Архив - 2018

октября 15th

— Хваттер туянас кăмăл пур… Пушшех те, йÿннине тупрăмăр… — пĕлĕшĕм, хĕрĕм Мускавра пурăннине кура, ахăртнех, канашласа пăхма шухăшланă. Финанс лару-тăрăвĕ лăпкă маррине шута илсе, пĕлсе пĕтер, ыран тем сиксе тухать, нумайăшĕ кĕсьере нухрат пухăнсан куçман пурлăха куçарма ăнтăлнине хăнăхрăмăр ĕнтĕ. Пушшех те, доллар пирки тĕрлĕ сас-хура çÿрет. Ара, АПШ тĕнчипех сарăлнă валютин çулне Раççейре хупасси пирки калаçкалаççĕ вĕт. Санкци ахрăмĕ те пулма пултарать çакă. Пĕлĕшĕмсем те çавăнпах тапраннă ахăр.

октября 11th

«Ырра курсан ырă пулăн, усала курсан усал пулăн», — тенĕ ваттисем. Иккĕшĕ те пур пирĕн пурнăçра, тараса çине хурса виçес пулсан хăшĕ çĕнтерĕ-ши? «Паллах, усалли», — тейĕ хăшĕ-пĕри. Анчах çав териех япăх шухăшлама кирлĕ мар. Усалли куçа тÿрех тăрăнать, ыррине вара час-часах асăрхамаççĕ, çавăнпа вăл сахал пек туйăнать те. Тĕнчене ырăрах курас текен паян йышланса пыни савăнтарать.

Пурнăç таçта та илсе çитерет тесе ахальтен каламан ваттисем. Кам шухăшланă эпĕ кăçал Беларуç çĕршывне туя каятăп тесе? Çуллахи илемлĕ кун манăн виççĕмĕш сыпăкри аппа унта качча тухрĕ.

Страницы