Архив - Чăваш хĕрарăмĕ

январь 17th

17 Янв, 2015

Тахçанхи хавхаланупа пурăнатăп

Икĕ пÿлĕмлĕ ăшă та хăтлă хваттере кĕрсен чи малтан картинăсен умĕнче чарăнса тăтăм. Ыттисенчен уйрăларах тăракан «Шурă шăплăх» ÿкерчĕк тÿрех хăй патне туртрĕ. Ăна Г.Айхие асăнса, юлашки çула ăсатас умĕн Г.Фомиряков художник илсе килнĕ-мĕн. Надя вара пуринчен ытларах М.Рогинскин «Кивĕ буфет» картинине килĕштерет.

17 Янв, 2015

Чунсăр аннесем...

Çĕнĕ çулăн вăрăм канмалли кунĕсене ялта ирттернĕ хыççăн хулана килме тухрăм. Çула чуна ыраттарсах пуçтарăнтăм. Ара, ывăлăм ялта-çке... Мĕн тăвас тейĕн, ача садĕнче вырăн паманран ăна атте-аннепе хăварма тиврĕ. Ĕçе тухмасан та майĕ çук - çăкăр çимелле-çке, хваттершĕн те тÿлемелле... Амăшĕсем ăнланаççĕ-тĕр мана. Ачапа расна пурăнма çăмăл мар, анчах пурнăç çапла тума хистет пулсан нимĕн те тăваймăн.

17 Янв, 2015

Чи пултаруллисене - преми

Кашни çулах Пичет кунĕ умĕн республикăри чи лайăх журналистсене палăртаççĕ. Нумай пулмасть 2014 çулхи пултарулăх конкурсĕсене пĕтĕмлетрĕç.

Кăçал "Хыпар" хаçат никĕслевçи Николай Никольский ячĕллĕ премине Чăваш журналистикипе пичет энциклопедине хатĕрленĕ Валерий Комиссарова, Владимир Зырянова тата Надежда Осиповăна пама йышăннă.

ЧР Журналистсен союзĕн Çемен Элкер ячĕллĕ премине "Хыпар" хаçатăн общество пурнăçĕпе политика пайĕн тишкерÿçи Ирина Клементьева тата Чăваш наци телерадиокомпанийĕн аслă редакторĕ Роза Деменцова тивĕçнĕ.

17 Янв, 2015

Пĕрисем укçа хываççĕ, теприсем илсе пыраççĕ

Çак эрнере ЧР шалти ĕçсен министрĕ Сергей Семенов пресс-конференци ирттерчĕ, иртнĕ çулăн пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарчĕ.

17 Янв, 2015

Чипер чипере илет

Чăваш Енре хастар çын сахал мар. Чылайăшĕ канлĕ ватлăха тухсан та лара-тăра пĕлмесĕр общество ĕçне хутшăнать, кĕнеке çырать, çав вăхăтрах спортпа, юрă-ташăпа туслă пулма та ĕлкĕрет. Унсăр пуçне чылай çĕре çитме, çĕннине тишкерме-вĕренме, алла илме тăрăшать.

декабрь 27th, 2014

27 Дек, 2014

Пĕрремĕш тĕлпулура çуралнă пĕрремĕш юрату

Кашни хĕрарăмрах темĕнле вăрттăнлăх пытаннă теççĕ. Вăрăм ĕмĕрлĕ çынсем вара тупмалли юмах пекех туйăнаççĕ: ара, хăшĕсем теçетки-теçеткипе çул хыçа юлсан та вăй питтисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмаççĕ - ташлас тесен ташлаççĕ, юрлас тесен юрлаççĕ, ĕçрен те пăрăнмаççĕ, çамрăксене маххă памаççĕ! Ăçтан тухать вăй-халĕ? Муркаш районĕнчи Йĕрхкассинче çуралнă Нина Семенова çинчен шăпах çапла калас килет. Çак кунсенче тăхăр теçетке çула хыçа хăвараканскер пирки ачисемпе тăванĕсем, пĕлĕшĕсем ăшă сăмах кăна калаççĕ.

27 Дек, 2014

Хăват ан иксĕлтĕр

Лаша çулĕ вĕçленсе пырать. Шăпах пĕтĕмлетÿ тумалли вăхăт темелле. Кăçал пирĕнпе çыхăну тытнă хастар авторсене тав тăватпăр!

Яланхиллех редакципе Надежда Васильева /Шупашкар хули/, Регина Чернова /Шупашкар районĕ/, Геннадий Савельев /Элĕк районĕ/, Владимир Егоров /Элĕк районĕ/, Николай Михайлов /Вăрмар районĕ/, Виталий Ачча /Канаш районĕ/, Анатолий Абрамов /Шупашкар хули/, Александр Михайлов /Шăмăршă районĕ/, Игорь Майков /Муркаш районĕ/, Борис Борисов /Элĕк районĕ/, Геннадий Уткин /Шупашкар хули/ тачă çыхăну тытрĕç.

27 Дек, 2014

Вăй хурса ĕçлерĕмĕр...

Социаллă пурнăçпа экономика.

Чăваш Ен 2012 çултанпа федерацин «Ĕçе пуçăнакан фермерсене 2012-2014 çулсенче пулăшасси» тата «Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекен çемье фермисене хресчен-фермер хуçалăхĕн никĕсĕ çинче аталантарасси» программăсене ăнăçлă пурнăçлать.

Страницы