Комментировать

31 Мая, 2015

Хÿме леш енчи шăв-шав Мускава çитрĕ

Шупашкарти Мясокомбинат тăкăрлăкĕнчи лару-тăрăва пирĕн хаçат çутатсах тăрать. Унта пурăнакансем 2012 çултах пулăшу ыйтса редакци ячĕпе çыру янăччĕ. Маларах "поселок" тенĕ çак вырăнта тĕрлĕ предприятире вăй хуракансем 40 çула яхăн пурăннине влаç çыннисем пĕлеççĕ паллах. Анчах кунта тĕпленнисен нимĕнле ирĕк те çук. Çакăнти халăх пус çумне пус хушса çĕкленĕ кермен пек çуртсене ниепле те харпăрлăха куçараймасть. Пĕчченшерĕн те, ушкăнăн-ушкăнăн та тĕрлĕ инстанцие çитни усă кÿмен ырă малашлăха ĕненекенсене.

Ăçта куçмалла?

Виçĕ çул каялла "Шанхай" лаптăкне гаражсенчен тасатма пуçларĕç. Кунти пÿртсем вырăнне нумай хутлă çуртсем хăпартма йышăннине пĕлсен çынсен канлĕхĕ çухалнă. Хăш тĕле куçмалла вĕсен? Хÿтлĕх шыраса ăçта каймалла? "Сирĕн урлă хула администрацийĕ те, тен, йĕркеллĕ хурав парĕ. Çавăнпах вĕсен ячĕпе хатĕрленĕ çырăва та сирех ярса паратпăр", - хăш-пĕр йĕркепе вулакана çĕнĕрен паллаштарас килет.

Ун чухнехи лару-тăрăва хула администрацийĕ вăрттăнлăхра тытни "Шанхай" çыннисене те, массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсене те тĕлĕнтерет. Чăнах, çак лаптăкри çуртсене мĕншĕн Шупашкар карттине кĕртмен? Халăха урăх çĕре /хĕсĕк пÿлĕмсене/ куçарас тĕллевпе строительство организацийĕ список хатĕрлеме пуçлани те ăнланманлăх çуратрĕ. Çынсем влаç органĕсенчен уçăмлăх кĕтрĕç.

Çаврăнакан кустăрмари пекех

Эпир ыйтăва хуравсăр хăварма хăнăхман. Çийĕнчех Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков патне çыру вĕçтертĕмĕр.

"Шупашкар Хула депутачĕсен Пухăвĕ 2004 çулхи раштавăн 8-мĕшĕнче тата 2005 çулхи утă уйăхĕн 14-мĕшĕсенче çирĕплетнĕ Шупашкар тĕп планĕпе, çĕрпе усă курмалли тата çурт çĕклемелли йĕркепе килĕшÿллĕн çак лаптăк промышленноç предприятисен санитарипе хÿтлĕх зони шутланать. Унта уйрăм çурт хăпартма юрамасть", - Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Александр Анисимов алă пуснă çыру йĕркисене вуласан ахалех шăв-шав çĕкленнĕн туйăнчĕ. Унта пурăнмалли вырăн харпăрлăхçи кăна патшалăх е муниципалитет харпăрлăхĕнчи çĕр лаптăкне приватизацилеме е арендăлама пултарни пирки та каланă официаллă хуравра.

"Чăваш хĕрарăмĕ" хаçат хускатакан çивĕч ыйтусене Республика прокуратури куçран вĕçертмест. Хальхинче те 2012 çулхи утă уйăхĕн 28-мĕшĕнче пичетленнĕ "Шанхай" "партизанĕсем", е Çынсен шăпине кам çырать", - статья тăрăх прокуратура ĕçче¬нĕ¬сем тĕрĕслев йĕркелерĕç.

"Тĕрĕслев çакна палăртрĕ: 2011 çулти раштав уйăхĕнче Шупашкар хула администраци пуçлăхĕн йышăнăвĕпе 19,25 гектар лаптăкра /Эгер бульварĕпе, Ленин комсомолĕн урамĕпе, Машина тăвакансен тăкăрлăкĕпе чикĕленет/ çурт хăпартма ирĕк илмешкĕн аукцион иртнĕ. Унта "Лидер" ООО çĕнтернĕ", - пĕлтерет республикăн прокурор çумĕ Александр Григорьев. Мясокомбинат тăкăрлăкĕнчи хăйсем тĕллĕн çĕкленĕ çуртсенче тĕпленнисене пурăнмалли вырăна саккун йĕркипе харпăрлăха куçарас тĕллевпе суда кайма сĕнет вăл. Çапах та "санитарипе хÿтлĕх зонине" аукционра мĕнле майпа сутнă? Саккунпа килĕшÿллĕ-и çакă? Çĕр лаптăкне мĕншĕн çакăнта пурăнакансене туянма сĕнмен?

