Комментировать

19 Мая, 2015

Вăрçă çулĕсемпе - телей патне

Эпир, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă салтаксен ачисем, вĕсен асаилĕвĕсене хут е магнитофон ленти çине çырса юлма васкамасăр пысăк йăнăш турăмăр. Тен, вĕсем - тĕнчене çăлса хăварнăскерсем - хăйсем питĕ сăпайлă пулнăран пире те çапла пулма вĕрентсе çитĕнтернĕрен эпир вĕсем çинчен хаçат редакцийĕсене çырса яман, кĕнеке издательствисен алăкĕсене шаккаман, радиостанцисемпе телевидени студийĕсене талпăнман. Атте-аннесем çав хаяр çулсенче кăтартнă паттăрлăх çинчен, ан тив, вăл мухтанмаллиех мар пулсан та, çырса илмеллех пулнă ĕнтĕ. Эпĕ хамăн аттепе-аннен, вĕсемпе пĕрле çапăçнă юлташĕсен, ялти вăрçă ветеранĕсен кăсăк асаилĕвĕсене ĕмĕр аса илмеллĕх çырса хăварайманшăн пурнăç тăршшĕпех хама ÿпкелетĕп. Паянхи пекех астăватăп, хĕллехи вăрăм каçсенче анне чăлха çыхатчĕ, çăм арлатчĕ, атте вара К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ валли çăпатасем тăватчĕ е Никифор Мраньккан «Ĕмĕр сакки сарлака» эпопейине пире, ачисене, сасăпа вуласа паратчĕ. Кăмăлĕсем ирĕке кайнă вăхăтра вĕсем вăрçă çулĕсене, фронтри юлташĕсене аса илетчĕç. Эпир, вĕсен 5 ачи, ыйхă çинчен мансах итлеттĕмĕр калаçăвне. Çакна туйса тăраттăмăр: вĕсем - телейлĕччĕ.

Ÿсерехпе Çĕнтерÿ кунĕнче вĕсемпе пĕрле ял хĕрринчи палăк патĕнче иртекен митинга утаттăм. Йĕпреç районĕнчи Кĕлĕмкасси ялне 226 çын фронтран таврăнайман, ĕмĕрлĕхех Тăван çĕршывшăн çапăçса тĕрлĕ фронтра пуçĕсене хунă. Вĕсене асăнма иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче 40 ытла ветеран пуçтарăнатчĕ Çĕнтерÿ уявне: кÿршĕре пурăнакан Калистрат Баранов, Иван Миронов, Петр Денисов, шкул учителĕсем Анисим Анисимов, Николай Пульхеровский, хĕрарăм-фронтовиксем Серафима Гаврилова, Перасковья Герасимова, Варвара Кротова... Вăрçă ветеранĕсен ертÿçи, тăрăхри паллă таврапĕлÿçĕ Александр Архипович Архипов пуçарнипе ялти шкулта Мухтав пÿлĕмĕ, пысăках мар музей йĕркелеме хутшăннăччĕ.

Çара каять ял каччи

1939 çулхи çуркунне Кĕлĕмкассинче пурăнакансем хăйсен юратнă çыннисене - ялти хĕлĕхлĕ оркестрта вылякан йĕкĕтсене - çара ăсатнă. Вĕсен хушшинче икĕ вăрçă - пĕрремĕш тĕнче тата граждан вăрçисен - участникĕн ывăлĕ, балалайка ăста каланă çÿллех мар яш та пулнă. Ялти çамрăксене хавхалантаракан савăк кăмăллă каччă ĕçченлĕхĕпе, тавçăрулăхĕпе палăрнă. Çамрăклах тăлăха юлнăскер çĕр ĕçĕнче пиçĕхнĕ, платник ăсталăхне алла илнĕ, кăмака купалама вĕреннĕ. Хĕллехи вăрăм каçсене улахра тата ялти клубра кĕскетнĕ: балалайка, мандолина каланă. Салтак ачисем хĕсмете ят тухнăшăн савăннă çеç, мĕншĕн тесен хăйсене çитĕннĕ çын пек туйнă, Тăван çĕршыв вĕсене граждансен мирлĕ ĕçне сыхлама яваплă та хăюллă ĕç шанса панă-çке. Çав вăхăтрах юратнă çыннисенчен уйрăлма тивнишĕн куляннă та, паллах. Çак уйрăлу ун чухне виçĕ çул таранах тăсăлнă /Тĕнчери лару-тăру лăпкă маррине кура Сталин тип çĕр çинче хĕсметре тăмалли вăхăта виçĕ çул, тинĕс çар флочĕн матросĕсем вали 5 çул таран тăснă/. Серафима салтака кÿршĕри Мария ăсатнă.

