Чăвашла верси
Русская версия
Çамрăксен хаçачĕ 33 (6584) № 11.09.2025
Чунпа вăйлисем
ЧĂВАШ ПАТШАЛĂХ ОПЕРĂПА БАЛЕТ ТЕАТРĔНЧЕ РЕГИОНСЕН ХУШШИНЧИ АЧАСЕН АДАПТИВЛĂ ХОККЕЙĔН «ХОККЕЙ ПУРНЕ ТЕ ВАЛЛИ» ТУРНИРĔ ХУПĂНЧĔ. ПĔТĔМЛЕТӲРЕ ЧИ ЛАЙĂХ ВЫЛЯКАНСЕНЕ, ТРЕНЕРСЕНЕ ПАЛĂРТРĔÇ, НАГРАДĂСЕМ ПАЧĔÇ.
Ăмăртăва федерацин Атăлçи округĕнчи вунă регионтан — Мордвирен, Тутарстанран, Удмуртирен, Чăваш Енрен, Пермь крайĕнчен, Киров, Чулхула, Пенза, Самар тата Саратов облаçĕсенчен — 13 команда хутшăнчĕ. Турнирта «следжхоккей» вăйăра Чăваш Ен чысне – «Атăл» команда, суккăрсемпе япăх куракансен хушшинче «Юман» хӳтĕлерĕ. Пермь крайĕнчен килнĕ 13-ри Тимофей Чистяков – «Молния Прикамья» командăн тĕп тапăнаканĕ. Вăл турнирсене пĕрремĕш çул çеç хутшăнмасть. Ăмăртура ăна ашшĕ хавхалантарса тăнă. «Кунта пурте пĕр-пĕрне паллаççĕ, ăмăртусене хутшăннă хушăра эпир пысăк та туслă çемье пулса тăтăмăр. Яланах çакăн евĕр турнирсене хутшăнатпăр. Пирĕн пиллĕкмĕш вырăн та, иккĕмĕш те пулнă, халĕ вара — виççĕмĕш. Çулла стадиона юсанăран тренировкăсем пулмарĕç. Ачасем 4 уйăх пăр çине тухаймарĕç. Апла пулин те çак вăхăтра ăсталăха нихăшĕ те çухатмарĕ, вырăн йышăнчĕ. Хамăн ывăлăмпа тата командăпа мăнаçланатăп», — терĕ Тимофейăн ашшĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Раççей Президенчĕн Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕн пулăшуçипе Владимир Колчинпа çĕнтерӳçĕсемпе призерсене дипломсемпе, медальсемпе, кубоксемпе тата асăнмалăх парнесемпе чысларĕ. «Адаптивлă спорта аталантарас енпе, Чăваш Енре тивĕçтерес тесе эпир питĕ нумай ĕç тăватпăр. Çитес çул сирĕнпе çĕнĕрен тĕл пуласса шансах тăратăп!» — палăртрĕ Олег Алексеевич çамрăк хоккеистсемпе калаçнă май. Шупашкарта адаптивлă хоккей турнирне ирттерни спортăн çак çул-йĕрне малалла аталантарас пĕлтерĕшлĕ утăм пулса тăчĕ. Хутшăнакансем ăмăртупа кăмăллă юлчĕç. <...>
Ирина ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
Ун патĕнчен пурте лайăх кăмăлпа тухаççĕ
Анастасия Кирюшина парикмахерта виçĕ çул ытла ĕçлет. Вăл хĕрсене хитререх те илемлĕрех пулма пулăшать. Унăн амăшĕ ку ĕçре вăй хунăран вăл та унăн çулне суйласа илнĕ. Çĕмĕрле хĕрĕ парикмахерта ĕçлени илемлĕ прическăсем тăвасси çеç мар, хăйĕн ĕçĕпе çынсене шанăç парнелеме пултарни çинчен каласа кăтартрĕ.
«Итлемен» çӳçе капăрлатма йывăр
— Настя, кала-ха, мĕншĕн парикмахер пулма шухăшларăн?
— Вĕренме кĕме суйлама вăхăт çитсен психолога кайма шухăшланăччĕ. Мана çынсене итлеме, вĕсемпе ĕçлеме килĕшет- çке. Суйланă май эпĕ пăхакан пур професси те халăхпа çыхăннине ăнлантăм. Анчах çынсемпе калаçнисĕр пуçне манăн алăпа та мĕн те пулин тăвас килетчĕ. Нумаях пуç ватмарăм. Пĕчĕкрен ĕмĕтленнĕ пекех анне çулĕпе каяс терĕм. Самарăра парикмахер-стилиста вĕренсе тухрăм.
— Сана ытларах мĕнле прическа тума килĕшет?
