Комментировать

27 Фев, 2014

Харпăрлăхран тупăш килет

Чăваш Ен пурлăхне приватизацилес ĕç пĕлтĕр мĕнле пынă тата 2014 çулта малалла тăсăлĕ-ши?

Н.ГУРЬЕВА.

Шупашкар районĕ.

2013 çулта ăна ăнăçлă сутнăран ЧР хыснине 559 млн тенкĕ - тупăш виçĕм çулхинчен 3,4 хут нумайрах - кĕчĕ. Харпăрлăха панисенчен йышĕнче: "Чăваш Ен" издательство-полиграфи комплексĕ", "Атăл" хăна çурчĕ" АУОсем, вăтам тата пĕчĕк предпринимательлĕхĕн 2 объекчĕ, АУОсен акцийĕсен 7 пакечĕ. Пĕлтĕр приватизацилеме палăртнă 24 объектран 17-шĕн акцийĕсене сутнă: плана 71% тултарнă. ЧР пурлăхне кăçал харпăрлăха памалли тĕллевпе килĕшÿллĕн патшалăхăн "Çĕрпÿ ветсанутильзавочĕ" унитари предприятине ăна модернизацилеме инвестора явăçтарас тĕллевпе сутăпăр. "Çĕнĕ Шупашкарти 97-мĕш аптека", "142-мĕш аптека", "Урмарская" кайăк-кĕшĕк фабрики", "Чăвашçăкăрпродукчĕ" АУОсем хăйсен акцийĕсене пурне те, "Николаевский" суту-илÿ комплексĕ" АУО - 29,35%, "Чăвашметалл" АУО - 20%, "АКБ"Чăвашкредитпромбанк" - 38,13%, "Санатория "Чувашия" - 50%, "Маслосырбаза "Чувашская" 22,12% сутать. Çавăн пекех куçман пурлăхăн 12 объектне аукцион ирттерсе харпăрлăха парăпăр.

Ирина УСТЕНКО,

ЧР пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕн тивĕçне вăхăтлăха пурнăçлакан.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.