Вутра çунман, нимĕнрен хăраман...

9 Дек, 2025

Раштавăн 9-мĕшĕнче Раççей çулленех Тăван çĕршыв Геройĕсен кунне паллă тăвать. Çак уява тата Раççей МЧСĕ йĕркеленнĕренпе 35 çул çитнине халалласа Чăваш наци музейĕнче «Хăюлăх çăлтăрлăхĕ» патриотлăх акцийĕ иртрĕ. Унта чрезвычайлă ведомствăн çамрăк ĕçченĕсемпе ветеранĕсем, Шупашкарти экономикăпа технологи колледжĕн студенчĕсем тата кадет класĕсенче вĕренекенсем пухăнчĕç. Паттăрла ĕçсем тăвакан аслă ăрури çынсемпе çăлав ĕçĕнче пуçламăш утăмсем тăвакан çамрăксем тĕл пулни, пĕр-пĕринпе хутшăнни çав тери пĕлтерĕшлĕ. Çак шухăша Раççей МЧСĕн Чăваш Енри тĕп управленийĕн ертӳçин çумĕ Александр Медведев та палăртрĕ.

Пысăк инкексенчен хăтарнă

Чăваш Енри пушар хуралĕн служби мĕнле аталанни çинчен Раççей МЧСĕн хисеплĕ ветеранĕнчен Василий Нягинран ытла никам та каласа параймастьтĕр. Тĕл пулăва пухăннисене вăл республика историйĕнчи пысăк пушарсене аса илтерчĕ. Сăмахран, 1993 çулта Канаш хулинче нефтебаза çунни… 1996 çулхи çу уйăхĕнче вара Çĕмĕрле округĕнче Мисчĕ поселокĕ çывăхĕнче йывăр тиевлĕ пуйăс рельссем çинчен тухса кайнă, цистернăсенчен дизтопливо тата фенол юхса тухнă. Ку инкекпе кĕрешме çывăхри хуласенчи пушарнăйсене те явăçтарнă. Василий Нягин палăртнă тăрăх, вĕри сывлăша пула наркăмăшлă химикатсем пăсланса çынсемшĕн хăрушлăх кăларса тăратнă. Кирек хăш самантра та взрыв пулма, пĕтĕм тавралăха çулăм çавăрса илме пултарнă, апла пулин те пушарнăйсем каялла чакман, пăрахса тарман. Пушара сӳнтернĕ. Çак ĕçе хутшăннă 143 çынран 106-шĕ наркăмăшланнă, тĕрлĕ суран илнĕ. 19 çăлавçă Паттăрлăх орденне тивĕçнĕ. Пысăк пушарсене сӳнтерме хутшăннисемпе курнăçни уйрăмах сумлă пулчĕ. Василий Николаевич ыйтнипе вĕсем, залра лараканскерсем, ура çине тăрсан вĕсене хисеплесе пурте тăвăллăн алă çупрĕç. Вăрмар тăрăхĕнчи Энĕшпуç ялĕ мĕнпе паллă? Ку ялтан пушар хуралĕн ĕçченĕсем сахал мар тухнă. Вырăнти шкулта патриотлăх тата çăлав темипе хастар ĕçлеççĕ, çавăнпа унта вĕренекен кадетсем те тĕл пулăва кăмăлтанах хутшăнчĕç. Раççей МЧСĕн Чăваш Енри тĕп управленийĕ çумĕнче йĕркеленнĕ «Служу Отечеству» ансамбль илемлĕ юрăсем парнелерĕ, ГИМС центрĕн ĕçченĕ Сергей Аршинов вара пушарнăйсене халалланă «Чăн-чăн каччă» сăввипе паллаштарчĕ. Паттăрла ĕç тăвакансене яланах хисеплесчĕ, вĕсенчен тĕслĕх илесчĕ.

Лăпкă çывăртăр хула

Çавăн пек паттăрсенчен пĕри — Канаш тăрăхĕнчи Çеçпĕл ялĕнче çуралса ӳснĕ, халĕ Малтикасра пурăнакан Петр Сергеев. Вăл пушар хуралĕнче 1972 çулта ĕçлеме пуçланă. Тĕрлĕ должноçра пулнă: хурал пуçлăхĕ те, аслă инспектор та, чаç ертӳçин çумĕ те... Патшалăх хурал надзорĕн инспекци пуçлăхĕнче ĕçленĕ хыççăн вара тивĕçлĕ канăва тухнă. Анчах ун хыççăн та ахаль ларман. Хăй вăхăтĕнче вăл Канашра пушар хуралĕнче вăрçă ветеранĕсемпе пĕрле ĕçлеме пуçланă. — Мана, 20-ри качча, маттур та хастар пулма, тĕрĕс çулпа утма ăнлантарса пыракансем пулнă. Пушарсем тухсан эпир вĕсене яланах тишкереттĕмĕр, пĕр-пĕрне пулăшса тăраттăмăр. Çапла пĕрле килĕштерсе ĕçлеттĕмĕр. Вăрçă ветеранĕсемпе пĕрле пухнă опыт хамшăн та усăллăччĕ, çавăн пекех паянхи çамрăксене вĕрентсе пыратпăр. Канаш хулинче хăрушă пушар сахал мар пулнă. Пĕрремĕшĕнчен, эсир пĕлетĕр пулĕ, — 1991 çулхи утă уйăхĕнче полимер заводне çулăм çавăрса илни. Эпĕ ун чухне дежурствăраччĕ. Чӳрече хашакĕсем, алăксем ывăтăннă, хатĕр продукцие тултарнă пичкесем сирпĕне-сирпĕне кайнă. Çывăхра вырнаçнă пурăнмалли çуртсем тĕтĕм ăшне путнă. Секцисенче ĕçлекен çынсене пĕр тăхтаса тăмасăр илсе тухмаллаччĕ. Çав кунхине пирĕн куратор Василий Нягин юнашар пулчĕ – вăл шăпах Канаша командировкăна килнĕччĕ. Василий Николаевич пушара сӳнтерессине ертсе пычĕ, – аса илчĕ Петр Иванович. Кун пек чухне пĕтĕмпех пĕр харăс тумалла çав: çулăма та сӳнтермелле, разведка та ирттермелле, çынсене те хăрушлăх вырăнĕнчен кăлармалла. Çак ĕçсенчен хăшне те пулин сиктерсе хăварсан пушар тата вăйлăрах алхасма, пысăкрах инкек патне илсе çитерме пултарать. Çакна çăлавçăсем яланах асра тытаççĕ.

