Комментировать

30 Июл, 2015

Çу кунĕсем... Хаваслă-çке вĕсем

Комсомольски районĕнчи Хирти Мăнтăр тăрăхĕ... Нимпе те уйрăлса тăмасть вăл юнашар ялсенчен. Хĕвеллĕ кун иртет. Каç пулать. Унтан каллех, таврари ялсенчи пекех çĕр чатăрĕ ерипен сирĕлет. Тул çутăлса çитет. Таврара сас-чÿ сарăлать: таçта анчăк вĕрет, выльăх-чĕрлĕх макăрать, аякрах мар кайăксем илемлĕ юррисене шăрантараççĕ. Хастар халăх ăшă ыйхăран вăранать те ĕçе пуçăнать.

Ачисем те кунта ытти ялсенчи пекех. Акă Потаповсен кил хапхи шалтăрт! уçăлса хупăнчĕ. Ксюша урама велосипед тĕксе тухрĕ.

Кăмăллăн вĕçтерсе пырать хĕрача çулпа. Урамăн икĕ енчи çуртсем, пуйăс вакунĕсем евĕр, вĕлт те вĕлт иртсе юлаççĕ.

Умра, чылай инçетре, такам мĕлки курăнать. Тăпах чарăнчĕ хĕрача. Тĕсесе пăхрĕ те хайхискере палласа та илчĕ.

- Ара, ку Настя Козлова-çке, вăл та ман пекех велосипедпа урама уçăлма тухнă иккен, - хăпартланчĕ хĕрача сасартăках.

Туссем тĕл пулчĕç, савăннипе пĕр-пĕрне ыталаса илчĕç.

- Атя, урам вĕçнелле вĕçтерсе килер! - палăртрĕ хăй шухăшне лара-тăра пĕлмен Ксюша.

- Пĕрре те хирĕç мар. Эпĕ питĕ-питĕ велосипедпа ярăнма юрататăп. Анчах пĕр-пĕринпе ăмăртмалла тупăшар мар. Ÿксен? Чĕркуççине е алăсене шăйăрттарма пулать. Аманасси те пулĕ. Аслисем калашле, сыхланакана Турă сыхлать, - терĕ Настя.

- Малалла çил пек ыткăнмастпăрах, хуллен кайса çутçанталăк илемĕпе киленсе çеç пырăпăр, - килĕшрĕ унпа Ксюша.

Ксюшăпа Настя - туссем. Килте аслисене пулăшнă хыççăн, пушă вăхăт тупăнсанах урамра тĕл пулаççĕ вĕсем. Тем çинчен те калаçаççĕ юлташсем, тĕрлĕ вăйăра пултарулăхĕсене туптаççĕ.

- Ÿссен пысăк çын пулма ĕмĕтленетпĕр. Хамăра пăхса ÿстернĕ юратнă çыннăмăрсене уявсенче яланах парнепе савăнтарнă пулăттăмăр. Акă вĕсем пире велосипед илсе парсан мĕн тери хĕпĕртерĕмĕр! Чаплăскерсене чыслăн упратпăр. Ан çĕмĕрĕлччĕр çеç. Каникулăн хаваслă кунĕсене малашне те савăнăçлă ирттерме пулăшчăр, - хăпартланчĕç уйрăлми туссем.

Элиза ВАЛАНС.

Комсомольски районĕ,

Хирти Мăнтăр.

 

АВТОР сăнÿкерчĕкĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.