— Пур прическа та хăйне евĕр илемлĕ. Клиентсем ытларах çӳçе текстурăллă, калăпăшлă тунине килĕштереççĕ. Сăмахран, хĕрсем картлашкаллă каре кăмăллаççĕ. Çавăн пекех каскад тума ыйтсан савăнатăп. Чаплă та илемлĕ пулса тухать. Ку — яланхи тренд. Кун пек прическа тума нумайăшĕ ыйтать. Çӳçе кăтралатма та юрататăп.
— Çынсене çӳçе еплерех касмаллине хăвăр сĕнетĕр-и е хăйсем суйлаççĕ?
— Чи малтан клиента тимлĕн итлетĕп: вăл мĕнле прическа тăвасшăн пулнине, çӳçе еплерех пăхнине ыйтса пĕлетĕп. Унтан хамăн вариантсене сĕнетĕп. Клиент манăн шухăшпа килĕшсен ĕçе пуçăнатăп. Енчен те эпĕ сĕнни унăн кăмăлне каймасан урăх вариантсем пăхса тухатпăр.
— Йывăрлăхсем пулаççĕ-и?
— Паллах. Ытларах чухне итлемен – типĕ, сиенленнĕ, тĕксĕм — çӳçе капăрлатма йывăр. Вĕсене турама та çăмăл мар. Мĕншĕн çӳç çапла пулнине тарăнрах тĕпчемелле. Хĕрсем вара çакна ăнланмаççĕ, алă сулаççĕ. Эпĕ клиентсене сĕнӳ пама тăрăшатăп, анчах чылайăшĕ вĕсене пăхăнмасть. Тен, кахалланаççĕ те пулĕ. Кун пек çӳçе пăхма çăмăл мар-çке! Çавăн пекех вăрăм çӳçе капăрлатма нумай вăхăт иртет. Кун валли нумай вăй тата тӳсĕмлĕх кирлĕ.
— Ĕçре тĕлĕнтермĕшсем пулса иртеççĕ-и?
— Пур ĕç те хăйне евĕрлĕ, интереслĕ. Кашни çӳç пĕрчине чуна паратăп эпĕ. Манăн практикăра тĕлĕнмелле прическăсем тума ыйтни пулман. Анчах пĕрре вăрăм çӳçрен каре касма ыйтни маншăн кĕтменлĕх пулнăччĕ. Çак мана питĕ тĕлĕнтернĕччĕ. Вăрăм çӳçрен мĕнле çăмăллăнах уйрăлас тенĕ-ха хĕр пĕрчи? Çавăн пек пысăк улшăнусем тума мĕн хистенĕ-ха ăна. Хам чĕтрерĕм, вăрăм çӳçе касма питĕ шел пулчĕ. Анастасия Кирюшина парикмахерта виçĕ çул ытла ĕçлет. Вăл хĕрсене хитререх те илемлĕрех пулма пулăшать. Унăн амăшĕ ку ĕçре вăй хунăран вăл та унăн çулне суйласа илнĕ. Çĕмĕрле хĕрĕ парикмахерта ĕçлени илемлĕ прическăсем тăвасси çеç мар, хăйĕн ĕçĕпе çынсене шанăç парнелеме пултарни çинчен каласа кăтартрĕ.
Салон уçма шухăшлать
— Профессире малалла аталанма ĕмĕтленместĕн-и? Тен, хăвăн илемлĕх салонне уçма шухăшлатăн? — Кирек мĕнле пулсан та парикмахер нихăçан та аталанмасăр пурăнаймасть. Вăл ялан вĕренет, трендсене, çĕнĕлĕхсене пăхсах тăрать. Паллах, эпĕ хамăн салона уçасси пирки те шухăшлатăп. Ку пурнăçланмасан урăх енпе ĕçлĕп. Кирек хăш ыйтăва анлăрах тĕпчеме тăрăшатăп. Е трихолог профессине, е çӳçĕн молекулярлă тĕпчевне вĕренĕп, е колористикăпа кăсăкланăп. Пурне те тӳрех вĕренме май çук. Пĕр специальноçа лайăх пĕлсен аванрах. Çын пĕр ĕçе парăнсан çак сферăра чăннипех те профессионал пулса тăрать. Эпĕ вĕренме юрататăп: тĕрлĕ статья вулатăп, çĕнĕлĕх шыратăп.
— Пушă вăхăтра мĕнпе интересленетĕн?
