарăмĕсем, ĕçлеме хăнăхнă. Çавăнпа та савăнсах пулăшрăмăр. Çакă та ман кăмăла çырлахтармарĕ. Хама хам: «Çапăçу хирĕнче госпитальте пулнă тăк пулăшу ытларах кӳреттĕмччĕ», — тетĕп. — Сирĕн пулăшу уйрăмах кирлине мĕнре туяттăр? — Салтаксем эпир тӳлевсĕр вăй хунине, ачасене, ĕçе пăрахса госпитале пулăшма килнине пĕлсен тĕлĕнетчĕç. Чунĕсене уçатчĕç, пĕлĕш-тăван вырăнне хуратчĕç. Эпир те вĕсемпе ăшшăн калаçаттăмăр. Пирĕн пĕр тĕллевччĕ: салтаксене чун ăшшине парнелесси, вĕсене тимлĕх уйăрасси тата пулăшасси. Çапăçу хирĕнче 5-6 кун апат, шыв курманскерсене, уйăхĕ-уйăхĕпе çăвăнманскерсене илсе килетчĕç. Аманнăскерсем, халран кайнăскерсем 3-4 кун вырăнпах выртатчĕç. Кайран, кăшт вăй илсен, малтан кӳмепе, унтан майĕпен хул туйипе утăмсем тунине курсан чĕрене çу сĕрнĕн лайăх пулса каятчĕ. Тăрăшни сая кайманнине, тĕрĕс çул суйласа илнине курма питĕ пахаччĕ. — Сирĕн мăшăрăр СВОра. Çитменнине, пĕчĕк ачăр та пур. Эсир волонтер пулма шухăшланине çемйĕр мĕнле йышăнчĕ? — Госпитале салтаксене пулăшма кайма шухăш пурри çинчен ывăлăма пĕлтерсен вăл çакăн çинчен вăрах шухăшласа çӳрерĕ. Кунне темиçе те: «Эсĕ чăнах та салтаксене пулшăма каятăн-и?» — тесе ыйтатчĕ. Мăшăрăма каяс умĕн çеç пĕлтертĕм. Вăл, паллах, хирĕç пулчĕ. «Сана ун пек япалана курмасан та юрать», — терĕ. Чылай ӳкĕтлерĕ, юлашкинчен алă сулчĕ. «Сана ӳкĕте кĕртсе пулмасть. Курассу килсен — каях. Пĕрех мана итлес çук», — терĕ. Хунямапа хуняçа ку хыпара илтсен тӳрех хуйха ӳкрĕç. Эпĕ кашни кунах шăнкăравларăм. Луганск хулине çитсен тӳрех вырăнти симка илсе лартрăм. Шантарнă пекех кунсеренех шăнкăравлама тăрăшрăм. Ытларах телеграм урлă çыхăну тытрăмăр. Унта ватсап ĕçлемест. <...>
Надежда РОДИОНОВА. Пушкăртстан, Пишпӳлек районĕ.
♦ ♦ ♦
Ача кĕтнĕ чухне те пулла çÿренĕ
«Эсĕ-и-ха вăл, кӳлĕри пĕтĕм пулла тытаканни?» — çакнашкал шӳтленине Валентина Порфирьевăн пĕрре май илтме тӳр килнĕ. Пушă вăхăт тупăнсанах вăлта йăтса пĕве хĕррине утать-çке-ха вăл. Тусĕсем телевизор умĕнче каннă вăхăтра Валя шăппăн çеç вăлта хулккине сăнаса ларать.
Валентина мĕн пĕчĕкренех чăтăмлăхпа палăрнă. Хĕрача шкул ӳсĕмне çитичченех виçĕ пиччĕшĕпе вăлта йăтса ялти пĕве хĕррине васканă. «Çитĕнерехпе пиччесем шĕшкĕ хуллинчен туса панă вăлтана илсе пĕчченех палланă сукмакпа утаттăм. Лавккара сутакан вăлта пирки ĕмĕтленеттĕм. Мана питĕ ăннă темелле: ял хушшинче — икĕ пĕве, тепри — ял вĕçĕнче, Хирлеп юхан шывĕ те инçех мар. Çакнашкал тăрăхра пурăнсан епле-ха пулă тытма юратмăн?» — калаçăва пуçларĕ Элĕк районĕнчи Хураварта пурăнакан 38 çулти Валентина.