Хĕрлĕ çар ретĕнчи малтанхи кунсене вăл Украина çĕрĕ çинче пуçланă. Çĕр ĕçĕпе пиçĕхнĕскер командирсен пур хушăвĕсене те тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пынă, çавăнпа ăна кĕçех кĕçĕн командирсене хатĕрлекен курса янă. Атте унта «пăнчă тата тире» вăрттăнлăхĕсене «питĕ лайăх» паллăпа алла илнĕ, ăна çыхăну уйрăмĕн командирне лартнă. Вăл винтовкăран тĕл перессипе полкĕпех палăрнă. Службăн иккĕмĕш çулĕнче - 1940 çулхи авăн-юпа уйăхĕсенче - çар чаçĕн стрельбищинче аслă командирсем полкри чи лайăх боец ятне тивĕçессишĕн тупăшу ирттернĕ. Финала чăваш çĕршывĕнчи Серафим Абрамов тата Винницы хулинчи Микола Пилипенко украинец тухнă. Чăваш каччи винтовкăран виçĕ хут персе 30 очко пухма пултарнă, украинецăн вара - пĕр очко кая. Ун чухне Богдан Хмельницкий йăхĕн «тĕпренчĕкĕ» аттене хулпуççинчен лăпкаса çапла каланă:

- Мур илесшĕ, маттур чăваш эсĕ!

Атте хăйĕнпе юнашар çапăçнă тĕрлĕ халăх тата наци çынни пирки ялан ăшшăн аса илетчĕ. Интернационалла туслăх ăна вилĕмрен пĕрре мар çăлса хăварнă.

 

Чикĕре

Службăра палăрнă тата тĕл перекен кĕçĕн командира кĕçех Литвапа Германи чиккине «путевка» панă. 1941 çул Серафим Абрамовăн Каунас хули çывăхĕнчи Неман юханшыв çыранĕсен хĕрринче пуçланнă. Çав вăхăталла тĕнчери лару-тăру хăшпĕр патшалăх хушшинчи хутшăнусем çивĕчленсе пынипе палăрса тăнă, 1939 çулхи авăн уйăхĕнче пуçланнă Иккĕмĕш тĕнче вăрçи анлăн сарăлса СССР чикки еннелле çывхарнă. «1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçă» энциклопедире кун пирки çапла çырнă: «Германипе Италин тата Японин - тĕнчери империализмăн агрессиллĕ вăйĕ çирĕпленсе тата сарăлса пынă май ун çумне Румыни королевстви, Венгрири хористсен влаçĕ, çавăн пекех Болгарипе Финлянди пĕрлешнĕ. Çак блока пĕтĕм империализмла реакци пулăшма васканă» /7 стр./.

Германи Совет Союзне хирĕç вăрçă пуçласан тепĕр икĕ сехетренех Çурçĕр-Хĕвеланăç фрончĕн йышне кĕнĕ Серафим Абрамовăн пулемет расчечĕ тăшман çине вут-çулăм тăкма пуçланă. Вĕсем хăйсен позицийĕнче икĕ эрнене яхăн тăнă. Патронсемпе гранатăсем пĕтнĕ, пулăшу килесси пирки сăмах та пулма пултарайман. Çыхăну татăлнă. Каялла чакмалла? Вăрçăн 15-мĕш кунĕнче С.Абрамов кĕçĕн командир ушкăнĕ Неман юханшыв хĕррине тухнă. Нимĕçсен «Барбаросса» планĕ вăрçăн малтанхи тапхăрĕнче пĕр чăрмавсăр пурнăçланса пынă: фашистсем тухăçалла хăвăрт куçнă. Ушкăн икĕ каç /кăнтăрла разведка ирттерме майĕ те пулман!/ юханшыв урлă каçмалли вырăн шыранă. Йĕри-тавра тăшман. Виççĕмĕш кунĕнче çĕрле Неман урлă ишсе каçма хăтланнă. Хĕрлĕармеецсем хăйсене юханшывăн тепĕр енче вырнаçнă гитлеровецсем сăнаса тăнине тата засада хатĕрленине пĕлеймен çав. Çапла майпа Пĕрремĕш тĕнче вăрçинче нимĕçсене хирĕç çапăçнă Николай Абрамовичăн ывăлĕ тыткăна лекнĕ.