— Ал ĕçĕпе аппаланма юрататăп. Сăрлама, шăрçаран тĕрлĕ япала тĕрлеме юрататăп. Мана пĕчĕк элементсемпе ĕçлеме питĕ килĕшет. Кунпа сехечĕ-сехечĕпе, тепĕр чухне кунĕпе те ларма хатĕр. Тепĕр чухне, çав тери кăсăкланса кайсан, апат çиме те манса каятăп. Çĕрĕпе те ларма пултаратăп. Ку манăн кăткăс клиентсемпе ирттернĕ кун пуçа кантармалли меслет.
— Эсир пур клиентпа та кăмăллă калаçатăр пек туйăнать. Кирек мĕнле çынпа та пĕр чĕлхе тупма пултаратăр пулĕ?
— Мана час-часах çапла калаççĕ. Анчах ку яланах ун пек мар. Клиент шăпăрт ларать пулсан унпа калаçу йĕркелеме йывăртарах. Профессири опыт пысăках мар та кун пек самантсенче кăштах çухалса каятăп. Çапла лару-тăру ан пултăр тесе эпĕ çынсене кресло çинче канса ларма, пур йывăрлăхсене манма, прическа мĕнлереххине тĕплĕн ăнлантарма сĕнетĕп. <...>
Ирина ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
Вăхăтпа культура урлă
Кăçал юпа уйăхĕн 18-мĕшĕнче К.В.Иванов ячĕллĕ литература музейĕ 85 çул тултарать. Çавна май кунта тĕрлĕ мероприяти йĕркеленĕ.
Чăваш наци музейĕн уйрăм пайне 1940 çулхи юпа уйăхĕнче, чăваш литературин классикĕ К.В.Иванов çуралнăранпа 50 çул çитнине халалласа уçнă. Кунти экспозицисем хăнасене чăваш халăх пултарулăхĕн пуçламăшĕпе, пĕрремĕш çыравçисемпе тата чăваш литературин 1917 çулчченхи аталанăвĕпе паллаштараççĕ. Вĕсене литераторсем тата вĕсен çемйисемпе тăванĕсем парнеленĕ музейра 1600 ытла япала упранать. 85 çулта музей экспонатсен управçи çеç мар, çынсене пĕрлештерекен, пултарулăха хавхалантаракан, пулас ăрусем валли еткерлĕхе упрама пулăшакан пĕлтерĕшлĕ культура центрĕ пулса тăнă. Çак вăхăтра вăл ӳнер хайлавĕсен, истори артефакчĕсен тата писательсен пултарулăхĕпе çыхăннă япаласен пуян коллекцине пухнă. Кашни курав тĕрлĕ саманари регион культурипе йăли-йĕрки çинчен тĕплĕнрех пĕлме май парать. Чи кăсăклă та чаплă экспонатсенчен пĕри — Константин Иванов ăсталанă пичет машини. Ăна пĕтĕмпех йывăçран тунă. Çакă поэт тĕрлĕ енлĕ пултаруллă çын пулнине кăтартать. Тепĕр хаклă япала — Иван Яковлевăн юман пуканĕ. Ăна Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕренекенсем шкул йĕркеленнĕренпе 40 çул çитнине халалласа хăйсен вĕрентекенне парнеленĕ. 1967 çулта çав пукана тата тепĕр 13 экспоната музея И.Я.Яковлевăн мăнукĕсем – Ольга Алексеевнăпа Иван Алексеевич — килсе панă. Чуна пырса тивекен экспонатсенчен пĕри — Леонид Агаков кĕлеткинчен кăларнă пуля. Вăл 1939-1940 çулсенчи Совет-финн вăрçинче аманнă. Пульăна музея çыравçăн мăшăрĕ А.Н.