Комментировать

18 Июн, 2016

Тутар салтакĕ аттене ĕçе... çĕклесе çÿреме шантарнă

Елчĕк районĕнчи Элпуçра пурăнакан Раиса Лапшина Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă ашшĕ пирки сехечĕ-сехечĕпе каласа кăтартма хатĕр.

«Атте вăрçа тухса кайнă чухне эпĕ утма та тытăнман. Вăл киле таврăннă çĕре — шкула каймалăх çитĕннĕ. Питĕ юрататчĕ мана, тринкки-тринкки сикекенскерне алăран ямасăр çавăтса кăна çÿретчĕ. Юлташĕсемпе калаçса ларнă чухне яланах чĕрçи çине лартатчĕ. Çавăнпах-ши, вăл мĕн каласа кăтартни йăлтах ăша хывăнса юлнă. Атте вăрçăра пилĕк çул пулнă. Çывăх çыннăм чылай вăхăт тыткăнра асапланнă. Совет салтакĕсене 11 кун апат çитермесĕр асаплантарнă нимĕçсем. Кайран пăтă панă. Атте пăртак çеç астивнĕ, тăрук çинипе чылайăшĕ пĕр каçра вилнĕ. Шăммипе тирĕ çеç юлнăскерсене шеллесе пĕррехинче нимĕç майри карта айккине улма хуппипе çăкăр килсе пăрахнă. Мĕскĕн хĕрарăма тапа-тапа хĕненĕ çавăншăн. Начарланнă, чирлĕ салтаксене нимĕçсем шăтăка кая-кая пăрахнă. Утайми пулнă аттене те çавăнта сĕтĕрсе пынă. «Кăна ан вĕлерĕр-ха, ури утмасан та вăйĕ пур унăн, ĕçе кашни кун хам çĕклесе çÿрĕп», — тенĕ тутар салтакĕ. Пирĕшти сыхланă-ши, Турри çумĕнче пулнă-ши, çапла майпа атте çăлăнса юлнă. Тутарне итленĕ-ха тата нимĕçĕсем. Атте мĕн виличчен çав çынна асран кăлармарĕ. Тыткăнра темĕн тĕрлĕ нуша курнă çывăх çыннăм. Чунĕ çемçелнипе хăш чухне куçĕ шывланатчĕ. «Мана Турă ырă вилĕм патăрччĕ. Вăрçă çеç ан пултăрччĕ», — тетчĕ пĕрмай. Пĕр каçхине мунча кĕнĕ хыççăн хире ĕне çитерме кайнă та çĕр çине выртнă. Сивĕ туртса илчĕ-ши, çийĕнчех вилчĕ. Эх, атте пуртан аннене те çăмăл килчĕ, эпир те аван çитĕнтĕмĕр. Арçын арçынах çав вăл», — юратнă ашшĕ вăрçă нуши пирки мĕн каласа кăтартнине паянхи кун та йăлтах астăвать Раиса Михайловна.

Раиса Лапшина пĕчĕкрен ĕçре пиçĕхсе çитĕннĕ. 16 çултах сысна, кайран пăру пăхнă вăл. 41 çул ĕне сунă. Кăкăр тулли медальпе орден унăн. Мăшăрĕпе Николай Васильевичпа пилĕк ывăл çуратса ÿстернĕ. Вĕсем пурте — спорт мастерĕсем. Шел те, пĕр ывăлĕ Василий нумай пулмасть пурнăçран уйрăлнă.

Ĕмĕр фермăра тăрăшнă Раиса Михайловнăн ал-ури çыпăçуллă. Çыхма-çĕлеме кăна мар, ĕне пăрулаттарма, сурăх пăранлаттарма ăста вăл. Унсăр пуçне сыпă лартать. Кÿршĕ ялсем те, аякрисем те пулăшу ыйтма килеççĕ ун патне.

«Мăшăрпа 51 çул килĕштерсе пурăнатпăр. Хампа пĕр хушаматлинех саврăм, хĕр чухне те Лапшиначчĕ, качча тухсан та Лапшинах пулса тăтăм. Ылтăн туйра ачасем мĕн хăтланнине пĕлесчĕ сирĕн — пĕтĕм тăван умĕнче чуптутарчĕç! Вăтаннипе çĕр тĕпне анса кайманни çеçчĕ, çамрăк чухне те каччă тути сĕртĕнсе курман та», — ăшшăн кулса ăсатрĕ урамра та ахаль ларман Раиса аппа.

Елена ГЛУХОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.