«Капкăн» журналăн кăçалхи 6-мĕш номерĕ кун çути курчĕ
«Капкăн» журналăн кăçалхи 6-мĕш номерĕ кун çути курчĕ. Хуплашкана Николай Никифоровăн «Хамăр ÿстерни - ют çĕршывран кÿрсе килнинчен пахарах» карикатурипе илемлетнĕ. Иккĕмĕш страницăра илемлĕ ÿкерчĕк тата кулăш ярăмĕ пур. Виççĕмĕшпе тăваттăмĕш страницăсенче ял хуçалăх темипе хатĕрленĕ материалсем: "Хурах! Ял авăра путать!", "Ĕни манăн, сĕчĕ улпутăн".
"Пурнăç - пăрăç, хÿри - пăрăнăç", "Пулать вĕт", "Çапла çав" тата ытти рубрикăсенче сире интереслĕ материалсем кĕтеççĕ. Хушма ятсем.
Çавăн пекех кунта Светлана Асаматăн "Поездри тĕлпулу" калавне вырăн панă. Кроссворд тата илемлĕ ÿкерчĕксем пур.




Чăвашстат пĕлтернĕ тăрăх Чăваш Республикинче мăйракаллă шултра выльăх шучĕ чакса пырать. Ĕнесен пысăк пайне уйрăм хушма хуçалăхсенче кăна тытаççĕ. Пĕрлешÿллĕ хуçалăхсене шанса ларнипе сĕт-турăх сĕтел çине килмесен те пултарать. Çавăнпа та уйрăм хушма хуçалăхсене ĕне выльăх ĕрчетме майсем туса памаллах-тăр. Анчах паянхи куна кунашкал пулăшу тÿнтерле пулса пынăн туйăнать. Сĕт-çу завочĕсем сĕте йÿнĕпе туяннăран. Тупăш илеймесен ĕне тытса нушаланнинче мĕн усă?











