Комментировать

3 Июл, 2015

Утă типĕтеççĕ, сенаж хываççĕ

Хĕл хырăмĕ пысăк. Республикăри хуçалăхсенче хĕрсех выльăх апачĕ хатĕрлеççĕ. Çак ĕç хура кĕрчченех тăсăлать темелле. Июнĕн 30-мĕшĕ тĕлне ялхуçалăх организацийĕсенче, фермер хуçалăхĕсенче нумай ÿсекен курăка 76,1 пин гектар çинче çулнă ?иртнĕ çул çак вăхăт тĕлне 60,1 пин гектар пулнă%. Выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма утă - 60,5 пин ?планпа пăхнин 84,3 проценчĕ%, сенаж - 93,1 пин ?54,9%, силос 16,8 пин ?8,4% тонна янтăланă.

Патăрьел, Вăрнар, Йĕпреç, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Хĕрлĕ Чутай, Шăмăршă, Етĕрне, Тăвай тата ытти районсенче нумай çул ÿсекен курăк лаптăкĕсем самай пушаннă. Улатăр, Элĕк, Йĕпреç, Канаш, Пăрачкав, Вăрмар тăрăхĕсенче утă палăртнинчен ирттерсех хатĕрленĕ. Элĕк, Вăрнар, Йĕпреç, Сĕнтĕрвăрри, Вăрмар, Шупашкар, Етĕрне районĕсенче сенаж хывассине лайăх йĕркеленĕ. Комсомольски, Красноармейски, Сĕнтĕрвăрри, Муркаш, Етĕрне енче силос та янтăлаççĕ.

Витаминлă курăк çăнăхĕ 112 тонна пур. Июль тĕлне условлă выльăх пуçне 11,3 апат единици тивет.

Хĕрлĕ Чутай районĕнчи «Коминтерн» хуçалăхра та хĕрÿ ĕççи. Сурăмри сĕт-çу ферми çывăхне сенаж хываççĕ. Ешĕл массăна виçĕ трактор пусăрăнтарать. Уйра çулса вĕтетнĕ симĕс курăка икĕ техника турттарать. Хуçалăхра нумай çул ÿсекен курăксене çулса пĕтернипе пĕрех.

- Траншейăна тултарсан ятарлă пленкăпа хуплатпăр. Вăл хĕвелтен аван сыхлать, сенажăн тутлăхне упрать, - каласа парать Альбина Новикова ертÿçĕ.

Иртен пуçласа таврана каç сĕмĕ çапичченех ĕç шавĕ шăпланмасть кунта. «Çумăр лÿшкесе çусан канатпăр, - шÿтлеççĕ ĕçченсем. - Типĕ çанталăкăн кашни сехечĕ пирĕншĕн хаклă».

Лариса Никитина.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.