Хыпар 98 (28415) № 30.12.2025

30 Дек, 2025

Уяв-кану кунĕсем лăпкă иртчĕр

«Ĕç кунĕсен шучĕпе ку эрне çулталăкра чи кĕски, анчах пурнăçламалли ĕçсен калăпăшĕпе вăл чи çивĕччи пулма та пултарать», — çапла каласа пуçларĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикун ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе ирттернĕ канашлăва.

Çивĕчлĕх кăçал пуçланă ĕçсене вĕçлемеллипе те, çитес çул валли палăртнисен никĕсне хатĕрлемеллипе те çыхăннă. Çавна май Олег Алексеевич уяв-кану эрнисем те влаç тытăмĕсенчи нумай çыншăн ĕç кунĕсем пуласси çинчен асăрхаттарчĕ. Мĕншĕн тесен мероприяти нумай, право йĕркине тивĕçтерес енĕпе тимлĕ пулмалла. «Пушшех — тăшман лăпланма сăлтав паманнине, киревсĕр тапăнусем йĕркелесех тăнине кура», — терĕ вăл. Ĕçлев министрĕ Алена Елизарова республикăра Çĕнтерӳ тата патриотизм çулталăкне ирттернине пĕтĕмлетрĕ. Аса илтерчĕ: Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсенче пирĕн 208 пин ытла ентеш фронта тухса кайнă, çав йышăн çурри киле таврăнайман. Чăваш Енĕн 71 ывăлĕпе хĕрĕ Совет Союзĕн Геройĕн ятне тивĕçнĕ, 16 çын Мухтав орденĕн тулли кавалерĕ пулса тăнă. Асаттесен паттăрлăх çул-йĕрне паян вĕсен мăнукĕсем ятарлă çар операцийĕнче тăсаççĕ. Алена Геннадьевна СВО паттăрĕсене патшалăх енчен пулăшасси пысăк пĕлтерĕшлине пусăм туса палăртрĕ. Ку енĕпе Чăваш Ен нумай тăвать. Вĕсене тата вĕсен çемйисене кӳрекен пулăшу вăй илсех пырать. Кăçал çак çăмăллăхсем татах хушăннă: аманса инвалида тухнисене уйăхсерен тӳлевпе тивĕçтернинчен тытăнса СВО салтакĕсене вутă, строительство валли йывăç йӳнĕрех хакпа пани, вĕсен ачисене 2,5 пин тенкĕпе танлашакан стипенди тӳлени таранах. Министр çак тимлĕхшĕн республика Пуçлăхне, Правительствăна тав турĕ. Республика Пуçлăхĕн Çамрăксен политики енĕпе ĕçлекен управленийĕн пуçлăхĕ Алексей Иванов кăçал ачасемпе çамрăксене патриотла воспитани парас енĕпе йĕркеленĕ мероприятисем çинчен каласа пачĕ. Вăсем чăннипех нумай пулнă. Ку тема, паллах, малашне те манăçмĕ — кун йĕркинчех пулĕ.

Вĕрентӳ министрĕ Дмитрий Захаров наукăпа вĕрентӳ организацийĕсене грантсемпе пулăшас ĕç-хĕле тишкерчĕ. Вăл палăртнă тăрăх, асăннă организацисем хăйсен проекчĕсене тӳрре кăларма грант шучĕпе пĕтĕмпе 330 миллион тенкĕ илнĕ. Çак виçе çуллен пысăкланса пыни курăнать. Анчах пĕрисем грант илес тĕллевпе çине тăрса ĕçлеççĕ, теприсем вара çакăн çине алă сулнă теме те юрать. Сăмахран, Шупашкарти шкулсем грант илме 756 заявка тăратнă, 58-шĕ тӳлев илме тивĕç пулнă. Тĕп хулари 59-мĕш шкул тĕслĕхĕ мĕне тăрать! Вăл тĕрлĕ проектпа 6 грант çĕнсе илнĕ — 9 миллион тенкĕлĕх. Çав вăхăтрах нумай муниципалитет шкулĕсем федераци шайĕнчи грантсене илмешкĕн пĕр заявка та хатĕрлемен... Çавна май министр ку ĕçе хастарлатмаллине палăртрĕ. Çак тĕллевпе вĕрентӳ организацийĕсем валли семинарсем те йĕркелесшĕн — грант илмелли проектсем, заявкăсем хатĕрлеме вĕрентесшĕн. Çийĕнчен Дмитрий Захаров регион шайĕнче грантсем уйăрас енĕпе ĕçлесси çинчен те каларĕ. Укçа уйăрмашкăн предприятисене явăçтарма пулать. Олег Николаев вара çак кунсенче Мускавра Патшалăх Канашĕнче экономикăна кадрсемпе тивĕçтерес ыйтăва сӳтсе явнине аса илтерчĕ. Владимир Путин Президент унта «чи япăх 100 шкула» палăртма сĕннĕ. Çук, вĕсене питлесхурлас тĕллевпе мар. Палăртмалла та — вĕсене ыттисемпе танлашмашкăн пур енĕпе те пулăшмалла. Çапла тĕревлемелли шкулсем, Олег Алексеевич шухăшĕпе, Чăваш Енре те çук мар — асăннă майпа усă курни вырăнлă пулмалла. Спортсменсен вĕçленсе пыракан çулталăкри çитĕнĕвĕсене спорт министрĕ Василий Петров хакларĕ. Регионта спортсменсен пултарулăхне, ăсталăхне 54 спорт организацийĕ туптать. Вĕсен кăçалхи ĕçĕ курăмлă. Çакна пирĕн Раççейĕн спортăн тĕрлĕ тĕсĕнчи пĕрлештернĕ командисенчи ентешсен йышĕ хушăнса пыни те çирĕплетет. Кăçал сумлă çав командăсене Чăваш Енĕн тата ултă теçеткене яхăн ывăлĕпе хĕрĕ кĕнĕ. Пирĕн ентешсем кăçал тĕнче тата Раççей ăмăртăвĕсенче 1837 медаль çĕнсе илнĕ. Çулталăкăн юлнă кунĕсенче çак хисеп татах пысăкланма та пултарĕ. Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсене халалланă мероприятисемпе культура министрĕ Светлана Каликова паллаштарчĕ. Вăл кăçал туяннă автоклубсен шучĕ çичче çитнине аса илтерчĕ — нумаях пулмасть Красноармейски округĕ те автоклублă пулса тăнă. Халĕ вĕсем кашни муниципалитетрах пур. Кинозалсен шучĕ те ӳснĕ – 26-а çитнĕ. Юлашки нумаях пулмасть Шăмăршăра ĕçлеме пуçланă. Çитес çул тата темиçе уçасшăн. Çывхаракан уяв-кану кунĕсене савăкрах тума, паллах, çак автоклубсемпе кинозалсем те пулăшĕç. Республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнче культурăпа, пушă вăхăта усăллă та интереслĕ ирттерессипе çыхăннă 800 ытла мероприяти иртмелле, вĕсене 50 пин çын хутшăнмалла. Тата — 350 спорт мероприятийĕ. Вĕсем, Спорт министерстви палăртнă тăрăх, 100 пин çынна йышăнĕç. Паллах, паянхи лару-тăрура халăх йышлă пулакан вырăнсенчи хăрушсăрлăха тивĕçтерес ыйтусем мала тухаççĕ. Граждан оборони тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен министр Сергей Павлов çак кунсенче пушарсенчен сыхланас енĕпе питĕ тимлĕ пулмалли çинчен аса илтерчĕ. Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта пиротехникăпа усă курма юрамасть — чарăва пурин те пăхăнмалла. <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   ♦