Вăл вăлтапа çеç мар, ытти хатĕрпе те пулă тытма çӳрет. Валя шкул ачи чухне пахча хыçĕнчи пĕвере пĕрремĕш хутчен алă лаппинчен пысăкрах тата мăнтăртарах карп тытнă. Пĕве кĕрсен те, çемьеленсен те чун киленĕçне пăрахăçламан вăл. Унпа тата ытларах кăсăкланнă. Мăшăрлансан та, ача кĕтнĕ чухне те пĕве хĕррине аннă. Çăмăллансан килте ларнă тетĕр-и? Ывăлне Сергея кӳмене хунă та вăлта илсе пулла кайнă. Арçын ача та халĕ ку ĕçе кăмăлланинчен тĕлĕнмелли çук. Валентинăн вăлтине çулла ытларах — карас, хĕрлĕ куç, карп, хĕлле уланкă çакланать. Çапла, вăл кӳлĕсем пăрпа витĕнсен те килте лармасть, чун ыйтнине пурнăçлать. Хăш пулă мĕнле апат кăмăлланине вĕренсе çитнĕ ĕнтĕ. Шăна хурчĕпе хĕрлĕ куçпа карас ытларах кĕреççĕ, вăрăм туна хурчĕпе — уланкă. Карп тутлă апат юратать, ăна шурă çăкăр е куккурус кирлĕ. Хуртсене, вăлта валли кирлĕ хатĕр-хĕтĕре Валентина ятарлă лавккара туянать. Пĕр савăт хурт сахалтан та 50 тенкĕ тăрать. Вăлта хулккине тĕплĕн суйласа туянать пулăç: вăл ытла пĕчĕк те, пысăк та ан пултăр. Тепĕр чухне вăлта йăтса çула тухиччен пĕве хĕррине çитсе пулăсене апатлантарать. Кайран вĕсем çав вырăна апат шыраса пухăнаççĕ. Ун пек чухне хулккана сăнаса çеç ĕлкĕр! Пĕр вăхăт Шупашкарта ĕçлесе пурăннă Валентина халь кил хуçи хĕрарăмĕн тивĕçĕсене пурнăçлать, вăл — икĕ ывăл амăшĕ. Çак кунсенче вара аслине салтака ăсатнă, кĕçĕнни — 10 çулта. Мăшăрĕ Мускава ĕçлеме çӳрет. Пулас упăшкипе паллашсан Валя чун киленĕçĕ пирки каласа кăтартнă, Павел тĕлĕннине пытарман. Пулла кайма тухсан ăна яланах ăнăçу сунса хавхалантарать. Çемье çавăрсан унччен пулă тытма ухута мар арçын та Валентинăпа пĕрле хăйне евĕр «сунара» тухнă. Ирхи 3 сехет-и, урамра шартлама сивĕ-и, вăрăм тунапа ӳпре тапăнса халтан яраççĕ-и — Вальăшăн пурпĕрех. Ятарлă спрей пулăшать ăна, хăш чухне крема ванилинпа хутăштарать — ку та вăрăм туна сырăнасран сыхлать. «Пулăсем мана юратаççĕ пулĕ, киле пушă алăпа таврăнни пулман», — терĕ икĕ ача амăшĕ. Чылай чухне вăл вунă литрлă витрене çурри таран пулăпа тултарать. Вальăн икĕ ывăлĕ те пулă тытма юратаççĕ, çемьере — кашнин хăйĕн вăлти. Порфирьевсем çулла туслă йышпа çут çанталăк лапамĕнче канма кăмăллаççĕ, кӳлĕ хĕрринче шашлăк, пулă ăшалаççĕ е пулă шӳрпи пĕçереççĕ. Валентина канма вăлтасăр каймасть. Шупашкартан пиччĕшĕсем яла килсен унран сĕнӳ ыйтаççĕ: ăçта ытларах пулă кĕрет? Валя ку тĕлĕшпе нихăçан та йăнăшмасть. Сăмах май, Пулăçă кунне те Порфирьевсем çемйипе плотина хĕрринче пуçтарăнса паллă тăваççĕ. Çамрăк хĕрарăм пулă тытмалли вăрттăнлăхсене вĕренсе çитнĕ, хăш чухне харăсах икĕ-виçĕ вăлтана сăнаса ларать. Пĕринче — икĕ йĕп, тӳрех икĕ пулă çакланать. Чи ăнăçлă вăхăт: ирхине е каçхине, хĕвел аннă чухне. Пулăçсен хăйсен паллисем пур. Сăмахран, «ĕçе» каяс умĕн ăнăçу сунма юрамасть, пушă алăпа таврăнатăн имĕш. Валентина ун йышшисене шута илмест. Чи кирли — çанталăка сăнамалла: çумăр умĕн е çумăр çунă вăхăтра, ирхине, шăрăхланиччен, тата хĕвел аннă чухне пулă ытларах кĕрет. Пĕве хĕррине мĕнле кăмăлпа çитни те пĕлтерĕшлĕ-мĕн, ăнăçу пуласса шанмалла. <...>
Нина ЦАРЫГИНА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментировать