Комментировать

12 Дек, 2015

Айăпа кĕтĕн - явап тыт

Раштав уйăхĕн 9-мĕшĕ коррупципе кĕрешмелли пĕтĕм тĕнчери кун. Шупашкарти Ленин районĕнчи лару-тăрупа РФ СК ЧР СУ Шупашкарти Ленин районĕн следстви уйрăмĕн аслă следователĕ Николай Замуткин паллаштарчĕ. Коррупципе çыхăннă чи кăткăс ĕçсене шăпах вăл уçăмлатать.

- Николай, сумлă аслă шкул хыççăн эсир мĕншĕн юрисконсульт е ваккат мар, шăпах следователь ĕçне суйланă?

- Çак професси, ыттисемпе танлаштарсан, таврари лару-тăрăва витĕм кÿме май пуррине туйма пулăшать. Çынсен кăмăл-туйăмне чухлани те, общество пăхăнакан саккунсене тĕшмĕртни те пур кунта. Шăпах манăн кăмăла тивĕçтерекен ĕç темелле.

- ÇÇХПИн çул-йĕр патруль службин инспекторĕ тĕлĕшĕпе те эсир ĕçлени паллă. Мĕнпе айăпа кĕнĕ-ши вăл? Уголовлă çак ĕç тавра паян мĕн пулса иртет?

- Ленин районĕн следстви пайĕпе суд çакна палăртнă: кăçалхи авăн уйăхĕн 3-мĕшĕнче Шупашкарта ÇÇХПИ экс-инспекторĕ ĕçтешĕ административлă майпа йĕркене пăсни пирки протокол çырнă вăхăтра водитель ÿсĕррине сиснĕ. Çакăн пирки тепĕр ĕç пуçарас вырăнне вăл йĕркене пăснин водитель удостоверенине, транспорт хатĕрне регистрациленĕ хутне туртса илнĕ. 30 пин тенкĕ парсан документсене тавăрса парасса, административлă явапран - 1,5-2 çуллăха водитель прависĕр хăварасран, 30 пин тенкĕ штраф тÿлесрен - хăтарасса систернĕ. Анчах та инспектор укçана илеймен. Следовательсемпе ШĔМĕн харпăр хăрушсăрлăх уйрăмĕн ĕçченĕсем ăна алăранах ярса тытнă. Ленин район сучĕ 38 çулти арçын тĕлĕшĕпе приговор йышăннă. Ăна взятка илме хăтланнăшăн айăпланă. Çавна май ăна 1,5 миллион тенкĕ штраф тÿлемелле тунă. Унсăр пуçне вăл патшалăхпа муниципалитет должноçне 2 çул йышăнаймĕ.

- Сирĕн шухăшăрпа, коррупци сарăлни мĕнпе сăлтавланать, епле аталанать вăл?

- Коррупци малтан та пулнă. Анчах паян унпа шелсĕррĕн кĕрешмелле. Пасар, услам уçăлни ăна аталанма урăх майсем туса парать. Нимĕн çĕнни те каламастăп: взятка çирĕп контроль çитменнипе, айăплисене явап тыттарманнипе, явапсăрлăхпа çыхăннă. Услам та коррупцие аталанма май парать. Шăпах вăл çак тытăмри преступленисен çăлкуçĕ пулса тăрать те. Чылай чухне саккуна хăйсен пурлăхне патшалăхăннинчен уйăрман влаçри çынсем пăсаççĕ.

- Вĕрентÿпе сывлăх сыхлавĕнче лару-тăру еплерех?

- Шел те, коррупци ку тытăмсенчен те пăрăнса иртмен. Ленин район следователĕсем район судне ача сачĕсен заведующийĕсене пырса тивекен уголовлă 2 ĕç ярса панă. Вĕсем ĕçе пачах вырнаçман çынсене муниципалитет пĕрлешĕвĕн бюджетĕнчен шалу тÿленĕ. Пĕри, сăмахран, 2011 çултанпах «тирпейлÿçе» ĕç укçине тивĕçтернĕ. Çапла вăл бюджета 282 пинрен кая мар тăкак кÿнĕ. Паян ЧППУн ректорĕн пуканне йышăннăскер тĕлĕшĕпе те уголовлă ĕçе малаллах тишкереççĕ. Ăна хăйне тĕрлĕ сăлтавпа укçа хушса тÿленĕ тесе айăплаççĕ. Пĕтĕмĕшле - 4 500 000 тенкĕ.

Коррупци сывлăх сыхлавĕшĕн те ют мар. Следстви уйрăмĕ Ача-пăча клиника больницин хирургĕ тĕлĕшĕпе пуçарнă уголовлă ĕçе тишкерсе пĕтернĕ. Ăна 12 пин тенкĕ взятка илнĕшĕн айăпланă. Ленин район сучĕ тухтăр тĕлĕшĕпе приговор йышăннă: 50 пин тенкĕ тÿлемелле тунă.

Федерацин айăплава пурнăçлакан тытăмĕн ĕçченĕсем те йĕркене пăсаççĕ. Акă юсанмалли 1-мĕш колони ĕçченĕ тĕлĕшĕпе пуçарнă уголовлă ĕçе те тишкерсе тухнă. Ăна кирпĕч шутлакан çынсенчен пĕринчен колони территорине илсе кĕме юраман япаласене курмăш пулассишĕн взятка илнĕ тесе айăпланă. Суд йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн, пĕтĕмĕшле режимлă колонире 1 çул та 6 уйăх ирттерме тивĕ унăн.

- Калаçушăн тавах.

Шупашкарти Ленин районĕн следстви уйрăмĕн следователĕн пулăшуçи.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.