 

Еврей? Персе пăрахас!

Лагерьсенчи терт-нушаллă кунсем... Темле йывăр лару-тăрура та пулăшу пама хăюлăх çитернĕ çынсем тупăнаççех. Тыткăнри кунсенче выçăпа вăйсăрланса çитнĕ çар çыннисем патне Литва хресченĕсем тăшман пульлисенчен хăрамасăр çăкăр илсе пынă, часовойсенчен вăрттăн совет салтакĕсене пама тăрăшнă. Пĕррехинче выçăпа тата лагерьти чирпе йăшса вилĕм умне çитнĕ чăваша /аттен хăлхи илтме пăрахнă, куçĕсем япăх курма тытăннă/ нимĕç командованийĕнчен ирĕк ыйтса пĕр литовец хăйĕн хуçалăхне икĕ эрнелĕх ĕçлеме илсе кайнă. Çак ырă литовец аттене çăвăнтарса тасатнă, сипленĕ, ырă канашсем панă:

- Санăн тем пек çиес килсен те ытлашши ан çи, выçăпа аптранă вар-хырăм пĕтĕрĕнсе ларма пултарать. Кĕçех эсĕ кунтан кайăн: вăйна упраса пурăн, нÿрĕ çĕр çине выртма ан тăрăш. Тăшман вăл нихăçан та ĕмĕрлĕх пулмасть, - вĕрентнĕ Балти тăрăхĕнчи интернационалист.

Атте пурнăçĕшĕн «Абрамов» хушамат та пĕр хутчен мар хăрушлăх кăларса тăратнă. Фашистсен командованийĕ Тăван çĕршыва сутнă Андрей Власов генерал-лейтенант ертсе пынипе «Вырăс ирĕклĕхĕшĕн кĕрешекен çар» йĕркелеме пуçланă. Пĕррехинче тыткăнри 179 çынна строя тăратнă. Пĕр вырăс сутăнчăкĕ çак çар ырлăхĕ тата «пулас Раççей» пирки ăнлантарнă, власовецсен йышне тăма йыхравланă. Алфавит тăрăх малтан аттене чĕнсе кăларнă /фрицсен ун чухне çакăн пек йĕрке пулнă: енчен те стройри пĕр салтак та пулин «ирĕклĕхшĕн кĕрешекен çара» çырăнма килĕшсен ыттисене персе пăрахнă. 26 миллион совет çыннин пурнăçне татнă фашистшăн çын шăпи шутра пулман/.

Абрамов чăваша 178 мăшăр куç тинкернĕ. Çав вăхăтра вĕсен шăпи унăн сăмахĕнчен те нумай килнĕ. Серафим çапла хуравланă:

- Эпĕ - икĕ вăрçă салтакĕн ывăлĕ - сирĕн сĕнÿсемпе килĕшме пултараймастăп, мĕншĕн тесен ман çине нихăçан тасалайми намăс ÿкет. Тăван çĕршывăмра мана икĕ йăмăкăм кĕтеççĕ, - тенĕ вăл. Серафим Абрамов хуравĕ тыткăнри совет салтакĕсемшĕн çăлăнăç пулса тăнă, мораль тĕлĕшĕнчен пысăках мар çĕнтерÿ те.

