Юрий Энтин: “Чăваш ачисем туйăмлă юрăсене кăмăллаççĕ”

19 Мар, 2015

Совет тапхăрĕнче ÿкернĕ ырăпа усала уйăрма, аслисене хисеплеме вĕрентекен мультфильмсене курса ÿснисем телейлĕ. Акă халĕ те, çав ÿсĕмрен тухнă пулин те, унти хаваслă, ăшă чунлă сăнарсем шăрантаракан юрă сăмахĕсене астăватăп. Тĕрĕссипе, ача чухне "Антошка", "Чунга-Чанга" юрăсен авторĕ кам пулнипе интересленсех те кайман. Çав вăхăтра мультфильмри сăнарсем хăйсемех юрланăн туйăнатчĕ. Çитĕннĕçемĕн ку аслисен пултарулăхĕ иккенне ăнланатăн. Чăннипе, "Веселая карусель", "Бременские музыканты", "Ну, погоди!", "Зима в Простоквашино", "Летучий корабль" мультфильмсенчи, "Приключения Электроника" кинофильмри "Крылатые качели" юрăсен авторне тĕл пуласси пирки эпĕ шухăшлама та пултарайман. Иртнĕ эрнере Юрий Энтин Чăваш Республикинче пулчĕ. 79 çулти поэт Канашра иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери ача-пăча юррисен "Кăвакал чĕпписен ташши" фестивалĕн концертне курчĕ.

Ăсталăх класĕ ирттерчĕ

Юрий Энтин поэт хайланă сăвăсене Владимир Шаинский, Давид Тухманов, Максим Дунаевский тата паллă ытти композитор юрра хывнă. 80 çула пуснă сăмах ăсти каланă тăрăх хăй вăхăтĕнче вăл ачасем валли сăвă çырма ĕмĕтленмен те. Апла пулин те шăпа урăхла килсе тухнă. Çур ĕмĕр каяллах çырнă юррисем те кашнин асĕнче упранаççĕ. Вĕсене эстрада çăлтăрĕсем халĕ те шăрантараççĕ. Юрий Сергеевич тата унăн пултарулăх центрĕн директорĕ Константин Мулин каланă тăрăх, "Лесной олень" юрра тĕрлĕ вăхăтра 16 юрăç шăрантарнă.

Хаваслă та савăк юрăсем, манăн шухăшпа, кашнинех ачалăха тавăраççĕ. Канашри культура керменне çитсен те çаплах пулчĕ. Унта иртнĕ ĕмĕрĕн 60-80-мĕш çулĕсенче тĕнчене сăвă хыççăн сăвă парнеленĕ Юрий Сергеевич кĕрсенех илемлĕ юрăсем янăрарĕç, хаваслă ачалăха вĕçтерсе кайрĕç. Уява хутшăнакансем поэт çырнă "Бу-ра-ти-но" юрă сăмахĕсене улăштарса "Юр-ий Эн-тин" тесе шăрантарчĕç. Канашра пурăнакан Настя Калинина паллă поэта халалланă сăвва вуларĕ. "Эпĕ мана хисеплесе çырнă сăвăсене юрататăп. Вĕсем начар пулсан та", - шÿтлерĕ Юрий Сергеевич. Чечек çыххи парнелесен вара тата та савăкрах йăл кулчĕ: "Эпĕ кунта ĕçлеме килнĕ пулĕ тенĕччĕ". Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.