Кăмаки хăех чупать, кукăлĕ хăех пиçет, укçи хăех... «ирĕлет»

22 Дек, 2014

Пурнăç таканари шыв пек хумханса тăрать... /Е вăрман пек кашлать тесен тĕрĕсрех пулать-ши?/ Пĕр вăхăт лăпланать, унтан шавлать, кĕрлет, айăн-çийĕн пăтранать те çил лăплансан каллех малтанхи пекех пĕр тикĕссĕн юхма тытăнать. Çакă кăна кăсăклă - çилĕ ăçтан тухать-ши тата ăçтан вĕрет-ши?..

Çак кунсенче лăпкă чунпа пурăнакан çынна çĕрле хунарпа шырасан та тупаймăн. Пурин те пĕр шухăш - мĕн пулса иртет? Лавккара хуратул кĕрпи пĕтсен чунра канăçсăрлăх тымар яманччĕ-ха: ку пăтта пит килĕштерсех каймастăп та, пур-и вăл лавккара е çук-и, маншăн пит пĕлтерĕшлех мар. Кĕрпе хыççăн ытти тавар хакĕ те майĕпенех çÿлелле кармашни те пит сисчĕвлентермерĕ - кун пекки пĕрремĕш хут-им? Хваттере миххи-миххипе тăвар-кĕрпепе, супăнь-краççынпа нихăçан та тултарман. “Лавккара пĕтсен кÿршĕсем патне кайăпăр, вĕсем виçĕ ĕмĕр пурăнмалăх та тултарса хунă. Çисе яраймаççĕ - пурпĕр хуртланса кăна каять”, - шÿтлерĕмĕр хальхинче те. Анчах та юлашки кунсенче хыпарсем вăрçă малти линийĕнчен килеççĕ тейĕн.

Шупашкарта виçĕмкун машинăсем сутма чарăннă. Хальлĕхе тăхтав икĕ сехете тăсăлнă. Çук, салонсене туххăмрах пушатса хăварнипе çыхăнман ку - халăх пĕр самантрах пуйса кайнине никам та ĕненмĕ /ăçтан пуйăн - мĕнпур укçине хуратулпа сахăр туянса тăкакланă тăк?/. Дилерсем хурçă урхамахсене мĕнле хакпа сутмаллине пĕлмеççĕ, çакă кăна. Ĕрĕхсе кайнăскерсене мĕнле цифрăпа индексацилемелле - никам та калаймасть. Доллар малалла ăçталла çул тытĕ - йăлтах çакăнтан килет. /Вăл аялалла пуç хĕрлĕ чăмасси питĕ иккĕлентерет паллах/. Мускавра вара автосалонсем тахçанах пушанса юлнă. Çĕнĕ автомобильсене нарăс уйăхĕнче кăна кĕтеççĕ çак бизнеспа аппаланакансем.

Машинăсемпе шăв-шав лăпланса пĕтеймерĕ, хваттер ыйтăвĕ сиксе тухрĕ. Сыхланакана Турă та сыхлать текенсем укçа пĕтесрен хăраса ăна куçман пурлăха çавăрма тĕв турĕç. Анчах та кунта та тикĕссĕн шумасть-мĕн урапа - пĕр пÿлĕмлисем сутлăхра пачах юлман! Пурнăç шайĕ ÿснипе çыхăннă-ши ку, пĕлместĕп, анчах та малтанхи вăхăтра пÿлĕмсем туянса хума кăмăллатчĕç пулсан халĕ хваттер илме хыпаланаççĕ çынсем.

Пурте лайăх пек-ха, камăн укçи-тенки тăкăнса тăрать - туянса хуччăр-иç. Анчах та паян машина е хваттер туянма кирлĕ чухлĕ мула килте кам тыттăр? Шкапри кĕленче банка çапах та банк пекех шанчăклă мар-тăр. Темиçе хутчен те çунса кайсан та - пĕрре пиçсен уйрана та вĕрсе сыпмаллине маннă-тăр çав - халăх мĕнпур нухратне банкрах тытма кăмăл тăвать. Анчах та виçĕмкун çынсене унта та пит кăмăллах кĕтсе илменнине пĕлтерчĕç: банкоматсем алла 50000 тенкĕрен ытлашши памаççĕ иккен. Чăн та, лару-тăру лайăх енне улшăнмаллине, пурте йĕркеллĕ пулассине калаççĕ-ха, анчах та ку сăмахсене эпир миçемĕш хут илтетпĕр-ши?

Паян, чăн та, юмахри айвансемпе кахалсен кăна пурнăç канас-тăр: кăмаки хăех чупать, кукăлĕ хăех пиçет, вуттийĕ те çурăлать, патша хĕрĕ юратать... Пурнăçа епле те пулин йĕркелесе ярас тесе ырми-канми тăрăшакан пÿлмине пурпĕр тултарать. Кĕсйине те çапла майпа майĕпенех хулăнлатать. Ку çитмест, унăн хулăнăшне мĕнле майпа упраса хăварасси пирки те вĕçĕмех пуç çĕмĕрме тивет. Юрласа-ташласа кĕрекен укçана çухатма та шел те, тарпа шăвара-шăвара пухнă мул пирки мĕн каласси пур? Патшалăх черетлĕ хут шăнман пăр çине лартса ан хăвартăр кăна ĕнтĕ...

