Чăвашла верси
Русская версия
Чăваш хĕрарăмĕ 27 (1407) № 31.07.2025
Телейлĕ сăнсем
1920 çулта Чăваш автономи облаçне тунă хыççăнах ялсене выçлăх çитнĕ, «продразверсткăна» малалла тăсса апатлăх тырра, вăрлăха тăпăлтарса кайнăшăн тарăхса хресченсем 1921 çулхи хĕлле, кăрлач уйăхĕнче, пăлхав çĕкленĕ. Ăна совет влаçĕ пĕр шелсĕр путарнă, нумай çынна персе пăрахнă, тĕрмене лартнă.
1920-1940 çулсенче ял хуçалăхĕ Чăваш Енре тĕп отрасль шутланнă. 1940 çулччен колхозсене хресчен хуçалăхĕсен — 85,5%, сухалакан çĕрсен 97,5% кĕртнĕ. 1936 çулта Канашра — вакунсем, Куславккара — çурт-йĕр, Çĕмĕрлере сĕтел-пукан тăвакан заводсем хута янă. 1925 çулта республикăра промышленноçăн 48 предприятийĕ шутланнă. Вĕсене аталантарма 1925-1926 çулсенче — 231,5 пин, 1927-1928 çулсенче вара 623,6 пин тенкĕ явăçтарнă. 1937 çул тĕлне халăх хуçалăхĕ туса кăларнă мĕн пур продукци калăпăшĕнче промпредприятисен тӳпи 43% шутланнă. 1938 çулта В.И.Чапаев ячĕллĕ завода тума тытăннă. Çул тăвассипе 1933 çулта Чăваш Ен çĕршыври социализм ăмăртăвĕнче çĕнтернĕ, 1939 çулта «КанашШупашкар» чукун çула хута янă. Пысăк промышленноç предприятийĕсен пĕтĕмĕшле продукци çаврăнăшĕ 1940 çулта 1913 çулхинчен 9,5 хут хушăннă. Ял хуçалăхĕн тĕп ĕçĕсене, культура строительствине пурнăçлас, наци кадрĕсене вĕрентсе хатĕрлес, çул хывас тата патшалăх умĕнчи тĕллевсене пурнăçлас енĕпе пысăк хака тивĕçлĕ ĕçсем çуллен тунăшăн 1935 çулта СССР Тĕп ĕçтăвкомĕ Чăваш АССРне Ленин орденĕпе наградăлама йышăннă. 1941-1945 çулсенче Чăваш Ен çĕршывăн хĕвел анăç енчи облаçĕсемпе тĕп районĕсенчен 20 ытла предприятие йышăнса производство йĕркелесе янă. 1950-1960 çулсенче вăл индустрипе аграри республики пулса тăнă. <...>
Юрий МИХАЙЛОВ.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментировать