Комментировать

27 Июн, 2015

Çывăх тăван кĕвĕçет

"Пирĕн кĕрÿ çавнашкал та..." - тет Иринăн амăшĕ ĕçкĕ-çике пуçтарăннă хăнасене. Мĕнешкел вара вăл? Хваттерсĕрри, машинăсăрри... Хĕрĕ темшĕн суйласа илнĕ ĕнтĕ ăна.

Çыннăн хваттерне тара тытса пурăнасси кама килĕштĕр? Пиччĕшĕ йăмăкне пурăнмалли хăйĕн кĕтесне сĕнчĕ. Çамрăк çемье çакна кăна кĕтнĕ тейĕн - хăпăл-хапăл вырнаçрĕ унта. "Упăшка çĕрĕпе çывăратмасть те мана..." - ĕçе килсен кушак пекех мăрлатрĕ çĕн çын. "Чăнах-и?" - çавăрса илчĕç ăна качча тухманнисем.

Чуп-чуп уйăхĕ хăвăртах иртсе каять çав. Кайран чашăк-тирĕк шăкăртатма пуçлать. Пиччĕшĕ авланман пулсан йăмăкĕ çав хваттертен ниçта та тухса каяс çукчĕ. Ахăртнех, хуçа пекех саркаланĕччĕ унта.

Ĕçлекен пиччĕшĕ аслă шкулта вĕренекен йăмăкĕшĕн нихăçан та укçа шеллемен. Авлансан та арăмĕпе ывăлне мар, Иринăна çемйипех пропискăна тăратрĕ. Хваттер илме хула прописки кирлĕ имĕш вĕсене. Коммуналлă тăкак çийĕнчех виçĕ хут ÿсрĕ. "Мĕн вак-тĕвекленмелли пур, кайран курттăмăн парăпăр", - шантарчĕç пропискăна тăнисем. Кайран ун çинчен сăмах та пуçармарĕç. "Пирĕн пĕтĕм укçа банкра", - пĕррехинче аса илтерсен пĕр саслăн хуравларĕ мăшăр. Апла тăк парасшăн мар... Йăмăкĕ пиччĕшĕнчен укçа илме хăнăхнă вĕт. Тавăрасси пирки нихăçан та шухăшламан. Тепĕр тесен, асли тăванĕнчен ыйтман та...

Çĕр варринче телефон сасси янăраса кайрĕ. Иринăн килĕнче вăрçă пуçланнă иккен. Хăйне хÿтĕлеме пиччĕшне чĕнет. Упăшкин аппăшне те пĕлтернĕ. Вăл та ыйхă татса мăшăрĕпе пĕрлех çула тухнă. Такам айăплă пулнă ĕнтĕ?

Тепĕр кунхине ашшĕ Иринăна ачи-пăчипе яла лартса кайрĕ. Уйăх ытла пурăнчĕç вĕсем çывăх çыннисен килĕнче.

Хулана таврăнсан Ирина упăшки ĕçрен килессе çĕрлечченех кĕтнĕ те канăçне çухатнă. Тĕпренчĕкĕсене çывăратса урама сиксе тухнă хайхискер. Таксипе мăшăрне шырама пуçланă. Килти çын ăçта кайтăр ĕнтĕ? Те арăмне кÿреннипе васкаман арçын? Апла-и, капла-и, темиçе çултан çемье саланчĕ. Апла пулин те тепĕр арçынпа явăçса кайнă Иринăна хушăран тем пулать. "Пирĕн юратăва каялла тавăрма пулăш..." - малтанхи упăшки патне СМС ярсах тăрать вăл. Унăн кăмăлне ахах-мерченпе çавăрмаллине пĕлтерет çакă. Анчах пĕрре сивĕннĕ чуна нимле хитре сăмах та ăшăтаймасть пуль çав.

Вăрттăн çыртакан йытă пекех Ирина. Хăйне шеллетерес тесе сăлтавсăрах куççуль кăларать. Суя сăмах сарни те киленÿ кÿрет ăна. Ыттисем лайăх пурăнни мĕнешкел кĕвĕçтерет тата!

Пĕр кун те кăмăлĕ çав териех япăх пулнă-ши унăн? Хайхискер пиччĕшĕ патне шăнкăравланă. "Санăн арăму ют арçынсемпе çапкаланса çÿрет", - пуш сăмах çаптарнă Ирина. Çак калаçу тарăхтарсах янă арçынна. Арăмĕ çинчен çапла калани йĕркеллĕ-и? Киле таврăнсан вăл, паллах, тĕрĕслĕх шырама тытăннă. Ирĕн-каçăн тĕпрĕнчĕкĕсем патне садике чупакан хĕрарăмăн арçынсемпе ашкăнма вăхăт пур-и? Юрать-ха çакна пиччĕшĕ хăй те ăнланса илнĕ. Унсăрăн ним мар çемьене аркатать Ирина. "Эсĕ тепрехинче хăй ăçта, хăçан, кампа çÿренине ыйтса пĕл унран", - кăмăлĕ çаврăннă упăшкипе лăпкăн калаçать арăмĕ.

Лира ЛЕВОЧКИНА.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.