Çука юлмалли тепĕр меслет
Пĕр пĕлĕшĕм хурланса калаçрĕ: «Лайăх çемьере çитĕнтĕм, аслă пĕлÿ илтĕм, ют çĕр-шывсене час-часах каятăп. Кунĕн-çĕрĕн ĕçленипе шалу пысăк тÿлеççĕ. Атте-анне пулăшнипе, хам тăрăшнипе хулара хваттер туянтăм, анчах çемье çавăрмашкăн йĕркеллĕ каччă тупаймастăп. Вăхăчĕ улшăнчĕ-ши? Е пурнăçа ăнланми пултăм-ши? Паллашатăп та тĕлĕнетĕп: йĕкĕтсем эрех ĕçеççĕ, пирус туртаççĕ... Нумаях пулмасть 23 çулти Сашăпа çывăх калаçрăм. Вăл нумай укçа выляса илес тĕллевпе вăхăтне букмекер кантурĕнче ирттерет. Пĕррехинче мана уçăлма чĕнчĕ те тусĕсемпе паллаштарма кафене илсе кайрĕ.




Çапла калас килетçул çинчи инкек -синкек пирки. Статистика кăтартăвĕ чуна çÿçентерет. Пирĕн çĕр-шывра иртнĕ вунă уйăхра çеç аварире 21 пин çын вилнĕ, 212 пинĕн аманнă. Автоаварисен 80 ытла проценчĕ водительсем правилăсене пăснăран пулнă: пысăк хăвăртлăхпа пынă, хирĕç килекен транспорт енне тухнă, çул хĕресленнĕ вырăнта тимлĕхе çухатнă тата ытти те.
Васкавлă ĕç пулсан та...
Хальхинче Кулăшпа сатира театрĕн ертÿçи Виктор Петров патне тухса утрăм. ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ сцена çине тухнăранпа 30 çул çитнине кĕçех Чăваш патшалăх филармонийĕнче паллă тăвĕ. Çак уяв кĕрекинче Мускаври Щепкин ячĕллĕ театр училищинче ăсталăха пĕрле туптанă артистсем Николай Сергеев, Надежда Воюцкая, Геннадий Большаков, Василиса Петрова, Николай Котеев, Геннадий Медведев та пулĕç.
«Ача вăл пĕрре те нумай, саккăр та сахал», - тенĕ ваттисем. Чĕмпĕр облаçĕнчи Чăнлă районĕнчи Кивĕ Улхашра пурăнакан Вера Чемукова 8 тĕпренчĕкне пĕчченех çитĕнтерет. Пысăк чунлă хĕрарăмпа калаçнă май Некрасов поэми аса килчĕ. Вера Геннадьевна та çунакан çурта кĕме, хирĕç килекен урхамаха чарма... пултарать. Ахальтен мар пĕччен пулсан та мĕн пур ачине ăшăлăхпа юрату парнелет, вĕсемшĕн ырми-канми тăрăшать.
Чÿкĕн 18-мĕшĕнче Шупашкарти Вырăс драма театрĕнче актерсемпе режиссерсен ĕçĕсен республика шайĕнчи «Чи хаклă ĕмĕт» конкурсĕ вун виççĕмĕш хут иртрĕ. Ăна ЧР Культура министерстви пулăшнипе республикăри театр ĕçченĕсен союзĕ йĕркеленĕ. Конкурса К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма тата Çамрăксен театрĕсен артисчĕсемпе ЧР культура училищин студенчĕсем хутшăнчĕç. Вĕсем монолог вуларĕç, спектакль сыпăкне лартрĕç...






