Комментировать

16 Июн, 2016

Праски кинеми пиллесе авлантарнă

Тепĕр чухне мана профессие çын мар, вăл ăна хăй суйланăн туйăнать. Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн документсене йышăнакан комисси пÿлĕмĕн алăкĕ умĕнче хурланса тăракан Сергей Иванов патне кунта ĕçлекен паллакан пĕр хĕрарăм ăнсăртран пыман пулсан, шала кĕрсе хăюсăр каччăн аттестатне илсе тухман тăк паян К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ нумай çухататчĕ. Сергей вылякан рольсем пирĕн пурнăçа илемлетрĕç, пуянлатрĕç. Чăваш драма театрĕн артисчĕ, ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ Сергей ИВАНОВ «Чуна уçса калаçар» рубрика тĕпелĕнче хăйĕн пирки каласа кăтартрĕ. Шÿте ăнланакан, хаваслă кăмăллă та çемçе чунлă Сергейпа калаçнă чухне хама телейлĕ туйрăм.

— Сергей, сана тахçантанпах тытаймастăп вĕт. Паян та ак, маларах калаçса татăлнă пулсан та, театр фойинче сана кĕтсе хăшкăлтăм.

— Артистсен пĕр ушкăнĕпе Етĕрнере юмах вылярăмăр. Зал тулли ача-пăча: хĕвĕшеççĕ, шавлаççĕ, кулаççĕ. Каçар ĕнтĕ, Шупашкара çитсен чарăнура кĕтекен туссем патне анса юлма тиврĕ. Ара, Шăмăршă районĕнчен сысна ашĕ илсе килнĕ те ăна илмеллех, манăн икĕ ывăл вĕт, вĕсем какай çиесшĕн.

— Эпĕ пĕр-пĕр çынран интервью илес умĕн ун çинчен пĕлĕшсенчен тĕпчесе пĕлетĕп. Сан пирки: «Тĕлĕнмелле ĕçчен», — тесе ĕнентерчĕç. Пĕри эсĕ ача чухнех пасарта çĕрулми сутнине пĕлтерчĕ.

— Суймаççĕ иккен. Эпĕ çуралнă Тăвай районĕнчи Тăрмăш ялĕ Канашран 10 çухрăмра вырнаçнă. Унта кашни кун автобус чупать. Ача чухне пĕр витре çĕрулми йăтаттăм та автобуса ларса Канашри культура керменĕ çумĕнчи пахча çимĕç сутакан пĕр пысăках мар вырăна анса юлаттăм. Шултра çĕрулмине самантрах сутаттăм. Çемье енчĕкне 2 тенкĕ кĕретчĕ. Аттепе анне кашни пусшăн савăнатчĕç. Мана атте ытти 4 ачинчен уйăрман, пĕчĕклех ĕçе хăнăхтарнă. Алли-ури ăстаччĕ, кил хуçалăхри мĕн пур ĕçе хăй тăватчĕ. Пире вак-тĕвек ĕç шанатчĕ. Пăта çапмалла-и, хăма саваламалла-и, кирпĕч хумалла-и – аттен пулăшуçисем пулнă эпир.

— «Ывăл ача — ашшĕн тупри», — ахаль çапла каламан чăваш.

— Шкулта ăс пухнă чухне асаттепе юнашар тăрса кăмака тума вĕрентĕм. Халĕ пушă вăхăт тупăнсан тус-тăвана кăмака туса паратăп.

— Пĕр пĕлĕшÿ санран çапла ыйтма хушрĕ: «Ĕç укçи çитменнипе калăма çÿрет-ши вăл?»

— Туссемпе тăвансене нимелле çеç пулăшатăп, нихăшĕнчен те пĕр пус та илмен. Укçа енчен хĕсĕк пулсан отпуск вăхăтĕнче Мускава е Çĕпĕре калăм тума çул тытатăп. Тинĕс хĕрринче хĕртĕнсе выртса вăхăта ахаль ирттерместĕп.

