Саккуна çирĕплетнин усси пур-и? Пирус тĕтĕмне çаплах çăтатпăр
Тархасшăн та, ку журналист ним çырма аптăранăран пирус туртнин сиенĕ пирки сăмах хускатнă тесе ан шухăшлăр. Кама мĕнле - пĕлместĕп, анчах мана, пируспа айкашса курман çынна, ун тĕтĕмне куллен шăршлама тивни тарăхтармаллипех тарăхтарать. Никотин пÿрне явса пирус мăкăрлантаракан çыннăн организмне кăна мар, ун шăршипе ăнсăртран сывлаканăнне те сиен кÿрет. Çакăн пирки специалистсем тахçанах чан çапаççĕ, çавăнпа çынсем те кун çинчен аванах пĕлеççĕ. Анчах лару-тăру ырă енне улшăнмасть.
 Чăвашла верси
 Чăвашла верси Русская версия
 Русская версия 
            



 Раштав уйăхĕн 10-мĕшĕ футбол вăййине юратакансемшĕн хăйне евĕр уяв пуль. Пĕрлештернĕ нацисен организацийĕ йышăннă тăрăх - çак кун Пĕтĕм тĕнчери футбол кунне паллă тăваççĕ. Историксен пĕр пайĕ çырса хăварнине ĕненес тĕк «Цу Чю» /«урапа тапмалла»/ вăйă Китайра пирĕн эрăчченхи икĕ пин çул каялла пуçланнă. Теприсем футбола VIII ĕмĕрте Англире пурăннă сакс халăхĕ пуçарнине ĕнентереççĕ.
Раштав уйăхĕн 10-мĕшĕ футбол вăййине юратакансемшĕн хăйне евĕр уяв пуль. Пĕрлештернĕ нацисен организацийĕ йышăннă тăрăх - çак кун Пĕтĕм тĕнчери футбол кунне паллă тăваççĕ. Историксен пĕр пайĕ çырса хăварнине ĕненес тĕк «Цу Чю» /«урапа тапмалла»/ вăйă Китайра пирĕн эрăчченхи икĕ пин çул каялла пуçланнă. Теприсем футбола VIII ĕмĕрте Англире пурăннă сакс халăхĕ пуçарнине ĕнентереççĕ. Паян Чăваш Енри нумай çамрăк ĕç шыраса Мускава, Питĕре е тата ытти хулана тухса каять. Ĕç укçи тивĕçтерменнипе çыхăннă ку. Красноармейски районĕн Çамрăксен канашĕ пĕлтернĕ тăрăх - кунта, ытти районпа танлаштарсан, ĕçлекен çамрăксен йышĕ 50% таран. Сăлтавĕ - салара газ уçлакан станци тата строительство тăмĕн завочĕ пурри. Район администрацийĕнче те, шкулсемпе ача сачĕсенче те çамрăк специалистсем вăй хураççĕ.
Паян Чăваш Енри нумай çамрăк ĕç шыраса Мускава, Питĕре е тата ытти хулана тухса каять. Ĕç укçи тивĕçтерменнипе çыхăннă ку. Красноармейски районĕн Çамрăксен канашĕ пĕлтернĕ тăрăх - кунта, ытти районпа танлаштарсан, ĕçлекен çамрăксен йышĕ 50% таран. Сăлтавĕ - салара газ уçлакан станци тата строительство тăмĕн завочĕ пурри. Район администрацийĕнче те, шкулсемпе ача сачĕсенче те çамрăк специалистсем вăй хураççĕ. Туссем, кĕçех Çĕнĕ çул çитет. Раштав уйăхĕ вĕçлениччен шутлă кунсем кăна юлчĕç. Эсир уява хатĕрленме пуçларăр-и? Сăвăсем, юрăсем вĕренетĕр пулĕ. Теттесемпе уяв çи-пуçне ăсталама та тытăнтăр ĕнтĕ.
Туссем, кĕçех Çĕнĕ çул çитет. Раштав уйăхĕ вĕçлениччен шутлă кунсем кăна юлчĕç. Эсир уява хатĕрленме пуçларăр-и? Сăвăсем, юрăсем вĕренетĕр пулĕ. Теттесемпе уяв çи-пуçне ăсталама та тытăнтăр ĕнтĕ.  Пĕлтĕр Италие çитсе куртăм. Рим, Венеци, Флоренци, Пиза хулисенче пултăм, анчах унта пурăнакансен чĕлхине пĕлменрен çынсемпе калаçма май килмерĕ. Нумаях пулмасть çак халăх çыннипе Чăваш Енрех паллашрăм. Çĕнĕ Шупашкарта Итали журналисчĕ Массимо Рипани тĕпленнĕ. Ултă чĕлхепе калаçма пултараканскерпе вырăсла пуплерĕм.