Тавар туянма ютран та килеççĕ

Комсомольски райповĕн пуçлăхĕпе, вырăнти депутатсен пухăвĕн председателĕпе Светлана Грачевăпа тĕл пулмашкăн иккĕмĕш хута чупса хăпаратăп. Çав вăхăтрах сăн ӳкерчĕксенче сăнланакан историе курма ĕлкĕретĕп. Кубок, диплом, Хисеп хучĕ, ытти куç тĕлне пулать.

Пĕтĕмĕшле илсен кунти райпо тытăмĕ Комсомольски, Елчĕк, Шăмăршă округĕсене пĕрлештерет. Акă Каçалта икĕ суту-илӳ павильонĕ тинтерех уçнă. Светлана Николаевна çăкăр заводĕнче кăна çĕр ытла тĕрлĕ продукци кăларнине каларĕ. Апат-çимĕçе федераци сечĕсен лавккисенче те сутаççĕ. Туянаканăн кăмăлне тупмашкăн вара ассортимента çĕнетсе пымалла. Ахальтен мар çăкăр завочĕн продукцийĕ конкурссенче малти вырăнсене йышăнать. Парне кама лекĕ? Çул урлă вырнаçнă «Суту-илӳ çурчĕ» промышленноç таварĕпе ĕçленине, çак тытăм яланах малта пынине палăртрĕ Светлана Николаевна. Ăна Ирина Кочанова нумай çул ертсе пырать. Аптека ĕçĕ те — Чăвашпотребсоюзра лайăххисен йышĕнче. Пĕлтĕр строительство, промышленноç таварĕ валли пысăк склад хута янă. Сăмах май, япала илмешкĕн Каçала урăх регионран та килеççĕ. Туянаканăн акцие хутшăнмашкăн, морозильник выляса илмешкĕн май пурри çинчен Светлана Грачева каласа кăтартрĕ. Ăна Çĕнĕ çула халалласа çуллен йĕркелеççĕ. Тĕп парне тĕрлĕрен пулать. Телевизор та, шкап та, кравать те, япала çумалли машина та… выляттарнă. «Юлашки пилĕк çуллăха илсессĕн тĕп парнене виçĕ хутчен Тутарстана илсе кайрĕç», — кӳршĕ республикăра пурăнакансен хастарлăхне уйрăммăн палăртрĕ. Çĕнĕ вĕренӳ çулĕ тĕлне ятарлă акци ирттерессине те йăлана кĕртнĕ. Шкул хатĕрĕсем илекене купон параççĕ. Кам пĕлет, тен шăпах ăна телей кайăкне тытма пӳрнĕ? Парнене тивĕçни, паллах, кирек камăн кăмăлне уçать. Ахăртнех, çынсем пĕр выляв хыççăн теприне кĕтме пуçлаççĕ. Хальхинче мар тăк тепрехинче ăнăçасса шанаççĕ. Райпо ĕçченĕсем шкул ачисене вĕри апатпа тивĕçтерес яваплăха та хăйсем çине илнĕ. Поварсем тутлă пĕçернине вĕренекенсем çирĕплетме пултараççĕ. Пахалăха палăртакан конкурсра вара кăçал Комсомольски райповĕ хăй парнене тивĕçнĕ. Социаллă яваплăх тĕлĕшĕпе республика Пуçлăхĕн премине илнĕ. Çакă, паллах, малашне те çитĕнӳ тумашкăн хавхалантарать. Вĕрентекенсен витĕмĕ «Райпо тытăмĕнче вăтăр улттăмĕш çул ĕçлетĕп, пуçлăхра — тăххăрмĕш çул. Унччен пултарулăхĕпе палăрнă, депутат пулса общество ĕçне хăйĕн тӳпине хывнă Евгений Карпеев ертӳçĕ тилхепине тытса пычĕ. Эпĕ хама телейлĕ тесе шухăшлатăп, мĕншĕн тесен пурнăç çулĕ çинче хăйсен ĕçне лайăх пĕлекен вĕрентекенсем тĕл пулчĕç. Акă Евгений Ивановичах илер. Мухтав Турра, сывлăхлă çӳрет. 82 çула кайрĕ. Çаплипех унпа çыхăнса ĕçлетпĕр. Тĕп бухгалтерта тăрăшнă Светлана Кокорева тивĕçлĕ канура пулнине пăхмасăр округри тавра пĕлӳçĕсен тытăмне ертсе пырать», — тет ЧР Халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерес ĕçĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Светлана Грачева. Калаçăва сыпăнтарнă май аса илĕвĕнче шкул тапхăрне таврăнчĕ вăл. Ун чухне ырă малашлăх çинчен ĕмĕтленнĕ. Лавккара сутуçă пулмалла марри, çынсем хăйсемех кирлĕ тавар илме пултарни тавра сăмахланă. Светлана Грачева халап шайĕнчи пулăма ĕненесшĕнех пулман. «Ачасем кĕсье тулли канфет тултарса тухсан пылак çимĕç пурин валли те çитĕ-и? Ял халăхĕ валли хĕллехи пальто нумай кирлĕ. Тен, пĕри тӳрех темиçе тумтир илсе тухĕ? Тем тесен те лавккара пăхса тăракан пулмаллах», — ун чухнех çакнашкал пĕтĕмлетӳ тунă вăл. Çав вăхăтра, ахăртнех, хăйĕн пурнăçне райпо тытăмĕпе çыхăнтарасса шухăшламан та. «Бухгалтери енĕпе çирĕм пилĕк çул ĕçлерĕм. Иртнĕ ĕмĕрĕн тăхăр вуннăмĕш çулĕсем уйрăмах йывăр пулнине ас тăватăп. Хупăннă