Комментировать

30 Янв, 2016

«Сывлав патрулĕ» дежурствăна тухĕ

2016 çул - Чăваш Республикинче сывлав органĕсен чирĕсемпе кĕрешмелли çулталăк. Грипп, ОРВИ ерсен, тĕслĕхрен, сывлама мĕнешкел йывăррине кашниех пĕлет. Сывлав органĕсен чирĕсене пула республикăра çулленех пĕр пине яхăн çын пурнăçран уйрăлать. Сăмах май, çакă Раççейри кăтартуран икĕ хут пĕчĕкрех.

Юлашки вăхăтра республикăра сывлав органĕсен чирĕсемпе нушаланакан йышланни - сисчĕвленмелли пулăм. Грипп, ОРВИ, пневмони, ÿпкен шала кайнă ытти чирĕ, бронх астми тĕп вырăнта. ЧР Сывлăх сыхлав министерстви пĕлтернĕ тăрăх - пĕлтĕр кăна ÿпке ракĕпе нушаланакан - 350, туберкулезпа чирлĕ 607 çынна шута илнĕ.

Алла Самойлова министр кăçалхи çул чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсемпе кĕрешмелли çулталăк тăсăмĕ те пулнине палăртать, мĕншĕн тесен чĕрепе аптăракан çын ÿпке шыçнине, тĕслĕхрен, йывăртарах чăтса ирттерет.

Чи малтанах, пирус туртни сывлав органĕсене шар кăтартать. Унăн сиенĕ пирки калаçса-çырса йăлăхнă ĕнтĕ. Хамăр ĕçлесе илнĕ укçапах сывлăха хавшатнине мăн çын кăна мар, ача та ăнланма тивĕç. Анчах усал йăла тыткăнĕнчен хăтăлма пĕрре те çăмăл мар иккен.

Çапах юлашки вăхăтра ку енĕпе чылай улшăну кĕртрĕç. Пирус туртассине хирĕçлесе йышăннă саккуна ырламалла. Халĕ сигарет пачки лавкка сентрисем çинче куçа илĕртмест. Ăна рекламăлама та чарчĕç. Çакăн хыççăн туртакансен йышĕ чакнине, паллах, ĕненес килет.

Пирус туртаканăн ĕмĕрĕ вăтамран 18 çул кĕскелнине те ăша хывасшăн мар хăшĕ-пĕри. Çав вăхăтрах миокард инфаркчĕ хыççăн чĕлĕмçĕсен 90 проценчĕ усал çак йăларать хăтăлнине çирĕплетет статистика. Сывлăх мĕнешкел хаклине кая юлса та пулин ăнланса илнĕ вĕсем.

Раççейре кăна мар, ют çĕршывсенче те пирус туртакансемпе хăйне май кĕрешеççĕ. АПШри Нью-Йорк штатĕнче, сăмахран, общество вырăнĕсенче тата автомобильте сигарет тĕтĕмĕ кăларма юрамасть. Саккуна пăснисен 1000 доллар кăларса хума тивет.

Италире те йĕрке çирĕп: халăх çÿрекен вырăнта туртнăшăн 250-ран пуçласа 2000 евро таран шыраса илеççĕ.

Гималаи тăрăхĕнчи Бутанра усал çак йăла сарăлаймасси куçкĕрет: унта пирус сутнăшăн 225 доллар штраф тÿлеттереççĕ. Ĕç укçи вара вăтамран 16 долларпа танлашать.

Швецири Ослора е Копенгагенра вĕренекен студент пируспа туслашнине пĕлчĕç тĕк - стипендисĕр хăварĕç.

Канадăра табак компанийĕсене спорт мероприятийĕсен спонсорĕ пулма чарнă. Патшалăх учрежденийĕсенче туртма ирĕк памаççĕ.

Японири Осакере пирус туртманнисене премипе хавхалантараççĕ. Пирĕн тăрăхри хăш-пĕр предприятире те çакнашкал йĕрке çирĕпленнĕ.

Турцире пирус туртма пăрахнă çынсен сĕнĕвĕсене ятарлă музее пуçтарнă. Унти пĕр ялти хăйнеевĕрлĕх çинче те чарăнса тăрас килет: çитĕнекен ăру тĕслĕх ан илтĕр тесе аслисене чĕлĕм тытма чарнă. Йĕрке пăсакансенчен пĕр михĕ сахăр е çăнăх шыраса илеççĕ.

Çапах сывлăхшăн никам та мар, пĕр хамăр яваплине хăçан ăнланса илĕпĕр-ши? Вара эпир те чи сахал туртакансен тăрăхĕ пулнипе палăрăпăр.

Пĕлтĕр республикăри суту-илÿ центрĕсенче, халăх йышлă вырăнсенче «Юн тымарĕн патрулĕсем» тĕрĕслев йĕркеленĕччĕ. Кăçал вара дежурствăна «Сывлав патрулĕсем» тухĕç. Вĕсем юн пусăмне кăна мар, ÿпке калăпăшне те, вăл мĕнле ĕçленине те тĕрĕслĕç.

Чăнах, сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăннинчен лайăххи нимĕн те çук. Çав çынсем ыттисемшĕн - тĕслĕх вырăнĕнче.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.