Агакова 1978 çулта парнеленĕ. Музейра Петĕр Хусанкай туййи те пур. Ăна 1971 çулта поэтăн мăшăрĕ СССР халăх артистки Вера Кузьмина илсе килнĕ. Çак туяна Хусанкая Дагестан АССРĕн халăх поэчĕ Юсуп Хаппалаев парнеленĕ. Сăмах май, музейра Вера Кузьмина парнеленĕ чăваш тĕрриллĕ чаршавсем те упранаççĕ. Çакăн пек парнесем тата вĕсемпе çыхăннă историсем пирĕн мухтавлă поэтсемпе писательсен пурнăçĕпе, вĕсен пултарулăхĕпе çывăхрах паллашма май парать. Музея парне туса Чăваш Ен культурине упраса сарас ĕçе кашниех тӳпе хывма пултарать. Акци шайĕнче кунта килте упранакан экспонатсем йышăнаççĕ. Вĕсене кăçалхи юпа уйăхĕн 20-мĕшĕччен пырса пама пулать. Акцие 80-мĕш юбилейран йĕркелеме тытăннă. Çав çул 100 яхăн материал пухма май килнĕ. Вăл шутра — Юрий Сементер, Анисим Асламасăн хĕрĕ Татьяна Анисимовна, Юхма Мишши музея парнеленĕ артефактсем. Уяв юпа уйăхĕн 20-мĕшĕнче Константин Иванов 135 çул тултарнă ятпа иртĕ. Мероприяти шайĕнче курав йĕркеленĕ. «Иванов тата Ко» ӳкерчĕксен конкурсĕн пĕтĕмлетĕвĕ иртĕ. Ӳкерчĕксене юпа уйăхĕн 10-мĕшĕччен музейра çак адреспа йышăнаççĕ: Шупашкар, Ленинград урамĕ, 29-мĕш çурт. Унта Раççейри 10-25 çулсенчи кашни çын хутшăнма пултарать. Çĕнтерӳçĕсене мероприятин пĕрремĕш пайĕнче чыс тăвĕç. Ирина Оленкина музейра 1997 çултанпа ĕçлет. Ĕçченсем кунта тĕрлĕ çĕнĕлĕхе алла илеççĕ, вĕсемпе ĕçлеме хăнăхаççĕ. «20 çул каяллах урăхла пулнă ĕнтĕ. Халĕ вара ун пек мар: соцсетьсем те, сайтсем те пур. Хальхи пурнăçпа тан утма тăрăшатпăр. Музейсен ĕçне тишкерсе тăратпăр, çĕнĕ формăсемпе усă курса ĕçлетпĕр. Хамăр умра еткерлĕхе упраса хăварса малашлăха шанса утма тĕллев лартатпăр. Музейра куравсем çеç мар, экскурсисем, ăсталăх сехечĕсем, юбилей тата асăну каçĕсем ирттеретпĕр. Мероприятисене уйрăмах аслисем çӳреççĕ. Çамрăксене культурăна юратма, ăна упрама вĕрентес килет. Тĕрлĕ лекци яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа культура еткерлĕхĕпе паллашма çеç мар, пултарулăхне аталантарма та май параççĕ», — каласа пачĕ музей заведующийĕ Ирина Оленкина. 85 çул — ахаль цифра çеç мар, вăл тĕрлĕ пулăмпа, çĕнĕлĕхсемпе, тĕлпулусемпе тулнă пĕтĕм самана. Музей культура еткерлĕхне упрас тата сарас енĕпе ĕçе малалла тăсать. Кашни килекен çак историн пĕр пайĕ пулса тăрать. <...>
ИРИНА ПЕТРОВА.
Кунта кушаксене чăннипех юратаççĕ
Шупашкарта кушаксен кафе пур. Унта вăхăта çăмламас юлташсемпе интереслĕ ирттерме пулать. Кĕске вăхăтрах кунта 120 кушак хăйĕн кĕтесне тупнă. Хăйне евĕрлĕ кафене ултă çул ытла каялла Ренат Шакиров уçнă. Вăл Камчаткăра çуралса ӳснĕ, халĕ Шупашкарта пурăнать.
Тĕрлĕрен истори
«Çак заведение йĕркелес шухăш ахальтен çуралман манăн. Эпĕ ачаранах кушаксене юрататăп. Килсĕр чĕр чунсене курсан чĕре ырататчĕ. Пĕррехинче Хусана кайсан интереслĕ кафене пырса кĕтĕм, унта кушаксемпе йытăсем çӳретчĕç. Вĕсене приютран илсе килнĕ-мĕн. Чĕр чунсем кафене килекен çынсенчен юратупа тимлĕхе туйни манăн чуна пырса тиврĕ. Кун пирки нумай вăхăт шухăшласа çӳрерĕм. Унтан Шупашкарта та çавăн пек заведени уçас терĕм», — каласа парать Ренат Ирегович. Кунта кушаксемпе ирттернĕ вăхăтшăн çеç тӳлемелле. Халĕ кафере тăватă ураллă 19 тус пурăнать. Вĕсем тĕрлĕ ăратлă. Кашнийĕн — хăйĕн историйĕ. Çăмламас юлташсене приютран илсе килеççĕ. Вĕсене стерилизациленĕ, вакцинациленĕ. Кашнин документ пур. Заведение 5 уйăхран аслăрах çурасене кăна