— Эпир вут-çулăма çĕнтертĕмĕр. Канаш ачисене пушарта маттур та хастар ĕçленĕшĕн, çулăм тыткăнĕнчен тăватă çынна çăлса хăварнăшăн Раççей Федерацийĕн Президенчĕн указĕпе сакăр çынна «Паттăрлăхшăн» медальпе наградăларĕç, çав шутра – мана та, — сăмахне тăсрĕ ветеран. Пушар хуралĕнче ĕçлекенĕн сывлăхĕ космонавтăнни пек çирĕп пулмалла теççĕ ку тытăмра тăрăшакансем. Ахальтен мар вĕсен çаврăнăçулăхне тĕрĕслеме, професси хăнăхăвĕсене вăйлатма тăтăшах тĕрлĕ ăмăрту ирттереççĕ. Петр Иванович та мĕн ачаран спортпа туслă пулнă, çакă ăна пурнăçра пулăшса пынă. Бокс енĕпе те хатĕрленнĕ вăл, турникран туртăннă. Канашри педучилищĕре вĕренекен Çĕмĕрле пики шкула практикăна килсен хĕре килĕштернĕ Петр Сергеев. Кĕçех çемье çавăрнă вĕсем. Ольга Максимовнăпа иккĕшĕ виçĕ ывăл çитĕнтернĕ: Сергей, Александр, Алексей. Историе кĕрсе юлнă тепĕр пушар та Канашрах тухнă. — 1993 çулхи çурла уйăхĕн 14-мĕшĕнче çур çĕр иртсен лăпкăн çывăракан Канаш çыннисене мĕнешкел пысăк хăрушлăх кĕтнине калам та пĕлмелле мар... Шăпах çак вăхăтра нефтебаза çунма тытăннă. Насус станцийĕсĕр пуçне топливо тултарнă 1 пин кубла метр калăпăшлă пысăк резервуарсене çулăм ярса илнĕ. Пĕр системи çурăлсан ыттисене те вут хыпса илĕччĕ. Ку вара халăха пысăк хăрушлăха кĕртсе ӳкеретчĕ. Вут-çулăма сӳнтерессине ăнăçлă йĕркеленине кура хулана пысăк инкекрен хăтарма пултартăмăр. Çав пушара сӳнтерме хутшăннă çынсене те «Паттăрлăхшăн» медальпе наградăланă. Эпир вĕсене манмастпăр, – терĕ Петр Иванович.

Пушарнăйсен династийĕ

Сăмах май, унăн ашшĕ те, Иван Сергеевич, 37 çул пушар хуралĕнче ĕçленĕ. — Вĕсем çулăма сӳнтерме лашапа тухнă. Лару-тăрăва сăнамашкăн вара вышка çине хăпармалла пулнă – нумай шăннă, нумай нушаланнă. Лашасене лайăх пăхнă вĕсем. Хам та Лаша çулĕнче çуралнăран-ши, янаварсене пĕчĕкренех юрататтăм. Тĕрĕссипе, эпĕ лаша çинчех ӳснĕ. Аттепе пушар сӳнтерме кайнă чухне эпĕ те пĕрлех пынă, вĕсем çак ĕçе мĕнле тунине курнă. Ĕлĕк пушар машинисем пулман вĕт. Насус çинче виçшер çын тăнă та шыва алăпа уçласа çулăма сӳнтернĕ. Малтанхи вăхăтра пушар курни маншăн питĕ хăрушăччĕ. Кайран пĕчĕккĕн хăнăхрăм. Пушар хуралĕнче ĕçленĕ чухне ун пек йывăр пулман. Паянхи кун манăн ывăл Алексей династие малалла тăсать – вăл Канашра пушар хуралĕнче ĕçлет. Çемьен службăри пĕтĕмĕшле стажĕ 80 çула çитсе пырать. Виçĕ ăру пулчĕ. Манăн сакăр мăнук, вĕсенчен иккĕшĕ пушар хуралĕнче ĕçлеме кăмăл пуррине палăртаççĕ, — хавхаланса калаçрĕ ветеран. Тивĕçлĕ канăва тухсан Петр Сергеева ветерансен канашĕн председательне çирĕплетнĕ, ку тивĕçе пуçăннăранпа 24 çул çитнĕ. «Паттăрлăх кăтартнă çынсене, пушар хуралĕн ветеранĕсене манмастпăр, яланах вĕсемпе пĕрле пулма тăрăшатпăр», — терĕ вăл.

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.