Комментировать

1 Авг, 2015

Ялшăн тунсăхлакан ÿнерçĕ

Иртнĕ эрнере Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче Сергей Андреевăн ĕçĕсен куравĕ уçăлчĕ.

Сăрă ăстин картинисем чăннипех те чун-чĕре хĕлĕхне хускатрĕç. Ăшăлăх, ырăлăх, чăнлăхпа килĕшÿ тапса тăрать вĕсенче.

Сергей Станиславович хулара çуралса ÿснĕ. Тен, çавăнпах çыхăннă-ши, ялшăн тунсăхлани сисĕнет унăн ĕçĕсенче. Картишĕнчи выльăх-чĕрлĕхе, кайăк-кĕшĕке, çамрăк пулăçсемпе сунартан таврăнакан арçынна сăнлать-и е кайăксем аякран тăван тăрăха вĕçсе килнине кăтартать-и - тĕлĕнмелле чĕрĕлĕх... Илеме, ĕлккенлĕхе малти вырăна хурать художник. Картинăсенчи çыннисем те ырă, ăшă кăмăллă, лăпкă чунлă унăн. Çутçанталăка, тăван тавралăха юратать вăл. Акă "Çыран леш енче" ÿкерчĕк тунсăхпа тулнă. Шыв хĕрринче никам та çук, пушă кимĕсем çеç.

Ÿнерĕн тĕрлĕ жанрĕнче ĕçлет вăл. Унăн произведенийĕсенче графика шкулĕн тата вырăс живопиçĕн йăлипе çыхăннă ÿнер пахалăхĕ упранса юлнă. Сăрă ăсти ирĕклĕхе юратни яр уççăн курăнать. Мĕнле курать, çавнашкал, нимĕн ÿстермесĕр, хитрелетмесĕр сăнлама хăнăхнă художник. Лирикăна мала хурать, вăл ăна питĕ çывăх. Тĕссен пуянлăхĕпе усă курма пĕлни тата шалтан тапса тăракан вăй сăрă ăстине умри тĕллевсене пурнăçа кĕртме май парать.

- Ÿнер шкулне эпĕ 12 çултан çÿреме тытăннă. 8-мĕш класра Шупашкарти ÿнер училищин вĕренекенĕ пулса тăнă. Сăрă ăстисем тăвансен хушшинче татах та пур, иккĕмĕш сыпăкри аппа-пичче лайăх ÿкерет. Чăн пурнăçпа шайлашса тăракан лайăх картина ÿкерес тесен ытларах тухса çÿремелле, сăнамалла. Çавна май республикăри ялсене те çи-тетĕп. Хулара та хитре вырăн нумай, - чунне уçать Сергей Станиславович.

Сергей Андреев халĕ Шупашкарта иртекен кĕрхи черетлĕ курава хатĕрленет.

Республикăри, хулари тата çывăхри регионсенчи куравсене 1994 çултанпа хутшăнать вăл. Унăн ĕçĕсене Чăваш Енре кăна мар, Мускавра, Чулхулара, Хусанта тата ют çĕршывра та тивĕçлипе хаклаççĕ.

Елена ГЛУХОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.