йышăнаççĕ. Кушаксене каферен илсе кайма та пулать, анчах кун çинчен кураторпа маларах калаçса хумалла. Вăл пулас çăмламаса пăхма мĕнле условисем йĕркеленипе кăсăкланать, яваплă та чĕр чунсене юратакан çын пулнине палăртать. Çынпа тăватă ураллă тус килĕштерсе пурăнаймасан, чĕр чуна каялла тавăрса памалла. Уйăхра вăтамран пĕр кушак çурт тупать. Заведение кĕрсен куç умне тӳрех стенасем çинчи ӳкерчĕксем куçа илĕртеççĕ: кунта хăнасем асăнмалăх кушаксене ӳкереççĕ. Кафе сайра хутра кăна пушă. Мана Светлана ятлă хастар волонтер кĕтсе илчĕ. Вăл кунта темиçе çул ĕçлет. Светлана чĕр чунсене чунтан юратать, çавăнпа ĕçе хаваспах çӳрет. Хальхи кушаксем çинчен те, илсе кайнисем пирки те пĕтĕмпех пĕлет. Унăн килĕнче приютран илнĕ икĕ пысăк йытă пур: пĕри — 10, тепри 16 çулта. «Вĕсем пысăк та ырă бегемотсене аса илтереççĕ. Яланах эп килнĕ çĕре хваттерте пĕтĕмпех «çавăрттарса» тухаççĕ, куриччен — пытанаççĕ», — кулса каларĕ Света. Çĕрле кушаксем пĕччен юлаççĕ. Вĕсем лăпкăнах лараççĕ. «Кашни чĕр чунăн тенĕ пекех шăпи хурлăхлă. Сăмахран, Живоглот — хĕрлемес кушак — инсульт тӳссе ирттернĕ. Приюта лекиччен вăл ытти кушакпа дачăсенче пурăннă. Вĕсене тытса килнĕ хыççăн ыттисем те тенĕ пекех хăйсен çуртне тупнă, Живоглотпа Варя /кушак ячĕ/ вара пирĕн пата лекнĕ. Максик — заводран. Эпир пирĕн пата сăрă кушак илсе килĕç тесе шухăшланăччĕ /вăл сăн ӳкерчĕкре çакăн тĕслĕччĕ/, хăрăмпа вараланнăскере çуса тасатнă хыççăн шуралнă. Малтан вăл цехра пурăннă, приюта çитиччен нимĕн те курман: хĕвел те, ешĕл курăк та. Халĕ ялан чӳрече умĕнче ларать, вĕçсе иртекен кайăка асăрхасан пĕчĕк ача евĕр сикме тытăнать, яланах пĕрремĕш хут курнă пек савăнать. Унпа пĕр кулăшла истори пулса иртнĕччĕ. Хăнасем ролл çисе ларатчĕç. Максик вĕсем патне систермесĕр йăпшăнса пычĕ те çимĕçе çăвара кап! хыпрĕ, тепĕр пӳлĕме чупса тарчĕ. Эпир ăна хăваласа çитеймерĕмĕр, куçран вĕçертрĕмĕр. Снежинка — питĕ хаяр кушак. Вăл приютра нумай пурăннă, ултă çул ытла каялла ăна пирĕн пата илсе килчĕç. Хаяртарах пулнăран çынсем ăна илсе каясшăнах мар, анчах Юр пĕрчине кунта та килĕшет, кафе уншăн кил пулса тăнă. Вăл пĕрремĕш кушаксенчен пĕри. Ăна кунта Кутузовпа /хăрах куçлă çеç пулнăран çапла ят панă кушака/ пĕрле илсе килнĕ. Хĕрлемесскер нумай хуçа улăштарнă — хаяр кăмăлне пула çынсемпе килĕштерсе пурăнайман. Вăл çичĕ çула яхăн урамра пурăннăран мăкăртатакан ватă мучи пек пулса тăнă. Юлашкинчен çĕнĕ çемье тупнах, ăна лайăх çынсем хăйсен патне илчĕç. Бади — çуртлă пĕртен-пĕр кушак. Ăна кунта ĕçлекен отпуска каймалла чухне, чĕр чуна никампа та хăварма май килменрен, илсе килнĕ. Фионăна «Хĕрлĕ парăс» лагерь патне пăрахса хăварнă. Самай пурăннă вăл унта. Кунта ăна икĕ çурапа илсе килнĕ. Пĕчĕкскерсем хăвăртах кил тупнă. Амăшĕ халĕ те кунтах. Хăйне кафе хуçи пек тыткалать», — тăватă ураллă туссемпе паллаштарчĕ волонтер. Альбом пур Кафере çынсем вăтамран пĕр-икĕ сехет пулаççĕ, нумай вăхăтлăха та