Чăваш юманĕшĕн сасăлама кая юлман

26 Сен, 2020

«2020 çулхи Раççейри йывăç» конкурс малалла пырать. Сасăлав юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче вĕçленĕ.

Конкурса çĕршывăн тĕрлĕ регионĕнчи 12 йывăç хутшăнать. Çав шутра - Муркаш районĕнчи Ильинкăри вăрман хуçалăхĕнче ÿсекен 369 çулхи йывăçшăн Rosdrevo.ru сайтра сасăлама пулать. Юманăн конкурсри номерĕ – тăваттă. Аса илтерер: хăватлă йывăç çÿллĕшĕ – 24 метр, вуллин сарлакăшĕ – 1 метр та 82 сантиметр.

www.hypar.ru Rosdrevo.ru сайтри сăн ÿкерчĕк.

Рубрика: 

Комментарии

Хочу проголосовать, как это можно сделать?

Комментировать