Тыткăнри салтаксене вĕçĕмсĕр пĕр лагерьтен теприне куçарса тăнă, вĕçĕмсĕр тĕпченĕ. Пĕррехинче çакăн пек пулса иртнĕ. Гитлеровецсем аттене стройран чĕнсе кăларнă, унăн хушаматне илтсен çапла хушу панă:

- Зольдад Абрамофф, ты - еврей? Расстреляйт...

 

Европа çулĕсемпе

Аттен пурнăçне Чулхула каччи Василий Федоров вырăс тата Марат Саффиуллин тутар çăлса хăварнă. Вĕсем Чулхулапа Хусан хулисем хушшинче чăваш халăхĕ пурăннине, Абрамов чăваш пулнине ĕнентерме пултарнă. Атте хăйĕн çăлавçисене пĕрмаях аса илетчĕ. Прусси çĕрĕнчи лагерьте пĕр нимĕç-антифашист /унăн нимĕçле хушаматне атте ас тăваймастчĕ/ вăрттăн ÿкернĕ 6х9 форматлă икĕ сăнÿкерчĕк иртнĕ вăрçăн тĕп трофейĕ пулнă пирĕн килте. Çак ÿкерÿçĕ фашистсен сыхă хуралĕсене улталаса тыткăнри салтаксене сăн ÿкерме май тупни, атте фотодокументсене Тăван çĕршыва илсе çитернин тупсăмĕ пирĕншĕн ĕмĕрлĕхех вăрттăнлăх пулса юлчĕ.

Карпат тăвĕсем хушшинчи фашистсен концлагерĕнче Ленинградра ĕçленĕ Аркадий Немоляев архитектор ертсе пынипе вăрттăн ĕçлекен ушкăн йĕркеленнĕ, вăл тыткăнран тармалли план хатĕрленĕ. Туалетра фашист часовойне кăнтнă хыççăн салтаксен пĕр ушкăнĕ тыткăнран тарма пултарнă. Лагерьтен хăтăлсан хамăрăн контрразведка С.Абрамов çинчен пухнă документсене тĕплĕн тĕпченĕ хыççăн /тыткăнра пулни аттен малашлăхри пурнăçĕнче нумай ура хучĕ/ Кĕлĕмкасси каччи иккĕмĕш Украина фрончĕн йышĕнче çур Европа утса /тĕрĕсрех - шуса/ тухнă. Тыткăн хыççăн рядовой пулса Румыни, Венгри, Чехословаки, Австри çĕрĕсем урлă Германие çитнĕ.

 

Хĕр салтак

Каччăсене çара ăсатнă хыççăн Мария Волкова /Серафима салтака ăсатнă хĕр/ Хусан – Саранск чугун çулĕн 275-мĕш разъездĕнче ĕçлеме пуçланă. Икĕ çул çыру чиперех çÿретнĕ Серафимран вăрçă пуçлансанах салам сăмахĕсем килме пăрахнă, Улатăрти техникумран вĕренсе тухнă шăллĕ - Геннадий Ржев патĕнчи çапăçура пуç хунă. Хĕр чăтайман: фронта яма ирĕк ыйтса рапорт çырса панă. 1942 çулта вара повестка илнĕ.

Вăрçă тапхăрĕнче чугун çул çарĕсем Хĕçпăшаллă вăйсен пĕрремĕш стратегиллĕ ĕçĕсене туса пынă: çарсене, техникăна, апат-çимĕçпе çунтармалли-сĕрмелли материалсене фронта вăхăтра çитересси вĕсенчен килнĕ, Анăçри заводсемпе фабрикăсене тыла эвакуацилесси те вĕсен тĕп тивĕçĕ пулнă. Анне салтак шинельне 1942 çулта тăхăннă та 1946 çулта çеç хывнă. Çак тапхăрта вăл хĕсметре тăнă тата çапăçнă чаçсем, тĕпрен илсен, фронта каякан совет çарне Анăçалла куçарассипе ĕçленĕ. Чугун çул - вăрçăн тĕп шăнăрĕ пулнине шута илмелле. Енчен те регулярлă çарсем атака е наступлени хыççăн вăхăтлăх канма пултарнă пулсан, тăшман авиацийĕ вăрçă артерине вĕçĕсĕрех тапăннă, бомбăсем пăрахнă, диверсантсем вĕçĕмсĕрех çула юрăхсăра кăларма тăрăшнă, составсем çине тапăннă, эшелонсене сиен тума хăтланнă.