лавккасене уçас тесе хамăрăн укçапа тавар туянтăмăр. Хамăршăн мар, организацие пулăшас тĕллевпе çапла ĕçлерĕмĕр», — райпо специалисчĕсем чăн патриотсем пулнине ĕнентерет Светлана Николаевна. Ĕçтешĕсемпе пĕрле концертсем те йĕркеленĕ. Юрлас-ташлас пултарулăха кăтартмашкăн тĕрлĕ тăрăха çитнĕ. Халĕ профсоюз йĕркелекен мероприятисенчен юлмаççĕ. Спартакиадăна каяççĕ. Пĕлтĕр Светлана Грачева хăй те пăшалтан персе пĕрремĕш вырăн йышăннă. Тĕлĕнмелле те, шкулта тĕл пеме хăнăхни çаплипех пулăшса пырать ăна. Ишес, чупас, йĕлтĕрпе ярăнас ăсталăха туптаççĕ. Профком ертӳçи Ольга Чернова хĕрсене тренировкăна илсе каять. Çак йыш футболла выляс енĕпе те малтисен йышĕнче. «Çамрăксем хастар пулни савăнтарать», — тет райпо пуçлăхĕ. Ĕçченсен ачисем валли Çĕнĕ çул мероприятийĕсем йĕркелеççĕ. Тавралăха уяв сĕмĕ кĕртнĕ. Акă сăн ӳкерĕнмелли лапамра манăн та пулса курмашкăн тӳр килчĕ. Ятарлă çар операцийĕ вăхăтĕнче райпо лавккисенче пулăшу карçинккисем лартнă. Унта тавар туянакансем хӳтĕлевçĕсем валли тĕрлĕ япала хурса хăвараççĕ. Чăвашпотребсоюз тытăмĕнче вăй хуракансем укçа куçараççĕ, электрооборудовани е урăх хатĕр тĕллевлĕ парса яраççĕ. Светлана Николаевна хӳтĕлевçĕсен ачисем валли Çĕнĕ çул парни хатĕрленине каларĕ. Шăпах декрет отпускĕнчи Ирина Смирновăна тĕпренчĕкĕсемпе пĕрле кĕтетчĕç. Ку ĕç ятарлă акципе килĕшӳллĕн пулса пырать. Паян Комсомольски райповĕн тытăмĕнче 340 çын ĕçлет. Специалистсен вăтам ӳсĕмĕ 39-40 çулпа танлашать. Аслă ӳсĕмрисемпе çамрăксем пĕр-пĕрне пулăшса пыни нимрен пĕлтерĕшлĕ. Нумай çул вăй хуракансем опытпа пайланма пултараççĕ, ĕç майне хăнăхса пыракансем хальхи йышши технологисене хăвăртах алла илеççĕ. Нимĕнле ĕçрен те хăрамалла маррине калать пуçлăх. Ахальтен мар хăй кассăра ларнине, вак укçа шутланине аса илчĕ. Чăваш Енрех лайăх «Пĕлтĕр потребкооперацийĕн халăхсен хушшинчи форумĕ Чăваш Енре иртрĕ. Çĕршывăн тĕрлĕ тăрăхĕнчен килнĕ хăнасене Комсомольски çĕрĕ çинче те йышăнтăмăр. Округ пуçлăхĕ Николай Раськин пирĕнпе пĕрле пулчĕ. Хăнасене предприятисене илсе кайрăмăр, истори вырăнĕсемпе паллаштартăмăр. Аякран килнисем Чăваш Ен халăхĕ лайăх пурăннине тӳрех асăрхарĕç. «Эпир килессе пĕлсе Комсомольски тăрăхĕнче асфальт сартăр-и?» — текенсем те пулчĕç. Округ центрне кăна мар, ялсене те асфальт çул çитнине каларăмăр. Пур çĕрте те çуртсене çут çанталăк газĕпе ăшăтни те тĕлĕнтерчĕ вĕсене», — калаçăва тăсрĕ Светлана Грачева. Çав вăхăтрах хăй чăваш пулнишĕн хăпартланнине пытармарĕ. Унăн ашшĕпе амăшĕ çамрăк чухне Казахстана тухса кайнă. Светлана Николаевна хăй те унта çуралнă. Ашшĕ шахтăра нумай çул ĕçленĕ. 1976 çулта çемье Чăваш Ене куçнă. Комсомольски тăрăхĕнчи Нĕркеçре тепĕр икĕ ача çут тĕнчене килнĕ. Бригадирта тăрăшакан ашшĕн сăнĕ Хисеп хăми çинчен кайман. Çĕвĕ цехĕнче вăй хуракан амăшĕ те хисеп çĕнсе илнĕ. «Чăвашрах лайăх. Юрать, куçса килтĕмĕр», — 87 çулти ашшĕ те çапла калатьмĕн. Йывăр пурнăç курнăскер çак çула çитессе те, хальхи ырлăха курасса та шухăшламан иккен. Комсомольски тăрăхĕнче Чăвашпотребсоюз хута янă «КоопМаг» хушăмпа ĕçлеççĕ. Мĕнлерех программа-ха вăл? Онлайн ыйту йышăнса тавара киле леçсе параççĕ. Ку хушăмпа федераци сечĕсем анлăн усă курнине сăнанăха. Чăвашпотребсоюз тытăмĕ çĕнĕлĕхсене вăхăтра вăя кĕртнине çирĕплетет çак тĕслĕх. «Малтанхи çулсенче Комсомольскинчен 15 километр радиуспа ĕçлеме пуçларăмăр. Унта 23 ял кĕрет. Курьер киле тавар леçни мĕнешкел меллĕ. Сăмахран, хушăм урлă ачисем ялти ашшĕ-амăшĕ валли япала саккас пама пултараççĕ. Халĕ çав радиуса сарасшăн», — палăртрĕ Светлана Николаевна. Малашне, ахăртнех, çав çĕнĕлĕх Елчĕке те, Шăмăршă тăрăхне те çитĕ. <...>