Тĕрĕссипе, "Шанхай" çыннисем ку ĕç вĕçне-хĕрне шыраса хăшкăлнă. Суд çĕр докуменчĕсем çуккишĕн çурта харпăрлăха памасть, ыйтăва татмашкăн администрацие хăвалать. Администраци çынсен хăйсене ятăн çурт çуккишĕн çĕр уйăрмасть... Çаврăнса тăракан кустăрмана лекнĕ пекех.

Пĕлтĕр "Лидер" организаци гаражсен вырăнче пĕрремĕш çурт никĕсне ячĕ. Çакăн хыççăн татах Шупашкар хула администрацийĕпе çыхăнма лекрĕ: тен, хаçата хальхинче уçăмлă хурав парĕç? Промышленноç предприятийĕсен санитарипе хÿтлĕх зонинче строительство пуçлама ирĕк пур-и вара? Шупашкар хула администрацийĕн архитектура тата хула строительстви енĕпе ĕçлекен пуçлăх çумĕ Денис Майоров алă пуснă çыруран çакна пĕлтĕмĕр: 19,25 гектар çĕр лаптăк çинче çурт хăпартма пуçласси çинчен администраци 2011 /!/ çулхи раштав уйăхĕн 23-мĕшĕнчех "Лидер" организаципе килĕшÿ тунă. Ку документра палăртнă тăрăх, "Лидерăн" çакăнти çуртсенче пурăнакансене хăтлă кĕтеспе тивĕçтермелле. Пурăнмалли çурт-йĕр кодекс йĕркине пăсма юраманни çине пусăм тунă. Акă тинех тĕрĕслĕх çиеле тухрĕ. Апла тăк мĕншĕн малтан пытарнă? Аукцион ирттерсе çĕре уйрăм организацие сутса янă хыççăн официаллă влаç официаллă хаçата тĕрĕс мар - суя - информаци парать. Ăнланмалла мар...

Çапах ултавшăн хăçан та пулин явап тытма тивесси паллă. Шупашкар хула администрацийĕн архитектура тата хула строительстви енĕпе ĕçлекен пуçлăх çумĕ тĕлĕшĕпе уголовлă ĕç пуçарни куç тĕлне пулчĕ. Ăна ĕç вырăнĕпе усă курса сăтăр тунăшăн тата саккунсăр майпа предпринимателе çаврăннăшăн явап тыттарасшăн. Федерацин следстви комитечĕн Чăваш Енри уйрăмĕн пуçлăхĕн аслă пулăшуçи Олег Дмитриев пĕлтернĕ тăрăх, йĕркене пăсакан 2012 çулхи чÿк уйăхĕнчен пуçласа 2013 çулхи чÿк уйăхĕччен амăшĕ пĕччен учредитель пулнă строительство организацине ертсе пынă.

Чиновник Шупашкарăн тĕп пайĕнчи 317 тăваткал метр çĕр лаптăкне саккунсăр майпа микрорайон застройщикĕн харпăрлăхне куçарса хăйĕн амă¬шĕн фирмине çăмăллăхсем панă. Муниципалитет çĕрĕ сад ăстисен коммерциллĕ мар пĕрлĕхĕн шутланнă. Çак лаптăкра нумай хутлă пилĕк подъездлă çурт хăпартма планланă. Çав вăхăтрах подрядчиксене икĕ подъездлă çурт никĕсĕ яма кăна ирĕк пулнă.

Суд йĕркене пăсаканран 1 миллион тенкĕ салук шыраса илнĕ. Муниципалитет чиновникĕ пире пĕле-тăркач тĕрĕс мар хурав панинчен тĕлĕнме кирлĕ мар апла тăк.

Çĕнĕ "Шанхай"

"Шанхай" вырăнĕнче çĕкленекен "Кувшинка" микрорайон проектне виçĕ çул каяллах пичетленĕччĕ эпир. Унтанпа пая кĕрсе хваттер туянакансен йышĕ те пысăклансах пырать ахăр. 2012 çулта пĕр пÿлĕмре вырнаçнă организаци те юлашки вăхăтра вăй илчĕ. Специалистсем темиçе хутри пÿлĕмсене йышăнчĕç. Çурт-йĕр çĕклекенсен аллине пысăк укçа кĕни куçкĕрет.

"Шанхайра" пурăнакансем кăна çаплипех канлĕ çывăраймаççĕ. "Лидер" организацин условийĕсемпе килĕшесшĕн мар кунти халăх. 2-3 хутлă керменсенче тĕпленнисен 33 тăваткал метр лаптăкра мĕнле çаврăнкаламалла?