— Апла театртан кăларса ярсан та выçса вилмĕн...

— Мĕскер эсĕ? Театртан каясси усал тĕлĕкре те ан тĕллентĕр, артист профессийĕсĕр пурăнаймастăп. Мускаври Щепкин ячĕллĕ театр училищинчен вĕренсе тухсанах Чăваш патшалăх академи драма театрне вырнаçрăм. Кунта 25 çул вăй хуратăп. Чĕрĕк ĕмĕрте мĕнле кăна роль вылямарăм-ши? Ĕçе кĕрсенех Андриян Павлов режиссер мана сцена çине чылай çул тухакан «Мăшăр шыраса» камитре роль шанчĕ. Унччен çамрăк студент рольне çулланнă артистсем вылянă. Спектакльте халăх кăмăллакан артистсем — Вера Кузьмина, Кĕлпук Мучи, Николай Степанов — выляни маншăн пысăк чыс пулчĕ. Вĕсемпе пĕрле выляни театра ытларах юратма хистерĕ. «Арлезианка» спектакль премьери пулсанах /унта эпĕ тĕп сăнара Фредерие калăпларăм/ мана çара илчĕç. Салтак шинельне хывса театра таврăнсан Валерий Яковлев режиссер «Праски кинеми мăнукне авлантарать» спектакльте мăнук рольне шанчĕ.

— Çак спектакльте выляса эсĕ пуйнă та çурт лартнă теççĕ...

— Кур-ха, каллех суймаççĕ. Спектакль сцена çинчен 20 çул каймарĕ. Эпĕ çак тапхăрта авланма, мăшăрпа икĕ ывăл ÿстерме, хваттерлĕ пулма, Чантăр ялĕнче çĕр лаптăкĕ туянса икĕ хутлă çурт хăпартма ĕлкĕртĕм. Пÿртĕн чÿречисене лартнă, тăррине витнĕ, çăл çумĕнче кÿлĕ чаврăм, пулă ятăм. Унта ывăлсем пулă тытаççĕ, мăшăр Оля ăшаласа çитерет.

— Чăн-чăн пурнăç çынни иккен эсĕ.

— Муркаша ÿркенмесĕр кайса вешенка кăмпа ÿстермелли ятарлă брикет-михĕсем туянтăм. Вĕсене çăл хĕррине вырнаçтартăм, çуркунне пуçлансанах кăмпа ăшаласа çиетпĕр. 2 çулта çырма хĕрринче 100 хурăн, 40 чăрăш, 10 хура слива, 10 шурă слива, 10 сарă слива, 10 кăвак чие тата пилешсем, хурлăхан тĕмисем лартрăм. Кăçал нÿхреп чавасшăн.

— Эсĕ эколог та иккен. Йывăç хунавĕсене туянма нухрат чылай кирлĕ.

— Мана Турă пулăшса пырать. Пирĕн çурта хирĕç — çырма, унтан инçех мар коттедж поселокĕ çĕкленет. Малтан унта дачăсем пулнă. Унти йывăçсене касса çĕрпе тикĕслеме тытăнчĕç. Вĕсене хĕрхеннипе çырма ку енне куçарса лартма пуçларăм. Йывăçсем пĕчĕк ача пекех – вĕсене шăвармалла, выльăх кĕрсе таптасран карта тытмалла, курăкне çулмалла... Чантăра кайсан алă усса ларма вăхăт çук.

— Авланиччен хĕрсем спектакль хыççăн сцена çине хăпарса сана чечек çыххи парнеленине, унта çыру хунине те илтнĕччĕ. Пÿрнÿне ылтăн çĕрĕ тăхăнсан çыхă ăшне çырусем хума пăрахнăшăн ÿпкелешнĕ тет-и эсĕ? Тутар хĕрĕсем чăваш пикисем пек мар çав, качча тухсан мăшăрне çирĕп алăра тытаççĕ.