килеççĕ. Çавăн пекех ушкăнпа çӳрекенсем те пур. Кафере кушаксемпе выляма кăна мар, телевизор пăхма, çӳлĕксем çинчи кĕнекесене вулама, чей /ку хак шутне кĕрет/ ĕçме май пур. Кунта вăхăта интереслĕ ирттерме нумай кĕтес хатĕрленĕ. Йĕри-тавра креслăсем, кушак выртмалли вырăнсем вырнаçтарнă. Ачасем валли ӳкермелли, сăрламалли кĕтес пур. Кафере яланах лăпкă юрă янăрать. Чĕр чунсене хăтлă пултăр тесе пӳлĕмĕн çур пайне тĕттĕмлетнĕ. Кунта кушаксене чăннипех юратаççĕ. Çăмламас чĕр чунсем хăйсене канлĕ туйччăр тесе темĕн те тăваççĕ. Пĕчĕк хӳрешкесем çинчен альбомра çырса кăтартнă. Унта — кашнин историйĕ, çемьене илнĕ кушаксем т.ыт.те пур. Çаксене ĕçченсемпе волонтерсем хăйсем тăваççĕ. Çăмламас туссен чĕрнисене кашни эрнерех касаççĕ. Ветеринарсем кушаксен сывлăхне пăхса тăраççĕ. Кушаксен хушшинче те интровертсемпе экстравертсем пур-мĕн. Хăшĕ-пĕри çĕнĕ условисене çăмăллăнах хăнăхать, уçă кăмăлпа çын çумне çыпçăнать, теприсем вара çĕнĕ лару-тăрăва чылай вăхăт хăнăхаймаççĕ. Кафере 8 çулти Аньăна курма пулать. Вăл кунта — яланхи клиент. Пур ĕçчене те паллать, кашни кушака пĕлет. «Эпĕ кунта килти пекех. Тепĕр чухне администраторсене те пулăшатăп — кучченеçе турилккене хурса паратăп, урай шăлатăп. Мана кунта вăхăта ирттерме питĕ килĕшет. Кашни кушака ятран пĕлетĕп. Вĕсен кăмăлĕсен уйрăмлăхĕсене, историйĕсене йăлт каласа пама пултаратăп. Маншăн чи ачаш кушаксем — Фрося, Дарси тата Снежинка /хаяр пулсан та ун патне май тупма пулать/. Çăмламаскерсене пурне те, алă патне пыма юратманнисене те, юрататăп. Хваттерте юсав вĕçленсен хăшне-пĕрне хам пата илетĕпех», — кăмăлне уçрĕ хĕрача. Заведенире çĕнĕ кушаксем те пур. Вĕсем валли хальлĕхе ятсем шухăшласа тупман-ха. Унччен кафе хуçи суйланă, халĕ вара хăнасем ят параççĕ. Вĕсем шухăшсене кафе сайтĕнче çырма пултараççĕ. <...>
Ирина ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
«Хĕлле тăхăнмалли пушмак та çукчĕ»
«Эпĕ питĕ чухăн çемьере çуралса ӳснĕ. Атте илтместчĕ, тăван мар анне курмастчĕ. Тĕрĕссипе, çав вăхăтра çавăн пек пурăнма пултарни те пирĕншĕн пысăк çитĕнӳ пулнă. Халĕ хам пурнăçа пăхатăп та: «Мухтав Турра, халĕ эпĕ çапла пурăнма пултарнăшăн», — çапла пуçларĕ калаçăва Патăрьел тăрăхĕнчи Тури Туçа ялĕнче пурăнакан Анатолий Жуков.
Нушаллă пурнăç
Чăнах та, эпĕ астăвасса, çак вырăнти пĕчĕк кăна çуртра /хыçалти хуралтисем те çукчĕ/ Миккуль тетепе Раиса аппа Жуковсем пурăнатчĕç. Ку вăхăт тĕлне ачисем ӳссе çитĕнсе тухса кайнă пулĕ тесе шухăшланăччĕ. Апла та пулман иккен. Халĕ вара Жуковсем чăх-чĕп вĕçсе каçмалла мар хуралтăсем тунă. Çурчĕ те тăпăл-тăпăл, арча пек. Кил картине кĕрсен йĕри-тавра чечек ӳсет. Çак ĕçпе Анатолин мăшăрĕ Алевтина кăсăкланать. Çурт-йĕрĕпе хуралтисене пурне те Миккуль тетен аслă ывăлĕ Толя ывăлĕпе Андрейпа майлаштарнă. Эпĕ Анатолирен ашшĕ çинчен аса илсе каласа пама ыйтрăм: — Аттепе унăн аппăшĕ ачаранах нушаллă пурăннă. Асатте çĕре кĕнĕ. Атте ун чухне 