Марина ТУМАЛАНОВА.

♦   ♦   ♦


Çĕнĕ саккунсем социаллă хÿтлĕхе çирĕплетеççĕ

Патшалăх Канашĕн кĕçнерникун иртнĕ 39-мĕш сессийĕ кăçал юлашки пулчĕ. Парламент 11 саккун проектне ырларĕ, ытти ыйтăва тишкерчĕ.

Сессие уçнă май Леонид Черкесов спикер вĕçленекен çулталăкăн чи пысăк пулăмĕсене аса илчĕ, Патшалăх Канашĕн ĕçĕн тĕп çул-йĕрĕсем çинче чарăнса тăчĕ. Вăл палăртнă тăрăх, парламент кăçал 85 саккун йышăннă. Çак сессин кун йĕркинче — тата 11 саккун проекчĕ. Çапла вара 2026 çулта йышăннă саккунсен пĕтĕмĕшле шучĕ çĕре яхăнах пулĕ. «Вĕсен чĕрĕкĕ хамăрăн граждансене социаллă пулăшу кӳрессипе, вĕсен прависене хӳтĕлессипе çыхăннă», — терĕ Леонид Ильич. Сессин кун йĕркинчи бизнеса яваплăха туйса тытса пырасси çинчен калакан саккун проекчĕ компанисен ăнăçăвне вĕсен тупăш калăпăшĕпе кăна мар, регион аталанăвне хывакан тӳпене, ĕçлекенсене тивĕçтерекен гарантисене кура хаклассине тĕпе хурать. Тӳлевсĕр юридици пулăшăвĕ çинчен калакан саккуна кĕртме сĕннĕ улшăнусем адвокатсен çавнашкал пулăшăвĕпе граждансем ĕç паракан хăйсен ĕçлев прависене пăснă тĕслĕхсенче те усă курма пултарассине çирĕплетеççĕ. Республикăн патшалăх символĕсем çинчен калакан саккуна кĕртмелли тӳрлетӳсем Чăваш Ен Ялавĕпе, Гимнĕпе усă курмалли сферăсене анлăлатаççĕ. Депутатсем вĕсене, çавăн пекех тата темиçе саккуна кĕртмелли улшăнусене ырларĕç. Ыйту-калаçу çуратаканни, тĕрĕссипе, патшалăх служащийĕсене пурăнмалли çурт-йĕр туянма субсиди пама чарнине тата тепĕр çулталăклăха тăсасси кăна пулчĕ темелле. Çак саккун проекчĕпе республика Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертӳçи Вячеслав Борисов паллаштарчĕ. Вăл чиновниксене пулăшмалли çак чарăва çапла 2015 çултанпах çуллен тăсса пынине палăртрĕ. Депутатсенчен пĕри чару сăлтавĕпе кăсăкланчĕ те, тепри, парламентра вун-вун çул ĕçлекенскер, çав табу хăй вăхăтĕнче тӳлеве пулăшу чăннипе кирлисем мар, сумлă должноçсенчи чиновниксен çывăх çыннисем илнине кура вăя кĕнине аса илтерчĕ. Анчах ку, ун шучĕпе, çăмăллăх вырăнлине пăрахăçламасть. Влаç органĕсене çамрăк кадрсем кирли куçкĕрет, вĕсене хваттер туянма пулăшни çак ыйтăва татса парассине тĕревлĕччĕ. Вячеслав Борисов патшалăх службине килекен çамрăксем валли халĕ урăх çăмăллăхсем пуррине аса илтерчĕ: ипотека кредичĕн проценчĕсен пĕр пайне патшалăх саплаштарать, патшалăхăн пурăнмалли çурт-йĕр фончĕн тăваткал метрĕсене тара илме пулать... Çапла вара чару вăя кĕчĕ — тата çулталăклăха. Миравай судьясене уйăрса лартассипе çыхăннă ыйту тавлаштармарĕ. Депутатсем çавăн пекех çитес çулăн пĕрремĕш çурри валли Патшалăх Канашĕн саккунсем кăлармалли ĕçĕн программине йышăнчĕç. Леонид Черкесов палăртнă тăрăх, ПК йышăннă саккунсенчен нумайăшĕ граждансен социаллă хӳтлĕхне çирĕплетессине тĕпе хурать. <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   ♦