— Ун пекех мар-ха. Арăмра икĕ юн юхать. Унăн ашшĕ — чăваш арĕ, амăшĕ — тутар хĕрарăмĕ. Хунямапа хуняçа Хусанти ветеринари институтĕнче вĕреннĕ чухне паллашнă. Диплом илсен Чăваша ĕçлеме килнĕ, Муркаш районĕнчи Йÿçкассинче тĕпленнĕ. Хуняçана шел, сарăмсăр вилсе çĕре кĕчĕ. Хуняма тĕп хулана куçса килчĕ. Мăшăрпа кăмăллă хутшăнатпăр, пĕр-пĕрин çине пĕрре те сасă хăпартса курман. Оля православи тĕнне йышăнчĕ, ывăлсене тĕне кĕртрĕмĕр. Хуняма Коран йĕркипе пурăнни пире пĕр-пĕрне ăнланма чăрмантармасть. Вăл мана хăйĕн тăваттăмĕш ачи пекех йышăнчĕ.

— Аçу-аннÿ хунямупа тата хуняçупа пĕр чĕлхе тупайрĕç-и?

— Тăваттăшĕ пĕр сĕтел хушшине ларса шăкăл-шăкăл калаçатчĕç. Аттепе хуняçа çĕре кĕчĕç, анне ватăлчĕ, кăçал 80 çул тултарать. Сывлăхĕ хавшанипе аппапа йăмăк ăна черетленсе пăхаççĕ. Атте хăпартнă çурт 3 çул каялла тĕппипех çунса кайрĕ. Пичче аннене пÿртрен йăтса тухма ĕлкĕрнĕ-ха, анчах çулăма сÿнтерме кĕрсен тухаймарĕ, çунса кайрĕ. Çак инкек аннене самаях хуçрĕ. Унтанпа çĕнĕ çурт çĕклерĕмĕр, анчах пиччене каялла тавăраймăн. Хуняма иккĕмĕш аслă пĕлÿ илчĕ, педуниверситетран вĕренсе тухрĕ, Йÿçкассинчи садик ертÿçинче чылай çул ĕçлерĕ. Тивĕçлĕ канăва тухсан Шупашкарти пĕр ача садĕнче вăй хучĕ, халĕ кĕçĕн хĕрĕн пепкине пăхма пулăшать.

— Упăшкипе арăмĕ хушшинче 7 çул уйрăмлăх пулни, тен, аван та.

— Çартан килсен театра выр­наçсан мана общежитире пĕр пÿлĕм пачĕç. Тин çеç шкул пĕтернĕ хĕрсем, ташлама вĕренекенскерсем, манăн пÿлĕм тăрринче пурăнатчĕç. Кун каçа тĕпĕртетни илтĕнсех тăратчĕ, картлашкапа та тĕпĕр-тĕпĕр чупатчĕç. Пĕррехинче хама килĕшнĕ хĕре тытса чартăм та: «Эсĕ шкултан вĕренсе тухнă-и?» — шăхвăртса ыйтрăм. Хайхискер вăтанса: «Тухнă», — терĕ те манран именсе картлашкапа чупса анчĕ. Кĕркунне ялтан пĕр михĕ панулми илсе килтĕм, ниçта хума пĕлменнипе чÿрече хушшине вырнаçтартăм. Хĕрсем тутлă çимĕçе урамран курнă иккен. Çиес килнĕ-ши — пĕри, хастартараххи, паллашма килчĕ. Панулмипе хăналарăм, пĕрле те парса ятăм. Каярахпа хĕрсем пÿлĕме кĕрсе тăчĕç, вĕсен хушшинче Оля та пурччĕ.

— Халĕ каччăсем хĕрсене шыва анса та, тÿпене вĕçсе хăпарса та качча тухма ыйтаççĕ...