5-ре, аппăшĕ 9-та пулнă. Пĕччен хĕрарăма ялта пурăнма йывăр пулнă, çавăнпа тепĕр хут хусах арçынна качча тухнă. Унта ача йышлă çитĕннĕ. Çĕнĕ ашшĕ Миккульпе Праские йышăнман. Çапла вĕсен нушаллă пурнăç пуçланнă. Атте хăй каласа памастчĕ. Анчах Праски аппа час-часах аттене Миккуле хĕнени çинчен асăнатчĕ. «Хăлхинчен çапа- çапах юхакан турĕç», — тетчĕ. Хĕненипе ачасем тăван мар ашшĕн килĕнчен тухса тарнă. Такам патĕнче те çĕр каçнă. Çуллахи вăхăтра аслăк çийĕ çĕр выртмалли вырăн пулса тăнă. Хырăм та выçнă. Ирĕксĕрех вĕсем аппăшĕпе ыйткалама тухса кайнă. Выçăллă-тутăллă пурнăçпа пурăннипе, тĕрлĕ çĕрте выртса тăнипе, тăхăнмалли çуккипе аттен хăлхи пушшех япăхланнă. Çапла пĕрре ыйткаласа çӳренĕ чухне ялти хĕрарăм, Васса аппа тетчĕç, çакна асăрханă. Шеллесе вĕсене мунча хутса кĕртнĕ, апат çитернĕ, хăлхинчи хуртсене пĕтерме краççын янă. Чăнах та, çакăн хыççăн хăлха сывалнă, анчах вăл ĕмĕрлĕхех илтейми пулса юлнă. Праские кӳршĕ яла ача пăхма илсе кайсан Миккуль пĕчченех тăрса юлнă. Ăçта каймалла? Амăшĕн çĕнĕ çемйи йышăнман. Вара ăна ферма заведующийĕ Никандр Коннов хĕрхенсе ферма çуртĕнче пурăнма ирĕк панă. Унта ĕçлекен хĕрсем ун валли улăмран тӳшек тунă. Миккуль фермăри выльăхсем валли пĕçернĕ апат-çимĕçпе тăранса пурăннă. Çулла кĕтӳ кĕтсе пулăшнă. Çавăншăн ăна кăштах çăнăх панă. Вăл унран пашалу пĕçерсе çинĕ. Ача чухне шăнкăрч чĕппи йăвинчен ӳкнине курсан «Шĕкĕлти паття тят турĕ» тенĕрен ялта «Шĕкĕлти паття» тесе хушма ят та кăларнă. Нумайăшĕ куçранах хăйне çапла чĕнетчĕç. Ачасем те иртсе кайнă чухне йĕкĕлтетчĕç. Питĕ çилленетчĕ куншăн вăл. Хамăн та çав тери кăмăл хуçăлатчĕ. Анчах ял халăхĕн çăварне хуплаймастăн-çке. Хама та çав хушма ятпа ачасем чĕннĕ. Унччен çилленеттĕм, халĕ — çук. Çапла ĕмĕрне атте кĕтӳçре çӳресе ирттернĕ. Кайран ар çулне кĕрсен пĕр чӳречеллĕ çурт илнĕ. Авланма вăхăт çитсен ăна Кушкă ялĕнчи ача кĕтекен Лида ятлă хĕре тупса панă. Ку пирĕн анне пулнă. Аттене качча килсен вăл хĕр çуратнă. Ăна Саня ят панă. Ун хыççăн пĕрин хыççăн тепри çуралнă. Эпĕ – Толя, 1955 çулта çут тĕнчене килнĕ. Ман хыççăн — Надя, Зина, Коля. Светăпа йывăр çын чухне анне чирлесе кайнă. 1967 çулхи çу уйăхĕнче ача çуратнă хыççăн вырăнпах выртнă. Раштав уйăхĕнче, Света ултă уйăхра чухне, анне вилсе каять. Пуç миминче усал шыçă пулнă унăн. Атте ахаль те айванрахскер, пилĕк ачапа мĕнпе пулăшма пултарнă? Светăна тӳрех ача çуртне илсе кайрĕç. Зинăпа Кольăна — интерната. Кăмака айне кĕрсе пытаннă Хăть мĕнле пурăнсан та тăван кил килех ĕнтĕ. Зинăпа Кольăна интерната илме килни халĕ та асрах. Вĕсем вара каясшăн пулман. Кăмака айне кĕрсе пытаннă. Вĕсене турчка па туртса кăларнине астăватăп. Килте эпир, аслăраххисем, кăна тăрса юлтăмăр. Зинăн та ачаранах хăлхи илтместчĕ, çавăнпах калаçаймастчĕ те. Вăл Куславккари ятарлă интернатра пурăнчĕ. Вĕсене çуллахи каникул вăхăтĕнче киле яратчĕç. Çавăнпа Зинăпа Коля çулла ялта пурăннă. Света ăçта пулнине