Архив - Окт 2017 - Хыпар

октября 31st

31 Окт, 2017

Бюджета сиен кÿнĕ

Вăрмар районĕн администрацийĕн çул-йĕр строительствипе ЖКХ пайĕн тĕп специалист-экспертĕнче ĕçленĕ хĕрарăма условнăй майпа 4 çуллăха ирĕклĕхсĕр хăварнипе кăна çырлахман, унăн муниципалитет бюджетне кÿнĕ сиене те саплаштармалла — район сучĕ çакăн пек приговор палăртнă. Айăплав саккунлă вăя кĕрессе кăна кĕтмелле.

31 Окт, 2017

Коммуналлă «тĕпсĕр шăтăк»

Ресурссемпе тивĕçтерекен организацисем тĕп хулари «Коммуналлă технологисем» обществăпа миçе çул «çапăçаççĕ» ĕнтĕ — çак «вăрçă» вĕçĕ-хĕрри курăнмасть. Парăмсем чакма мар, ÿссе кăна пыраççĕ. Хĕле кĕрес умĕн парăмсен çивĕч ыйтăвĕ мĕнешкел хăрушлăхпа çыхăнни вара каламасăрах паллă.

31 Окт, 2017

Эпир чухăн та, мĕскĕн те мар, анчах...

Вырăссен паллă писателĕ, публицисчĕ тата литература критикĕ Виссарион Белинский çапла каланă: «Драма искусстви тăван халăхăн йăли-йĕркин никĕсĕ çинче тата халăхăн чăн пурнăçĕн тĕкĕрĕ пек кăна аталанма пултарать». Александр Островский драматург вара вăл е ку халăхăн наци театрĕ пурри унăн шайĕ питĕ пысăккине палăртать тенĕ. Пирĕн, чăвашсен, ун пек театр пур. Апла эпир мĕскĕн те, чухăн та мар. Çапах вăл тата вăйлăрах, хăватлăрах пулмалла. Мĕнле майпа? Нацин драма искусствине аталантарса.

31 Окт, 2017

Волков – халăх академикĕ

Хуначи ята тивĕçнĕ ăсчах кантăкран пăхса тăрать-тăрать те пăшăлтатма пуçлать: «Чăвашсем шумерсенчен пулса кайнă теççĕ. Шумерĕсем хăйсем чăвашсенчен пулман-ши?» — терĕ Геннадий Никандрович. Атăл леш енче канма юратаканскер тарăн шухăша путать: «Аякранах çав тери илемлĕн курăнать Атăл урлă хывнă кĕпер — ГЭС. Маншăн пулсан Линевая кÿлли çывăхрах».

31 Окт, 2017

Вуннăмĕш фестивале хатĕрленеççĕ

Чăваш Ен 2018 çулта Пĕтĕм тĕнчери Парамузыка фестивальне кĕтсе илме хатĕрленет.

Кун пирки ЧР Культура министерстви тата фестивалĕн попечительсен канашĕн представителĕ Григорий Микаелян калаçса татăлнă. Килес çул мероприяти 10-мĕш хут иртĕ.

октября 28th

октября 27th

27 Окт, 2017

Чăваш тумне ют çĕршыв çамрăкĕсем килĕштерчĕç

Юпа уйăхĕн 15-21-мĕшĕсенче Сочире çамрăксемпе студентсен Пĕтĕм тĕнчери фестивалĕ иртрĕ. Унта 180 çĕршыври 30 пине яхăн çын хутшăннă. Пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятие чăваш хĕр-упраçĕпе яш-кĕрĕмĕ те çитсе килчĕ. Çак кунсенче вĕсем тăван тăрăха таврăнчĕç.

27 Окт, 2017

Ачана – садикри ятарлă ушкăна

«Ачана, япăх курнине пăхмасăр, Шупашкарти 137-мĕш садикре вырăн пулманнипе сыввисем валли уçнинех çÿретме тивет», — çырнă Шупашкарти паллă форумпа усă куракан ашшĕ-амăшĕнчен пĕри «Михаил Игнатьевран эсир мĕн çинчен ыйтса пĕлесшĕн?» темăна сÿтсе явнă май. Шел, автор хăйĕн ятне-шывне те, ăçта пурăннине те палăртман.

Страницы