Комментировать

25 Июн, 2015

Чăваш Ен - Беларуç: суту-илÿ вăйланать

Михаил Игнатьев июнĕн 22-мĕшĕнче Правительство çуртĕнче Беларуçпа Чăваш Енĕн наука-техника, суту-илÿпе экономика тата культура хутшăнăвĕсене сарассишĕн тăрăшакан ĕç ушкăнĕн тăххăрмĕш ларăвне ирттерчĕ. Унта Беларуç Республикин промышленноç министрĕ Виталий Вовк, Раççей Посольствин Хусанти уйрăмĕн ертÿçи Александр Кулинкович, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, экономика министрĕ Владимир Аврелькин, влаç органĕсен ытти представителĕ, предпринимательсен ушкăнĕ хутшăнчĕ.

Республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Чăваш Ен делегацийĕн ĕçлĕ çулçÿревĕ кăçалхи апрель уйăхĕнче Беларуçра иртнине аса илтерчĕ. "Вăл пирĕн республикăшăн - стратегиллĕ çĕршыв. Иртнĕ 3 çулта пĕр-пĕрин хушшинчи тавар çаврăнăшĕн калăпăшĕ 2,5 хут ÿсрĕ. Беларуçпа Чăваш Ен предприятийĕсен пайташла çыхăнăвĕ çирĕпленсе çитнĕ", - терĕ, икĕ ене усă кÿрекен çыхăнăва çирĕплетессишĕн утăмсем татах тума хатĕррине пĕлтерчĕ. "Чăваш Ен - уçă регион. Эпир таса чун-чĕререн хутшăнса вăй хуракан бизнесменсене яланах ăшшăн йышăнатпăр", - палăртрĕ вăл.

В.Вовк Беларуç та суту-илÿпе экономика хутшăнăвĕсене сарма хатĕррине, пĕр-пĕрин хушшинчи суту-илĕве вăйлатма май килтернине, тĕллевсене пурнăçа кĕртессе шанса тăнине пĕлтерчĕ.

В.Аврелькин çыхăнăва çирĕплетес тĕлĕшпе маларахри протокол йышăнăвĕсене еплерех пурнăçа кĕртни çинчен каласа пачĕ. Беларуçа тавар ăсатакансем - "ЧЭАЗ", "ВНИИР", "Химпром", "Электроавтомат", "Чувашкабель", "ЧЗСА", "Яхтинг", "Текстильмаш", "Электроприбор", "Бреслер", "Концерн "Трактор завочĕсем" обществăсем, ытти предприяти.

БР пире груз турттаракан автомобиль, ялхуçалăх машини, автомобиль-тракторăн саппас пайĕ, инсектицид, гербицид, электротрансформатор, кабель-пралук сутать. "Бреслер", "ЧЭАЗ", "ВНИИР", "Гален", "Август" обществăсем Беларуçри предприятисемпе пĕрле инвестици-инноваци проекчĕсене пурнăçа кĕртни ĕç ушкăнĕ хăйĕн ĕмĕтне çывхартнине çирĕплетет.

Икĕ ен чылай предприятин, уйрăммăн илсен ятарлă атă-пушмак, автомобиль, ялхуçалăх, çул-йĕрпе строительство, коммуналлă хуçалăх техники туса кăларакансен производство кооперацине аталантарасси пирки калаçса татăлчĕç.

Çыхăну пуласлăхне шанăç кÿрекен çулсенчен пĕри - ял хуçалăхĕ. Ларура техника туянассипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнипе пĕрлех агропромышленноçа аталанма пулăшакан наука, ăратлăх ĕçĕ, ялхуçалăх культурисен вăрлăхне туса илесси çинчен те калаçрĕç. "АПКра çыхăну тытса ĕçлеме хистекенни нумай, - терĕ М.Игнатьев. - Пирĕн хутшăнусенче стратегипе тактика пуласлăхне куратăп".

"Михаил Игнатьев ертсе пынипе малалла ăнтăлакан çынсем - чăннипех те пĕр шухăшлисен, хăйсен республикине, Тăван çĕршывне юратакансен команди. Эпир пĕрле нумай тăвасса шанса тăратăп", - палăртрĕ В.Вовк.

Михаил СЕРГЕЕВ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.