чылай вăхăт пĕлмен. Кайран ӳссе çитсен çеç алăк тăрринче çыру тупрăм. Ăна ача çурчĕн тĕп врачĕ атте патне янă. Светăна пĕр çемье усрава илнĕ-мĕн. Урăх ун çинчен нимĕн те пĕлмен эпир. Анчах атте яланах пире ӳссе çитсен Светăна шыраса тупма ыйтатчĕ. Вăл тепре авланнă. Кӳршĕ ялти куçран айăплăрах Раиса аппана качча илнĕ. Вăл чылай çул тĕрлĕ çемьере ача пăхса пурăннă. Кил хуçи айванрах хĕртен мăшкăлланă. Хĕрача çуралсан ăна Рита ят пачĕç. Юратнă çынран çуратманнипе Раиса аппа ăна юратмарĕ пулинех. Рита ача çуртĕнче пурăнчĕ. Раиса аппа пире аванах пăхрĕ. Выçă лартман. Çапах та питĕ чухăн пурăнаттăмăр. Пĕррехинче каникул вăхăтĕнче Рита пирĕн пата килчĕ. Кайма тăрсан укçа тупса параймарĕç. Вара эпĕ пушмак илме тесе пухнă 3 тенке парса ятăм. 1970 çулсенче пӳрте кăштах çĕнетме те пултарчĕç. Пурпĕрех пĕчĕкчĕ, вĕрлĕк хапхаччĕ. Çапах та тухса кĕмелĕх хуралтă пеккисем пурччĕ. Пĕррехинче кӳршĕсем çунса кайрĕç. Çулăм пирĕн çурта ан тивтĕр тесе бульдозерпа пирĕн хуралтăсене йăлт çĕмĕрсе тухрĕç. Ун хыççăн урăх ăна çĕнетеймерĕç. Эпĕ аттепе пĕрле 6 çултах кĕтӳ кĕтме çӳренĕ. Вулама вĕренсенех хампа пĕрле хире аппан истори кĕнекине илсе каяттăм. Çавна çу каçиччен миçе хутчен вуласа тухман-ши? Питĕ килĕшетчĕ мана вăл. Шкула кайма тытăнсан истори ман чи юратнă предмет пулчĕ. Эпĕ унпа «4» паллă та илсе курман пулĕ. Малалла вĕренсе пысăк çын пуласси çинчен ĕмĕтленме те пултарайман. Çие тăхăнмалли те пулман. Хăвăртрах шкул пĕтерсе ĕçлеме тытăнас текен шухăшпа кăна пурăнаттăм. Эпĕ шкула иртнĕ ĕмĕрĕн 60-70-мĕш çулĕсенче çӳренĕ. Манăн хĕлле тăхăнмалли пушмак та çукчĕ. Хĕлле те резина атăпа шкула çӳреттĕм. Пĕрре класс ертӳçи Вениамин Сугутский мана лавккана илсе кайрĕ те çăм атă туянса пачĕ. Тепĕр çул çав лавккаранах шкула çӳремелли тум илсе панăччĕ. Шкултан инçех пурăнман та кăнтăрла киле килсе яшка çисе каяттăмăр. Ниçта та тухса çӳресе курман. Пĕрремĕш хут Зинăна çуллахи каникул хыççăн Куславккана леçме кайсан çын çине тухнăччĕ. Пире иксĕмĕре Куславккана кайса килме килтен 5 тенкĕ укçа парса ячĕç. Пире вăл Шупашкара çитмелĕх кăна çитрĕ. Юрать, çул çинче аннепе пĕрле ĕçлекен хĕрарăма куртăм. Вăл пире шеллесе тата 5 тенкĕ пачĕ. Шупашкартан Куславккана кайма ĕлкĕреймерĕмĕр. Пире пристаньре çĕр каçма сĕнчĕç. Унта çуран утса çитсе кимĕсем патĕнче çĕр каçрăмăр. Тепĕр кунне кăна Куславккана çитейрĕмĕр. Каялла килме тухма каллех ĕлкĕреймерĕм, унтах çĕр каçрăмăр. Юрать, мана интернатра апат çитерчĕç. Хальхинче унта ĕçлекенсем Канаша çити лартса ячĕç. Унтан киле килме 50 пус тăрса юлчĕ. Вăл вара Патăрьеле çитме те çитмерĕ. Маяка çити тесе билет илтĕм те Патăрьелех ларса кайрăм. Юрать, тĕрĕслемерĕç. Ахальтен Маякран çуран утса килме тиветчĕ. Килтисем мана çухатнă. Атте Раиса аппана мана кăларса янăшăн вăрçрĕ. Анчах кам леçме кайĕ-ха? Çапах та ку маншăн урок пулчĕ. <...>
Валентина ЯКОВЛЕВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментировать