Архив - 2020

апреля 2nd

Манăн юратнă йытă пур. Вăл Тапсик ятлă. Шкула кайман кунсенче эпир унпа кунĕпех пĕрле. Тапсик хитрескер, çăмламас, куçĕ пысăк та ăслă. Вăл манпа пĕр çулта. Эпĕ хамăн çуралнă куна паллă тунă чухне ăна тутлăрах çитерме тăрăшатăп, торт касăкĕпе сăйлатăп.

«Тĕрĕслĕх — тӳпере, трĕсмарлăх — çĕр çинче», — ваттисем ахальтен каламан. Мĕншĕн-ха вăл çавăн пек?

Юлашки вăхăтра çын­сем тĕрĕсмарлăха ĕненеççĕ те начарри пирки кăна шухăшлаççĕ. Кашни çын хăйĕн пурнăçне хăй суйлать, хăйĕн валли шанчăклă юлташ тупма тăрăшать. Анчах ăна та хăш чухне шанма юрамасть.

— Чĕр чун мана куçран пăхса тархасларĕ те… — çапла аса илчĕ Шупашкарти 19-мĕш шкулта 3-мĕш класра вĕренекен Алиса Копытовская. Вăл каникулта икĕ юлташĕпе урамра вылянă чухне Хевеш урамĕ çывăхĕнчи çырмана аннă.


Ку ялта Майпике, Уняслу, Сайрепи, Алпике… сайра тĕл пулакан ят мар. Тĕне кĕнĕ чăвашсемпе танлаштарсан, вĕсен уявĕсем икĕ хут ытларах. Хусантан 256 километр çеç каймалла — çул тĕлĕнмелле вырăна, Тутарстанри Элмет районĕнчи Патраклă ялне, илсе çитерĕ.

Шупашкарти Трактор тăвакансен культура керменĕнчи «Çăлкуç» халăх театрĕн ертӳçине, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченне, композитора, юрăçа Галина Скворцовăна Муççа Гали тесен аван пĕлеççĕ. Галина Моисеевнăна шӳт-кулă пурнăç тăршшĕпех пулăшса пырать. Пултаруллă çак хĕрарăмăн çамрăклăхĕпе паллашар-ха.

Хăрăмлă хуран ыталаса

Ача кĕтекен Еленăн пĕр кунхине тăрук юн кайма пуçланă. Мăшăрĕ Дмитрий Морозов ăна лав çине хунă та Ишлейри больницăна çул тытнă. Анчах тухтăрсем патне илсе çитереймен — арăмĕ çул çинчех сывлама пăрахнă. Арçын лашине каялла çавăрнă, çул тăршшĕпех макăрса пынă. Яла кĕрсен, килĕ умне çитсен, тăлăха юлнă пĕчĕк хĕрĕсемшĕн хурланса кăшкăрса йĕнĕ. Ун чухне асли Зоя — 6 çулта, кĕçĕнни Роза 2 çулта пулнă. Халĕ Роза Морозова — 83-ре, çуралса ӳснĕ тăрăхĕнчех, Красноармейски районĕнчи Кушкă ялĕнче, пурăнать.

Чăвашсем ăçта кăна пурăнмаççĕ-ши? Антарктидăна та çитнĕ вĕсем. Марина Доналд Аслă Британири Лондон хулинче пурăнать.

Страницы