Комментировать

29 Апр, 2015

Уя тухсан мĕн сас лайăх?

ЙĔПЕ-САПАНА ПĂХМАСĂР

Республикăри уй-хирте хăватлă техника сасси илтĕнме тытăнчĕ. Çĕр ĕçченĕсем кĕрхи культурăсене апатлантараççĕ, нÿрĕк тытса хăварма лаптăксене сÿрелеççĕ.

Пăрачкав районĕнче çурхи культурăсене акма тухнă ĕнтĕ.

«Простор» хуçалăхри механизаторсем кĕске хушăра 300 гектара яхăн нумай çул ÿсекен курăксене сÿреленĕ. «Никулинский» производство кооперативĕнче вара çурхи урпа акма тытăннă. Пурĕ 20 гектар ытла йышăннă вăл.

Чăн та, çуркунне йĕпе-сапаллă, сивĕ тăни çĕр çыннисене уй-хирте ĕçлеме чăрмантарать. Çĕр йĕркеллĕ типсе çитеймест. Çавна май иртнĕ çулхипе танлаштарсан кăçал çурхи ĕçсем юларах пыраççĕ. Хальхи вăхăтра Пăрачкав тăрăхĕнче кĕрхи культурăсен - 44, çĕртмен - 34, нумай çул ÿсекен курăксен 55 процентне сÿреленĕ. Çуртрисене 780 гектар акнă е палăртнă лаптăкăн 6,6 процентне.

Çурхи ĕçсене кĕске хушăра ирттерме тивнине аван ăнланаççĕ вĕсем. Çавăнпа васкавлăрах вăй хума тивĕ. Халĕ те уяр кунăн кашни сехечĕпе туллин усă курма тăрăшаççĕ.

Сăнанă тăрăх – республикăра 2008 çулта çуракине апрелĕн 3-мĕшĕнчех тухнă. Ун чухне Комсомольски районĕнче çурхи урпа акнă. 2011 çулта вара акана апрелĕн 26-мĕшĕнче тытăннă.

 

ВĂРЛĂХ ÇИТЕЛĔКЛĔ

Ака-суха ирттерме хуçалăхсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен вăрлăхне 50 667 тонна хатĕрленĕ ?палăртнин 106 проценчĕ%. Çав шутра 47 328 тонни ?93 проценчĕ% кондицие ларнă. Улатăр, Красноармейски, Пăрачкав, Шупашкар, Çĕмĕрле районĕсен ку енĕпе ĕçлемелĕх пур-ха, вĕсенче акма юрăхлă вăрлăх сахалрах. 7 920 тоннине имçамланă.

15 683 тонна çĕрулми вăрлăхне яровизациленĕ. Элĕк, Патăрьел, Комсомольски, Вăрнар, Красноармейски тăрăхĕсенче ку енĕпе аван ĕçленине палăртмалла.

Çурхи ĕçсене ирттерме минерал удобренийĕ 20 пин тонна кирлĕ пулать. Хальлĕхе 48,9 процентне кăна янтăланă. Дизтопливо кирлин - 81,7, автобензин 55,8 процент чухлĕ пур. Тракторсен, сеялкăсен, плугсен, культиваторсен 94-95 проценчĕ хатĕр.

Кĕрхи культурăсем 89 548 гектар йышăнаççĕ. Çав шутра 12 893 гектарне апатлантарнă ĕнтĕ ?11 процент%, нумай çул ÿсекен курăксене - 5 058. Кĕрхи çĕртмене 464 гектар сÿреленĕ.

Мĕн акатăн çавă шăтать тенĕ. Çĕр ĕçченĕсем вăрлăх пахалăхне çĕнетмесĕр пысăк тухăç илеймессе аван ăнланаççĕ. Юлашки вăхăтра çак енĕпе çине тăрсах ĕçлеме тытăнни сисĕнет. Республикăра хуçалăхсем ака-сухана тухма 6,2 пин тонна элита вăрлăх туяннă е çакă тĕрĕсленĕ калăпăшăн 12,2 проценчĕ. Шупашкар ?45 процент%, Сĕнтĕрвăрри ?38%, Красноармейски ?28% районĕсенче вăл уйрăмах нумай.

Лариса НИКИТИНА.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.