Аттепе анне асаилĕвĕсене итленĕ чухне эпĕ çакна лайăх ăнланаттăм: фрицсенчен ирĕке кăларнă Хĕвеланăç Украина территорийĕнче ытти ют çĕршывсенчи çапăçу вырăнĕсенчен те хăрушăрах пулнă. Сăмахран, Украинăра хуçаланнă повстанецсен çарĕсенчи бандеревецсем Львов çывĕхĕнче совет пăравусĕсем тата чугун çул çинче ĕçлекенсем çине пĕрмаях тапăннă, поездсене сирпĕтме минăсем хурса пысăк хăрушлăх кăларса тăратнă. Чугун çул çарĕсен салтакĕсен пысăк тимлĕхĕпе хăюллăхĕ нумай-нумай поезда, çула, куçса çÿрекен состава çăлса хăварнă. Çакăнта манăн аннен тÿпи те пур.

Мария Волкова 2-мĕш Украина фрончĕн тыл бригадинче хĕсметре тăнă. 1944 çулта Венгрири Дебрецен хулинче нимĕç авиацийĕ Совет поезчĕсем çине бомбăсем вилĕм çумăрĕ евĕр тăкнă, нумай состава тата чугун çул линине сиен кÿнĕ. Фашистсене Анăçалла хăвалакан совет командованийĕнчен приказ çитнĕ: çула кĕске вăхăтра юсаса хута ямалла! Хĕрарăмсем, çав шутра Мария Яковлевна Волкова аслă сержант та, арçынсемпе тан вăй хунă, приказа вăхăтра пурнăçланă. Кĕлĕмкасси хĕрĕн фронтри çулĕ Çурçĕр-хĕвеланăç енне - фашистсен тĕп йăви еннелле выртнă: СССР, Польша, Румыни, Венгри, Австри,Чехословаки, Германи - 7 çĕршыва ирĕке кăларма хутшăннă аннем.

 

Вăрçă çулĕсемпе - телей патне

Вăрçă вĕçленсе пынă тапхăрта юратакан икĕ чĕре пĕр-пĕрне шыраса тупнă, çырусем çÿретнĕ. Иккĕшĕ те 1946 çулта демобилизациленнĕ.

- Астăватăн-и, Марье, - тетчĕ аттем, - шăпах эпĕ Венăри чугун çул станцийĕнче патрульте çÿренĕ вăхăтра санăн эшелону Мускав еннелле иртсе кайнă, кун пекки кинора та пулаймасть пулĕ...

Фронтран таврăннă икĕ çĕнтерÿçĕ-салтак вăрçă хыççăнхи пĕрремĕш туя кĕрлеттернĕ. Ялти 300 килхуçалăхран питĕ йышлă халăх хутшăннă салтаксен туйне.

Çĕнĕ мăшăрăн кулленхи мирлĕ пурнăçĕ пуçланнă. Вĕсем пилĕк ача çуратса ÿстернĕ. Атте «Красный фронтовик» колхозра уй-хир бригадине ертсе пынă, Вячеслав Шемякин пахчаçăпа 45 гектар çинче сад ÿстернĕ, 2 гектар çинче хăмла плантацийĕ валли шпалерсем туса лартнă. Пенсие тухсан çамрăклăхри евĕр платник ĕçне кÿлĕннĕ, тем тĕрлĕ кăмака ăсталанă. Анне вара хăйĕн чугун çулне манайман - 275 разъезда службăна çÿренĕ, колхоз ĕçне хутшăннă.

Кăкăр тулли орден-медаль пулман вĕсен, анчах та миллион совет салтакĕ пекех Мария Яковлевнăпа Серафим Николаевич Аслă Çĕнтерĕве халăхпа пĕрле çывхартнă. Тавах! Çĕнтерÿçĕ Халăха - Мухтав!

Анатолий АБРАМОВ.

Йĕпреç районĕ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.