Виçĕ хутлă шкул - кам валли?
XXI ĕмĕр пуçламăшĕнче çамрăксем ялсенчен хуланалла талпăнни çуралса ÿснĕ хутлăхĕсенчех юлнисемшĕн çивĕч ыйтăва çаврăнчĕ. Чылай ялта ача сахал çуралнипе, çамрăксен йышĕ сахалланнипе социаллă учрежденисем — садиксемпе шкулсем, культура çурчĕсемпе библиотекăсем — иртнĕ ĕмĕрĕн 70-80-мĕш çулĕсенчи пек кĕрлесе тăмаççĕ халĕ.









Çулталăкăн кирек хăш тапхăрĕнче те ахаль ларма хăнăхман ял çынни. Çĕрпÿ районĕнчи Чиричкасси хĕрарăмĕсем çĕр ĕçĕ пуçланиччен çыхаççĕ-тĕрлеççĕ, Скандинави уттипе ял тавра çаврăнаççĕ. Библиотекăра ятарласах вĕсем валли ал ĕçĕсен кĕнекисен куравне йĕркеленĕ. Юлашки вăхăтра хăюпа картина ăсталакансен йышĕ ÿснĕ. Вĕсенчен пĕри — Валентина Петрова — кил-çуртне хăйĕн ĕçĕсемпе хăтлăлатнă. Унсăр пуçне картинăсене çывăх çыннисене парнелет вăл.





