Комментировать

30 Апр, 2016

Мăнкун килет мăн çулпа

Элĕк районĕнчи Чăваш Сурăм хĕрарăмĕсем тахçанах Мăнкуна хатĕрленме пуçланă. Ахаль ларма хăнăхман ал ăстисем темĕн те пĕр çыхса тултарнă. Чăхпа тĕрлĕ тĕслĕ çăмарта уяв сĕтелне хăйне евĕрлетесси пĕрре те иккĕлентермест. Кăмакара пĕçернĕ пек курăнакан кулич кайран та уяв саманчĕсене аса илтерĕ.

«Ăстапи» кружок 5 çул ĕçлет. Çак вăхăтра хĕрарăмсем пуç тÿпинчен пуçласа ура тĕпне çитичченех япала çыхса тăхăннă. Ал ĕçĕсене тăванĕсене, пĕлĕшĕсене парнелеççĕ вĕсем. Римма Михайлова, тĕслĕхрен, кĕлчечек, нарцисс, коала... çыхма пĕлет. Чÿлмекри чечексем чĕрĕ пекех курăнаççĕ, çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те кăмăла уçаççĕ.

Зинаида Яковлева тутăрсен куравне йĕркеленĕ. «Çынсем пахаланине итлесе чун савăнать. Хак паракансем хăшне ытларах килĕштернине пĕлес килет», — тет вăл.

Любовь Ильина — хушпу ăсти. «Сурăм ен» ансамблĕн артисчĕсене хушпу тăхăнсан çав тери килĕшет. Вĕсем юрлас-ташлас пултарулăхĕпе куракана тыткăнлаççĕ.

Надежда Семенова мăнукĕсене çи-пуç çыхса тăхăнтартать. Унăн алли витĕр тухнă кашни япала çыпăçуллă, хитре.

Открыткăран пĕчĕк арча та, хутран акăшсем те ăсталаççĕ вĕсем. Çак йышра çăматă йăвалакансем те пур.

«Çĕр ĕçĕ пуçланиччен кашни эрнерех пуçтарăнаттăмăр. Кунта чун каниччен калаçса кăмăл тулать. Пĕр-пĕрне кукăль-çăмахпа та хăналатпăр», — пĕр саслăн ăнлантараççĕ алă ăстисем.

Марина ТУМАЛАНОВА.

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.