Акă, тĕслĕхрен, Лукинсенех илер. "Эпир 1982 çултанпах çакăнта пурăнатпăр. Пысăк çуртра 3 çемье валли вырăн çителĕклех", - каласа кăтартать Людмила Ивановна. Карпулинсем вара - çиччĕн. 1990 çулта çакăнта хăтлăх тупнă вĕсем. Харитоновсем пилĕкĕн пурăнаççĕ. Рыбкинсен çемйинче 6 çын пропискăра тăрать...

"Пирĕн çакăнтан куçса те¬пĕр "Шанхай" уçмалла-и?" - кăмăлсăр калаçать халăх. Вĕсен чун ыратăвне ăнланма пулать. Çынсем пур-çук укçана строительствăна хывнă. Халĕ чылайăшĕн нухрат хушса пысăкрах хваттер илме май çук.

"Çурт хăпартакансем усă куракан кран пирĕн кил тĕ¬лĕнчех çакăнса тăнăн туйăнать", - теççĕ хÿме леш енче пурăнакансем.

Кăçал хула администрацийĕ пылчăк çăрса ывăннă халăха тротуар сарса пама шантарнă. "Ирхине бетон блок тиенĕ машина ларатчĕ. Çав хатĕре урăх тĕллевпе усă курнă ахăр. Пире хăма тротуар сарса панипе çырлахрĕç", - каласа кăтартать Зинаида Ильина. П㬬ха¬т¬ăп та, шкултан таврăнакан вĕренекенсем те, ача кÿми тĕксе утакан амăшĕсем те, ĕçрен килекен вăй питтисем те ансăр çак çулпа васкаса утаççĕ. Кайран, ахăртнех, çак вырăна асфальтпа витĕç.

Вырăнти влаç çыннисем питпе çаврăнасса кĕтсе хăшкăлнă халăх çу уйăхĕнче çĕршывăн тĕп хулине çул тытнă...

Правительство шайĕнче

Çу уйăхĕн 18-мĕшĕнче республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев "Кувшинка" микрорайона аталантарас тĕлĕшпе хула администрацийĕн, право хуралĕн, прокуратурăн, Çурт-йĕр министерствин, "Лидер" организацин ĕçченĕсене, "Шанхайра" тĕпленнисене "çавра сĕтел" хушшине пуçтарчĕ. Микрорайонти строительство ĕçĕ саккунпа килĕшÿллĕн пурнăçланса пынине палăртрĕ вăл.

289 çуртри çемьесене урăх çĕре куçарас ыйтăва çĕклерĕç. Юлашки пĕтĕмлетÿрен çакă паллă: "Лидер" организаци ĕçченĕсем 90 çуртра пурăнакансемпе пĕр чĕлхе тупнă, вĕсенчен 78 çурт хуçипе 10, 10а позицисене пая кĕме килĕшÿ тунă, 13-шĕ укçан компенсаци илме килĕшнĕ. "Шанхай" çыннисем ку статистикăна ĕненесшĕн мар. Хăйсем йĕркеленĕ комисси членĕсем çитес вăхăтрах вĕсенчен кашнинпе курса калаçасшăн. Çакă кунта пурăнман айккинчи çынсене хваттерпе е укçан компенсаципе тивĕçтерессинчен сыхлĕ.

Правительствăра йĕркеленĕ "çавра сĕтел" 5 сехете тăсăлчĕ. Çапах та хăйсем тĕллĕн хăпартнă çуртсенче пурăнакансен, подряд организацийĕн, хула администрацийĕн интересĕсене тĕпе хурса калаçса татăлма çăмăлах мар иккен.

Хула администрацийĕн ĕçченĕсем вăхăтра татса паман ыйту çивĕчленсех пынине палăртĕ Михаил Васильевич. "Хула влаçĕн лару-тăрăва тишкерсе хирĕç-тăрăва сирмелли май шырамалла пулнă", - терĕ вăл.

Ĕç-пуçа республика Пуçлăхĕ хăй тĕрĕслесе-сăнаса тăма шантарчĕ.

Çуран...

Алексей Ладыков микрорайонти пĕр çынна та хăй килĕшмесĕр урăх çĕре куçармасси пирки калать.

Çапах çынсене хула администрацийĕпе, строительство организацийĕпе пĕр чĕлхе тупасси иккĕлентерет. Çак эрнере "Шанхайра" тĕпленнисем каллех ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕн Андрей Кулагинăн пÿлĕмĕнче пуçтарăнчĕç. Прописка çуккисене юристсем участок уполномоченнăйĕпе çыхăнма ăс пачĕç.

Ыйту çаплипех татăлмасан çынсем çитес вăхăтра тепĕр хут Мускава кайса килесшĕн. Çула çуран тухасси те хăратмасть вĕсене.

Марина ТУМАЛАНОВА.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.