СĂМАХ МАЙ. Телей, унпа пĕрле вăрăм укçа шыраса чикĕ леш енчен Раççее килекенсен йышĕ кăçал самай чакнă: çĕршыври миграци служби пĕлтернĕ тăрăх, пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан - 1 миллион çын сахалрах. Пачах тепĕр май, гастарбайтерсем кутамккисене тăтăшрах та тăтăшрах киле кайма пуçтараççĕ. Сăлтавĕ Раççейре текех ĕçлесе илме май çуккипе çыхăннă. Шалу виçи малтанхи пекех, анчах та ăна инфляци тĕлĕнмелле хăвăртлăхпа çисе ярса пырать. Узбексемпе таджиксем, сăмахран, нумай пулмасть кăна-ха килĕсене çĕр-çĕр доллар яра-яра панă, халĕ вара хăйсене тăранса пурăнмалăх кăна пухăнать-мĕн - пирĕн тенкĕ кăркăс сомĕнчен те йÿнĕрех. Лару-тăру улшăнмасассăн Мускав урамĕсене тасатмашкăн темиçе ăру ĕнтĕ шĕкĕр хуламăрта пурăнакансен алла хăйсен шăпăр тытма тивмĕ-и-ха...

Раççейĕпех лавккасен сентрисем çиçĕмле хăвăртлăхпа пушанса пыраççĕ. Ятарласа тĕпченĕ тăрăх, кăçалхи чÿк уйăхĕнче Раççейре чи нумай туянакансем эрменсем пулни палăрнă. Иккĕмĕш вырăнта - Китай çыннисем, вĕсем хыççăн - казахсем тата белоруссем. Маларах Раççей çыннисем чикĕ леш енчен йÿнĕ тавар илсе килетчĕç тĕк халĕ пĕчĕк хаксене кура ют çĕршывран пирĕн пата килсе лавккасене Мамай çарĕ пек пушатса хăвараççĕ. Танлаштарма - 1 литр бензин хакĕ Беларуçре пирĕн патринчен икĕ хут пысăкрах...

 

СПЕЦИАЛИСТ ĂНЛАНТАРНИ. Çĕр хут илтиччен пĕрре тĕрĕслени лайăхрах. Халăхра çуралнă шăв-шавпа çыхăннă лару-тăрăва уçăмлатмашкăн Раççей Перекет банкĕн Чăваш Енри уйрăмĕн управляющийĕ Юрий Бычковский раштав уйăхĕн 18-мĕшĕнче журналистсене ятарлă брифинга йыхравланă.

Çапла, хăш-пĕр банкомат пачах ĕçлемест - ку техника йывăрлăха чăтайманнипе кăна çыхăннă. Кун пек чухне Перекет банкĕн çывăхри филиалĕнче касса урлă илме пулать укçана.

Тепĕр çĕрте банкомат ĕçлет, анчах та укçа памасть, кассăра та 50000 тенкĕрен ытлашши илме май çук. Ку вара вăхăтлăх лимитпа çыхăннă. Пурте пĕр вăхăтра тапраннине пула кăна чĕрĕ укçапа тивĕçтерсе çитереймеççĕ. Инкассаци служби çĕнĕ режимпа ĕçлеме пуçланă - банкоматсене тăтăшрах тата нумайрах укçапа тивĕçтерĕç. Унсăр пуçне банк филиалĕсен ĕç вăхăчĕ улшăннă - çак кунсенче вĕсем 20.00 сехетчен, хăшпĕр филиал 21.00 сехетчен халăха йышăнĕ. Çав шутра - шăматкунпа вырсарникун та.

Хăш-пĕр лавкка карточкăсене банкпа çыхăну çуккипе сăлтавласа йышăнма пăрахнă. Ку вара - çав лавккасен хуçисен айăпĕ. Перекет банкĕн карточкăсене е счетсене хупас тĕллев çук. Юрий Бычковский хăй ятарласа супермаркета тата заправкăна кĕрсе тухнă, карточкăпа усă курса пĕр чăрмавсăр тÿленĕ.

Кредит ставкисем ÿсес хăрушлăх та пур. Вĕсем пĕчĕккĕн ÿссех пыраççĕ, анчах çак кунсенчи пăтăрмахпа усă курса тăрук ÿстересси хальлĕхе паллă мар. Банк филиалĕсене кредит илес тĕллевпе халăх уйрăмах йышлă пырать халĕ.

Сехрене хăпартнă хыпарсен хушшинче лайăххи те пур - банк вклачĕсен процентне ÿстерме палăртнă. Чăн та, ку та юлашки вăхăтри пăтăрмахсемпе пачах та çыхăнман. Укçа-тенкĕ ыйтăвĕ кĕтмен çĕртен сиксе тухнине, йывăрлăх вăхăтлăх кăна иккенне ĕнентерет Юрий Бычковский.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.