Куç хупăнать

31 Янв, 2014

Хаклă редакци. Сирĕн хаçата тухма пуçланă кунранах çырăнса илетĕп, тимлесех вулатăп. Эпĕ çамрăк мар ĕнтĕ. 77 çула кайрăм. Сулахай куç хупанки хупăнса пыни канăç памасть. Куçĕ ыратмасть-ха, куççулĕ те юхмасть. Тухтăрсем тĕрĕсленĕ хыççăн çырса панă эмеле те ярса пăхрăм – усси çук. Пăсман-ши тесе те шухăшлатăп. Аптранă енне çыртăм, каçарăр ĕнтĕ.

Тамара Иванова. Канаш районĕ, Анаткас Кипеч.

Хисеплĕ Тамара Ивановна, паллах сире никам та пăсман. Тухтăрсем патĕнче пулнă тăк сире пĕтĕмпех ăнлантарнă ĕнтĕ. Çырса панă эмелсемпе чылай хушă сипленмеллине те каланах-тăр. Эсир хăвăра мĕнле диагноз лартнине çырман. Медицинăра куç хупанки усăннине птоз теççĕ. Сăлтавĕ тĕрлĕрен. Баннеры рекламные на сайте разработка дизайна . Хăшĕсем тÿрех çапла çуралаççĕ, теприсен ку йăхран йăха куçать, виççĕмĕшĕсен – пурнăçра тем те пĕр тÿссе ирттернипе. Миастени (мускул вăйсăрлăхĕ) чирĕ чухне те куç хупанки усăнать. Нерв тытăмĕн чирĕпе те çыхăнма пултарнă. Юн пусăмĕ вылянса тăрсан та куçа йывăр тивет. Вун-вун сăлтав асăнма пулать. Тепĕр хут куç тухтăрĕ, терапевт, невролог патне çитсе килме сĕнетпĕр.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.