Кун-çулăмăр – «чĕрĕ» ÿкерчĕксем витĕр

Чăваш халăхĕ ĕçе юратни, шанчăклăхпа палăрса тăни çинчен сахал мар илтме пулать. Халăхăн характерĕ çавнашкал. Ку йăла авалтанах пырать. Çав вăхăтрах пирĕн несĕлсем савăнма та пĕлнĕ. Çакă çулталăк календарьне пăхсан та палăрать. «Радуга» культурăпа курав центрĕ Шупашкарта пурăнакансене тата хăнасене халăхăмăрăн кун-çулĕпе паллаштарма тата кăсăклантарма çав тери хăйне евĕрлĕ проект пуçарса янă. Вăл Президентăн культура пуçарăвĕсен фончĕ пулăшнипе пурнăçланать, «Çуркуннерен çуркуннеччен» ятлă.

Проекта ахальтен çапла ят паман ахăртнех. Чăваш çулталăкĕ çуркунне пуçланнă-çке. Çакна шута илни питĕ вырăнлă. — Чăваш несĕлĕсем хĕвел-уйăх календарĕпе пурăннă — çуркуннерен çуркуннеччен. Кашни уявăн хăйĕн йăли пулнă, вăл юрăсăр иртмен. Ĕçленĕ вăхăтра чăваш юрă шăрантарнă — йывăр тиеве йăтнă вăхăтра та, çăм атă йăваланă чухне те, çăпата хуçма е карçинкка çыхма ларсан. Хĕрарăмсем юрла-юрла çăм арланă, пир тĕртнĕ, тĕрĕ тĕрленĕ. Çавăнпа та ахальтен мар куравăн тĕп сăнарĕ — Руслан Соловьев хальхи аранжировкăпа хатĕрленĕ халăх юрри, ăна «DIVA» ушкăн шăрантарать. Куравпа паллашакансем чăваш халăхĕн гимнне çаврăннă «Алран кайми» юрăран пуçласа уяв кĕввисем таранах илтме пултараççĕ, — палăртаççĕ проект йĕркелӳçисем. Хăйне евĕрлĕ проект авторĕ — «Радуга» культурăпа курав центрĕн директорĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Нина Смирнова. Проекта уçнă май культура министрĕ Светлана Каликова Нина Васильевнăна тата унпа ĕçлекен командăна савăнăçлă лару-тăрура РФ Патшалăх Думин депутачĕн Алла Салаевăн Тав çырăвĕсемпе чысларĕ. Светлана Анатольевна палăртнă тăрăх, çак проект хальхи çамрăксене халăх юрри тата ӳнерçĕсен пултарулăхĕ урлă чăваш халăх сăмахлăхĕн пуян еткерĕпе паллашма май парать. — Пĕтĕмпех «Нарспирен» пуçланчĕ. Виçĕ çул каялла мана «Радуга» директорĕпе Нина Смирновăпа паллаштарчĕç. Вăхăт иртсен вăл мана шăнкăравларĕ те «Нарспи» мультимедиакурав йĕркелес кăмăл пуррине пĕлтерчĕ, кĕвĕ енчен пулăшма ыйтрĕ. Мĕнле ĕçе явăçнине ăнланмасăрах килĕшрĕм, анчах та ку маншăн çав тери кăсăклă, чăваш культурипе искусствине çывăх пулчĕ. Хамшăн çĕннине нумай уçрăм, халĕ те уçатăп-ха. Тепĕр çулхине иккĕмĕш мультимедиакуравпа ĕçлерĕмĕр – чăвашсен рекрут юррисем. Паллах, çакнашкал хурлăхлă историсем хыççăн савăнăçлине, пурăнма хавхалантараканнине, тăвас килетчĕ. Çапла вара кăçал чăвашсен çулталăк календарĕпе ĕçлерĕмĕр, — каласа кăтартрĕ Руслан Соловьев музыкант, композитор тата «DIVAETNO FUTURE SOUND» ушкăн никĕслевçи. Палăртмалла: ӳнерçĕсенчен, музыкантсенчен, сасă режиссерĕсенчен, сценаристсенчен, видеографсенчен, дизайнерсенчен, куçаруçăсенчен йĕркеленнĕ пултарулăх ушкăнĕ проектпа 12 уйăх ĕçленĕ. Унта шăпах 12 ӳнерçĕ ĕçĕсемпе усă курни те кăсăклă: Алексей Бахмисов, Иван Дмитриев, Юрий Зайцев, Петр Кипарисов, Анатолий Миттов, Станислав Михайлов /Юхтар/, Виталий Петров /Праски Витти/, Петр Петров, Николай Садюков, Раиса Терюкалова, Георгий Фомиряков тата 18-мĕш ĕмĕрти паллă мар художник. Ӳкерчĕксем хальхи технологисем пулăшнипе «чĕрĕлсе» тăнă. Проектра янăракан юрăсемпе ятарлă альбомра паллашма пулать, «Мăнкун» ятлăскере «Радуга» центр Руслан Соловьевпа пĕрле хатĕрлесе кăларнă. Кашни уйăхпа çыхăннă юрăсене чăвашла, вырăсла, акăлчанла тата китайла çырса вырнаçтарнă. Альбом вĕçĕнче вара — çак юрăсене итлемелли CD-диск. <...>

