Архив - 19 Янв, 2016 - Хыпар

19 Янв, 2016

«Хыпар» 5-6 (26915-26916) №№. 19.01.2016

19 Янв, 2016

«Эсир халăхшăн ĕçлетĕр» ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев журналистсене çапла хак пачĕ

Массăллă информаци хатĕрĕсен, издательство, полиграфи ĕçченĕсем кăрлачăн 16-мĕшĕнче Чăваш патшалăх филармонийĕнче Раççей тата Чăваш пичечĕн кунĕсене уявларĕç.

- Çак кунсенче чăваш халăхĕн тĕп хаçачĕ «Хыпар» тухма пуçланăранпа 110 çул çитнине паллă тăватпăр, - терĕ ЧР информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов. - «Хыпар» чăваш журналистикине никĕсленĕ. «Хыпар» Издательство çурчĕ паян çăмăл мар тапхăра чăтса ирттерет. Апла пулин те медиахолдинг ертÿçисем çивĕч ыйтусене татса парса малалла ăнтăлассишĕн çине тăрса ĕçлеççĕ.

19 Янв, 2016

Чăваш Ен: çĕршыв, тĕнче куçĕпе

СЫВЛĂХ СЫХЛАВĔ, ÇĔНĔ ШКУЛСЕМ - ТĔП ЫЙТУ

Ку мероприятие ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ Алла Салаева, ЧР сывлăх сыхлавĕн тата вĕренÿ министрĕсем Алла Самойловăпа Владимир Иванов хутшăннă. Унта сывлăх сыхлавĕпе вĕрентĕвĕн çивĕч ыйтăвĕсене сÿтсе явнă.

Роспотребнадзор ертÿçи Анна Попова 2015 çулта РФ гражданĕсенчен 45 миллионне прививка тунине пĕлтернĕ. Унăн шухăшĕпе - усси курăмлă: иртнĕ çулталăк вĕçĕнче, 2016 çул пуçламăшĕнче чирлекен сахал пулнă. Анчах çакă лăпланмаллине пĕлтермест.

19 Янв, 2016

Министр хушсан - пурнăçламаллах

ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов АПК предприятийĕсемпе, хресчен-фермер хуçалăхĕсемпе çывăхрах паллашас тĕллевпе нумаях пулмасть Шупашкар районĕнчи «Чурачикское» АУОра пулчĕ. Иртнĕ эрнекун Сĕнтĕрвăрри тăрăхне çитрĕ.

19 Янв, 2016

Хăрушлăх пысăк - яваплăх çирĕп

Шупашкарти Ленин районĕ пирки тĕп хулан тĕп районĕ теме юрать-тĕр: хула варри, кунта республикăн патшалăх влаçĕн органĕсен çурчĕсем вырнаçнă, предприятисем, кану вырăнĕсем йышлă. Çавна май криминалпа çыхăннă лару-тăру хăйнеевĕрлĕхĕ те пур. Çакă Следстви комитечĕн ЧР Следстви управленийĕн Шупашкарти Ленин районĕн следстви пайĕн ертÿçипе Александр ШАРИНПА калаçнă май та сисĕнчĕ.

19 Янв, 2016

Борис Чиндыков: «Хайлавсене суйланă чух чăннипех те ирĕклĕ пулнă»

«Вăрман ачисем» /Дети леса/... Чăваш çыравçи, драматургĕ, ЧР Патшалăх премийĕн лауреачĕ Борис Чиндыков пухса хатĕрленĕ, 2016 çулта Чăваш кĕнеке издательствинче пичетленсе тухнă çĕнĕ кăларăм ячĕ çавăн пек.

19 Янв, 2016

Хăй тĕллĕн вĕренсех - хаçата

"Чăваш коммуни” /"Хыпар"/ хаçатра ĕçленĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă калем ăстисене, корреспондентсене асра тытса хатĕрленĕ стенда тишкерсе темиçе те пăхнă. Куçăм яланах хитре сăн-питлĕ, çутăрах сăнлă Георгий Костин çинче чарăнать.

19 Янв, 2016

Хастарлăхĕпе асра юлнă

2011 çулта Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Штанаш тăрăхĕ çинчен кĕнеке кăлартăм. Анчах кунта çуралса ÿснĕ, ĕçлесе пурăннă чылай паллă çын ман кĕнекене кĕреймен иккен. Энциклопедире Иван Филиппович Кашкиров пирки те темиçе сăмах кăна. "Лейтенант, 2-мĕш Беларуç фрончĕ. Аманнă. "Хĕрлĕ Çăлтăр" орден кавалерĕ", - тесе кăна асăннă.

19 Янв, 2016

Пичет ĕçченcсен уявĕ

Иртнĕ вырсарникун Чăваш пичечĕн кунне паллă турăмăр. Пĕлес килет: çак уява хăçан никĕсленĕ? Çавăн пекех Раççей пичечĕн кунĕн историйĕ те кăсăклантарать.

А.ТЕРЕНТЬЕВА.

Вăрнар районĕ.

Страницы