Вĕрентекенсем «тытăçрĕç»
Вĕрентекенсем тĕрлĕ конкурсра час-часах тупăшаççĕ. Чăваш чĕлхипе литературин учителĕсем те тĕрлĕ ăмăртура тĕл пулаççĕ. Пĕлĕвне, пултарулăхне хаклама, пĕр-пĕрин ĕçĕпе паллашма пуçтарăнаççĕ. Шкулта ачасене тăван сăмахлăхпа паллаштаракансем ку эрнере "тытăçура" тĕл пулчĕç. Хăйне евĕрлĕхĕпе, çĕнĕлĕхĕпе, кĕтменлĕхĕсемпе вăл нумайччен асра юлĕ-тĕр. Тĕрĕссипе, çитес çулччен, иккĕмĕш хутчен пуçтарăниччен: ара, "Мăн тытăçу" кăçал пĕрремĕш хутчен иртрĕ-çке. "Ют чĕлхесен шкулĕ" йĕркеленĕскер халĕчченхи ытти конкурсран палăрмаллах улшăнса тăрать. Çуркунне кун евĕрскерне ачасем валли йĕркеленĕ.