Лариса ПЕТРОВА.

♦   ♦   


Трактор историйĕ республика кун-çулне сăнлать

Çĕнĕ çул çывхарнăçемĕн киввине пĕтĕмлетесси йăлана кĕнĕ. 2025 çул мĕнпе палăрса юлчĕ? «Хыпар» ыйтăвĕсене Шупашкарти трактор историйĕн музейĕн директорĕ Альберт Сергеев хуравларĕ.

Пĕрремĕшĕ — «Т-330»

— Музее 2010 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче регистрацилеттертĕмĕр, унтанпа кăçал 15 çул çитрĕ, — терĕ Альберт Николаевич. — Хыççăнах экспозицисем хатĕрлерĕмĕр, вĕсене ӳнер майĕсемпе усă курса илемлетрĕмĕр, трактор моделĕсене тупса вырнаçтартăмăр. Кунта илсе килнĕ пĕрремĕш трактор — «Т-330». 1981 çулта туса кăларнăскер «ЧЕТРА» заводăн тимĕр-хурçă шăратмалли цехĕнче ăна-кăна тĕкнĕ, юсанă хыççăн пирĕн пата хăех çитсе постамент çине ĕмĕрлĕхех вырнаçрĕ. Ăна кăçал тепре сăрлаттартăмăр. «Т-330» — Шупашкарти промышленноç тракторĕсен завочĕн пĕрремĕш продукцийĕ, бульдозер. Ăна пуçтарнăранпа кăçалхи юпа уйăхĕн 25-мĕшĕнче 50 çул çитрĕ. Сăмах май, пирĕншĕн 2026 çул та паллă пулса юлĕ: музее уçнăранпа юпа уйăхĕнче 15 çул çитĕ.

— 2025 çул тата мĕнпе савăнтарчĕ?

— Музее ертсе пынисĕр пуçне хам çуралнă Элĕк районĕнчи Анат Татмăш ялĕнче общество ĕçне пурнăçлама хутшăнатăп. Атăк çăлĕн лаптăкне регион шайĕнчи çут çанталăк паркĕн статусне партарассишĕн 2017 çултанпа тăрăшатпăр. Кунта çуллен йывăç лартатпăр, анчах çăл куçа хăтлăлатма укçа çитмерĕ. Владимир Потанинăн ыр кăмăллăх фончĕ кашни çулах социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсене пурнăçлама кĕмĕл уйăрнине пĕлтĕм, кăçал вăл ирттернĕ конкурса «Атăк çăлĕ» экосукмак» проекта тăратрăмăр. Сăмах май, унта çĕршывран 259 заявка çитернĕ, жюри 29 регионăн 56 пуçарăвне суйласа илнĕ. Çĕнтерӳçĕсен йышне пирĕн проекта та кĕртсе 500 пин тенкĕ пама йышăнчĕç. Унпа çăлпа унăн таврашне хăтлăлатăпăр. Кивĕ çул ырă тата тепĕр ĕçпе палăрса юлчĕ: раштавăн 20-мĕшĕнче çăл патĕнче часавай уçрăмăр. Ăна нимелле турăмăр. Хăпартма укçа ялта çуралса ӳснисем пачĕç, пурне те тав тăватăп. Кăшарнире çăл шывне кĕрсе тасалмалли уйрăм вырăн пур, унта кăрлачăн 19-мĕшĕнче çуллен пухăнатпăр.

— Музей Пĕтĕм Раççейри сухаçăсен конкурсне хутшăнни çинчен «Хыпар» пĕлтернĕччĕ. Хăвăра мĕнле кăтартрăр?

— Кăçал вăл Ленинград облаçĕнче иртрĕ. Унта 23 трактор тата çĕре сухаламалли, кăпкалатмалли, вăрлăх акмалли, ытти ĕçе пурнăçламалли машинăсем илсе кайрăмăр, сухаçăсен конкурсĕнче çĕршывра туса кăларнă тракторсен историне кăтартма тăрăшрăмăр. Пирĕн экспонатсен йышĕнче — Сталинград заводĕнче 1930 çулсенче туса кăларнă «СТЗ-1530», «Форзон-Путиловец» (Ленинград, 1924-1932 çç.), «Универсал-2» (Ленинград, 1934-1940, Владимир, 1944-1955), Липецк, Минск тата ытти хула завочĕн тракторĕсем. Облаçа Элĕкри Светлана Соколова ертсе пыракан «Валинкке» фольклор ушкăнĕ те (баянисчĕ Владимир Терентьев) пычĕ, малтан çĕре суха пуçĕпе сухаланине, йывăç сӳрепе тăпрана кăпкалатнине, алăпа тырă акнине, ăна çурлапа вырса кĕлте çыхнине, шăналăк çине сарса хунăскере çапуççипе тĕшĕленине, совет тапхăрĕнче техникăпа пухса кĕртме тытăннине кăтартса пачĕ.

