Пушкăрт Республикинчи Авăркас районĕнчи Бишкаинра пурăнакан Е.Тимофеева ыйтăвĕсене хуравлатпăр.
Елена Николаевна, «Сывлăх» хаçатра сирĕнни пек чирсенчен сипленме пулăшакан халăх мелĕсемпе кашни номерте тенĕ пекех паллаштаратпăр. Малалла та çырăпăр. Тимлĕрех вуласан хăвăра кирлине тупма пултаратăр. Халăх мелĕсемпе хушма сиплевре усă курнине те манас марччĕ. Тухтăр сĕнĕвĕсене пурнăçламаллах. Тата сывлăха тĕплĕ тĕрĕслесе диагноза палăртнă хыççăн кăна вăл е ку рецепта суйласа илме юрать.
Людмила Сачкова çырнă “Пĕртен пĕррескерĕм” пьесăри Виолета, Иван Стаднюкăн “Юратупа кавăн” камитĕнчи Маруç, Александр Пушкин хайлавĕ тăрăх лартнă “Дон Жуан - юрату шанчăкне çухатнăскер” мелодрамăри Донна Анна, Борис Дроздăн “Авланатăп эпĕ, авланатăп” постановкăри Козулина, Владимир Синакевичăн “Дикий” юмахĕнчи Акă
Олимпиада уçăлнине халалланă уявра хĕллехи XXII Олимп вăййисен талисманне - мулкача - ÿкерекен Сильвия Петрова та пулнă. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн студентки тăван тăрăха нумаях пулмасть таврăнчĕ. Журналистика уйрăмĕнче вĕренекен пике çул çÿрев пирки каласа кăтартрĕ.