Комментировать

9 Июл, 2015

Пуян арçынсене чăтма пултараймастăп

Пирĕн çĕршывра кăларакан кинофильмсем килĕшме пуçларĕç. Канмалли кунсенче кăтартаканнисене пăхма уйрăмах кăмăллатăп. Вăхăтра ерçÿ тупаймасан вĕсене Интернет урлă куратăп. Чылайăшĕ Инди фильмĕсем пек пĕрешкел пулин те интереслĕ. Нумайăшĕнче Раççей актерĕсем инçетри хуларан е таçти шăтăкри ялтан Мускава телей тупма кайнă хĕрсен пурнăçне сăнлаççĕ. Пĕрисем чапа тухмашкăн, теприсем вĕренме кĕмешкĕн, виççĕмĕшĕсем укçаллă пулмашкăн çул тытаççĕ унта. Хăшĕ-пĕри таса юрату шырать, анчах унашкаллисен тавра хуйхă-суйхă ытларах явăннăн туйăнать. Пикесем е вăрă-хурахран шар кураççĕ, е пуян арçынсен серепине çакланса асапланаççĕ... Пуянсем тенĕрен, вĕсен пысăк пайĕ таса юрату мĕнне пĕлмест пек туйăнать. Вĕсемшĕн чухăнсен туйăмĕ ниме те пĕлтермест. Питĕ хулăн кĕсьеллĕ арçынсем нухрата хăçан тата кампа тăкакламаллине лайăх пĕлеççĕ. Хайхискерсен шухăшĕпе, укçа пур тăк юратăва та туянма пулать.

Эй, таçта аяккалла кайрăм пулмалла. Эпĕ чăн пурнăçри пуян арçынсем пирки каласшăн-ха. Унашкаллипе çĕршывăн тĕп хулине каймасăрах калаçса куртăм. Шупашкарта сахал-им çавсен ушкăнне кĕрекеннисем? Пĕррехинче укçа-тенкĕ тĕлĕшĕнчен йывăрлăха кĕрсе ÿкрĕм. Пус хыççăн пус шутланă тапхăрта пĕр пĕлĕшĕмпе курнăçнăччĕ. Мана хăйĕн тĕпренчĕкĕ пек юратнине пĕрре мар пĕлтернĕччĕ çав хĕрарăм. Манăн хуйха сисрĕ-ши - мĕнпе пулăшмаллине ыйтрĕ. Эпĕ мĕнле лару-тăрура пурăннине каларăм, кăштах кивçен ыйтрăм. Виçĕ пин тенкĕ пуррине пĕлтерчĕ те шăкăрт кăларса тыттарчĕ.

- Ан васка, тавăрса пама ĕлкĕрĕн. Сана пулăшмашкăн май тупăп, - терĕ те темĕн аса илнĕн шухăша путрĕ, унтан çын сисмелле мар вăрттăн кулчĕ. Варвара аппан пуçĕнче мĕн явăннине çавăн чухнех пĕлнĕ тĕк кĕсьене чикнĕ укçана тÿрех каялла кăларса тыттарăттăм. Варвара аппана тĕл пулнă хыççăн икĕ-виçĕ кунран телефон экранĕ çине ятсăр номер тухрĕ. Хуравламарăм. "Кирлех пулсан тепре шăнкăравлĕ-ха", - тесе шухăшланă вăхăтра, чăнах та, çав номер иккĕмĕш хут курăнчĕ. Телефона тытрăм та арçын сасси илтĕнчĕ, вăл манăн ята асăнчĕ.

- Эпĕ - Константин. Костя тесе чĕнме пултаратăн. Эсĕ мана пĕлетĕн. Эпир кафере виççĕн ларнăччĕ, - хăйĕнпе паллаштарчĕ хайхискер.

"Костя, Костя..." - аса илме тăрăшрăм çав çынна. Анчах паллакансен хушшинче ун пек ятлă арçынна тупаймарăм. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.