Аттесен техники

— Çӳлте асăннă модификацисем пирĕн ялсене çитейнĕ-ши?

— Паллах, усă курнă, республикăна илсе килнисен шучĕ те паллă. Музей тата ЧР Хĕрарăмсен союзĕ, культура учрежденийĕсем 1928-1945 çулсенче республикăра трактористра ĕçленĕ хĕрарăмсен пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен информаци пухрĕç, ăна кĕнекене кĕртсе 2026 çулхи çу уйăхĕн 9-мĕшĕччен пичетлесе кăларма палăртнă. Паша Ангелина 1938 çулта 100 пин хĕре трактор рулĕ умне ларма чĕнсе каланă, унăн чĕнĕвĕпе хавхаланса Чăваш АССРĕнчи пикесем те тракторпа ĕçлеме тытăннă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан çак юхăм пушшех вăй илнĕ, мĕншĕн тесен арçын трактористсенчен нумайăшне фронта илнĕ. 1941 çулта Рязань облаçĕнчи МТС тракторисчĕ Дарья Гармаш бригадир çĕршыври хĕрарăмсен хушшинче социализм ăмăртăвĕ йĕркелеме чĕнсе каланă. Унăн бригадинчи хĕрсем уйра талăкра 20 сехет таран ĕçленĕ, 2-3 сехет çеç çывăрнă. Чăваш Енре хĕрсемпе хĕрарăмсем тракторпа 1931 çулта машина-трактор станцийĕсем йĕркелеме пуçласан ĕçлеме тытăннă. Çăпата сырнăскерсене техникăпа ĕçлеме МТС курсĕсенче вĕрентнĕ.

— Музейра Çĕнтерӳ хыççăн хамăр çĕршывра туса кăларнă хăш модификацисем пур?

— Пурте. 1945 çулта Владимир хулинчи трактор заводне туса пĕтернĕ, унтан «Универсал-2», «Т-28», «Т25» тракторсем тухнă. Липецкра гусеницăллă «КД-35», «КДП-35», «Т-38М», кустăрмаллă «Т-40», «ЛТЗ-55», «ЛТЗ-60», «ЛТЗ-155» тракторсем, ытти модификаци туса кăларнă. Вĕсенчен хăшĕ-пĕри пирĕн музейра упранать. Алтайпа Харьков завочĕсенчен илсе килнисем те кунтах. Вĕсемпе республика экономикинче иртнĕ ĕмĕрте усă курнă. Брянск завочĕн промышленноç тракторĕ çеç çук.

— Асăннă тракторсене пирĕн колхоз-совхоза панă-и?

— Паллах, вĕсем те килнĕ. «Т-70» тракторпа хăмла пахчинче ĕçленĕ. Кишиневра ăна тата «Т-50В», «Т-54В» модификацисем туса кăларнă. «ДТ-54» — çĕршывра чи анлă сарăлнă тракторсенчен пĕри. Ăна Сталинград (1949-1963), Харьков (1949-1961) тата Алтай (1952-1979) завочĕсенче пухнă. Ку тракторпа ĕçленĕ ветерансем республикăра пурăнаççĕ-ха, районсенче хам та пĕрре çеç мар курнă. Çынсем музейра кураççĕ те тĕлĕнеççĕ. «Çак тракторпа пирĕн атте ĕçлетчĕ», — теççĕ, асатте е кукаçи текен те пулчĕ. Районтан музее килнĕ пĕр мучи çапла ыйтрĕ: «Сухаллă «ДТ-54-а» мана параймăр-ши? Вăл — чи лайăххи. Пылчăкран, хулăн юртан хăрамасть». Ветерансем «ДТ-75» модификацие те мухтаççĕ. Мăнукĕсене телефонпа ӳкерттереççĕ. Вĕсем иртнĕ ĕмĕрте лайăх модификацисем пулнă.

Музей илĕртет

— Эсир кăтартнă сăн ӳкерчĕкре трактор рульне тытса пыракан хĕрарăм кам, ăçтан?

— Музей çумĕнче трактористкăсен бригадине çирĕплетрĕмĕр, унта саккăрăн, трактор рулĕ умне ларма ирĕк паракан свидетельство пурин те пур. Вĕсем сухаçăсен çĕршыври конкурсне çуллен хутшăнаççĕ. Бригадăна Алина Григорьева (Вăрнар районĕнче çуралса ӳснĕ) ертсе пырать, руль умне вăл та, ыттисем те лараççĕ.

— Музей мĕнле тĕллевсене пурнăçлать?

