Халĕ те хакне çухатмаççĕ
Канаш районĕнчи Кайри Ăнтавăш вулавăшĕнче «Паллă тĕпчевçĕ, пултаруллă историк В.К.Магницкий - 175 çул» литература каçĕ иртнĕ. С.Димитриева ачасемпе çамрăксене ăсчахăн пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен каласа панă.
Пултаруллă историк тата этнограф - йăла-йĕрке, çемье пурнăçĕ, тĕн уйрăмлăхĕ, туй хăйне евĕрлĕхĕ, чăваш тата вырăс халăхĕн пултарулăхĕ пирки çырнă нумай ĕç авторĕ. Унăн историпе, этнографипе, фольклорпа пухнă произведенийĕсем халăх педагогикинче питĕ пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнаççĕ. Василий Константинович 1839 çулта Етĕрне районĕнчи Шăмат салинче ?халĕ Советски% çуралса ÿснĕ. Вăл чăваш халăхĕн пурнăçĕпе хăйне евĕрлĕхне аван чухланă. Магницкий Хусан университетне пĕтернĕ хыççăн ĕмĕрĕпех чăвашсен хушшинче пурăннă. Суд следователĕнче, халăх шкулĕсен инспекторĕнче ĕçленĕ. Унăн паллăрах ĕçĕсем: «Материалы к объяснению старой чувашской веры» ?1881%, «Нравы и обычаи в Чебоксарском уезде» (1888). «Чувашские языческие имена» тĕпчевне вара вăл пурнăçран уйрăлнă хыççăн 1905 çулта пичетлесе кăларнă.
А.ГРОМОВА.