Комментировать

15 Апр, 2016

“Чăваш Ене шанатпăр”

Ака уйăхĕн 12-мĕшĕнче ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев РФ ял хуçалăх министрĕпе Александр Ткачевпа

тĕл пулнă.

М.Игнатьев федераци ведомствин ертÿçине регионти ял хуçалăхне аталантарма пулăшнăшăн тав тунă, отрасль аталанăвĕн тĕп пĕтĕмлетĕвĕпе паллаштарнă. Республикăра аграрисен тăрăшулăхне пула кăтартусем çултан-çул лайăхланаççĕ. Пĕлтĕр мĕнпур тытăмри хуçалăхсенче ял хуçалăх производствин индексĕ 7,9: ÿснĕ. Ял хуçалăх культурисем туса илекен лаптăк 2014 çулхинчен 2,7: пысăкланнă. "Эпĕ республикăри аграрисен умне усă курман çĕрсене 1,5-2 çулта пĕтĕмпех пусă çаврăнăшне кĕртме тĕллев лартрăм”, - тенĕ Михаил Игнатьев.

А.Ткачевпа М.Игнатьев ĕнесен сĕт антараслăхне ÿстермелли çул-йĕре палăртакан ыйтусене сÿтсе явнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ кăтартусем самай лайăхланнине палăртнă. Пĕлтĕр республикăра кашни ĕнерен вăтамран 4860 кг сĕт сунине пĕлтернĕ. "Юлашки çулсенче агропромышленноç комплексне аталантарма 25 млрд тенкĕ уйăрнă. Патшалăх пулăшăвĕ кăçал та чакмасть. Çакă пире кăтартусене лайăхлатма май парĕ", - тенĕ М.Игнатьев.

Александр Ткачев Чăваш Республики импорта улăштаракан тавар туса кăлармалли программăна хастар хутшăннине уйрăммăн палăртнă. "Чăваш Ен федераци хыснинчен пулăшу илет. Сĕт, аш-какай, пахчаçимĕç туса илмешкĕн субсиди кăçал та чакмĕ. Эсир Раççей Ял хуçалăх министерстви пулăшасса шанма пултаратăр. Эпир Чăваш Ене ĕненетпĕр тата шанатпăр”, - пĕлтернĕ хăйĕн шухăшне министр.

Ĕçлĕ тĕлпулура çуракине хатĕрленсе ирттерессипе, инвестици проекчĕсене пурнăçлассипе çыхăннă ыйтусене те хускатнă.

В.ВАЛЕНТИНОВ.

Б.ФИЛАТОВ n?iÿea??ĕeĕ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.