— Пирĕн пата ытларах ачасемпе çамрăксем пыраççĕ. Юлашки çулсенче ертӳçĕсем рабочисем, трактористсем, комбайнерсем, ытти специалист çитменни çинчен пĕрмай калаçаççĕ. Пирĕн тĕп тĕллевсенчен пĕри — ачасене механизатор тата трактор тăвакан профессийĕсене суйласа илмешкĕн витĕм кӳресси. Экскурсире трактор-машина производстви тĕнче, çĕршыв, республика шайĕнче епле аталанни çинчен каласа паратпăр. Ачасем кабинăна хăпарса руле пăркаласа пăхма та пултараççĕ. Хаваслансах ăна-кăна турткалаççĕ, техника пахалăхĕсемпе кăсăкланаççĕ, унăн историне ыйтса пĕлеççĕ. Вĕсем инкеке ан лекчĕр тесе тимлĕ пăхса тăратпăр. Пĕр çулхине, çуллахи каникул вăхăтĕнче, тракторсем ларакан вырăна иленчĕç, пирĕнтен ыйтмасăрах ларса пăркалама тытăнчĕç. Кӳренĕç тесе асăрхаттармарăм, вĕсемпе пĕр чĕлхе тупассишĕн çапла сĕнтĕм: «Трактор ăшĕнче чакаланас килсен эпĕ каланă вăхăтра ман пата килĕр. Кулибин мастерскойĕнче пĕрле юсăпăр». Унта çĕнĕ экспонатсене юсатпăр, сăрлатпăр. Механизатор тумтирне тăхăнса ĕçлемеллине ăнланса пымаççĕ пуль терĕм. Çук, килчĕç — техникăна юсама хутшăнчĕç. Ытти кун та манпа пĕрле аппаланчĕç. Унтанпа чылай çул иртрĕ. Нумаях пулмасть пĕри хăйне техникăна юсама вĕрентнĕшĕн телефонпа шăнкăравласа тав турĕ, автомашинăсем юсакан мастерской уçни, унта ĕçлени çинчен пĕлтерчĕ.

— Ачасене ялсенчен экскурсие илсе килеççĕ-и?

— Вĕсенчен, профессипе техника училищисенчен, Çĕрпӳри аграрипе технологи техникумĕпе унăн филиалĕсенчен, Чăваш патшалăх аграри университетĕнчен пĕрмай пулаççĕ. Профориентаци тĕллевĕпе хамăр та шкулсенче пулатпăр. 2025 çулта музей «XХI ĕмĕрти Кулибин» конкурс ирттерчĕ. Унта хутшăнма 21 заявка, çав шутра Владимир тата Курск облаçĕсенчен 2 онлайнзаявка, тăратрĕç. «Трактор техники, ял хуçалăх машинисем тата ытти техника тĕсĕсем», «Çамрăксем куракан техника», «Çул тулашĕнче çӳремелли техникăпа квадроциклсем» номинацисенче ăмăртрĕç. Конкурсра Шупашкарти Виктор Полытов çĕнтерчĕ, 2-мĕш вырăна — Дмитрий Артемьев (Сĕнтĕрвăрри округĕ), 3-мĕшне Алексей Зорин (Элĕк) йышăнчĕç. «Çамрăксем куракан техника» номинацире Сергей Лукаев (Чăваш патшалăх аграри университечĕ) — 1-мĕш, Евгений Максимов (И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ) 2-мĕш вырăнсене тухрĕç. «Ял хуçалăх машинисем тата ытти техника тĕсĕсем» номинацире Сергей Порфирьев (Муркаш) çĕнтерчĕ, 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсене Михаил Петров (Куславкка) тата Феоктист Васильев (Вăрнар) йышăнчĕç. «Трактор техники» номинацире Николай Ермаков (Шупашкар округĕ) — 1-мĕш, Айрат Гайфуллин (Тутарстан) — 2-мĕш, Александр Кузьмин (Канаш) тата Александр Васильев (Вăрмар) 3-мĕш вырăнсене тухрĕç. Çĕрпӳри аграрипе технологи колледжĕн, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ тата ЧПАУ студенчĕсем музейăн Тав хучĕсене тивĕçрĕç. Гран-прие тата 100 пин тенкĕлĕх премие Валерий Александров çĕнсе илчĕ. 1, 2 тата 3-мĕш вырăнсене йышăннисене 30, 20 тата 10 пиншер тенкĕ, музейпа Раççейри машинăсем тăвакансен союзĕн ячĕпе пурне те парне, çĕнтерӳçĕсене ЧР Промышленноç министерствин сертификачĕпе Тав хутне патăмăр.

— Эсир çăмăл машинăпа çӳренине пĕлетĕп-ха, трактор та юсатăр иккен…

— Манăн ялта та пур — «Т-25». Çĕнĕ мар, çапах унтан мульчер кăкарса яратăп та пахчари курăка вĕтетсе сапалатăп. Утă хатĕрлесе сутма вăхăт çук — музейра çулла туристсене те йышăнатăп. Хуçалăхĕ пысăк: 62 трактор, ял хуçалăхĕнче усă курнă тĕрлĕ машина, Кулибин мастерскойĕ, экспозицисен залĕ… Музей тăкакĕсене хамăр ĕçлесе илнĕ укçапа саплаштаратпăр. Уншăн иртен пуçласа каçчен чупкалама тивнине хăвăрах ăнланатăр. Халĕ заводсенче хăйсене е потребительсене килĕшекен кирек хăш трактора та туса кăлараяççĕ. Калăпăр, «Беларусь» е «Джон Дир» тракторсене кашни çĕршыврах пĕлеççĕ, иккĕмĕшĕн филиалĕ чылай патшалăхра пур, вĕсене партнерсен кăмăлне шута илсе çĕнетеççĕ. Çак ĕç Раççейри трактор завочĕсенче те нумай çул пырать. Экскурсире Етĕрне районĕнчи Тури Ачак ялĕнче çуралнă тĕп конструктора Алексей Платонова та аса илетпĕр. Вăл ертсе пынипе Сталинград заводĕнче вăрçăччен «СТЗ-НАТИ», «СТЗ-5», «СТЗ-8» тракторсем шухăшласа кăларнă. Алексей Кузьмич 1941- 1945 çулсенче танк туса кăларма хутшăннă, каярахпа «Д-54» трактор дизельне çĕнетес ĕçе йĕркеленĕшĕн Сталин премине тивĕçнĕ. Вăл 1950 çулта вилнĕ, ăна завод çумĕнчи мемориалта пытарнă, вил тăприне тупаймарăмăр-ха. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.