— Чирлесен больницăна çаклантăм. Оля ман пата час-часах килсе çÿретчĕ. Апат хатĕрлесе килетчĕ, вăл пĕçернĕ вĕри яшкана юратса çиеттĕм. Арçын чĕрине парăнтарас тесен ăна тутлă çитермеллине пĕлнех ĕнтĕ вăл. Больницăран тухсан пĕрле пурăнма сĕнтĕм. Турткалашмарĕ. Çулталăкран туй туса пĕрлешрĕмĕр. Ăна чăвашсен йăли-йĕркипе килĕшÿллĕн ирттертĕмĕр. Хушпу тăхăннă туй арăмĕсемпе хĕр илме кайрăмăр. Вера Кузьмина, Нина Яковлева паллă артисткăсем туя илем кÿчĕç. Ял халăхĕ пирĕн туя курма хапха умне пухăнчĕ. Нина Яковлева ял-йыш умĕнче пил сăмахĕсем каларĕ. «Мăнукăма сцена çинче виçĕ çул авлантарнă хыççăн тинех мăшăрлă турăм», — теме те манмарĕ.

— «Хăмăчĕ» мăя ыраттарманнине ăнлантăм-ха...

— 15 çул пĕрле эпир. Ачасене ĕçе юратма вĕрентетпĕр. Данила 9-мĕш класс вĕренсе пĕтерчĕ. Кĕркунне колледжа пĕлÿ илме çул тытасшăн. Савелий 6-мĕшне куçрĕ. Оля профессие улăштарчĕ, тĕп хулари пĕр почтăра ертÿçĕ çумĕнче тăрăшать.

— Самана никама та пуçран шăлмасть. Совет Союзĕ аркансан театрсенче те ĕç укçи енчен хĕстерчĕç.

— Апла пулин те театртан каяс шухăш нихăçан та çуралман. Пытармастăп: йывăрччĕ, уйăхĕ-уйăхĕпе ĕç укçи памастчĕç. Çав çулсенче аппа нумай пулăшрĕ. Ялтисем те пахча çимĕçе сумки-сумкипе йăттарса яратчĕç. Вăл çулсенче театртан тухма пĕлмесĕр ĕçлеттĕм, режиссерсем роль хыççăн роль шанатчĕç.

— Эсĕ — кулăшла рольсене ăста вылякан артист. Хырăм хытиччен култаратăн. Тарăн шухăшлă рольсене вылясси мĕнрен пуçланчĕ?

— Пĕррехинче Валерий Яковлев режиссер «Моцарт и Сальери» спектакльте Моцарт рольне шанчĕ. Ку маншăн пысăк чыс пулчĕ. Çак спектакльпе Орелта иртнĕ театрсен фестивальне çитрĕмĕр. Гран-при илсе килтĕмĕр. Ку роль манăн шухăш-кăмăла самаях улăштарчĕ, пурнăçа тÿнтерле çавăрчĕ тесен те йăнăш пулмĕ. Çакăн хыççăн ытти режиссер та тарăн шухăшлă рольсем пама пуçларĕ. «Анаталла-тăвалла» спектакльти Маркиç сăнарĕ манăн пултарулăха тата çирĕплетрĕ, аталанма май туса пачĕ. Хамра трагедиллĕ рольсене выляма пултаракан артиста уçрăм. «Сутăн илнĕ чыс» спектакльте Кĕçтук мучи сăнарне калăпларăм. Кăçал Марина Карягинăн «Куккуклă сехет» пьесинче Пĕрремĕш Кени пулса тăтăм.

— Эпĕ те ăна кайса куртăм. Монолог хыççăн монолог калатăр. Çакăн чухлĕ текста астума пĕрре те çăмăл мар. Тата тĕп сăнарсен сăмахĕсем пĕрре те ансат мар-çке! Спектакль хыççăн ывăннипе кравать çине йăванас килмест-и?

