Каялла мар, малаллах

26 Ноя, 2014

"Çак ялта пуçласа 2006 çулта пулнăччĕ. Кунта пурăнакансем хăнасене çав тери тарават кĕтсе илни тата хăйсен кил-çуртне хăтлăлатма тăрăшни паянхи кун та тĕлĕнтерет. Хам та ялта çуралса ÿснĕ, анчах пÿртре ăшă туалет тунине пĕрремĕш хут çакăнта курнăччĕ. Сакăр çул каяллах пулнă вăл. Чăннипех тĕлĕнмелле халăх пурăнать кунта", - калас тенине палăртмасăр чăтаймарĕ Çĕрпÿ районĕнчи Ямаш ял тăрăх администрацийĕн специалисчĕ Дина Леонидовна Сергеева.

Унпа пĕрле Анаткаса кĕтĕмĕр. Пĕчĕк ял, çурчĕсене пăхсан ытла пуян тесе калаймăн. Дина Леонидовнăн сăмахĕсем иккĕлентерме тытăнчĕç. "Çурт ăшчиккинче чăннипех те хулари пек хăтлăх хуçаланать-ши?" - çине-çинех ыйтрăм хамран. Пĕрисем патне кĕтĕмĕр - чăннипех çапла иккен. Ял тăрăхĕн депутачĕ Ольга Григорьевна Григорьева та ĕнентерчĕ: шыв пÿртре, ăшши те, сивви те кранран юхать, чылайăшĕн туалет та пур.

Пĕри пÿрт-çурта çĕнĕлĕх кĕртсен тепри унран ÿксе юласшăн мар-мĕн. Вăл та кÿрши пекех тутарма тăрăшать. "Çакă лайăх йăла", - теççĕ Анаткассем. Тата вĕсем çав тери туслă. Ку çĕнĕлĕх мар ĕнтĕ. Республикăри пĕчĕк ялсенчен нумайăшĕ çак енпе палăрса тăрать.

Йыша пĕр тĕвве пуçтарма тăрăшаканĕ - каллех Ольга Григорьевна. "Маттур йĕркелÿçĕ тата пуçаруçă", - тет ун пирки вырăнти администраци çынни. Ял урамĕн çулне Анаткассем кăçал хăйсем йĕркене кĕртме шухăшланă. Килсерен пĕр пин тенкĕ пуçтарма килĕшсе татăлнă. Çапла майпа пĕр пысăк машина вак чул туяннă. Ял тăрăхĕ те, паллах, вĕсене пулăшмасăр тăман. Урам çулне тата та типтерлемелле, çавăнпа Анаткассем пуçланă ĕçе çитес çул та тăсасшăн.

Килсерен укçа пуçтарма çăмăл мар. Йĕркеллĕ çул пурне те кирлĕ, анчах укçа патне çитсен турткаланаканни те тупăнать. "Ирĕксĕрлесе туртса илейместĕн вĕт. Параканнисем те, паманнисем те пулнă", - палăртать ялти пуçаруçă. Хыççăнах çитес çул пирки пăшăрханать. "Çурт тăррине витнĕ шифера улăштаракана тупасчĕ. Ăна ватса çул сарнă чух усă курма пулать. Вакă кирпĕч тупăнсан та аван", - тет.

Виçĕм çул Анаткассем ача-пăча площадки йĕркеленĕ. Мĕн кирлине килтен йăтнă. Уява савăнăçлă уçма ялта лавкка ?ку ялти пĕртен-пĕр социаллă объект% тытакан çын спонсор пулса пулăшнă. Пĕлтĕр площадка тавра йывăçсем лартнă - парк йĕркелесшĕн.

Ялта чăннипе ача-пăча йышлă тесе калаймăн. Хут тăрăх сахал мар çамрăк шутланса тăрать кунта: çур ял таранах, анчах ĕç çукран хулана талпăнаççĕ. Çулла вара ача-пăча ялта. Ольга Григорьевнăнах 8 мăнук. Ялта вĕсене выляма, ытти ачасемпе савăнма вырăн кирлех. Çавăнпа ĕçе пуçăннă та Анаткассем.

Пĕчĕк ялти пĕртен-пĕр урамра пĕлтерÿ хăми вырнаçтарнă, пушартан сыхланмаллине аса илтерекен, вăл тухсан инкекре ыттисене "вăратма" чан çакнă.

Типтерлĕ, тирпейлĕ çынсем пурăнаççĕ кунта. Анчах йĕркелĕх тĕлĕшпе тата та ĕçлемеллине Анаткассем ăнланаççĕ. Наталья Александровна Павловăн акă таса çырма-çатрасене кăна курас килет. "Кирлĕ-кирлĕ мара унта пăрахма чарăнмалла", - тет.

Ĕç çукки пĕтерет. Юрла-юрла тăрăшĕччĕç Анаткассем хăйсен таврашĕнче. Шел, вырăнти "Заря" хуçалăх пăчланнă. Юрать-ха, Чурачăк ялĕнчи фермер патне çÿреме май пур. Лешĕ кĕркунне çĕрулми суйлама çынсене хăех килсе илнĕ, леçсе янă. Ĕçленĕшĕн кунне 450 тенкĕ тÿленĕ.

Апла пулин те çулсерен утăм каялла чакса пыракан ял тееймĕн Анаткаса. Сутăнакан пĕр çурт та çук кунта. Кил-çурта никам та пăрахасшăн мар, юсаса çĕнетесшĕн тапаçланать.

"Ял каялла мар, малаллах пăхать", - тет хастар депутат. "Урам пуçĕнчи çул хĕрринче пушă çĕр лаптăкне асăрхарăр-и? Чипер пулсан çитес çуркунне чечек лартса илемлетесшĕн", - хушса хучĕ çийĕнчех. Çакăн хыççăн унăн пĕтĕмлетĕвĕпе епле килĕшмĕн?..

Ирина Никитина.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.