Пĕлтĕр Италие çитсе куртăм. Рим, Венеци, Флоренци, Пиза хулисенче пултăм, анчах унта пурăнакансен чĕлхине пĕлменрен çынсемпе калаçма май килмерĕ. Нумаях пулмасть çак халăх çыннипе Чăваш Енрех паллашрăм. Çĕнĕ Шупашкарта Итали журналисчĕ Массимо Рипани тĕпленнĕ. Ултă чĕлхепе калаçма пултараканскерпе вырăсла пуплерĕм. Металран хатĕрленĕ йывăр снарядсене тĕрлĕ меслетпе пуçран çÿлерех тупăшса çĕклесси - спортăн чи авалхи енĕсенчен пĕри. Йывăр атлетика Европăри, Çурçĕр Америкăри тата Азири хăш-пĕр çĕр-шывра XIX ĕмĕр варринче аталанма пуçланă. 1896 çулхи ака уйăхĕнче Грецире иртнĕ I Олимп вăййисенче Аслă Британи, Венгри, Германи, Дани тата Авалхи Эллада атлечĕсем штангăна малтан - пĕр алăпа, унтан икĕ алăпа çĕклессипе вăй виçнĕ.
Металран хатĕрленĕ йывăр снарядсене тĕрлĕ меслетпе пуçран çÿлерех тупăшса çĕклесси - спортăн чи авалхи енĕсенчен пĕри. Йывăр атлетика Европăри, Çурçĕр Америкăри тата Азири хăш-пĕр çĕр-шывра XIX ĕмĕр варринче аталанма пуçланă. 1896 çулхи ака уйăхĕнче Грецире иртнĕ I Олимп вăййисенче Аслă Британи, Венгри, Германи, Дани тата Авалхи Эллада атлечĕсем штангăна малтан - пĕр алăпа, унтан икĕ алăпа çĕклессипе вăй виçнĕ. СССР халăх артистки, мĕн пур чăваш пĕлекен Вера Кузьмина, нумаях пулмасть 90 çул тултарчĕ. Хăйĕн кун-çулĕн 66 çулне Чăваш патшалăх академи драма театрне халалланăскерĕн пултарулăх каçĕ чÿк уйăхĕн 23-мĕшĕнче иртрĕ.
СССР халăх артистки, мĕн пур чăваш пĕлекен Вера Кузьмина, нумаях пулмасть 90 çул тултарчĕ. Хăйĕн кун-çулĕн 66 çулне Чăваш патшалăх академи драма театрне халалланăскерĕн пултарулăх каçĕ чÿк уйăхĕн 23-мĕшĕнче иртрĕ. Чăваш Республикинче 128 наци çынни тата 8 этнос ушкăнĕ пурăнать. Вĕсен йышĕнче Шупашкара пĕлÿ пухма килнисем пур. И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче Тува Республикинчи яш-хĕр те вĕренет. Вĕсенчен пĕринпе - Аялга Биче-оолпа - паллашма тÿр килчĕ.
Чăваш Республикинче 128 наци çынни тата 8 этнос ушкăнĕ пурăнать. Вĕсен йышĕнче Шупашкара пĕлÿ пухма килнисем пур. И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче Тува Республикинчи яш-хĕр те вĕренет. Вĕсенчен пĕринпе - Аялга Биче-оолпа - паллашма тÿр килчĕ. Телекуравра ток-шоу йышланчĕ. Пĕрремĕш каналпа Андрей Малахов ертсе пыракан «Пусть говорят» йышшине халăх уйрăмах кăмăллать. Ку проектсенче пурнăçри çивĕч ыйтусене сÿтсе яваççĕ, халăха хумхантаракан пулăмсене тишкереççĕ. Чăвашăн та каламалли шухăш чылай. Ăна хумхантаракан ыйтусене Чăваш наци телекуравĕн «Çапла пултăр!» ток-шоура хускатаççĕ.
Телекуравра ток-шоу йышланчĕ. Пĕрремĕш каналпа Андрей Малахов ертсе пыракан «Пусть говорят» йышшине халăх уйрăмах кăмăллать. Ку проектсенче пурнăçри çивĕч ыйтусене сÿтсе яваççĕ, халăха хумхантаракан пулăмсене тишкереççĕ. Чăвашăн та каламалли шухăш чылай. Ăна хумхантаракан ыйтусене Чăваш наци телекуравĕн «Çапла пултăр!» ток-шоура хускатаççĕ.
 
  
 

 
  
  
 