— Кени рольне шансан малтанах хăраса ÿкрĕм. Валерий Николаевич патне ятарласа калаçма кĕтĕм. «Виçĕ кун кан, мĕнле вылямаллине тĕплĕн шухăшла, тунтикун ĕçлеме пуçлăпăр», — тесе пÿлĕмĕнчен ăсатрĕ. Каялла чакма май памарĕ. Каярах, режиссер роле уçăмлатсан, Кени сăнарĕ мана килĕшме пуçларĕ. Роле çиелтен шăйăрттарса выляма çук, сăнара пуçĕпех путмалла. Ятарласа виçĕнсе пăхман, анчах Петр Садовниковпа иксĕмĕр спектакль хыççăн 2-3 килограмм чакнине туйрăмăр. Куракан эпир чунран вылянине сисет, сăнара йышăнать.

— Пурнăçра спектакльсенчи сăнарсемпе усă куратăн-и?

— Пĕр тус туйра кĕçĕн кĕрÿ пулма ыйтрĕ. Мĕн каламаллине пĕлместĕп. Пуçа пĕр спектакльти эпизод пырса кĕчĕ. Унта эпĕ мăн кĕрÿ сăмахĕсене каланăччĕ. Çак сăмахсене туй халăхĕ умĕнче шатăртаттарса калама пуçларăм. Каярах туссем: «Ятарласа вĕренсе килтĕн-им?» — тесе тĕпчерĕç. «Çĕр çывăрмасăр вĕрентĕм», — шăхвăртса каларăм. Савăннăскерсем мана ураран ÿкериччен хăналарĕç.

— Паян сана пурнăç урапи çамрăклăха тавăрнă пулсан артист профессине суйлăттăн-и?

— 8-мĕш класра вĕреннĕ чухне спектакльте пĕрремĕш хут вылярăм. Халăха эпĕ выляни килĕшрĕ, тăвăллăн алă çупрĕç. Ун чухне кун-çула театрпа çыхăнтарас килчĕ. Аттестат илсен документсене агроном пулас тĕллевпе ял хуçалăх академине кайса патăм. Драма театрĕнче конкурс иртнине ăнсăртран илтрĕм. «Кайса пăхам-ха», — тесе театр алăкне уçрăм та виçĕ тапхăр витĕр çăмăллăнах тухрăм. Геннадий Терентьев вĕренме илнисен хушамачĕсене вуласан академие документсене илме вĕçтертĕм. Аттестатри паллăсем аван пулнăран мана унта та вĕренме илнĕ иккен. Документсене тавăрса паманнипе чутах йĕрсе яраттăм. Юрать, шăпана унта ĕçлекен пĕр пĕлĕш татса пачĕ. Вилнĕ хыççăн çĕр çине каялла таврăнсан та артист профессинех суйлăттăм.

— Хăвна мĕнле ыйту парăттăн?

— Хăвăн вăйупа спектакль лартас килмест-и? Хуравлатăп: «Кашни салтак генерал пулма ĕмĕтленет. Ку ĕçе тĕкĕнсе пăхрăм. Пушă вăхăтра Тăвай тăрăхĕнче халăх театрне темиçе çул ертсе пытăм. Çын кăмăлне каймалли спектакльсем лартрăмăр. Кинематографпа кăсăкланма тытăнсан икĕ фильм режиссерĕ пулса тăтăм: «Тĕлĕннипе попугайсем те çăвар караççĕ», «Юратап-яратам». Хуняма фильмсене курнă хыççăн: «Çынсене кăтартма юрать», — тесе ырларĕ. Николай Угаринăн «Туй пулать-и, пулмасть-и?» пьеси тăрăх илемлĕ фильм ÿкертĕм. Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче те спектакль лартас кăмăл пур.

— Грим пÿлĕмĕнче санăн вырăну асамлăхпа тулнă, кунта паллă артистсем пит-куçне сăрланă.

— Хăй вăхăтĕнче Борис Алексеев, Николай Угарин, Виктор Родионов, Николай Степанов çак пÿлĕмре сывлани мана театра юратма, тăрăшса ĕçлеме хистет.

Альбина ЮРАТУ калаçнă.

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.